Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Эй тӑвансем, халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпар илсе килчӗ: эсир ӗненсе те юратса пурӑнатӑр иккен, пире яланах ырӑпа асӑнатӑр, эпир сире курасшӑн ҫуннӑ пек, эсир те пире курасшӑн иккен — 7. ҫакӑ пире лӑплантарсах ячӗ: эй тӑванӑмӑрсем, эсир ҫапла ӗненнипе эпир, хамӑра ҫитнӗ хӗн-хура, йывӑрлӑха пӑхмасӑр, питӗ савӑнтӑмӑр; 8. эсир Ҫӳлхуҫапа пӗрле ҫирӗп тӑнӑран халӗ пирӗн те кӑмӑл ҫӗкленчӗ.
1 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй тӑванӑмӑрсем, эпир халран кайиччен ӗҫленине хӑвӑр та астӑватӑр: сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерсе пурӑннӑ чухне, сире кама та пулин йывӑрлӑх кӳрес марччӗ тесе, эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр.
1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй тӑванӑмӑрсем, Турӑ сире юратнине, Вӑл сире суйласа илнине эпир пӗлетпӗр, 5. мӗншӗн тесессӗн эпир сирӗн патӑрта Ырӑ Хыпар ҫинчен сӑмахпа кӑна мар, Таса Сывлӑш хӑвачӗпе, чӑнлӑха ҫирӗп ӗненсе вӗрентрӗмӗр — эпир хӑвӑр хушшӑрта сирӗншӗн епле ӗҫленине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр.
1 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манпа пӗрле пурӑнакан тӑванӑмӑрсем сире салам яраҫҫӗ.
Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫана ӗненекен тӑванӑмӑрсем те нумайӑшӗ, эпӗ тӗрмере ларнипе хавхаланса, Турӑ Сӑмахне тата хӑюллӑрах, пӗр хӑрамасӑр вӗренте пуҫларӗҫ.
Флп 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Тит ҫинчен ҫакна калам: вӑл — манӑн юлташӑм, манпа пӗрле сирӗншӗн тӑрӑшать; ытти тӑванӑмӑрсем ҫинчен калам: вӗсем — ӗненекен ушкӑнсем янӑ ҫынсем, Христос вӗсем урлӑ мухтава тухать.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эй тӑванӑмӑрсем, сире Турӑ чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр мӗнле пулнине аса илӗр-ха: (этем виҫипе виҫсессӗн) сирӗн хушшӑрта ӑслисем те, вӑйлисем те, чаплӑ ӑруран ҫуралнисем те нумай марччӗ.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмӑрсем, ӳте пӑхӑнса пурӑнмашкӑн эпир ӳте парӑмлӑ мар: 13. эсир ӳте пӑхӑнса пурӑнатӑр пулсассӑн, вилӗмрен хӑтӑлаймӑр; ӳт ӗҫӗсене Сывлӑшпа пӗтеретӗр пулсассӑн, чӗрӗ пулатӑр: 14. Турӑ Сывлӑшӗ кӑтартнипе ҫӳрекенсем пурте — Турӑ ывӑлӗсем, 15. мӗншӗн тесессӗн эсир чуралӑх сывлӑшне йышӑнмарӑр, вӑл сире каллех хӑратса тӑнӑ пулӗччӗ, эсир ывӑллӑха кӗртекен Сывлӑш илтӗр, ҫав Сывлӑш урлӑ эпир Турра: «эй Авва, Аттемӗр!» тесе чӗнетпӗр.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пӗр вӑхӑт пурӑнсан Павел Варнавӑна каланӑ: атя-ха хамӑр унччен Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗрентсе ҫӳренӗ пур хулана та тӑванӑмӑрсем патне ҫитсе курар — вӗсем епле пурӑнаҫҫӗ-ши, тенӗ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӑванӑмӑрсем, эсир хӑвӑр хушшӑртан пурте хисеплекен ҫичӗ ҫынна — Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑскерсене, ӑслӑ-тӑнлӑскерсене — суйласа илӗр; ҫак ӗҫе туса тӑма ҫавсене хушӑпӑр; 4. эпир хамӑр яланах кӗлтуса, Турӑ сӑмахне вӗрентсе тӑрӑпӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пирӗн тӑванӑмӑрсем, халӗ вӑхӑтлӑх асап тӳссе, Турӑ хывнӑ халал урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илчӗҫ, эсӗ вара каппайланнӑшӑн Турӑ сучӗпелен тивӗҫлӗ хаса илӗн.