Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 10 сыпӑк

Раздел: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Иккӗмӗш кӗнеке. Мускав ҫути

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Источник: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Добавлен: 2019.09.15 15:46

Предложений: 151; Слово: 1242

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Куҫ хупмасӑр

Тревогӑсен иккӗмӗш каҫӗ те ҫитрӗ.

Эпир каллех хамӑр ҫурт ҫинче. Мускав кисренсе тӑрать. Ку каҫ нимӗҫсем фугас бомбисем нумайрах тӑкаҫҫӗ, ҫунтаракан бомбӑсем — сахалрах.

Тепӗр ир ҫынсем пӗр-пӗрне Вахтангов театрне йывӑр бомба аркатса пӑрахни ҫинчен хурланса пӗлтерчӗҫ. Урамсем тӑрӑх, уласа-кӑшкӑртса пулӑшу каретисем ыткӑнаҫҫӗ.

Виҫҫӗмӗш каҫ та ҫитрӗ. Ӗнтӗ кулленех, каҫ пулсан вунӑ сехет тӗлнелле, сиренӑсем улаҫҫӗ. Ҫынсем хӑнӑхса ҫитме те пуҫларӗҫ, ҫав сехет ҫитеспе хӑйсемех хӳтлӗхсен еннелле куҫма тытӑнаҫҫӗ, унта дружинниксемпе пӗрле ман пионерсем йӗрке пӑхаҫҫӗ. Ку ӗҫе тума вӗсене чармарӗҫ. Тревога-мӗн тапранас пулсан, аялта, картишӗнче, чи малтан ман хӗр ачасен сассине илтме пулать:

— Лӑпкӑнрах, граждансем! Хӗрарӑмсем, ачасем, чи малтан… Юлташ, ачаллӑ гражданкӑна ҫул парӑр,.. Иртӗр, граждансем, иртӗр, кӗпӗрленсе ан тӑрӑр…

Пионерсем ман мӑнаҫлӑн ҫӳреҫҫӗ, кашнин — противогаз, хӗрачасен — хӗрлӗ хӗресле сумка.

Мускав ҫине сывлӑшран тапӑнасси ҫаплах пырать. Нимӗҫсем, ахӑрнех, пирӗн хулан кӑмӑлне ыйӑх памасӑр хуҫасшӑн пулас. Чӑнах та Мускавра халь пӗтӗм ҫын сӗнксе ҫӳренӗн туйӑнать.

Метро станцисен умӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр карчӑксем, вӗсем ҫичӗ сехетрен тытӑнсах, тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑр йӑтса, пӗчӗк ачасене ҫавӑтса, черете утаҫҫӗ. Вӗсем ҫине пӑхма та йывӑр.

Эпир ӗшенме пуҫларӑмӑр. Яланах ҫывӑрас килет. Каҫхи дежурствӑна чӑтма йывӑрлансах пырать. Пӑртак сывлӑш ҫавӑрас тесе, эпир хутран-ситрен пӗрне-пӗри ылмаштарса илетпӗр. Малтанхи каҫӑн чӑрсӑр та шавлӑ айкашӑвӗ халь ӗнтӗ ывӑнтаракан, пӗр шухӑшлӑ тӑрӑшупа улшӑнчӗ. Эпир опытлӑрах пула пуҫларӑмӑр. Ӗнтӗ хӑрасса та сахалрах хӑратпӑр, анчах ҫунтаракан бомба алла лексен те — савӑнӑҫ халӗ ӗлӗкхи евӗр мар. Вӗсем ӗнтӗ кулленхи япала пулса тӑчӗҫ, ӳкессе те вӗсем — пирӗн тӗле каҫсерен ӳкмеҫҫӗ. Апла пулсан та, ҫӗр пурӗпӗр ыйӑхсӑр иртет.

