Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗн пурри те пӗр хут ҫеҫ Андрей ҫакна асӑрхарӗ: сӑрт айккинерехре, сайралса кайнӑ ҫӳлӗ хытхурасем хушшинче, темӗскер-ҫке, вӗри хӗм пек вӗлтлетсе илчӗ, — тилӗ ҫултан аяккалла сирпӗнчӗ иккен.Только один раз Андрей заметил, как на склоне пригорка, в поредевшем бурьяне, метнулась лиса.
VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лешӗ вырӑнӗнчен хускалчӗ те, Ромашов пуҫӗ ҫине акшар катӑкӗсемпе тилӗ самаскӑ шапӑр тӑкса, яриех шартлатса уҫӑлчӗ.Она подалась и с треском распахнулась, осыпав голову Ромашова кусками известки и сухой замазки.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Йытӑ кӗтӗвӗ хӑваланӑран мулкач та, тилӗ те хӑйсен шӑтӑкӗсене, эпӗ киле васканӑ пек, хӑраса тарман пулӗ.Ни один заяц, ни одна лиса, спасаясь в ужасе от своры собак, не спешили так в свою нору, как я.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Сар хӳреллӗ хӗрлӗ тилӗ… ҫурӑмӗ ҫине выртнӑ та йытӑ пек вылять…
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Бей темӗн пӗлтерес пек Заманова куҫ хӗссе илчӗ: «Хӳсни-бей ватӑ тесе ан тӑр-ха эс, вӑл чее тилӗ пек, ӑна улталаймӑн!» тесе калассӑнах туйӑнчӗ вӑл.
V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ку вара, тилӗ пек, чееленсе тем те юптарма пултарать, — ан та иккӗленӗр! — терӗ Николай Недкович, ҫийӗнчи ҫӳхе рясине хывса, ӑна Геновева ашшӗ рольне вылямашкӑн Димчо пуп парса янӑ пулнӑ.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах идилли сарӑлнӑ япала мар, ҫавӑнпа ҫынсем унтан ютшӑнаҫҫӗ тени вӑл хирӗҫ калани мар вӗт: вӗсем унтан юптарура тилӗ виноградран ютшӑннӑ пек ютшӑнаҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫӗнӗ вырӑнсенче вӑл пӗр-икӗ тилӗ е мулкач та пулин лекетех пулӗ тенӗччӗ, халь ӗнтӗ ку та суя шухӑш ҫеҫ пулнине тавҫӑрчӗ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Разметнов хӑранипе айккинелле сиксе ӳкрӗ, кушак аҫи, тӑватӑ урине чармакласа, симӗс куҫне вылятса, мекӗрленсе ҫухӑрса, ун умӗпе вӗҫсе иртрӗ, унтан ҫӗр ҫине ҫемҫен пырса ӳкрӗ те, тем пысӑкӑш хӳрине тилӗ пек саркаласа, пӗтӗм вӑйпа пахчаналла сирпӗнчӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хир чӑххисен шӑршинче пӗр ҫӗре таччӑн ҫыпӑҫса пӗтӗҫнӗ тем тӗрлӗ шӑршӑ сӗвемӗсем те пур, ҫавӑнпа та тилӗ аҫин, ҫавсене шӑршласа тӑранас тесен, тӗмеске ҫинчен анмалла, ҫӑлтӑр пек йӑлтӑртатса выртакан юр ӑшӗнчен урисене кӑлармасӑр, ҫӑмӗ пӑрланнӑ ҫӑмӑл хырӑмне хытхура тӑррисем тӑрӑх сӗтӗрттерсе, пӗр аллӑ чалӑша яхӑн йӑпшӑнса шӑвӑнмалла.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗлле вара, вилтӑпри тӗмески юс тирӗнчен ҫӗлетнӗ чаплӑ тум евӗр курӑнан юрпа витӗнсе ларсан, тул ҫутӑлас умӗнхи кӑвакарчӑн пек кӑвак ӗнтрӗк киле пуҫласан, кунсеренех ун тӑррине хӗрлӗ-хӑмӑр ҫӑмлӑ ватӑ тилӗ аҫи чупса тухать.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Чӑхсен колхозне салатса яратӑр апла? — ыйтрӗ автансем ҫапӑҫнине курма юратакансенчен пӗри, тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ мулахай тӑхӑннӑ уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан Банник хушаматлӑ хресчен.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк хуҫи пӗчӗк тутрипе ҫамкине тата тути хӗррисене шӑлса типӗтрӗ те сӑмахне малалла тӑсрӗ:Хозяин лисьего треуха вытер платочком лоб и губы, продолжал:
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫакӑнса тӑракан лампа ҫути тилӗ тир ҫӗлӗкӗ ҫинелле чалӑшшӑн ӳкет, ҫӗлӗкӗн хӗп-хӗрлӗ ҫӑм пӗрчисем йӑлтӑртатса илеҫҫӗ те, вӗсенчен тӗтӗм тухнӑ пек туйӑнса каять.Висячая лампа кидала косой свет на лисий треух, рыжие ворсины вспыхивали и словно дымились.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Юлашкинчен вӑта ҫӗрти ретре ларакан казак, тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер, тӑчӗ.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хуторта Яков Лукича пысӑк ӑслӑ, тилӗ пек чее хӑтланакан тата ҫавӑн пекех асӑрханса пурӑнакан ҫын тесе шутлаҫҫӗ, анчах ҫапах та вӑл акӑ, хуторсем тӑрӑх хаяррӑн ҫулӑмланса ҫӗкленнӗ кӗрешӳрен аякра тӑрса юлма пултараймарӗ, ҫав кӗрешӳ ӑна пӗтӗрӗнсе тӑракан авӑр пекех событисем ӑшне ҫавӑрттарса туртса кӗчӗ.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тилӗ шӑши тытма тухнӑ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл витӗрех шӑннипе вӑранса кайрӗ, куҫне уҫрӗ те асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатса тӑракан куҫҫуль пӗрчисем витӗр сивӗ хӗвеле, чӗмсӗррӗн сарӑлса выртакан аслӑ хирӗн талккишне, горизонт хӗрринчи тӑхлан тӗслӗ сӑрӑ тӳпене тата инҫех те мар курӑнакан тӗмӗн шап-шурӑ ҫӗлӗкӗ ҫинче хӗрлӗрех сарӑ тӗслӗ йӑлтӑркка тилӗ тӑнине курчӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӗм хыҫӗнчен тилӗ тухсан? — килӗшмерӗ Манефа.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑнах та, пӗрре хӗрхӗлтӗм тӗслӗ тилӗ кӑмписем, тепри ӳт тӗслӗ яка кӑмпасем, унтан шурӑ мамӑкпа витӗннӗ волнухӑсем курӑна пуҫларӗҫ.
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951