Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Аст 1

Раздел: Библи –> Саккуна астутарни

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.03.29 23:00

Предложений: 27; Слово: 883

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ҫак сӑмахсем вӗсем Моисей пӗтӗм Израиль халӑхне каланӑ сӑмахсем: кӑна вӑл Иордан леш енчи Суфпа тӗлме-тӗл тӳремлӗхри пушхирте, Фаранпа Тофел, Лаван, Асироф тата Дизагав хушшинче, 2. Хорив тӑвӗ патӗнчен вунпӗр кун кайсассӑн, Сеир тӑвӗнчен Кадес-Варни патнелле выртакан ҫул ҫинче чарӑнса тӑрсассӑн каланӑ. 3. Египетран тухсассӑн хӗрӗхмӗш ҫулхине, вунпӗрмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], Моисей Израилӗн [мӗнпур] ывӑлне Ҫӳлхуҫа Турӑ хӑйне вӗсем ҫинчен мӗн калама хушнине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. 4. Моисей ҫак саккуна хӑй Сигона — аморрейсен патшине, Есевон хулинче пурӑннӑскере — тата Ога — Васан патшине, Аштерофпа Едреи хулисенче пурӑннӑскере — вӗлернӗ хыҫҫӑн 5. Иордан леш енчи Моав ҫӗрӗнче ӑнлантарма пуҫланӑ та ҫапла каланӑ: 6. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Хоривра пирӗнпе калаҫса ҫапла каларӗ: «сире ҫак ту ҫинче пурӑнса ҫитӗ! 7. каялла ҫаврӑнӑр, ҫула тапранса тухӑр: аморрейсен тӑвӗ ҫине тата вӗсен кӳршисем патне кайӑр, тӳремлӗхе, сӑртлӑха, айлӑм вырӑнсене, кӑнтӑрти ҫӗрсене, тинӗс хӗррине, Ханаан ҫӗрне тата Ливан тӑвӗ патне ҫитӗр, аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, хӗррине ҫитиех кайӑр; 8. акӑ Эпӗ сире ҫакӑ ҫӗре паратӑп, кайӑр, Ҫӳлхуҫа тупа туса хӑвӑр аҫӑрсене — Авраама, Исаака, Иакова — вӗсене хӑйсене тата вӗсенӗн ӑрӑвӗсене пама пулнӑ ҫӗре ӗмӗрлӗхе илӗр» терӗ.

9. Эпӗ ун чухне сире каларӑм: сире пӗччен ертсе каяймӑп, терӗм; 10. Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, сире ӗрчетсе ячӗ, акӑ ӗнтӗ эсир тӳпери ҫӑлтӑрсем пек йышлӑ; 11. Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсенӗн Турри, сире паянхинчен тата пин хут ытларах йышлӑлантартӑр, сире Хӑй хӑвӑра каланӑ пек пиллетӗр: 12. сирӗн йывӑрлӑхӑра, сирӗн хӗн-асапӑра, сирӗн хирӗҫӳ-харкашӑвӑрсене манӑн пӗччен мӗнле йӑтса ҫӳрес-ха? 13. йӑхӑрсем тӑрӑх хӑвӑр валли ӑслӑ, тӑнлӑ, шанчӑклӑ ҫынсем суйласа илӗр те, эпӗ вӗсене сирӗн пуҫлӑхӑрсем туса лартӑп, терӗм. 14. Эсир мана ҫапла хуравласа каларӑр: лайӑх ӗҫ тума хушатӑн пире, терӗр. 15. Сирӗн йӑхӑрсенчен эпӗ аслисене, ӑслӑ, [тӑнлӑ,] шанчӑклӑ ҫынсене илтӗм те вӗсене сирӗн пуҫлӑхӑрсем — пинпӳ, ҫӗрпӳ, алпӳ, вунпӳ тата йӑхӑрсем тӑрӑх халӑха пӑхса тӑраканӗсем — туса лартрӑм. 16. Ҫавӑн чухне эпӗ сирӗн тӳресене хушса каларӑм: хӑвӑр тӑванӑрсене тӗплӗн тӑнласа, тӑванпа тӑвана та, ун патне ютран килнӗ ҫынна та тӗрӗс сут тӑвӑр; 17. сутра ҫынсене уйӑрса ан тӑрӑр, кӗҫӗнни-аслине пӑхмасӑр итлӗр: ҫынни мӗнлинчен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн сут — Турӑ ӗҫӗ; хӑвӑршӑн йывӑр ӗҫе вара ман патӑма ҫитерӗр те, эпӗ ӑна итлесе пӑхӑп, терӗм. 18. Ҫавӑн чухне эпӗ сире хӑвӑр мӗн тумаллине пӗтӗмпех каларӑм.