Пӗр Ромка Каштан анчах нимӗн те аптӑрамасть. Вӑл хӑйсен истребительнӑй батальонӗнче тӑман сехетсенче час-часах ман патӑмра пулать, килсе каймассерен пӗр-пӗр ҫӗнӗ юрӑ парса хӑварать е мӗн те пулсан кулмалли калать. Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармасть вӑл! Акӑ унӑн пӗр объявленийӗ: «Пӗр фугас бомбине ҫунтаракан икӗ бомбӑпа улӑштаратӑп. Тӗрлӗрен районсенче пулсан — авантарахчӗ». Пӗрре ҫак Ромка аслӑ класра вӗренекенсемпе пӗрле хӳтлӗх шӑтӑкӗсем чавнӑ, хӑйсем патне, ӗҫленӗ ҫӗре тем пысӑкӑш плакат ҫапса хунӑ: «Цель оправдывает средства», «Ц» саспалли ҫумне хӗрлӗ карандашпа хулӑм патак лартса ярать, вара «Шель оправдывает средства» пулса тӑрать. Пӗрре вӑл ман пата кӑнтӑрла килчӗ. Эпӗ ун чухне хамӑн пионерсемпе картишӗнчеччӗ. Ун ҫипуҫӗ яланхи пекех тирпейлӗ, пиҫиххине тӑп кӑна туртса ҫыхнӑ, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ шукӑль пилотка тӑхӑннӑ. Ҫитсенех ҫапла пуҫларӗ вӑл:

— О-о, аслӑ астрономсем, зодиаксем тата вӗсен хӗвелӗ! Итлӗр эсир, шимп-шимпсем, сире эп ҫӗнӗ юрӑ вӗрентесшӗн. Илтнӗ-и? Шӑп кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли. Ну-ка, ман хыҫран хорпала!…

— Ан ухмахлан, Ромка, — терӗм эп ӑна, хамӑн кулас килсен те. — Мӗнле сан ҫӑмӑллӑх ҫитет ҫакӑн пек вӑхӑтра? Пӑртак мӑнӑрах пулма тӑрӑшмалла пек.

— Мӑнӑрах стенасен тата бомбоубежищӑсен пулмалла, — хирӗҫлерӗ Ромка, — эпӗ мӑн пулни никама та ҫӑлӑнӑҫ кӳрес ҫук, йывӑрланса ҫӳрени анчах. Тӗрӗс-и, чӗппӗмсем? Сирӗн вожатӑйӑн ятне ман хӑйне уйрӑм юрӑ пур. Акӑ, итлӗр. — Вара вӑл юрласа ячӗ: «Йӑлтӑр та ялтӑр «юнкерс» анать, пӑлтӑр та палтӑр вӑл ҫаврӑнать, хӑлтӑр та халтӑр ӳкесшӗн курнать; каччӑ хӗре вӑрлама тӑрӑшать…» Ромка ку тӗлте тӑпах чарӑнчӗ, пилӗкне аллисемпе кӗрнеклӗн ярса тытрӗ, унтан ҫепӗҫҫӗн пӑшӑлтатса: — Амедӑр валли ҫырса илме ыйтатӑп, — терӗ. Унтан, нимӗн те пулман пек, каллех юрла пуҫларӗ: «Ӑҫта ман кил-ҫуртӑм, ӑҫта ман урам?..»

Унпа нихҫан та кичемлӗхе пӗлместӗн, анчах хам ертсе пыракан пионерсем умӗнче ҫакӑн пек шӳтлени маншӑн пӗрре те кӑмӑллӑ мар: ман авторитета хисепе хуман пек туйӑнать.

— Хӑв шухӑшласа кӑларнӑ пулсан, мухтама пултараймастӑп. Асӗ те, тӗсӗ те ҫителӗклех мар.

— Ҫитменнине ҫитерӗр, ытлашшине каҫарӑр, — нимӗн кӳренмесӗр ответлерӗ Ромка. — Ӑнланатӑп эп; сана, кӑмӑлна кура, урӑххи кирлӗ… Ну, мӗнле? Хӗвеллӗ шӑрӑх Туркменирен мӗн ҫыраҫҫӗ?

Эпӗ, ахӑрнех, хӗрелтӗм те пулас, темӗн каласшӑнччӗ, анчах ҫав самантра Катя Ваточкина чупса ҫитрӗ:

— Сима, эп сана шырама пуҫлани пӗр ӗмӗр. Атьӑр Культура паркне, халӑх унта — ҫапса хӗстернӗ пек! Талалихин тухса калаҫать. Ай йӗкӗт — хытса каймалла! Герой! Абсолютнӑй!

Вара эпир районти культура паркне уттартӑмӑр. Пионерсем те пиртен юлмарӗҫ. Эпир Ромкӑпа, шӑппӑн калаҫса, маларах пытӑмӑр.

