Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ашшӗ хутаҫне салтрӗ, кӗске чӗлӗмне тытнӑ аллине хутаҫа чикрӗ, хыпашлакаларӗ, туртса кӑларчӗ, силлесе тасатрӗ, ҫыртса пӗтернӗрен тӗсӗ кайнӑ чӑпӑкне ҫӑвара хыпрӗ, ялан чӗлӗм туртакансем пек сарӑхман, шап-шурӑ таса шӑлӗсемпе ҫыртрӗ, зажигалкине кӑларчӗ, ҫутрӗ, тем пысӑкӑш кӑвак тӗтӗм пӗлӗтне шавлӑн вӗрсе кӑларса ячӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя хронометра татах силлесе пӑхрӗ, урапине ҫӗҫӗпе тӗрткелерӗ.Володя еще раз потряс хронометр, поковырял ножичком колесико…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унтан Володя куртка кӗсйинчен ҫӗмрӗк термометр кӑларчӗ, хӑйӗнпе йӑлтах мирлешнӗ амӑшӗнчен ҫаврака коробка ыйтса илчӗ те, градусник вӗҫне хуҫса, асӑрхануллӑн, коробка тӗпне йывӑр чӗркӗмӗл тумламне силлесе кӑларчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ци господин пӗчӗк тимӗр шапана пуҫӗнчен ярса илчӗ те аллаппи ҫине тем силлесе кӑларчӗ.Сняв голову с маленькой черепахи, Седьмой господин высыпал из нее что-то себе на ладонь.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
— Ну, мӗнех вара? — терӗ вӑл, пуҫне силлесе.
XXXVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Ӗҫӗ те урӑхла пулнӑ пулӗччӗ, — терӗ хӗр, пуҫне силлесе.
XXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Ну, хӗрсем, ӗҫсе ҫиетпӗр халь, — терӗ вӑл, арҫынсем турилкке ҫине хунӑ тӑватӑ монетӑна силлесе.— Вот, девки, загуляем, — сказала она, встряхивая на тарелке четыре монета , которые положили они.
XXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Унтан, утне хапхаран кӑларнӑ хыҫҫӑн сасартӑк пуҫне силлесе илчӗ те ут ҫине кушак пек сиксе утланчӗ, чӗлпӗрне ҫавӑрса тытрӗ те, шик шӑхӑрса ярса, урам тӑрӑх вӗҫтерчӗ.
XXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Эпӗ укҫа тӳлетӗп, хисеплӗ ҫынсем, — терӗ Ванюш, кӗсйинчи пӑхӑрсене силлесе.— Я деньги заплачу, почтенные, — сказал Ванюша, потряхивая в кармане медными.
XII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Канав хӗрринчех, мучи, — хушса хучӗ вӑл кулмасӑр, пуҫне силлесе.— У самой у канавы, дядя, — прибавил он серьезно, встряхивая головой.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл пуҫне силлесе илчӗ те: — Ҫук, ҫук! Эрне хӑйсен ҫыннисене ҫакӑн пек каланӑ пулӗччӗ: кирлӗ пек пурӑнӑр, тырӑран тунӑ ҫӑкӑр ҫийӗр, сӗт ӗҫӗр, качака какайӗ ҫийӗр, анчах ҫын какайне тутанса та ан пӑхӑр, тесе калӗччӗ, — терӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫӗр ҫийӗн ҫӳлте, ҫунаттисемпе пӗр тикӗссӗн авӑсса, хӑлат вӗҫет, унтан сасартӑк, пурнӑҫри кичемлӗх ҫинчен шухӑшлама тытӑннӑ евӗр, сывлӑшра чарӑнса тӑрать, ҫавӑнтах тата ҫунаттисене ҫӗнӗрен хӑвӑрт силлесе илет те ҫеҫенхир ҫийӗн малалла ухӑ йӗппи пек вирхӗнме тытӑнать, ӑнланма ҫук: мӗншӗн вӗҫет вӑл тата мӗн кирлӗ ӑна?
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— «Ӗнер чылай пысӑкрахчӗ, ырана вара нимех те юлмасть. (Петр, кӗлне силлесе тӑкса, сигарочница парать те тухса каять.) Сирӗн пата суранлӑ паттӑр пулса пырас килмерӗ».
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Телейлӗ сан турру! — анчах Марья Алексевна чӑтса тӑраймарӗ, хӗрне ҫӳҫрен тытса силлесе илчӗ, — пӗр хут ҫеҫ, ӑна та пулин ҫӑмӑллӑн кӑна.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тусанланнӑ шӑлаварӗн хутламне ватӑлла вӗҫкӗнлӗхпе силлесе илсе, Островнов ҫурчӗн крыльци ҫине вӑл, ҫамрӑк пек, ҫӑмӑллӑн улӑхрӗ, ҫенӗхе ҫирӗппӗн утса кӗчӗ, унта ӑна ҫӗнӗ ҫын килнипе пӑшӑрханса ӳкнӗ Яков Лукич кӗтсе илчӗ.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах вӑл чавсипе тӗреленсе ҫӗкленме те ӗлкӗрейменччӗ — Трофим, тӑватӑ урипе те тапса, утӑ ҫинчен сиксе анчӗ те, пуҫне пӗкӗртсе, сухалне мӑнаҫлӑн та ҫиллеслӗн силлесе илчӗ.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нестеренко кулӑшла шӑхӑрса, пуҫне силлесе илчӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Антип Грач Титокӑн ырханланса кайнӑ вӑкӑрӗсемпе ӗҫлерӗ, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чухне хӑй мӗн чухлӗ сухалани ҫинчен нимӗн те шарламарӗ; апатланнӑ хыҫҫӑн ун арӑмӗ, вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканскер, вӑкӑрсене тухакан ултӑ кӗрепенке концентрата арки ҫине хурса, вӗсене аркӑ вӗҫҫӗн ҫитерчӗ; Антипӗ тата, апатран юлнӑ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене те пулин — вӑкӑрӗсене ҫитерме — кив питти сарӑмӗ ҫинчен арӑмӗн арки ҫине силлесе пачӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл урисене чӗркенӗ пир тӑлисене силлесе ывӑтрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗҫҫи-каҫҫине чарса пӑрахсах вырттӑр вара! — Любишкин ура ҫине тӑчӗ те алӑк питӗрмелли питӗ тачка юман кӗлене силлесе кӑтартрӗ.Чтоб и копыта на сторону откинул! — Любишкин встал, потряс дубовым толстенным запором.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959