Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хутран-ситрен кам та пулин сасартӑк ыйхӑ тӗлӗшпе пуҫне ҫӗклет те, ним чухламасӑр, тӗлӗнсе, енчен енне пӑхса илет, унтан тепӗр аякӗ ҫине ҫаврӑнса выртать е, куҫне уҫмасӑрах, ыйхӑ тӗлӗшпе лачлаттарса сурать, вара, тутипе чаплаттарса е сӑмса айӗн тем мӑкӑртатса, каллех ҫывӑрса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ноябрь уйӑхӗнче юр ҫума, сивӗтме пуҫлать, кӑшарни тӗлне ҫав тери хаярланса ҫитет, хресчен вара минутлӑха пӳртрен тухать те тем тесен те сухалне паспа шуратса каялла кӗрет; февральте вара ҫывхаракан ҫуркуннен ҫемҫе шӑршине сисӗмлӗ сӑмса туйма пуҫлать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ, Лягаев пур, линейкине хул хушшине хӗстерет те икӗ кӗпине сӑмса тутрипе чӗркет, вара каять…Вон, Лягаев, возьмет линейку под мышку да две рубашки в носовой платок и идет…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кам тупса парӗ-ха таҫта пӑрахнӑ табак пуракне е кам илсе парӗ урайне ӳкернӗ сӑмса тутрине?Кто подаст куда-то запропастившуюся табакерку или поднимет упавший на пол платок?
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Сӑмса тутри, часрах!
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав вӑхӑтрах карчӑк, хӑй ӗҫне ал сӗмӗпе малалла тунӑ май, сӑмса айӗн тем мӑкӑртатрӗ-ха, анчах хуллентерех те хуллентерех, ӑнланмаллах та мар.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тыт, сӑмса тутри, куҫҫульне шӑл та каласа пар.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Акӑ ялтӑр кӗмӗл ҫӗлӗклӗ улӑп пуҫӗ ишсе иртрӗ: пӗтӗмпех пӑхса илме пулать тинӗселле каякан кӑвак кӗреҫе сухал та лапчӑк сӑмса, кӑвак куҫхарши айӗн хӗсӗк куҫ пӑхать.
Эпилог // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Петя кӗсьинчен сӑмса тутӑрӗ туртса кӑларчӗ.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Аппӑшӗн сӗтел ҫинче тӗркеленнӗ сӑмса тутарӗ выртнӑ.
XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Ӗмкӗч» тесе таса сӑмса тутрине каланӑ вӗсем.
X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан дыняна илемлӗ, темиҫе пая касса, таса сӑмса тутӑрӗ ҫине йӗркеллӗн хучӗ те: — Ку дыня начарах пулас ҫук-ха, — терӗ.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чӑтаймасӑр йӗрсе ятӑм эпӗ, вӑл та вӑшӑклатрӗ, кӗсйинчен сӑмса тутӑрӗ илме туртӑнчӗ.Я не сдержалась, заплакала, и он тоже всхлипнул и полез в карман за платком.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Суранӗ ҫине пусса тӑмалла, — мӑкӑртатрӗ вӑл, ман ҫине пӑхмасӑрах — Сирӗн таса сӑмса тутӑрӗ пур-и, Катя?
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӑмахран, эпӗ унччен малтан нихҫан та ҫӗнӗ сӑмса лартасси ҫинчен, е тиртен пӗр татӑк касса илсе пите сапласси ҫинчен шухӑша та илмен.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пичӗ тӑрӑх вӗҫӗмсӗр куҫҫуль юхать, сӑмса ҫунаттисем урлӑ мӑйӑхӗ ҫине сӑрхӑнать.Слезы катятся по его скулам, по крыльям горбатого носа, набегают на висячие усы.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Шик-шик… сӑмса ҫок.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Шӑп ҫак самантра эпӗ хам ҫийӗмрех пӗркеленсе пӗтнӗ ватӑ пите куртӑм, вӑл тенкел айнелле ӳпӗнсе пӑхать Пуҫхӗрлӗ тӑракан пите аялтан пӑхма питӗ кулӑшла иккен: тек тухнӑ сӑмса ҫунатти, лӑпӑс-лӑпӑс сухал, ҫакӑнса тӑракан мӑйӑх вӗҫӗсем.
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Такам, ҫӳлӗ кунчаллӑ калуш ҫине кӑҫатӑ тӑхӑннӑскер, ман сӑмса патӗнчех чарӑнчӗ те, ниҫталла пӑрӑнмасӑр тӑрать.
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Дюльдяль, хӑйӗн ҫинче хуҫине туйса илсе, илемлӗ пуҫне мӑнаҫлӑн ухса илчӗ, сӑмса ҫунаттисене сарчӗ, хӑлхисене вылятса, вӑрӑм та ҫинҫе кайри урисем ҫинелле ҫӑмӑллӑн усӑнчӗ.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950