Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 2 Кор 8

Раздел: Библи –> Сӑваплӑ Павел апостолӑн Коринф ҫыннисене янӑ иккӗмӗш ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.18 22:23

Предложений: 19; Слово: 400

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Эй тӑванӑмсем! эпир сире Македонири ӗненекен ушкӑнсене Турӑ панӑ тивлет ҫинчен пӗлтерес тетпӗр. 2. Вӗсем темӗн чухлӗ хуйхӑ-суйхӑ тӳсеҫҫӗ пулин те, темӗн тӗрлӗ савӑнса пурӑнаҫҫӗ, хӑйсем ытла та чухӑн пулин те, уҫӑ кӑмӑллӑскерсем, питӗ нумай пулӑшаҫҫӗ: 3. вӗсем вӑй ҫитнӗ таран та, вӑйӗнчен ытлашши те пулӑшма хавас — эпӗ ҫакна хам куртӑм. 4. Вӗсем пире сӑваплӑ ҫынсене пулӑшас ӗҫе хӑйсене хутшӑнтарма тархасласах ыйтрӗҫ; 5. вӗсем ӗнтӗ эпир шанса тӑнинчен те ытларах турӗҫ, вӗсем чи малтан хӑйсене хӑйсем Турӑ аллине пачӗҫ, унтан Турӑ ирӗкӗпе пире те пӑхӑнчӗҫ, 6. ҫавӑнпа эпир Тита ҫак ырӑ ӗҫе вӑл сирӗн патӑрта епле пуҫланӑ, ҫаплах туса пӗтерме хушрӑмӑр.

7. Эсир пур тӗлӗшпе те питӗ тулӑхлӑ: ҫирӗп ӗненетӗр, хӑватлӑ калаҫатӑр, нумай пӗлетӗр, ырришӗн тӑрӑшатӑр, пире те юратса тӑратӑр — ӗнтӗ ҫак ӗҫре те ырӑ пулӑр. 8. Ҫакна эпӗ хушса каламастӑп, ыттисем тӑрӑшнине кӑтартса, эсир юратни чӑннипе чӑнни маррине сӑнатӑп. 9. Эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ырӑ кӑмӑлне пӗлетӗр: Вӑл, пуянскер, сире Хӑйӗн ҫуклӑхӗпе пуйтарас тесе сирӗншӗн пуянран ҫука юлнӑ. 10. Эпӗ сире ҫав ырӑ ӗҫе тума канаш паратӑп: вӑл сирӗншӗн усӑллӑ, эсир ӑна тума пуҫлани тин мар, эсир ӑна иртнӗ ҫулах пикеннӗччӗ. 11. Халӗ ӗнтӗ ҫав ӗҫе вӑйӑр ҫитнӗ таран туса пӗтерӗр, ӑна епле чунтан-вартан тӑрӑшса пуҫларӑр, ҫавӑн пек вӗҫлӗр те. 12. Вӑй ҫитнӗ таран пулӑшни кӑмӑллӑ, вӑйран ытлашши пулӑшни кирлӗ мар. 13. Ыттисене ҫӑмӑллӑх кӳрсе хӑвӑр йывӑрлӑха лекни кирлӗ мар, пӗр тикӗс пултӑр. 14. Халӗ сирӗн ытлашшийӗр вӗсенӗн ҫитменнине ҫитертӗр; кайран вӗсенӗн ытлашшийӗ сирӗн ҫитменнине ҫитертӗр — пӗр тикӗс пултӑр; 15. Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «нумай пухаканӗн те ытлашши пулман, сахал пухаканӗн те ҫителӗксӗр пулман» тенӗ.

16. Тита сирӗншӗн ҫавӑн пек тӑрӑшас шухӑш кӗртнӗшӗн тавах Турра! 17. Эпӗ ӑна тимлессе тимлерӗм те, вӑл хӑй питӗ харсӑр пирки, сирӗн пата хӑй каяс тенипе каять. 18. Унпа пӗрле тата Ырӑ Хыпара вӗрентнӗшӗн пур ӗненекен ушкӑн та мухтакан тӑванӑмӑра яратпӑр. 19. Ӗненекен ушкӑнсем те ӑна ҫав ырӑ ӗҫе тунӑ ҫӗрте пире пулӑшса ҫӳреме суйланӑ, эпир ҫав ырӑ ӗҫе Ҫӳлхуҫа мухтавӗшӗн тата хамӑр сире пулӑшма хатӗррипе тӑватпӑр. 20. Пулӑшмалӑх укҫа пире питӗ нумай параҫҫӗ, ҫавӑнпа камран та пулин сӑмах илтес марччӗ тесе ҫав ырӑ ӗҫе эпир сыхланса тӑватпӑр: 21. эпир Турӑ умӗнче ҫеҫ мар, ҫынсем умӗнче те ырӑ тума тӑрӑшатпӑр. 22. Вӗсемпе пӗрле эпир хамӑрӑн тепӗр тӑванӑмӑра та ятӑмӑр, вӑл тӑрӑшнине эпир нумай ӗҫре темиҫе хут та сӑнаса пӗлнӗ; халӗ вӑл сире ҫирӗп шаннипе тата ытларах тӑрӑшать. 23. Тит ҫинчен ҫакна калам: вӑл — манӑн юлташӑм, манпа пӗрле сирӗншӗн тӑрӑшать; ытти тӑванӑмӑрсем ҫинчен калам: вӗсем — ӗненекен ушкӑнсем янӑ ҫынсем, Христос вӗсем урлӑ мухтава тухать. 24. Ҫапла ӗнтӗ ӗненекен ушкӑнсем умӗнче эсир вӗсене хӑвӑр юратнине, эпир сирӗнпе тивӗҫлипе мухтаннине кӑтартӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней