Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XII

Раздел: Мӗн тумалла? –> Пиллӗкмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Источник: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Добавлен: 2019.12.01 17:42

Предложений: 42; Слово: 616

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Полозовӑн Вера Павловнӑпа паллашасси ҫапла пулса иртрӗ; ун патне вӑл тепӗр кун ирхинех кайрӗ; Бьюмонт та унпа ҫав тери интересленчӗ, каҫхине вӑл ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе ҫӗнӗ ӗҫ Катерина Васильевнӑна мӗнле килӗшнине пӗлме килчӗ.

Катерина Васильевна питӗ хавхалансах кайнӑччӗ. Салхулӑхӑн йӗрӗ те юлман; шухӑшлӑ сӑн вырӑнне — савӑк сӑн. Бьюмонта вӑл питӗ ҫунатланса каласа пачӗ — унччен ашшӗне те каласа панӑччӗ-ха, анчах хӑй ирхине мӗн курни ҫинчен пӗрре каласа панипе кӑна лӑпланмарӗ, вӗҫӗмсӗрех кала-кала кӑтартрӗ; ҫапла, халӗ кӑмӑлӗ тулчӗ ӗнтӗ унӑн: чӑн-чӑн ӗҫ тупӑнчӗ! Бьюмонт тимлӗн итлесе ларчӗ; анчах ун пек итлеме юрать-и вара?  — М-r Бьюмонт, эпӗ сирӗн ҫинчен урӑхла шутлама пуҫлатӑп: нивушлӗ ҫакӑ сирӗн чӗрӗре хускатмасть-и вара, нивушлӗ интересленнинчен пуҫне урӑх ним те ҫук сирӗн? — терӗ Катя, тарӑхнӑ пекех.

— Катерина Васильевна, эпӗ ҫаксене пурне те хамӑр патӑрта, Америкӑра, курни ҫинчен манатӑр эсир; мана: хӑш-пӗр вак-тӗвексем ҫеҫ интереслентереҫҫӗ; ӗҫне хӑйне вара эпӗ питӗ лайӑх пӗлетӗп. Ҫӗнни кунта маншӑн ҫав: сирӗншӗн ҫӗнӗ ӗҫ пуҫласа яракан ҫынсем ҫеҫ. Сӑмахран, мӗн каласа пама пултаратӑр эсир мана m-m Кирсанова ҫинчен?

— Ах, турӑҫӑм: паллах, вӑл мана ҫав тери килӗшрӗ, пурин ҫинчен те питӗ кӑмӑллӑн каласа пачӗ вӑл мана.

— Кун ҫинчен каларӑр ӗнтӗ эсир.

— Тата мӗн кирлӗ сире? Кунтан ытлашши мӗн каласа парӑн ӗнтӗ? Куҫ умӗнче ҫакӑн пек ӗҫ тӑнӑ чух, нивушлӗ манӑн ун ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт пулнӑ вара?

— Апла, — терӗ Бьюмонт, — ӗҫпе интересленнӗ чух ҫынна манатӑн иккен, анчах m-m Кирсанова ҫинчен тата мӗн калама пултаратӑр эсир?

Катерина Васильевна Вера Павловна ҫинчен пурне те аса илчӗ, анчах ун асӗнче Вера Павловна малтан мӗнле курни ҫеҫ юлнӑ; вӑл хӗрсе кайсах, Вера Павловнӑн сӑнӗ-пичӗ, пӗвӗ-сийӗ ҫинчен, вӑл мӗнле калаҫни ҫинчен, пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗ ҫынпа тӗл пулсан малтанах мӗн куратӑн, ҫавсене пӗтӗмпех каласа пачӗ; анчах малалла вара вӑл Вера Павловна ҫинчен ним те астумасть — асра мастерской, мастерской, мастерской та Вера Павловна мастерской ҫинчен каласа пани кӑна юлнӑ; ун ҫинчен ӑнлантарса панисене вӑл пурне те ӑнланнӑ, анчах Вера Павловнӑна хӑйне вара, тӗл пулсан кӑшт калаҫкаланӑ хыҫҫӑн, малалла ним те ӑнланман.

