Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 1 Фес 2

Раздел: Библи –> Сӑваплӑ Павел апостолӑн Фессалоника ҫыннисене янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.19 09:06

Предложений: 16; Слово: 377

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Эй тӑвансем, эсир хӑвӑр та пӗлетӗр: эпир сирӗн пата пыни усӑсӑр пулмарӗ. 2. Хӑвӑр та пӗлетӗр: пире Филиппӑра асаплантарса, хур туса пӗтернӗччӗ; пире хирӗҫ питӗ вӑйлӑн тӑчӗҫ пулин те, эпир Туррӑмӑра шанса тӑнипе хӑюллӑ пулса сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтертӗмӗр. 3. Эпир аташса е усал шухӑшпа, е улталаса вӗрентместпӗр; 4. Турӑ пире сӑнаса пӑхрӗ те Хӑйӗн Ырӑ Хыпарне шанса пачӗ, эпир ӑна этеме юрасшӑн каламастпӑр, хамӑр чӗремӗре пӗлсе тӑракан Турра юрасшӑн калатпӑр. 5. Хӑвӑр та пӗлетӗр: сирӗн умӑрта эпир нихӑҫан та йӑпӑлтатса калаҫман, хамӑр усӑ курасшӑн тӑрӑшман — ӑна Турӑ пӗлет! 6. Пире ҫын мухтани кирлӗ мар: эсир мухтани те, ыттисем мухтани те кирлӗ мар. 7. Христос апостолӗсем пулнӑ май эпир сирӗнтен чыс-хисеп те кӗтме пултарнӑ, анчах эпир сирӗн хушшӑрта йӑваш пултӑмӑр, ӗмӗртекен амӑшӗ ачисене юратса пӑхнӑ пек, эпир те сирӗншӗн ҫапла тӑрӑшрӑмӑр. 8. Сирӗншӗн ҫапла тӑрӑшса, сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне ҫеҫ пӗлтерме мар, хамӑр чунӑмӑра та пама хатӗр пултӑмӑр — эсир пирӗншӗн ҫапла хаклӑ пулса тӑтӑр. 9. Эй тӑванӑмӑрсем, эпир халран кайиччен ӗҫленине хӑвӑр та астӑватӑр: сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерсе пурӑннӑ чухне, сире кама та пулин йывӑрлӑх кӳрес марччӗ тесе, эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр. 10. Эпир сирӗн умӑрта, ӗненекенскерсем умӗнче, таса тӑтӑмӑр, тӳрӗлӗхпе пурӑнтӑмӑр, пире никам та хурлас ҫук, ӑна хӑвӑр та курнӑ, Турӑ та пӗлет. 11. Хӑвӑр пӗлетӗр: эпир сире, пурсӑра та хамӑр ачамӑрсем пек курса, 12. хӑвӑра Хӑйӗн Патшалӑхне кӗме, Хӑйӗн мухтавлӑхне курма чӗнсе илнӗ Турра юрӑхлӑ пурӑнма тархаслаттӑмӑр, ӳкӗтлеттӗмӗр, йӑлӑнаттӑмӑр.

13. Пирӗнтен илтнӗ Турӑ Сӑмахне эсир этем сӑмахӗ вырӑнне хурса йышӑнмарӑр, ӑна чӑнах Турӑ Сӑмахӗ тесе хапӑл турӑр; халӗ ҫавӑ сире, ӗненекенсене, вӑй парса тӑрать — эпир ҫавӑншӑн Турра пӗр вӗҫӗмсӗр тав тӑватпӑр. 14-15. Эй тӑвансем, эсир ӗнтӗ Христос Иисуса ӗненекенсен Иудейӑри ушкӑнӗ пек пултӑр: вӗсем иудейсенчен — Иисус Ҫӳлхуҫана та, Унӑн пророкӗсене те вӗлернӗ, халӗ ӗнтӗ пире хӗсӗрлекен иудейсенчен — асап тӳснӗ евӗр, эсир те хӑвӑр йӑхташӑрсенчен асап тӳсетӗр; иудейсен ӗҫӗсем Турра юрӑхлӑ мар, вӗсем пурне те хирӗҫ пыраҫҫӗ, 16. вӗсем пире суя тӗнлӗ халӑхсене ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен вӗрентме чараҫҫӗ, ҫапла пӗрмаях ҫылӑхсен виҫине тултарса пыраҫҫӗ; вӗсем ҫине Турӑ ҫилли ҫитсе пырать ӗнтӗ.

17. Эй тӑвансем, эпир сирӗнпе пӗр вӑхӑта ҫеҫ уйрӑлтӑмӑр, сире курмасан та чунӑмӑр сирӗнпе пӗрлех, ҫапах та сире куҫа-куҫӑн курасшӑн темӗн тӗрлӗ тӑрӑшатпӑр. 18. Ҫавӑнпа эпир сирӗн пата тем пекех пырасшӑнччӗ (эпӗ, Павел, пӗр-икӗ хутчен те тӑрӑшса пӑхрӑм), анчах пире шуйттан чарса тӑчӗ. 19. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килсессӗн, Унӑн умӗнчи пирӗн шанчӑкӑмӑр, пирӗн савӑнӑҫӑмӑр, пирӗн мухтавӑмӑр эсир мар-и-ха? 20. Эсир — пирӗн мухтавӑмӑр, пирӗн савӑнӑҫӑмӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней