Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 27 сыпӑк

Раздел: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Иккӗмӗш кӗнеке. Мускав ҫути

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Источник: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Добавлен: 2019.09.17 17:09

Предложений: 244; Слово: 2047

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Декабрь каҫӗ

Усадьбӑра мӗн пулса иртнине курма эпӗ тула тухрӑм. Тӗттӗмленет. Сивӗ тӑман вӗҫет, юр тусанӗ питӗ вӗтелет. Таҫта, инҫех те мар, орудисем ухлатаҫҫӗ. Эп тӗсмӗртнӗ тӑрӑх вӗсен сасси паян чылай ҫывӑхрах тата урӑхрах ҫӗрте, ӗнерхинчен пӑртак анат еннерех илтӗннӗ пек туйӑнать. Кам пӗлет, тен, ҫил паян улшӑннӑ пуль…

Пирӗн карташне машинӑсем килсех тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫинчен офицерсем васкаса сиксе анаҫҫӗ, часрах пысӑк ҫурт подъездне чӑмаҫҫӗ, каялла тухаҫҫӗ, вара автомобильсем вырӑнтанах пысӑк хӑвӑртлӑх илсе, уласа, сӑнчӑрсемпе кӗмсӗртетсе, тӗк татнӑ пек вӗҫтереҫҫӗ. Эпӗ темиҫе хутчен те ҫакӑн пек картина куртӑм: орудипе пени уйрӑмах хыттӑн ханклатса илтӗнсен, пурте, карташӗнче пуррисем, мӗнпур ӗҫе пӑрахса, шӑпланса, чупса пынӑ ҫӗртен чарӑнса, сасӑ енне чылайччен тинкерсе тӑраҫҫӗ. Унтан сасартӑк вӑранса кайнӑ пек пулса мӗнпур пек япалисене: ещӗксене, чемодансене, хут ҫыххисене машинӑсем ҫине тата та хӑвӑртрах тиеме пуҫлаҫҫӗ…

Ҫуртӑн тулти алӑкӗсем ҫаплах яр уҫӑ выртаҫҫӗ. Никам та вӗсене хупмасть, сивӗ шала каплам-капламӑн йӑтӑнать. Пысӑк хӑна пӳлӗмӗн чӳречисем ҫара, вӗсен каррисене сӑптӑра-сӑптӑра илнӗ.

Ҫук, турӑшӑн та, Игорь йӑнӑшмарӗ пулас: кунтан вӗсем тухса тарасшӑн. Акӑ сана «Пӗтӗм Мускав», акӑ сире «Пӗтӗм СССР»! Ахӑрнех, хӑйсем кӗтсе тӑнӑ справкӑсене мар пачӗҫ пуль паян вӗсене… Нимӗҫсем чӑнласах тарма пуҫтарӑннине эпӗ ӗненме те хӑратӑп-ха, анчах пӑлханса тӑракан чӗрем ҫумне савӑнӑҫ туйӑмӗ, шиклӗн те пулсан, йӑпшӑнсах пырать.

Хулӑм денщик мекӗрленкелесе, пысӑк чемодансем йӑтса тухрӗ, вӗсене ҫитсе тӑнӑ машина ҫине тиерӗ. Унтан крыльца ҫинче тӑсланкӑ обер-лейтенант курӑнчӗ, вӑл шинельпе, ҫухине тӑратнӑ, аллисенче Ариша аппан алсисем, вӗсене эп, хӗрлӗ йӑрӑмӗсем тӑрӑх, тӳрех палларӑм. Мӑйне вӑл алшӑлли евӗр хулӑм шарф чӗркенӗ. Офицер хӑй ҫывӑхӗнчи салтаксене темӗскер приказ пачӗ, лешсем вара, улӑм сӗтӗрсе, ҫӗклем-ҫӗклемӗн кивӗ ҫурт тавра пӑраха пуҫларӗҫ. Офицер каялла кӗрсе кайрӗ, салтаксем ҫав-ҫавах улӑм тултса юлчӗҫ.