Чылайччен чӗнмесӗр утнӑ хыҫҫӑн, эпӗ, шухӑша кайнӑскер:
— Ҫыру тавраш ҫук, телеграмма нумай пулмасть пулчӗ, — терӗм.

— Мӗн ҫинчен ҫак эс? — чӑр пӑхса ыйтрӗ Ромка, хӑйӗн паҫӑрхи шӳтлӗ ыйтуне мансах кайнӑскер.

— Ну, лерен… Туркменирен. Паҫӑр эс ыйтрӑн-ҫке.

— Э-э! — темӗнле кичеммӗн каларӗ Ромка. — Ну, мӗн илтӗнет унта, вӗсен кӗрешӳ фронтӗнче?

— Маншӑн пӑшӑрханать, Георгий пичче патне пыма канаш парать. Вӗсен унта лӑпкӑ, ҫавӑнпа чӗнет те.

— Мӗнле апла, пуҫтарӑнатӑн пуль? — ыйтрӗ вӑл, ман ҫине тинкерсе пӑхса.

— Калаҫатӑн ҫав… Мӗне кура пуҫтарӑнас ман? Манӑн вырӑн кунта, Мускавра, тесе ҫырса ятӑм эп. Хамӑр ачасем ҫинчен пӗлтертӗм. Бомбӑсене сӳнтерни ҫинчен, пӗр сӑмахпа — хамӑрӑн Мускав пурнӑҫӗ пирки.

— Эсӗ ҫыр та, мӗнле ҫырмаллине чухла. Унсӑрӑн, пӗлетӗн-и, кӗҫех ҫар цензури…

— Мӗн эп, нимӗн те пӗлменскер-им: мӗскер юрать, мӗскер юрамасть…

Амед патне янӑ ҫырусем пирки мӗнле мыскара пулнине эпӗ Ромкӑна шарламарӑм. Мускавра сывлӑшран тапӑнни ҫинчен тӗплӗн ҫырма юраманнине эпе лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа та пӗр ҫырӑва эпӗ юптарса ҫыртӑм: «Ӗнер пирӗн патӑрта каллех кукамай пулчӗ. Вӑл пире ҫӗрӗпе канӑҫ памарӗ. Темӗскер, питӗ час-час ҫӳре пуҫларӗ-ха вӑл. Ытла та канӑҫсӑр карчӑк, шавлать те шавлать, пире хускатсах тӑрать, пӗр чӗрӗм ыйӑх памасть…» Ҫакна Амед ӑнланса илмеллех тесе шутланӑ эп. Анчах мана вӑл ҫакӑн пек ответ пачӗ: «Ытах та килес пулсан, хӑвӑнпа пӗрле кукамуна та ил — ватӑ ҫынна пӗччен хӑварни аван мар. Анне те ҫаплах шутлать».

Паян вырсарникун. Хӗвел ялтӑраса ҫеҫ тӑрать. Анчах августӑн сулхӑнӗ йывӑҫ паркӗн ҫуллахи ӑшшине чылаях сивӗтме ӗлкӗрнӗ. Кунта темӗн чухлӗ яш-кӗрӗм пуҫтарӑннӑ. Эпир эстрада патне мала хӗсӗнкелесе иртрӗмӗр. Кӗҫех сцена ҫине Виктор Талалихин тухрӗ. Вӑл ҫӳлӗ мар пӳлӗ, тӑн-тӑн ҫамрӑк каччӑ. Таса сӑн-питне, каҫӑртарах сӑмсине пӑхсан — ача майлах.

Ун ҫинче кӗҫӗн лейтенант паллисем, летчиксен кӑвак картузӗ. Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ. Ылтӑн ҫӑлтӑрне ҫакма ӗлкӗреймен-ха, анчах геройӑн ятне вӑл илнӗ ӗнтӗ. Кун ҫинчен ӗнерхи хаҫатсем пӗлтерчӗҫ. Пӗр алли ҫинче ун бинт: ӑна вӑл таран тунӑ чух амантнӑ…

Сасартӑк, Талалихин тухнӑ тухман, хаваслӑ, янӑравлӑ оваци ҫӗкленсе кайрӗ.

— Витя! Витенька! Витюша! Витя! — кӑшкӑраҫҫӗ хӗрсем, маларах тӑраканнисен пуҫӗ урлӑ героя, ҫар пурнӑҫӗпе пурӑнакан Мускавӑн юратнӑ паттӑрне, лайӑхрах курас тесе, чӗвен тӑрса пӑхаҫҫӗ, сике-сике илеҫҫӗ.

— Виктор! — хулӑм сасӑпа саламлаҫҫӗ Талалихин юлташӗсем, тантӑшӗсем, пӗр кас ачисем, хӑйӗнпе пӗрле нумай пулмасть Ашкомбинатӗнче ӗҫленисем.

Вӑл пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускаласа тӑрать, хӑйне хӑй ҫӑмӑлрах тытасшӑн пулсан та, именни аванах палӑрать, саламласа кӑшкӑракан ҫамрӑксем ҫине куҫ айӗн пӑхать, сывӑ аллипе портупейне тӳрлетет. Сасӑсем чарӑнсан, вӑл ҫапла пуҫларӗ:
— Мана кунта таран туни ҫинчен каласа пама ыйтаҫҫӗ, — терӗ.
Паллах, ку ӗҫ теветкелсӗр пулман, ахаль мар интересленеҫҫӗ. — Унтан вӑл, хуллуҫҫийӗсене хутлатса илсе, темӗнле хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнсе ыйтнӑ пек: — Мӗн вара — ҫавӑ фашиста ман алӑран вӗҫертмеллеччӗ-им? — терӗ. — Патронсем, ҫапӑҫу хатӗрӗ пӗтсе ҫитрӗ. Сывах кайма пултарать. Ну, ҫапла шайларӑм пулать: эпӗ, терӗм, хам та пуҫ хӗрлех персе анӑп, анчах эп пӗччен, вӗсем «юнкерс» ҫинче сахалтан та тӑваттӑн. Апла пулсан, мӗн тесен те, шут хисепӗ пирӗн май, тӑватта хирӗҫ пӗрре. Вара яра патӑм тарана…

Оваци пирӗн тавра ҫӗнӗ вӑйпа тӑвӑл ҫӗклерӗ.

— Тарӑхса, ҫиленсе, тилӗрсе кайнипе чун хӗрсе кайрӗ, хаваслӑх килчӗ. Памастӑп, тетӗп, Мускава хур тума! Вара пытӑм та ҫапрӑм. Ҫав кӑна.

Мана эстрада ҫумнех хӗстерчӗҫ. Талалихинӑн ҫирӗп, лайӑх тасатнӑ аттисем ман янах патӗнчех, вӗсенчен вакса шӑрши тутлӑн ҫапса тӑрать. Пуҫа каҫӑртса, эпӗ герой ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхатӑп. Ҫӳлти тути ун ҫӗкленерех тӑрать, сӑмса ҫунаттисем шуххӑн чӗтренеҫҫӗ. Янахӗ ҫинче кулӑшла путӑк пур. Акӑ кам пек пулмалла иккен: тӑшман ҫине тарӑхнипе чун хӗрсе кайтӑр, хаваслӑх килтӗр! Нимӗнрен те хӑрамалла ан пултӑр. Таран! Вилӗме кура тӑркач — тӑшман ҫине сиксе ӳк! Ун чух вара хӗрӳ те, саванӑҫлӑ та пулӗ.

Эпӗ ҫакӑн ҫинчен Амед патне ҫырса ятӑм. Амеда та эпӗ Талалихинӑн паттӑрлӑхне парӑттӑм.

Фронт пирӗн пата ҫывхарсах пырать. Мускавран эвакуаци йӗркипе ачасене ӑсатма пуҫларӗҫ. Ятарласа уйӑрнӑ поездсем ҫинче шкулӗ-шкулӗпе ача-пӑча куҫать. Пӗрре эпӗ хула тулашӗнче, пахча ӗҫӗнчен таврӑннӑ чух, ҫавӑн пек поезда ӑсатнине куртӑм. Хӑйсен йышӗ йышлипе тата каяс хаваслӑхпа ачасем савӑнӑҫлӑ, вӗсем аллисене сулкаласа юрӑ юрлаҫҫӗ: «Тухӑр хӗрсем, казак-хӗрсем, укӑлча хӗрне, ир-ирех тухса каятпӑр тӑшмана хирме…» Анчах амӑшӗсем вӗсен салхуллӑ, хуйӑхлӑ, — перрон ҫинче тӑраҫҫӗ, вӑрттӑн тутӑр вӗҫӗпе куҫӗсене шӑлаҫҫӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней