Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтанах Штольцӑн Ольгӑн ӑс-хакӑлӗпе чылай кӗрешме, ҫамрӑклӑхӑн хӗрӳлӗхне пытарма, кӑмӑл хавхаланӑвӗсене лӑплантарма, пӗр пек лӑпкӑ пурӑнма тивнӗ, анчах ку нумайлӑха пыман: Штольц кӑшт ӗненсе куҫ хупсанах, каллех пӑлхану пуҫланнӑ, пурнӑҫ вӗреме тытӑннӑ, канӑҫсӑр ӑс, пӑлханнӑ чӗре ҫӗнӗ ыйтусем панӑ; пӑшӑрханнӑ шухӑш-ӗмӗте пусармалла пулнӑ, хӑйне хӑй сахалтарах е ытларах юратма тивнӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Тупӑшӗ икӗ пинтен те сахалтарах»!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Сахалтарах шухӑшлама май пулсанччӗ!
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Михей Андреевича кӗртмен пулсан, сахалтарах пӗтетчӗ! — терӗ вӑл.— Кабы не пускали Михея Андреича, так бы меньше выходило! — прибавил он.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӗслӗхрен, вӑл Обломов кучерне повартан, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан Варварӑна лешсенчен иккӗшӗнчен те ытларах юратать, Илья Ильича вӗсенчен пуринчен сахалтарах юратать; апла пулин те, уншӑн Обломов килӗнчи повар тӗнчери поварсенчен пуринчен те чи лайӑххи, Илья Ильич — мӗн-пур помещиксенчен чи ырри.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хум силлени сахалтарах витӗм кӳтӗр тесессӗн карапа мӗнлерех тумалла?Как определить, какой нужно строить корабль, чтобы он минимально реагировал на качку?
Вунпиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Унччен вӗсем сахалтарах сирпӗтетчӗҫ.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах ҫавӑнтах ҫӗнӗ вӑйӑ шутласа тупрӗҫ — кам сахалтарах сирпӗтет.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Петя, ку сӑмахсене тӗплӗнех ӑнланаймарӗ пулсан та, нимӗн те шарламарӗ, мӗншӗн тесен урамра ҫапла закон пулнӑ: сахалтарах тӗпче, нумайрах пӗл.
XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тен, ку чӳречесенчен пӑхӑр укҫасем сахалтарах пӑрахнӑшӑн пулчӗ пулӗ?Может быть, потому, что слишком мало падало из окон медяков.
XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сахалтарах юратнӑ ҫав эпӗ сана, хӑвна манпа мӗнле кансӗр иккенне те манса пынӑ.Что я мало любил тебя и забывал о том, как тебе трудно со мною.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапах та темӗн пурччӗ ҫав, ахальтен мар-ҫке Н. полкра эпӗ темле яланхи пек мар, сыхланасса сахалтарах сыхлантӑм, ытла теветкелленсе те хӑтланма пӑрахрӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн урам ансӑр; ирӗк сахалтарах маншӑн.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӗсене интереслӗ кӗнекесем кӑна тени сахалтарах пулӗччӗ!
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Мӗнле пулсан та, сахалтарах ҫыврасчӗ, ҫывӑрнӑ чух чӑтӑмлӑх ҫухалать» — тенисем те маншӑн, ман пек ҫынсемшӗн ытлашши йывӑр задачӑсем пулман.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унта пирӗн ӗҫ килтинчен сахалтарах пулчӗ, ҫанталӑк пирки пушӑ кунсем те килкелерӗҫ.Работы в поездке было меньше, чем дома, попадались пустые дни из-за плохой погоды.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл паттӑр пулнӑ, сахалтарах та, анчах тӳрӗ калаҫать, хӑйӗн ӑшӗнчи е ҫемьери вӑрттӑн шухӑшӗсене никама та пӗлтермест; эрех тутанса та пӑхмасть, темелле: ҫамрӑк казачкӑсем хыҫҫӑн, — вӗсене хӑйсене курмасӑр ытарайманлӑхне пӗлме йывӑр, — вӑл нихҫан та сӗтӗрӗнмен.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Карттусӗпе перчеткине сӗтел ҫине хывса хучӗ те вӑл, хай, мундире турткаласа, тӗкӗр умӗнче юсанма пуҫларӗ; шӑртпа ҫӗклентерсе тӑракан ҫӳллӗ подгалстушникне вӑл тем пысӑкӑш хура тутӑрпа чӗркенӗ — ҫухави айӗнчен ҫавӑ ҫур вершук ытла тухса тӑратчӗ, сахалтарах пек туйӑнчӗ те ӑна, вӑл ҫавна хӑлхи патне ҫитиех туртса кӑларчӗ, мундирӗн ҫухави ытла тӑвӑр пулнӑ та ӑна пӑвса тӑратчӗ, хӑйне тирпейлӗхе кӗртсе пӗтернӗ хыҫҫӑн мӑйӗ пӑвӑнса тӑнипе унӑн пит-куҫӗ юнпа тулнӑ пек хӗрелсе кайрӗ.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Халӗ ӗнтӗ вӑл урисене хӑюллӑрах шутарчӗ, сахалтарах ӳкрӗ, малтан чупса кайнӑ хыҫҫӑн темиҫе метр хушши ярӑнма пултарчӗ, анчах пӑр ҫинче иртен пуҫласа тӗттӗм пуличченех тӑрӑшсан та, ӗҫ кунтан малалла каймарӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей протезсем хӑйне ҫыхлантарса лартнине сахалтарах туйнӑ.Алексей все меньше и меньше ощущал сковывающее действие протезов.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950