Кун хӑвӑрт тӗттӗмленсе килет, анчах парк хыҫӗнче, станци тӗлӗнче, пӗлӗт вут-кӑвар ҫутипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ. Кас-кас ҫил килнӗ май, унта темӗнле ҫуйхашу тата вут-ҫулӑм шатӑртатни илтӗнет. Паркри ҫӳлӗ йывӑҫсен тӑрринче, мал енче, декабрӗн хура пӗлӗчӗ тӑрӑх хурт уйӑрнӑ пек хӗлхем вӗлкӗшет. Эп ӑнлантӑм, станци ҫунать. Халӗ ав нимӗҫсем тата Коревановӑна тивертсе ярасшӑн. Салтаксем, авалхи колоннӑсемпе терраса тавра улӑм тултарса, халӗ хурал пӳрчӗпе пирӗн лаҫ патне сӗтӗрме пикенчӗҫ. Теприсем ҫурт стенисене темӗскер сӗрсе ҫӳреҫҫӗ. Сивӗ сывлӑшра те скипидар, те краҫҫын шӑрши ҫапа пуҫларӗ.

Ҫак вӑхӑтра крыльца ҫине каллех вӑрӑм обер-лейтенант тухрӗ. Вӑл салтаксене темӗскер кӑшкӑрчӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ вӗри ҫӗлен пек явкаланса пыракан хӗрлӗ ҫилхеллӗ факелсем тытса, ҫурт патне чупса пычӗҫ. Авалхи ҫурт халь-халь хыпӑнса каясса, шурӑ колоннӑсене вут ыталаса илессе эпӗ тавҫӑрса илтӗм, унтан кӑвар хурал пӳрчӗ ҫине сиксе ӳкӗ, пирӗн лаҫ тивсе кайӗ, лаҫра, кӑмака ҫинче чирлӗ Игорь хутланса выртать. Мӗн тӑвас? Мӗнле ҫак инкеке сирес? Ӑнлансах пӗтерейми теветкелпе ҫӗкленсе, эпӗ крыльца патне сиксе ӳкрӗм, факельщиксенчен пӗрне чышса ыткӑнтартӑм, тилӗрсе кайнипе хама хам та туймастӑп.

— Мӗн тӑватӑр! — кӑшкӑртӑм эп. — Ку вӑл музей! Музей-ҫке… Итлӗр-ха…

Эпӗ тайӑлса илнӗ факелсен ҫутинче вӑрӑм офицер хам енне юлхавлӑ куҫ хӗссе тинкернине куртӑм. Факеллӑ салтак, хам тӗртсе яни, мана алӑран ярса тытса, аяккинелле сӗтӗрсе кайрӗ.

Сасартӑк ҫак самантра такам, пӗчӗкскер, теттӗмрен сиксе тухрӗ, ҫутӑ ӳкнӗ салтак ҫине ывтӑнчӗ, ӑна кӗтмен ҫӗртен, икӗ аллипе ҫӑлса илчӗ, лешӗ мана лаштӑрах ячӗ. — Ан тивӗр ӑна!

Игорь! Ӑна курсан, сехре хӑпса тухрӗ.

Салтак ача ҫине сиксе ларчӗ, анчах вӑрӑм офицер кӑшкӑрса ярса майӗпен, утас килменрен утса, вӑрӑм урисене чаркаласа, крыльца ҫинчен анчӗ, унтан салтак аллинчен факела илчӗ те Игорь ҫине тем вӑхӑт йӗрӗнсе пӑхса тӑчӗ.

— Мӗн пулнӑ? — ыйтрӗ офицер.

Вӑл васкамасӑр кӑна, факела каялла пачӗ, сылтӑм аллинчен ула-чӑла алсине хыврӗ, вара, ал тӳртӗшпе кӗске сулӑм туса, Игоре питҫӑмартинчен ҫатлаттарчӗ. Игорь куҫӗсем факел ҫуттинче хӗп-хӗрлӗн курӑнакан куҫҫулпе тулса ларчӗҫ, вӑл хыттӑн ӗсӗклесе илчӗ, анчах нимӗн те чӗнмерӗ. Офицер каллех васкамасӑр-тумасӑр, ҫара аллине сылтӑмалла ячӗ, ал тупанне тӳртӗн ҫавӑрчӗ, каллех кӗске сулӑмпа Игоре тепӗр енчен ҫупрӗ.

— Ну, тен сана тата та кирлӗ пуль? Кӑмӑл тӑвас…

— Мӗншӗн эсир ӑна? — кӑшкӑртӑм эп офицер ҫине. — Мӗн турӗ вӑл сире?

— Шӑршлӑ ухмах, фашист-тукмак! — сасартӑк усал ҫилӗпе, кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле, хӑй ӑшӗнче каларӗ Игорь. — Мӗншӗн ҫапатӑр? — юлашкинчен хыттӑн кӑшкӑрчӗ вӑл.

Офицер, вӑрӑммӑн сулӑнса илсе, хальхинче Игоре пӗтӗм вӑйпа ҫапрӗ. Игорек ывтӑнса кайрӗ, юр ҫине такӑнса ӳкрӗ. Эпӗ ӑна часрах ярса тытса, ҫӑварне хупларӑм. Вӑл ҫӗкленесшӗн пӑркаланать, мана хӑй ҫийӗнчен тӗртет, усаллӑн, пуҫтахӑн шӑл витӗр калать:

— Ухмах… Пурӗпӗр ухмах, ҫӗр хут ухмах! Яр.

Обер-лейтенант ун енне ярса пусрӗ, ӑна ҫухаран ҫатӑртаттарса тытрӗ, тепӗр аллипе хыҫалти кӗсйинчен пистолет туртса кӑларчӗ. Эпӗ тилӗрсе кайса, темӗскер кӑшкӑртӑм, офицер ҫине сикрӗм, пистолетлӑ аллине сирсе, Игоре хам пӳпе хупларӑм. Сасартӑк ҫак самантра темӗскер хӑрушшӑн шӑхӑрса, сывлӑша ҫурса пӑрахрӗ. Шартлатса, антӑратса яракан кӗрӗслетӳ ҫӗре кисретрӗ, мана таҫта ҫити ывӑтса ячӗ. Такам макӑрашни, нимӗҫсем шуйхашса йӑслани илтӗнет. Кӗҫех тепӗр ӑстрӑм ҫӗр ҫийӗ йывӑррӑн ахлатрӗ, хытса кайнӑ сывлӑш урнӑ пек талпӑнса илчӗ, эп каллех юр ҫине персе антӑм. Сӗм-тӗттӗм — нимӗн те курӑнмасть, шӑп, нимӗн те илтӗнмест. Пуҫ чӑтма ҫук ыратать, ӑс-тӑнӑмра темӗскер ишӗлсе аннӑн туйӑнать. Нумай иртнӗ-и, сахал-и, эп каллех тӑна кӗре пуҫласан, хамӑр тавра тем ҫӳллӗш чӗмсӗр йывӑҫсем куртӑм. Таҫта хыҫалта пӑшал сассисем шаплатаҫҫӗ, эпӗ чупатӑп, ярса пусмассерен такӑнса ӳкекен Игоре ҫавӑтса пыратӑп, хам хыҫҫӑн чӗмсӗррӗн сӗтӗретӗп. Пирӗн ҫире сивӗ сывлӑшра тӑрсан-тӑрсан темӗскер чӑвлатса каять, каҫхи нӑрӑ пек, йывӑҫ ҫумне суккӑрӑн пырса тӑрӑнать, шартлатса ҫурӑлать, хӑй лекнӗ туратсене ҫапса антарать.

Тӳсӗмсӗр ыратнине пула, пуҫӑм ҫаврӑнса тӑрать, урасем чуста пек пулса кайнӑ, кашни утӑм тем пек асап кӑтартать. Ҫакӑнтах тӗшӗрӗлсе анӑттӑм, пӗр шухӑшсӑр, нимӗн хускавсӑр выртӑттӑм — ан тив, кирек те мӗн пултӑр. Анчах эп хамӑн алӑра Игорӗн ырхан аллине туятӑп, хыҫалта такам таплаттарса чупни хӑлхаран каймасть, манӑн пуҫра пӗр шухӑш кӑна: Игоре хӑтармалла, часрах унпа ҫак сӗм каҫран ҫӑлӑнса тухмалла. Ураран ура иртмест, аран яра-яра пусатӑп: пуҫ ҫурӑлса тухать. Пырсан-пырсан пӗр чарӑнса тӑратӑп, туратсем ҫинчи юра хыпатӑп, каллех утатӑп. Часрах-часрах ҫав хыҫалта юлнисенчен, факеллисенчен, аяккарах каясчӗ, ҫурӑлса, кӗрӗслетсе тӑракан, вӑхӑт-вӑхӑт чалтӑртатса каякан шартлама сӗмлӗхрен часрах тухса тарасчӗ. Эпӗ ҫине-ҫинех такӑна пуҫларӑм, пырсан-пырсан пӗр чикеленсе каятӑп, е чӗркуҫҫи ҫине ӳкетӗп, каллех тӑратӑп, каллех Игоре ҫавӑтатӑп.

— Сима, урӑх пултараймастӑп… — шӑппӑн каларӗ Игорь, юр ҫине тӗшӗрӗлсе. Унтан ӳпне кайса ӳкрӗ.

Анчах эп унӑн аллине хам алӑран ямарӑм. Сӗтӗретӗп, тӑратма тӑрӑшатӑп. Пӑшӑлтатса ӳкӗтлетӗп, ыйтатӑп:

— Игорек, тӑр, тархасшӑн, сана калатӑп! Ну, кан эппин пӑртак, унтан каллех утӑпӑр. Ҫук, эпӗ аллуна вӗҫертместӗп… Акӑ ҫапла. Ну, кантӑн-и? Халь кайӑпӑр. Кунтан пирӗннисем инҫех мар… Каяр. Атту хӑваласа ҫитӗҫ те персе пӑрахӗҫ. Ӑнланатӑн-и, Игорек! Ну, ыйтатӑп эп сана, чунӑм! Ӑслӑ пул. Яркӑчна асту, йӗркеллӗ пулӑп, тенӗ эс унта. Астӑватӑн-и?

Анчах вӑл ҫав-ҫавах выртать, ҫӗкленӗ алли майсӑрӑн пӑрӑнса кайнӑ, ҫапах эп ӑна алӑран ямастӑп. Эпӗ пӗлетӗп: аллине вӗҫерсессӗн, ман ӗнтӗ урӑх ун патне пӗшкӗнме тата ӑна ҫӗклесе илме вӑйӑм ҫитес ҫук. Туятӑп: пӗшкӗн анчах, шӑратнӑ тӑхланпа тулнӑ пуҫӑм мана ҫавӑнтах ҫӗр ҫине пусарӗ, вара хам та эп урӑх тӑрас ҫук.

— Сима, эсӗ кай, — илтрӗм эпӗ. — Каях, Сима. Мана хӑвар. Пурӗпӗрех урӑх утаймастӑп, эсӗ кай… Вӗсем сана вӗлереҫҫӗ, Сима… Утах, Сима, ут, тӗрӗссине калатӑп…

Вара эп, пуҫа чикӗнсе ӳкесрен пӑртакҫӑ хыҫалалла тытса, асӑрханса куклентӗм, Игорӗн хамран яман аллине хулпуҫҫи урлӑ тытрӑм, тепӗр аллӑмпа ҫумри йывӑҫӑн аялти туратӗнчен уртӑнтӑм, аран-аран ҫӗклентӗм, хампала пӗрле Игоре те тӑратрӑм.

— Эсӗ ҫапла, ман ҫине уртӑн, илтетӗн-и, Игорь? — лайӑхрах уртӑн, тӗреклӗрех, ан хӑра. Урусене ҫеҫ малалла куҫар, эп сана сӗтӗрӗп, эс ун ҫинчен ан шухӑшла, сан ӗҫӳ мар вӑл.

Туятӑп, Игорек ниепле те ман хулпуҫҫи ҫине йывӑррӑн пусмӗччӗ. Анчах ӑна сивӗ тытать, вӑл чӗтресе халтӑртатса пырать.

