Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Мистер, ҫаврӑнӑр-ха, йӑл кулӑр...» - ҫак сӑмахсене Дастин Хоффмана мар, Джек Блэка та мар, шӑпах мана каланине илтме мӗн тери кӑмӑллӑ!
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).
Тен, арҫынни: «Эпӗ сирӗнпе телейлӗ пуласси ҫинчен калаҫма та кирлӗ мар; анчах мана суйласа илнӗ чухне асӑрхануллӑрах пулӑр. Эсир суйласа илтӗр ӗнтӗ, — анчах эпӗ сире ыйтатӑп; шухӑшлӑр, татах шухӑшласа пӑхӑр. Ку питӗ пысӑк ӗҫ вӑл. Эпӗ сире ҫав тери юрататӑп пулин те, мана та питӗ тӗплӗн, тимлӗн тӗпчесе пӗлмесӗр ан шанӑр», — тет пулӗ?
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ах, турӑҫӑм: паллах, вӑл мана ҫав тери килӗшрӗ, пурин ҫинчен те питӗ кӑмӑллӑн каласа пачӗ вӑл мана.— Ах, боже мой: разумеется, она мне чрезвычайно понравилась; она с такою любовью объясняла мне все.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Полозовӑн Вера Павловнӑпа паллашасси ҫапла пулса иртрӗ; ун патне вӑл тепӗр кун ирхинех кайрӗ; Бьюмонт та унпа ҫав тери интересленчӗ, каҫхине вӑл ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе ҫӗнӗ ӗҫ Катерина Васильевнӑна мӗнле килӗшнине пӗлме килчӗ.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манӑн ҫав тери сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑра пӗлес килет.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ вӑл хирте ҫӳрет, чечексем пухать, — вӗсем унӑн ӗҫне кӑтартӗҫ, — акӑ вӑл Андрене тӗл пулать, — ҫав тери лӑпкӑ тӗлпулу-курнӑҫусем!
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах ҫук, мӗнле чӑтӑмлӑ пулсан та, Соловцов, ҫав тери пысӑк пуянлӑх аллинчен вӗҫерӗннине курсан, тӳссе тӑрайман, хӑйӗн юлнӑ юлашки пӗчӗк майӗсемпе усӑ курма пуҫланӑ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑнланмалла ӗнтӗ, тата пӗр-икӗ кунтан вӑл ҫав тери хӑраса ӳксе ҫапла шухӑшланӑ: «Ун пирки йӑнӑшрӑм пулас, часах акӑ манӑн хам йӑнӑша тӳрлетме май та пулмасть».
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку ҫав тери кӑмӑллӑ япала вӑл, Полина.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗн тери сывлӑхлӑ та вӑйлӑ, мӗнле яштак та илемлӗ пӳ-силлӗ вӗсем, ӗҫпе киленӗвӗн ирӗклӗ пурнӑҫӗпе пурӑнаҫҫӗ — телейлӗ вӗсем, телейлӗ!
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗн тери чеченӗн, илемлӗн кӑтартаҫҫӗ вӗсем ҫын кӗлеткине, мӗн тери илемлӗ кӑтартаҫҫӗ вӗсем ҫын хусканӑвне!Как мягко и изящно обрисовывает оно формы, как возвышает оно грациозность движений!
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Хамӑр пурте тенӗ пекех ҫулталӑкӑн иккӗ виҫҫӗмӗш пайне пурӑнса ирттерекен вырӑн, ӗлӗк ним ӳсмен пушхир пулнӑскер, ҫав тери паха та тырпул лайӑх пулакан ҫӗр мӗнле пулса тӑнине».
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ тата мӗн шутласа кӑларнӑ вӗсем: хрустальрен тунӑ кермен йӗри-тавра ҫинҫе те ҫав тери ҫӳллӗ юпасем лартса тухнӑ, вӗсем ҫине вара, кермен тӗлне тата кермен тавра пӗр ҫур ҫухрӑма тӑсӑлмалла, пысӑк шура шӑналӑк карса хунӑ.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчи пысӑк юханшывран пуҫласа кӑнтӑралла ҫав ҫурутравӑн ҫурри пӗтӗмпех ем-ешӗл курӑкпа, чечекпе витӗннӗ, ҫурҫӗрти пекех, ҫав ҫӗр талккӑшӗ ҫине пӗтӗмпех пысӑк ҫуртсем лартса тултарнӑ; вӗсем, пӗр-пӗринчен виҫ-тӑват ҫухрӑмра лараканскерсем, ҫав тери пысӑк шахмат хӑми ҫине лартса тухнӑ шахматсем пек туйӑнаҫҫӗ».
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Ҫапла, ӗлӗк пушхир пулнӑ вырӑнӑн вӑтаҫӗрӗнче эпир; халӗ акӑ, хӑвах куратӑн, ҫак пӗтӗм ҫӗр талккӑшне, ҫурҫӗртен, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнчи пысӑк юханшывран пуҫласа, пӗтӗмпех ҫав тери паха, тухӑҫлӑ ҫӗр лаптӑкӗ туса хунӑ; халӗ ҫак ҫӗр талккӑшӗ ӗлӗк-авал: «кунта сӗтпе пыл вӗресе тӑрать», тенӗ ҫурҫӗр енчи тинӗс хӗррипе тӑсӑлса выртакан ҫӗр пек пулса тӑнӑ.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тата мӗнле ансат тунӑ вӗсем хӑйсемшӗн; кунӗ шӑрӑх тӑрать, анчах ку, паллах, вӗсемшӗн ним те мар; хӑйсем ӗҫлекен тӗле вӗсем ҫав тери пысӑк шӑналӑк карса хунӑ; ӗҫ куҫса пынӑ май, шӑналӑкӗ те куҫса пырать, — вӑт мӗнле сулхӑн тунӑ вӗсем хӑйсем валли!
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗн тери хӑвӑрт тӑваҫҫӗ вӗсем ӗҫне!
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пур ҫӗрте те вара кӑнтӑрта ӳсекен йывӑҫсемпе чечексем; пӗтӗм ҫурт ҫав тери пысӑк хӗллехи сад пулса тӑрать.И повсюду южные деревья и цветы; весь дом — громадный зимний сад.
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах мӗн тери пуянлӑх кунта!
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Шалти ҫурчӗн архитектури мӗнле ҫӑмӑл, чӳрече эрешшисем мӗнле ансӑр, — чӳречисем вара ҫав тери пысӑк, анлӑ, ҫӳллӗ — аялти хутӗнчен пуҫласа ҫӳлти хучӗсене ҫитиех.