Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тин сăмах пирĕн базăра пур.
тин (тĕпĕ: тин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑл мӗн иккенне те пӗлмест-ха, — сӑмах хушрӗ халь тин ҫитсе тӑнӑ вӑрӑмми.

— Она толком не знает даже, в чем дело, — проговорил, подойдя, высокий чернявый.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Географи урокӗнче учительница манӑн ята ҫине-ҫинех асӑннӑ иккен, эпӗ илтмен; вара — Тятюк пӗр икӗ хутчен аякран тӗртсен, ҫатӑр чӗпӗтсен — тин тӑна кӗтӗм.

Тате пришлось несколько раз ткнуть меня в бок и щипнуть за локоть, прежде чем я услышала, что меня вызывает учительница географии:

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Алӑсем ҫумне темӗн ҫыпҫӑннӑ, пӑхатӑп — сӑрӑ, эпӗ паҫӑр, аптӑранӑ енне, тин ҫеҫ сӗрсе кайнӑ карлӑкран ярса илнӗ-мӗн, ҫакна халӗ ҫеҫ астурӑм.

Руки у меня были липкие, потому что я схватилась руками за свежевыкрашенные перила, только теперь я почувствовала это.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсем чӗнтӗрлӗ хулӑм карлӑка тин ҫеҫ сӑрласа пӗтереҫҫӗ; милиционерсем те халӑха тилмӗрсех тӑраҫҫӗ, кӗпӗрленмесӗр, чарӑнса тӑмасӑр, тӗрткелешмесӗр иртсе ҫӳреме асӑрхаттараҫҫӗ; ҫуланса хӑрӑмланнӑ хура каччӑ та, йывӑр утюгне утланса, каллӗ-маллӗ ҫӳреме пӑрахман-ха кунта, — машина ҫынсем умӗнче вӑйӗпе мухтанса, пӑсланса тӑракан асфальта якатать; ҫав вӑхӑтрах кӗпер варрипе машинӑсем иртеҫҫӗ, кӗпер ик хӗррипе утма ҫулсем тӑрӑх каллӗ-маллӗ ҫын хӗвӗшет.

Они докрашивали толстую фигурную решетку; еще просили не скопляться и проходить, не толкаясь, милиционеры; еще разъезжал на своем тяжелом утюге взад и вперед закоптелый парень, красуясь перед народом послушной силой своей машины, разглаживая дымящийся асфальт, а посредине уже легко мчались машины, и люди прогуливались по мосту, переходя с берега на берег.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах тин ӗнтӗ, кирек-мӗн ту, кая пулчӗ.

Но уже было поздно.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл ҫав тери хӗрсе кайса калаҫрӗ, пурте кулса ярсан тин пӗр самантлӑха чарӑнса тӑчӗ.

Он говорил так пылко, что только на одну секунду остановился, когда все засмеялись.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та халь тин ӳкӗнсе ларнин усси ҫук ҫав ӗнтӗ.

Но теперь поздно было раскаиваться.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах халь тин кая юлтӑм — эпӗ аялалла вӗҫетӗп ӗнтӗ.

Но было уже поздно — я летел вниз.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпир ун ҫинчен чартак ҫине хӑпарсан тин аса илтӗмӗр.

Но мы вспомнили о них, когда были уже на чердаке.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня мана тул ҫутӑлсан тин вӑратрӗ.

Саня разбудила меня, когда был уже день.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ун чухне вӑрӑ-хурахсен чӗлхине нимӗнех те ӑнланса юлаймарӑм; анчах сӑмах 1772-мӗш ҫулхи пӑлхав хыҫҫӑн нумай пулмасть лӑплантарнӑ Яик ҫарӗн ӗҫӗсем ҫинчен пынӑ иккенне кайрантарах тин тавҫӑрса илтӗм.

Я ничего не мог тогда понять из этого воровского разговора; но после уж догадался, что дело шло о делах Яицкого войска, в то время только что усмиренного после бунта 1772 года.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак самантра тин ӗнтӗ эпӗ аттене мӗншӗн тытса кайнине пӗлсе илтӗм.

В эту минуту я понял, почему арестовали отца.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Питӗ шел, эпӗ эсир чи ирсӗр элеке ҫирӗплетсе тупа тунӑ хыҫҫӑн тин кӗтӗм.

— Мне очень жаль, что я вошел после того, как вы уж дали честное слово в подтверждение самой отвратительной клеветы.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Паян каҫхине, 10-мӗш сехетре, пысӑк пусма тӑрӑх ман пата кил: упӑшкам Пятигорска кайрӗ, ыран ирпе тин таврӑнать.

«Сегодня в десятом часу вечера приходи ко мне по большой лестнице; муж мой уехал в Пятигорск и завтра утром только вернется.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл ура ҫине тӑчӗ, пирӗн пата пырса ларчӗ… эпир вара докторсем хамӑра вун пӗр сехетре ҫывӑрма хушнине ҫур ҫӗр иртсен икӗ сехетре тин аса илтӗмӗр.

Она встала, подсела к нам, оживилась… и мы только в два часа ночи вспомнили, что доктора велят ложиться спать в одиннадцать.

Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унӑн сӑн-сӑпачӗ, пӗрре пӑхнипех кӑмӑла каймасан, пыра киле кӑна пит-куҫӗнчи тӗрӗсех мар йӗрсенче пайтах хура-шур тӳснӗ, таса та хисеплӗ чуна курма вӗренсе ҫитсен тин килӗшекен пулать.

Его наружность была из тех, которые с первого взгляда поражают неприятно, но которые нравятся впоследствии, когда глаз выучится читать в неправильных чертах отпечаток души испытанной и высокой.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

унтан будкӑналла чупрӑм — ҫавӑн чухне тин, будка пушӑ иккенне пӗлсен, каялла хуралҫӑ патне таврӑнтӑм.

побежал к будке – и вот тут—то, а увидел, что она пуста, и снова вернулся к сторожу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр темиҫе ҫул иртсен тин эпӗ ҫынсем нумайӑшӗ вилес умӗн анасланине пӗлтӗм.

Через много лет я узнал, что многие перед смертью зевают.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн юлашки сӑмахсем ытла вырнаҫусӑр тухрӗҫ иккен; вӗсем сиввӗн илтӗнессе асӑрхаманччӗ те эпӗ, каярахпа тин вӗсем пирки манӑн ӳкӗнмелле пулчӗ.

Последние мои слова были вовсе не у места, я тогда не подозревал их важности, но впоследствии имел случай в них раскаяться.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӑрсан-тӑрсан тин ҫенӗкрен пӗр вунӑ тӑватӑ ҫулхи ача мӗшӗлтетсе тухрӗ.

Наконец из сеней выполз мальчик лет четырнадцати.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней