Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паллах, ни хӑй Рахметова, ни Рахметов ӑна Вера Павловнӑпа Рахметов мӗн пирки калаҫасси ҫинчен пӗр сӑмах та каламан тесе Лопухов иккӗмӗш запискӑра питӗ тӗрӗс калать; Лопухов Рахметова лайӑх пӗлнӗ; пӗр-пӗр ӗҫ ҫинчен Рахметов мӗн шутланине те, Рахметов хӑҫан мӗнле калассине те пӗлнӗ; йӗркеллӗ ҫынсем пӗр-пӗринпе калаҫмасӑрах ӑнланаҫҫӗ вӗт пӗр-пӗрне; Рахметов Вера Павловнӑна мӗн калассине Лопухов питӗ лайӑх пӗлнӗ, Рахметов калас сӑмаха вӑл малтанах пӗр сӑмах сиктермесӗр ҫырса хума пултарнӑ, ҫавӑнпа Рахметова Вера Павловна патне кайма ыйтнӑ та ӗнтӗ вӑл.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл ман ҫине куҫне сиктермесӗр пӑхать, ун куҫӗнче этемли ним те ҫук.А он смотрит на меня стоячим зраком, и ничего человеческого в его глазах не видно.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Апатланакан сухаҫӑсем мӗн калани ун хӑлхине кӗрсех каймарӗ, анчах вӑл хӑй ҫине тахӑшӗ куҫ сиктермесӗр пӑхнине пӗрмай туйса тӑчӗ.
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Половцев пӗр сӑмахне сиктермесӗр тӑнларӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Соломонӑн тӗрӗслӗх сучӗ пирки хӑйсем патӗнче Ассирирех нумай илтнӗ иккен те, ҫавӑнпа, кайран каласа кӑтартма кирлӗ пулӗ тесе, Израиль патшин пӗр сӑмахне сиктермесӗр тытса хӑварма тӑрӑшнӑ вӗсем.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Маша ун ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломовӑн, диван ҫине ларса, лешин ҫара чавсисем ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхас килчӗ кӑна.Ему только хотелось сесть на диван и не спускать глаз с ее локтей.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑҫтан пӗлес, Олеся пӗтӗм чӗринчен тарӑннӑн ӗненес пулсан, типӗсене ҫирӗппӗн тытса пырсан та чиркӳ кӗллисене пӗрне сиктермесӗр ҫӳресессӗн, — шанма май пур, ун чух эпӗ, паллах, унӑн тӗнлӗхӗнчен тӑрӑхлама (анчах пӑртак ҫеҫ, мӗншӗн тесен эпӗ яланах ӗненекен ҫын пулнӑ) тата унра ӑстӑнӑн тиркешӳллӗ тишкерӳ шыравне аталантарма пултарнӑ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑл, иртенпех чӳрече умӗнче ларса, картишӗнче мӗн тунине пурне те куҫ сиктермесӗр сӑнаса пӑхать.Он целое утро сидит у окна и неукоснительно наблюдает за всем, что делается на дворе.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ пӗр карчӑк кӗлетрен пӗр чара ҫӑнӑхпа пӗр купа ҫӑмарта илсе тухать; авӑ сасартӑк повар чӳречерен шывпа сапса арапкӑна, хӳрине ачашшӑн выляткаласа, тутине ҫулакаласа, куҫ сиктермесӗр чӳрече ҫине пӑхса выртакан йытта, йӗп-йӗпе тӑвать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Арҫын ача тӗттӗмрех куҫне моряк ҫине тӗлленӗ те пӗр сӑмах сиктермесӗр итлет.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Халӗ вара, хӗрӗм, йӑлтах, ним сиктермесӗр, каласа пар.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Маргаритӑпа мӗн пӗлтернине Женя пӗр сӑмах сиктермесӗр каласа пачӗ.И Женя слово в слово пересказала свой телефонный разговор с Маргаритой.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Яланхи пекех, малтан ӑна эпӗ васкавлӑн пӑхкаласа тухрӑм, Саньӑна инкек-синкек пулман-и, тесе хӑвӑртрах пӗлесшӗн пултӑм, унтан вара тепӗр хут, васкамасӑр, кашни сӑмахне сиктермесӗр вуласа тухрӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Игорек ҫунан вут ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхать, тутине кышлать.Игорек смотрел прямо в огонь не мигая, только губы себе кусал.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сима паракан астрономи кӗнекисене пӗр сиктермесӗр вуласа пырас.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пуҫа каҫӑртса, эпӗ герой ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхатӑп.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Аяккарах тӑракан ачасем пирӗн ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхаҫҫӗ.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӳпне куҫлӑ Марс, юнӑхса ларнӑ пек, пӗр куҫ сиктермесӗр, тӗксӗм пӗлӗт айккинчен пирӗн ҫине сиввӗн пӑхать.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл ку вырӑна пуринчен малтан йышӑннӑ, халӗ ак, кайса ӳкнӗ те, ури ҫине урине хурса, пуҫне шыв ҫинелле тытса, кӗске сӑмсине нӑш-нӑш тутарса, мамӑк пек куҫ хӑрпахӗсене пӗр сиктермесӗр, тем пысӑкӑш чакӑр куҫӗсемпе каҫхи шурӑмпуҫӗн кӗренӗ ҫине пӑхса выртать.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950