Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 1 Фес 3

Раздел: Библи –> Сӑваплӑ Павел апостолӑн Фессалоника ҫыннисене янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.19 09:07

Предложений: 9; Слово: 227

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ҫавӑнпа эпир, урӑх чӑтса тӑраймасӑр, Афинӑна хамӑр ҫеҫ юлас терӗмӗр, 2. Турӑшӑн тӑрӑшакан, Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сарнӑ ҫӗрте пирӗнпе пӗрле ӗҫлекен Тимофей тӑванӑмӑра сирӗн патӑра ятӑмӑр: эпир сире тӗреклӗлентерес, ҫирӗп ӗненме хавхалантарас терӗмӗр, 3. ҫак асапсене пула никам та хавшаса ан ӳктӗр терӗмӗр — хӑвӑр та пӗлетӗр: пире асапланма пӳрнӗ. 4. Пирӗн асапланмалла пулать тесе эпир сирӗн патӑрта чухнех калаттӑмӑр, пуласса та ҫапла пулчӗ, ӑна хӑвӑр та куратӑр. 5. Ҫавӑнпа эпӗ те, урӑх чӑтса тӑраймасӑр, эсир епле ӗненсе тӑнине пӗлме ятӑм: илӗртекен сире мӗнле те пулин ан улталатӑр, пирӗн ӗҫ сая ан кайтӑр терӗм. 6. Эй тӑвансем, халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпар илсе килчӗ: эсир ӗненсе те юратса пурӑнатӑр иккен, пире яланах ырӑпа асӑнатӑр, эпир сире курасшӑн ҫуннӑ пек, эсир те пире курасшӑн иккен — 7. ҫакӑ пире лӑплантарсах ячӗ: эй тӑванӑмӑрсем, эсир ҫапла ӗненнипе эпир, хамӑра ҫитнӗ хӗн-хура, йывӑрлӑха пӑхмасӑр, питӗ савӑнтӑмӑр; 8. эсир Ҫӳлхуҫапа пӗрле ҫирӗп тӑнӑран халӗ пирӗн те кӑмӑл ҫӗкленчӗ. 9. Сирӗн ҫинчен ырӑ сӑмах илтсе Турӑ умӗнче ҫапла савӑнмалла пулнӑшӑн Турра сирӗншӗн тата ҫак савӑнӑҫшӑн мӗнле тав тумалла-ши пирӗн? 10. Сире куҫа-куҫӑн курса, эсир ӗненнинче мӗн ҫитменнине ҫитересчӗ тесе, эпир кунӗн-ҫӗрӗн чунтан-вартан кӗлтӑватпӑр. 11. Атте Туррӑмӑр Хӑй тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн ҫула сирӗн паталла ҫавӑртӑрччӗ. 12. Эпир сире юратнӑ пек, Ҫӳлхуҫа сире пӗр-пӗрне те, ытти пур ҫынна та юратнӑҫемӗн юратмалла тутӑрччӗ, 13. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйӗн мӗнпур святойӗпе килнӗ тӗле сирӗн чӗрӗрсене Атте Турӑ умӗнче пӗр айӑпсӑр, таса пулмашкӑн тӗреклӗ тутӑрччӗ. Аминь.

Сайт:

 

Статистика

...подробней