— Апла пулсан, сиртен m-m Кирсанова ҫинчен нумай япала пӗлӗп тесе шутласа, ку хутӗнче эпӗ йӑнӑшрӑм; анчах эпӗ сиртен хӑпмастӑп: тата темиҫе кунтан сиртен ун ҫинчен каллех ыйтма тытӑнӑп.

— Анчах, вӑл сире ҫав териех интереслентерет пулсан, мӗншӗн унпа хӑйпе паллашмастӑр-ха?

— Манӑн ҫакна пурнӑҫлас килет; тен, хӑҫан та пулин пурнӑҫлӑп та-ха. Анчах малтан манӑн ун ҫинчен нумайрах пӗлес пулать. — Бьюмонт минутлӑха шӑпланчӗ, — Эпӗ сиртен ыйтни лайӑх пулассипе пулмасси ҫинчен шухӑшларӑм, теп, ыйтсан лайӑхрах пулать ӗнтӗ: вӗсемпе калаҫнӑ чухне ман хушамата асӑнсан, эсир эпӗ ун ҫинчен ыйтни тата вӗсемпе паллашма шутлани ҫинчен ан калӑр.

— Анчах ку, m-r Бьюмонт, сутмалли юмах пек туйӑнма пуҫлать, — пӗр кулмасӑр каларӗ Катерина Васильевна. — Эсир вӗсем ҫинчен ман урлӑ пӗлесшӗн, хӑвӑр вара пытанса пурӑнасшӑн.

— Ҫапла, Катерина Васильевна; мӗнле ӑнлантарса памалла-ши сире ҫакна? — эпӗ вӗсемпе паллашма хӑратӑп.

— Ку тӗлӗнмелле, m-r Бьюмонт.

— Тӗрӗс. Тӳрӗрех каласан, эпӗ ҫакӑ вӗсен кӑмӑлне каймасран хӑратӑп. Вӗсем ман хушамата илтмен. Анчах манӑн вӗсен ҫывӑх ҫыннисемпе е тата вӗсемпе хӑйсемпе — пурпӗрех вӑл — мӗнле те пулин хирӗҫӳсем пулма пултарнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, вӗсен манпа паллашма кӑмӑлӗсем пуррипе ҫуккине пӗлес пулать манӑн.

— Кусем пурте питӗ тӗлӗнмелле япаласем, m-r Бьюмонт.

— Эпӗ тӳрӗ ҫын, Катерина Васильевна; эпӗ хамӑн сирӗн ятӑра нихҫан та ярас кӑмӑл пулас ҫукки ҫинчен шантарса калама хӑятӑп; эпир сирӗнпе иккӗмӗш хут ҫеҫ курса калаҫатпӑр-ха, анчах эпӗ сире питӗ хисеплетӗп ӗнтӗ.

— Эсир йӗркеллӗ ҫын иккенне, m-r Бьюмонт, эпӗ те куратӑп, анчах…

— Йӗркеллӗ ҫын тесе шутлатӑр пулсан, эсир мана хама шанма пуҫласан, Кирсановсем ҫинчен каллех ыйтма май пултӑр тесе, сирӗн пата ҫӳреме ирӗк парӑр. Халӗ эпӗ ыйтнине (урӑх ыйтас ҫук ӗнтӗ) каласа пама юранине курсан, тен, эсир ун чухне хӑвӑрах вӗсем ҫинчен мана каласа кӑтартӑр? Килсе ҫӳреме ирӗк паратӑр-и?

— Тархасшӑн, m-r Бьюмонт, — терӗ Катерина Васильевна, хулпуҫҫине хуллен кӑна сиктерсе илсе. — Анчах килӗшӗр, эпӗ…

Вӑл каллех каласа пӗтересшӗн пулмарӗ.

— …эсир ман пирки иккӗленме пуҫлатӑр-и? Тӗрӗс. Анчах эпӗ вӑл иртсе каясса кӗтетӗп.

Сайт:

 

Статистика

...подробней