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫав кунах вӗсем сӑмах татса хунӑ: шӑматкун пире кирек кам тапӑнтӑр та, эпир вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫӑпӑр — хамӑр тӑванӑмӑрсем улах вырӑнсенче вилсе пӗтнӗ пек вилес темесессӗн ҫапла тӑвас пулать пирӗн, тенӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫавӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Маттафийӑпа унӑн юлташӗсем вӗсемшӗн питӗ хурланса йӗнӗ; 40. ӗнтӗ вӗсем пӗрне-пӗри каланӑ: эхер те эпир пурте ҫав тӑванӑмӑрсем пек пулса хамӑр пурӑнӑҫшӑн, хамӑр йӗркесемшӗн суя тӗнлисене хирӗҫ ҫапӑҫмастпӑр пулсассӑн, вӗсем пире пурсӑмӑра та часах ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкӗҫ, тенӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ Ананияна та, Ионафана та — аслӑ Семей ывӑлӗсене — пӗлеттӗм, эпир пӗрле Иерусалима Турра пуҫҫапма ҫӳреттӗмӗр, унта малтанхи ҫӗр ҫимӗҫне тата пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне кӳреттӗмӗр: эпир аташса ҫӳрекен тӑванӑмӑрсем хыҫҫӑн кайман; эсӗ, тӑванӑм, лайӑх тымартан тухнӑ! тенӗ.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид пинпӳсемпе, ҫӗрпӳсемпе тата мӗнпур ҫулпуҫпа канашланӑ та 2. пӗтӗм Израиль халӑхне пуҫтарса ҫапла каланӑ: эсир килӗшсессӗн тата ҫакна тума Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ирӗкӗ пулсассӑн, хамӑрӑн ытти тӑванӑмӑрсем патне ҫынсем ярар, пӗтӗм Израиль ҫӗрне ҫитчӗр, ҫавӑн пекех священниксемпе левитсем патне те, вӗсен хулисене, вӗсем пурӑнакан пур вырӑна та ҫынсем ярар — пурте пирӗн пата пуҫтарӑнччӑр; 3. вара Туррӑмӑр саккунӗн арчине хамӑр пата куҫарса килӗпӗр, ӗнтӗ Саул вӑхӑтӗнче эпир ӑна мансах пурӑнтӑмӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавсем ӗнтӗ Елеазар священник, Нав ывӑлӗ Иисус тата пуҫлӑхсем патне пынӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа Моисее пире те тӑванӑмӑрсем хушшинче ҫӗр пама хушнӑ, тенӗ.
Нав 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Анчах эсир каяс темерӗр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хушнине хирӗҫ пултӑр, 27. хӑвӑр чатӑрӑрсенче ӳпкелешсе калаҫрӑр: Ҫӳлхуҫа пире Египет ҫӗрӗнчен курайманнипе, аморрейсен аллине парас та пӗтерсе тӑкас тесе илсе тухрӗ; 28. ӑҫта кайӑпӑр-ха эпир? пирӗн тӑванӑмӑрсем «вӑл халӑх пирӗнтен нумайрах, [йышлӑрах,] пӗвӗпе те ҫӳллӗрех, унти хуласем пысӑк, вӗсене тӳпенех ҫитекен хӳмепе тӗреклӗлетнӗ, тата эпир унта Енак ывӑлӗсене те куртӑмӑр» тесе чӗремӗре хавшатсах пӑрахрӗҫ, терӗр.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унта халӑх валли шыв пулман, ҫавӑнпа вӗсем Моисейпе Аарона хирӗҫ тӑнӑ; 3. халӑх Моисее ӳпкелесе каланӑ: ах, ҫавӑн чухне, тӑванӑмӑрсем Ҫӳлхуҫа умӗнче вилсе выртнӑ чухне, пирӗн те вилмеллеччӗ! 4. мӗншӗн эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне ҫак пушхире илсе килтӗр, пирӗн тата хамӑр выльӑх-чӗрлӗхӗн ҫакӑнта пӗтмелле-и? 5. мӗншӗн эсир пире Египетран ертсе тухрӑр, ҫак юрӑхсӑр вырӑна илсе килме-и? кунта акма юрӑхлӑ ҫӗр те ҫук, кунта смоква йывӑҫӗ те, иҫӗм ҫырли те, нар улми те ҫук, ӗҫмелли шывӗ те пулин ҫук! тенӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2