Акӑ пӳлӗнсе кайрӗ, аран сывлать, сиксе чӗтрет, хулпуҫҫи ҫинчен шӑвӑнса анать, хӑй темӗскер мӑкӑртатать:

— Чӑнах та, Сима, луччӗ пӗччен кай, каҫар мана…

— Игорь, — терӗм эп ӑна, — пӑрах пустуй паврама! Илтетӗн-и, Игорек? Астӑватӑн-и, эпир санпа «пысӑк япаласем» ҫинчен калаҫнӑччӗ. Халӗ те эп сана пӗр пысӑк япала ҫинчен калам… Чим-ха самантлӑха! Сывлӑш ҫавӑрар. Ҫапла тӑр… Ҫук, ҫук, ларма ан шутла! Ак ҫапла, йывӑҫ ҫине тайӑн. Чим-ха, мӗн каласшӑнччӗ эп сана, Игорь?

— Эсӗ… пысӑк япала ҫинчен… — аран-аран ответлерӗ Игорь.

— Ҫапла… Итле эппин, Игорек… Эп сана пӗр япала калам: пул, Игорь! Сана эп пур тӑвасшӑн. Сана эп хӑварас ҫук. Нихҫан та! Ӑнлантӑн-и? Ниепле те! Эсӗ тем чул ухмахлансан та эп сана пӑрахас ҫук. Хӑвах шухӑшла, Игорек, мӗн калӑттӑм вара эп Малинин капитана? Ну, кантӑн-и? Кайрӑмӑр.

— Эх, Сима, мӗнле эс, — илтрӗм эп хамӑн хӑлха хыҫӗнче. Ҫав вӑхӑтрах ӗнсе ҫинче Игорӗн пӳлӗнсе килекен вӗри сывлӑшне туйрӑм. — Эс ху мӗнле, ху та пӗлместӗн, Сима!..

— Ҫук, хам мӗнле иккенне эпӗ пӗлетӗп… Ан чӗн, Игорек! Ҫӑварпа ан сывла, ан калаҫ!

Чӑн, хам ҫак каҫ мӗнле пулмалли ҫинчен эпӗ лайӑх пӗлетӗп! Эпӗ халь хӑюллӑрах, нихҫанхинчен те хӑюллӑрах пулӑттӑм, эпӗ халь вӑйлӑрах, мӗн пур пек перекетленнӗ вӑйӑмран вӑйлӑрах пулӑттӑм, мӗншӗн тесен, вӑй кӑшт анчах юлнӑ, каясси вара — пайтах. Мана икӗ ҫыншӑн вӑй кирлӗ — манпа Игорь, Малинин капитанӑн ывӑлӗ. Эпӗ фронтри капитана киле юлнӑ ывӑлӗшӗн вожатӑй пулма сӑмах панӑ. Шан, Игорек, вожатӑю сана ҫак хура вӑрмана пӑрахса хӑварас ҫук. Шанчӑклӑ пулӑр, Малинин капитан: сирӗн ывӑлӑра епле те пулсан хамӑр ҫынсем патне ҫитерӗп-ҫитерӗпех.

Ахӑрнех, эпӗ питӗ те тайкаланатӑп пулас, е пӗр хулпа, е тепринпе йывӑҫсем ҫине пыра-пыра тӑрӑнатӑп. Ӑҫталла каяссине ҫӑлтӑрсем тӑрӑх чухлама тӑрӑшатӑп. Ан тив, кунта та пулсан ҫӑлтӑр наукине пӑртакҫӑ тӗсмӗртни мана пулӑштӑр. Юр ҫума чарӑнчӗ. Хура пӗлӗтсем саланчӗҫ. Тӳпе тулли ҫӑлтӑр тухрӗ. Акӑ Ҫурҫӗр ҫӑлтӑрӗ, ӑна эп паҫӑрах асӑрхарӑм. Кунти вырӑнсем мана кӑштах паллӑ пулнипе, эпӗ Водохранилище еннелле ҫул тытрӑм. Тен, Ромка Каштана шыраса тупӑп. Вӑл пӗркун, эпӗ Коревановӑна тухса килнӗ кун, каланӑ вырӑна лайӑх астӑватӑп.

Каярах мӗн пулни асра юлман, йывӑр аташа пуҫланӑ, вӑл мана хупласах илнӗ. Таҫта, горизонт хыҫӗнче, ҫапӑҫу ялкӑшать. Хӑш чух пирӗн ҫывӑхрах йывӑҫ тӗмисем ҫӗкленсе ӳкеҫҫӗ. Игорь, тути-ҫӑварне аран уҫкаласа, темӗскер ыйтать, анчах ӑна хирӗҫ хам мӗн каланине чипер астумастӑп.

Унтан — пысӑк уй, таса шурӑ юр, ҫап-ҫутӑ уйӑх. Ӗнтӗ эпӗ хам утса пынине хам та туймастӑп, ҫӗр мар, вагон-теплушка урайӗ ман айра кисреннӗ пек… Ҫук, ку ҫӗр ҫавнашкал силленет, поезд каять, поезд манран тарать, кустӑрмисем шаккаҫҫӗ, вагонӗ ҫӳлӗ. Курбан ак мана темӗскер кӑшкӑрать, ҫӳлте лашасем тулхӑраҫҫӗ, тапӑртатаҫҫӗ. Эпӗ Амеда сӗтӗретӗп, вӑл ман хулпуҫҫи ҫинчен шӑвӑнса анать. «Су, су, шыв!» ыйтать Амед. «Су, су, шыв!» — курӑксем, типнӗ ҫулҫӑсем тимселсе чӑштӑртатаҫҫӗ. Ҫук, эпӗ поезда ҫитейместӗп, улӑхса лараймастӑп…

Акӑ уйӑхӑн сивӗ ҫутипе тулнӑ юрлӑ хир урлӑ пире хирӗҫ юланутсем вӗҫтерсе килеҫҫӗ, вӗсем пыр тӗпӗпе: «Иогее» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ, пуҫӗсем ҫинче — ҫӑмламас ҫӗлӗксем. Ӗненместӗп ҫак чӑн пулнине, каллех аташу, тӗлӗк пуль, тетӗп. Утсем ҫывхарсах килеҫҫӗ, эпӗ пӗтӗмӗшпех ӗненсе пӗтерейместӗп, анчах та ку тӗлӗк мар, чӑн-чӑн иккенне чӗремпе туйса, вӗсене хирӗҫ тата икӗ утӑм пусрӑм. Виҫҫӗмӗшне пусма ман вӑй ҫитмест, урасем шалтӑрах кайрӗҫ, эпӗ Игорь аллине хулпуҫҫи ҫинчен ямасӑр, чӗркуҫҫи ҫине кукленсе лартӑм. Юланутсем сырса илчӗҫ.

— Юлташсем, — кӑшкӑртӑм эпӗ аялтан. — Игорь! Ку хамӑр ҫынсем… Юлташсем, эсир Павлихин чаҫӗнчен мар-и?

— Ҫавӑнтан, — ответлеҫҫӗ мана. Эпӗ пӗлекен сасса илтетӗп: — Павлихинӑн. Хӑв кам пулатӑн?

— Салам, сывӑ-и? Салам, джигитсем! Амед Юсташев сирӗнпе мар-и?

Ҫапла тесенех, малалла ҫӳлӗ ут сиксе тухрӗ. Уйӑх ҫутинче бронза пек ялтӑраса, вӑл пирӗн тавра хиврен ҫаврӑнчӗ, калӑн Игорьпе иксӗмӗре хыҫра, ҫав вӑрман леш енче, тӑрса юлнӑ мӗнпур хӑрушлӑхран сыхласшӑн тесе. Эпӗ лашан илемлӗн каҫӑрӑлса тӑракан пуҫӗ хыҫӗнче ҫӑмламас ҫӗлӗке куртӑм.

— Дюльдяль! — сас патӑм эп.

Юланутҫӑ, йӗнерӗ ҫинчен татӑлса анас пек, ман ҫине усӑнса пӑхать, ҫӑмламас хура ҫӗлӗкӗнчен ӳкнӗ мӗлке унӑн питне хупласа тӑрать. Вӑйлӑ алӑ мана ҫӗр ҫинчен ваш! кӑна ҫӗклерӗ. Вара эп хампа ҫуммӑн лаша ҫинче Курбан иккенне пӗлтӗм.

— Сима-гюль! — пӑшӑлтатать Курбан, манӑн пуҫӑма хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫумне чӑмӑртать, тӑнлавран асӑрханса ачашлать.

— Курбан, Курбан! — темиҫе хут каларӑм эп савӑнса кулса.

Игоре те пӗр юланутҫӑ хӑй патне ҫӗкленӗ, вӑл татти-сыпписӗр ыйтать, тӗпчет:

— Пичче, ку вырӑн халь пирӗн-и? Чӑнах-и? Ку ҫӗре халь каялла илнӗ-и? Ку пирӗн ҫӗр-и?

— О Сима, Сима-гюль! — мӑкӑртатать ватӑ Курбан.

— Курбан, Амед ӑҫта? — ыйтрӑм эп, темӗне сиссе.

Чун сӳлетсе кайрӗ: мӗншӗн Дюльдяль ҫине Курбан утланнӑ? Туятӑп, мӗнле асӑрханса, хыттӑн чӑмӑртать ман пуҫа Курбан. Сасартӑк вӗри нӳр ман пите йӗпетрӗ. Эпӗ пуҫа хӑвӑрт ҫӗклерӗм те тӗлӗнсе кайрӑм; ватӑ Курбан сасӑсӑр йӗрет. Пичӗ тӑрӑх вӗҫӗмсӗр куҫҫуль юхать, сӑмса ҫунаттисем урлӑ мӑйӑхӗ ҫине сӑрхӑнать. Манӑн пуҫа ӗҫерсе, вӑл ҫӗлӗкне хывса илчӗ, унпа питне шӑлать, йӗрет, йӗрет, ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ ҫинчен пуҫне ҫӗклеймест.

— Йӗкӗчӗ еплеччӗ! Мӗн тери ӑслӑ! Амӑрткайӑк чӗриччӗ! Хӑй кайрӗ. Хӑйӗн кӑмӑлӗ. Ой, Амед джан…

Эпӗ тӗплӗнрех пӗлесшӗн, анчах ыйтма халӑм ҫитмест, сасӑ та тухмасть.

— Курбан, хӑҫан пулчӗ, мӗнле? — ыйтрӑм эп, хам каланине хам илтмесӗр.

— Нимӗҫ шоссене тапӑнчӗ. Мускава илесшӗн. Эпир рейдраччӗ. Пысӑк ҫапӑҫу пулчӗ. Амед ҫапӑҫура — пӗрремӗш. Разведка турӗ. Пӗрне касса пӑрахрӗ, тепӗрне, виҫҫӗмӗшне… Пилӗк ҫын. Унтан ӑна пуля тиврӗ. Лаша ҫинчен ӳкрӗ. Ҫук ӗнтӗ Амед. Нумайӑшӗ ҫук. Табашников пурччӗ — астӑватӑн-и култарма юрататчӗ. Табашников халь ҫук… Керваев Аман пурччӗ. Вӑл та ҫук… Э, Сима… Йӗкӗчӗ мӗнлеччӗ! А, Сима-гюль! Тепӗр ҫын пӗлмест — эсӗ пӗлетӗн, эпӗ пӗлетӗп, Хӗрлӗ Ҫар пӗлет — Амед мӗнлине.

Вӑл каллех ман пуҫа хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртарӗ тӑнлавран тытса тӑрса, ачашшӑн, хурлӑхлӑн Амед ҫинчен тата та каларӗ. Амед, Амед, хаклӑ юлташӑм, туслӑхӑмӑр ытла кӗске пулчӗ! Эпӗ чарӑнаймасӑр йӗретӗп, ватӑ Курбанӑн пӑчӑ ҫӗлӗкӗ ҫине пуҫа чиксе, вӗри куҫҫулӗсем тӑкатӑп. Пирӗн айра тӳсӗмсӗр пӑркаланса, тӑлӑх Дюльдяль Амед тенине илтмессерен, шурӑ юра кукалесе, лӑпкӑн кӗҫенет.

Сайт:

 

Статистика

...подробней