Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене маччаран ҫакса янӑ пысӑк лампа ҫутатать, — пӑхӑр-ха, пӑхӑр лайӑхрах, епле вӗсем тарӑн шухӑша кайса, пӗр сӑмахне те сиктермесӗр итлесе лараҫҫӗ, епле вӗсен пурне те пӗлес килет!
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кӗтесре хура куҫсем йӑлтӑртатса тӑнӑ — йытӑсем тутлӑ какай шӑршине сиссе пуҫӗсене урисем ҫине хунӑ та кӗтӳҫӗсем ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса выртнӑ…
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗр сӑмахне сиктермесӗр итлерӗ вал мана, пуҫӗпе те сулкаларӗ, вара ҫапла каласа хучӗ: «Пурте тӗрӗс санӑн, инке, патриотизм пур, анчах, — тет, — сан сӑмахӑрсем ҫумне райпрокурор тӗпчесе пӗлнине хушмалла, вара ку ӗҫ хӑех суда каять…
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Казаксем вӗсем ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхаҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унтан Лукомский кабинетӗнче Вӑтам Европӑн ҫур стена вырӑн йышӑнакан стратегилле картти умӗнче чарӑнчӗ, ҫурӑмне Лукомский еннелле туса, пӗр вӑхӑт куҫ сиктермесӗр картта ҫине пӑхса тӑчӗ:
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Листницкий хыҫҫӑн ӑна пӗр сӑмах сиктермесӗр итлесе ларнӑ сотня командирӗ сӑмах илчӗ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Петро, полковник ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса, кашни сӑмахне тимлӗн итлесе тӑчӗ.Петро, не сморгнув, глядел в глаза полковника, слушал внимательно.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Григорий куҫне хупать, ал тупанӗсене тикӗс мар ҫӗрӗн кӑтрашка пичӗ ҫине саркаласа хурать; унтан вӑрахчен, куҫне кӑлт та сиктермесӗр, кӑвак ҫунатлӑ элккем лӗпӗш пек пӗр тӗлте вӗҫсе тӑракан Ҫурҫӗр ҫӑлтӑрӗ хуҫӑк хыр хыҫӗнчи тӗпсӗр тӳпере сивлеккӗн чӗтренни ҫине пӑхать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Савва сӗтел умне ларнӑ та Кондратьев ҫине пӗр куҫ сиктермесӗр пӑхать.Савва сидел в конце стола, молчал, не сводя глаз с Кондратьева.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей Иринӑна юратни ҫинчен каланӑ пулсан, — вӑл апла калама пултарнӑ ӗнтӗ, — вара ҫав самантра мӗн каланине нимӗн сиктермесӗр ҫырмалла: Сергей Иринӑна хӑй шухӑшӗсене пӗтӗмпех, ним сиктерсе хӑвармасӑр, тӳрех, хурапа шурра курнӑ фронтовик пек, нимӗн вӑтанмасӑр каланӑ-ши, е ҫуршар сӑмахӑн кӑна вылятса, йӑл кулкаласа анчах систерчӗ-ши; каланӑ чухне хӗрелчӗ-и е хӗрелмерӗ; ӑна хирӗҫ Ирина мӗн каларӗ, Сергейӗн ҫав самантра хӑюлӑхӗ ҫитмен пулсан, ӑҫтан тупӑннӑ вара хӑюсӑрлӑхӗ, ҫавна кӑтартмалла: кирлӗ вӑхӑтра хӑюллӑх тупаймасан, епле Герой вара вӑл, чӑнах та…
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Главнӑй бухгалтер, пӗр сӑмахне те сиктермесӗр итленӗ хыҫҫӑн, хӑй килӗшнине кӑтартса пуҫне сулчӗ, кун пек пуҫне сулни пысӑк докладран та уҫҫӑн каласа пачӗ.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Казаксемпе офицерсем хӑй ҫинчен куҫ сиктермесӗр пӑхнине сиссе, Франя кашни взвод еннелле черетлӗн, кашни офицер ҫинелле уйрӑммӑн кулса пӑхса, пӳртрен кухньӑна, кухньӑран пӳрте вӗркесе чупма тытӑнчӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӗсем халӗ те-ха ҫав тери хӑранине палӑртакан куҫӗсене сиктермесӗр, тӗксӗм сӑн-питлӗ цыгансем ҫине чылайччен тискеррӗн пӑхса ларчӗҫ; мӗлтлетсе те чӗтренсе ҫунакан хӑй ҫуттинче вӗсем ҫак ыйхӑран вӑранми каҫ тӗттӗмлӗхӗнче ҫӗр айӗнчен йӑсӑрланса тухакан йывӑр пӑспа хупӑрланнӑ гномсен тискер ушкӑнӗ пекех курӑнса кайрӗҫ.
IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Калаҫас килнӗ пеккине калаҫӑрах ӗнтӗ, — шухӑшларӗ хӑй ӑшӗнче пирӗн чипер хӗрӗн ашшӗ, купцасем калаҫнине сӑмах сиктермесӗр итлесе тӑраканскер, — анчах ман вунӑ михӗ запас пур-ха».
III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӗсем, чӑнах та, минучӗпех пӗр шарламасӑр, куҫ сиктермесӗр пӗр-пӗрне куҫран пӑхса тӑчӗҫ, анчах уйрӑлма вӑхӑт ҫитсен, Лена сасартӑк малалла туртӑнчӗ те пуҫӗпе Юргин кӑкӑрӗ ҫумне лӑпчӑнчӗ…
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ҫапла, эпӗ вара санӑн питӳ ҫине, санӑн тутусемпе шӑлусем ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхатӑп.— Да, а я смотрю и смотрю на твое лицо, на твои губы и зубы.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак вӑхӑтра Марийка таҫта инҫете-инҫете, ҫӗршер километр аяккалла пӑхнӑ пек, стенан ҫӳлти пӗрени ҫине пӗр тӗле куҫ сиктермесӗр пӑхса, сасартӑк юрласа ячӗ.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пек куҫ сиктермесӗр сӑнаса тӑнӑ ҫӗрте эрех ҫине шыв хушма йывӑрччӗ, ҫавӑнпа та, темиҫе кун иртсен, хуҫа мана: эсӗ хӑвӑн айванлӑхна пула, ӗҫре пултараймастӑн, тесе шутларӗ.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Вӑл арӑмӗн шурса кайнӑ, хускалман сӑн-пичӗ ҫинчен куҫне илме тӑрӑшать, анчах арӑмӗ хӑй ҫине пӗр кун хушшинчех, тарӑн путнӑ куҫӗсене сиктермесӗр пӗрмай пӑхнине туять.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫынҫиенӗн вилли патне пырсан, вӑл тӗлӗнсе хытсах кайрӗ, нумайччен ун ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ.Приблизившись к трупу, он остолбенел и долго с изумлением смотрел на него.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.