19. Эпир вара, Ҫӳлхуҫа, Туррӑмӑр, хушнӑ пек, Хорив тӑвӗ патӗнчен тапранса тухрӑмӑр та хӑвӑр курнӑ аслӑ та хӑрушӑ пушхир тӑрӑх Аморрей тӑвӗ еннелле выртакан ҫулпала килтӗмӗр, ҫапла Кадес-Варние ҫитрӗмӗр. 20. Эпӗ вара сире каларӑм: эсир Аморрей тӑвӗ патне килсе ҫитрӗр, Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, ӑна пире парать; 21. акӑ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫак ҫӗре сана парать, пыр, хӑвна Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсенӗн Турри, каланӑ пек, ӑна еткерлӗхе ил, ан хӑра, сехӗрленсе ан тӑр, терӗм. 22. Анчах эсир пурсӑр та ман патӑма пырса тӑтӑр та каларӑр: хамӑртан малтан ҫынсем ярар: вӗсем ҫав ҫӗре пӑхса ҫаврӑнччӑр та хамӑр каяс ҫул ҫинчен, хамӑр ҫитес хуласем ҫинчен пӗлсе килччӗр, терӗр. 23. Ҫак сӑмах мана килӗшрӗ, эпӗ вара сирӗнтен вуникӗ ҫын, [кашни] йӑхран пӗрер ҫын, суйласа илтӗм. 24. Вӗсем кайрӗҫ, вӗсем унта ту ҫине улӑхса Есхол айлӑмӗ патне ҫитнӗ, ӑна пӑхса ҫаврӑннӑ; 25. ҫав ҫӗрӗн ҫимӗҫӗсене пирӗн пата илсе килчӗҫ, хыпарпа таврӑнса ҫапла каларӗҫ: Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пире паракан ҫӗр лайӑх ҫӗр, терӗҫ.

26. Анчах эсир каяс темерӗр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хушнине хирӗҫ пултӑр, 27. хӑвӑр чатӑрӑрсенче ӳпкелешсе калаҫрӑр: Ҫӳлхуҫа пире Египет ҫӗрӗнчен курайманнипе, аморрейсен аллине парас та пӗтерсе тӑкас тесе илсе тухрӗ; 28. ӑҫта кайӑпӑр-ха эпир? пирӗн тӑванӑмӑрсем «вӑл халӑх пирӗнтен нумайрах, [йышлӑрах,] пӗвӗпе те ҫӳллӗрех, унти хуласем пысӑк, вӗсене тӳпенех ҫитекен хӳмепе тӗреклӗлетнӗ, тата эпир унта Енак ывӑлӗсене те куртӑмӑр» тесе чӗремӗре хавшатсах пӑрахрӗҫ, терӗр. 29. Эпӗ вара каларӑм сире: ан хӑрӑр, ан шикленӗр вӗсенчен; 30. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сирӗн умӑртан пырать; Вӑл хӑвӑр куҫӑр умӗнче сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫӗ, Вӑл сирӗншӗн Египетра та ҫапла турӗ, 31. эсӗ куртӑн ӗнтӗ, ҫакӑ пушхирте те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑвӑр килнӗ пӗтӗм ҫулӑр тӑршшӗпех, ҫак вырӑна ҫитичченех, этем хӑйӗн ывӑлне ҫӗклесе ҫӳренӗ пек йӑтса килчӗ, терӗм. 32. Анчах капла та эсир Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, ӗненмерӗр. 33. Вӑл вара сирӗн валли чарӑнса тӑмалли вырӑн шыраса сирӗн умӑртан, эсир утас ҫула кӑтартса, ҫӗрле — вут ӑшӗнче, кӑнтӑрла пӗлӗт ӑшӗнче пычӗ.

34. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн сӑмахӑрсене илтрӗ те ҫилленсе кайрӗ, вара тупа туса ҫапла каларӗ: 35. ҫак ҫынсенчен, ҫак усал ӑруран, пӗри те Эпӗ сирӗн аҫӑрсене памашкӑн тупа тунӑ ырӑ ҫӗре кураймӗ; 36. Халев — Иефонния ывӑлӗ — анчах курӗ ӑна; Ҫӳлхуҫана итленӗшӗн хӑй утса тухнӑ ҫӗре Эпӗ ӑна тата унӑн ывӑлӗсене парӑп, терӗ. 37. Сирӗншӗн Ҫӳлхуҫа мана та ҫилленчӗ: унта эсӗ те кӗреймӗн, терӗ; 38. сан ҫумӑнти Иисус, Нав ывӑлӗ, ҫавӑ кӗрӗ унта; ҫавна тӗреклӗлет, Израиль халӑхне хӑйӗн ҫӗрне еткерлӗхе илме вӑл ертсе кӗрӗ; 39. сирӗн ачӑрсем, хӑвӑр «вӗсем тӑшман аллине лекӗҫ» тенӗ ачӑрсем, тата сирӗн халӗ ырра та, усала та пӗлмен ывӑлӑрсем кӗрӗҫ унта, ҫав ҫӗре вӗсене паратӑп, ӑна вӗсем йышӑнӗҫ; 40. эсир вара каялла ҫаврӑнӑр та Хӗрлӗ тинӗс еннелле выртакан ҫулпа пушхире кайӑр, терӗ.

41. Ҫавӑн чухне эсир мана ҫапла хуравласа каларӑр: эпир Ҫӳлхуҫа, [хамӑр Туррӑмӑр,] умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр, Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, хушнӑ пек акӑ каятпӑр та ҫапӑҫатпӑр, терӗр. Вара эсир, кашниех пилӗкрен хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралне ҫакса ярса, ӑссӑрла, ту ҫине улӑхса кайма шухӑш тытрӑр. 42. Анчах Ҫӳлхуҫа каларӗ мана: кала вӗсене: ан улӑхӑр, ан ҫапӑҫӑр, те, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗн хушшӑрта ҫук, апла сире тӑшманӑртан ҫӑлаканӗ пулмӗ, терӗ. 43. Эпӗ сире каларӑм, анчах эсир итлемерӗр, Ҫӳлхуҫа хушнине хирӗҫ тӑтӑр, пӗрех хӑвӑр шутланӑ пек туса ту ҫине улӑхса кайрӑр. 44. Ҫав ту ҫинче пурӑнакан Аморрей сире хирӗҫ тӑрса тухрӗ те, тапӑнакан пыл хурчӗсем пек хӑваласа, сире Сеир сӑртлӑхӗ ҫинче мӗн Хормана ҫитичченех пӗтерсе пычӗ. 45. Эсир каялла таврӑнтӑр та Ҫӳлхуҫа умӗнче куҫҫулӗ тӑкрӑр, анчах Ҫӳлхуҫа эсир ӳлесе йӗнине илтмерӗ, сире тӑнламарӗ. 46. Эсир вара Кадесра хӑвӑр унта мӗн хушӑ тӑтӑр, ҫавӑн чухлех, нумай вӑхӑт, пурӑнтӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней