Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Эпилог

Раздел: Икӗ капитан

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.09.29 00:39

Предложений: 15; Слово: 202

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Ҫак ҫӳлӗ чул сӑмсахӗнчен ытармалла мар вырӑн курӑнса тӑрать, аялтарахра чул хушшисенче хӗсӗне-хӗсӗне тӑнӑ полярти хир мӑкӗ ӳсет. Ҫыран енчен куҫкӗски пек шыв йӑлтӑртатни курӑнать-ха, леререх тата, тепӗр енчерех, эрӗмлӗх пуснӑ та куҫ виҫсе илейми кӗрен пӑр хирӗ палӑрать. Кунта полярти сывлӑш калама ҫук тӑрӑ пек туйӑнать. Шӑплӑх та ирӗклӗх. Хӑшпӗр чух хурчӑка ҫеҫ тӑлӑх масар ҫийӗн вӗҫсе иртет.

Масар хӗррипе пӗр-пӗринпе перӗнкелесе пӑрсем юхса иртеҫҫӗ, хӑшӗсем хуллен ишеҫҫӗ, хӑшӗсем хӑвӑртрах.

Акӑ ялтӑр кӗмӗл ҫӗлӗклӗ улӑп пуҫӗ ишсе иртрӗ: пӗтӗмпех пӑхса илме пулать тинӗселле каякан кӑвак кӗреҫе сухал та лапчӑк сӑмса, кӑвак куҫхарши айӗн хӗсӗк куҫ пӑхать.

Акӑ пӗр ҫурт ҫывхарать, ун ҫийӗнчен шутсӑр шӑнкӑравсемпе шӑнкӑртатса шыв юхса анать, кунта тата пысӑк праҫник кӗрекисем, вӗсене шурӑ ҫитӗсемпе витнӗ.

Ишеҫҫӗ те ишеҫҫе, вӗҫӗ-хӗрри те ҫук!

Енисей заливне кӗрекен карапсем ҫак масара инҫетренех кураҫҫӗ. Ун ҫумӗпе ишсе иртнӗ чух вӗсем ялавӗсене усӑнтараҫҫӗ, тупӑсем траурлӑ салют кӗрлеттереҫҫӗ, ян кайнӑ сасӑ аслати пек темӗнччен кӗрлесе тӑрать.

Масарне шурӑ чултан касса тунӑ, полярти анман хӗвелӗн куҫа йӑмӑхтаракан ҫуттинче вӑл йӑлтӑртатса курӑнать.

Этем ҫӳлӗшӗнче ак ҫакӑн пек касса ҫырса хунӑ: «Кунта И. Л. Татаринов капитана пытарнӑ, вӑл чи хастарлӑ ҫулҫӳревҫӗсенчен пӗри пулнӑ, хай тупнӑ Ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен каялла таврӑннӑ чух 1915 ҫулта июньте ҫакӑнта вилнӗ.

Кӗрешер те шырар, тупар та парӑнар мар».

Сайт:

 

Статистика

...подробней