Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пуринчен ытла, икке валеҫнӗ пулсан, ухмахлӑхӗ сахалтарах тиветчӗ, — терӗ Юргин, — атту вӑл сан, пӗчченӗн, ытлашши нумай.— Главное, у каждого поменьше бы придури было, — сказал Юргин, — а то у тебя одного чересчур много.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ну, калам сана, паттӑрлӑхӗ унӑн сахалтарах пулчӗ.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑрушлӑх та сахалтарах.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Поликарп Михайлович хӗстерме юратакан усал хуҫа пулнӑ; тӳлессине вӑл ытти кулаксенчен сахалтарах тӳленӗ.Поликарп Михайлович был недобрый, прижимистый хозяин: он платил меньше, чем другие кулаки.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах халӗ поселок тата тӗксӗмрех пек курӑнчӗ, ҫын та ӗлӗкхинчен сахалтарах пек туйӑнать.Но на этот раз поселок показался мальчикам еще более мрачным и безлюдным.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Пуриншӗн те пӗр харӑс пулсан, сахалтарах та ӗнтӗ, — кулса илчӗ Шустов — Ну, пуҫару майӗпе пулсан… пырать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах халӗ Володя та, унӑн ҫамрӑк разведчикӗсем те, штаб начальникӗ вӗсене мӗнле те пулин задани парсан, хушнине туни ҫинчен рапортланӑ чух кашнинчех сахалтарах та сахалтарах сӑмахлама тӑрӑшнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Санӑн сахалтарах калаҫас пулать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ҫӗнни нумаях мар, ырри тата сахалтарах, — ответлерӗ Важенин.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах ачасем кунсерен сахалтарах та сахалтарах ҫӳреме пуҫланӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Пӑхатӑп та — ӗлӗкхи тӗттӗмлӗхшӗн намӑс; ҫапах та авалхи йӑнӑша аса илсен — ҫӗннине сахалтарах тӑватӑн.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Текех куҫарса ларма пултараймарӑм, шухӑша путрӑм: «Малашне тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрпа сахалтарах интересленмелле, Тай тӑвӗ пек пулмалла, — нимле инкекрен те пӑрӑнмалла мар. Юнашарах снаряд ӳксен те чӗтрешме юрамасть».
А-Цзинь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.
Халӑх мӗн чухлӗ тӳрккесрех, цивилизаци паллисем мӗн чухлӗ сахалтарах пулчӗҫ, Оленин хӑйне ҫавӑн чухлӗ ирӗклӗрех туйрӗ.Чем грубее был народ, чем меньше было признаков цивилизации, тем свободнее он чувствовал себя.
III // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Ҫапӑҫу йӗрки акӑ мӗнлерех ыйтусене тивӗҫтермелле: ҫаврӑнӑҫулӑха, куҫса ҫӳреме пултараслӑха, пиҫӗлӗхе, командӑлама меллӗ пулмаллине, кирек хӑш ҫӗрте те вырнаҫма пӗлеслӗхе; вӑл, мӗн май килнӗ таран, вутран ҫухату сахалтарах тӳсмелле, час пухӑнма та час сапаланса выртма пултармалла тата поход йӗркине хӑвӑрттӑн куҫмалла…
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Пӗрле кайӑпӑр, сиятельствӑ. Вырӑнӗ кунта пирӗн теттӗм, ушкӑнпа хаваслӑрах, хӑрамалли те сахалтарах пулӗ…»«Пойдем, ваше степенство, вместе. Веселей, да и опаски меньше, потому здесь место глухое…»
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Йытӑ вӗрни малтан ҫывхарсах килетчӗ, унтан сахалтарах та инҫетререх илтӗнчӗ, каярахпа илтӗнми те пулчӗ…Лай сначала приближался, потом становился все глуше и наконец умолк…
II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хула хӗрринелле тухнӑҫемӗн вӗсене иртен-ҫӳрен сахалтарах курӑна пуҫларӗ.Чем дальше они отходили от центра города, тем меньше им встречалось прохожих.
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кухмистерскинче ҫав апат (ӑна тасамартарах ҫеҫ пӗҫернӗ), Вера Павловна каланӑ тӑрӑх, 40 пус тӑрать, 30 пуслӑххи вара — чылай япӑхрах, хаксен уйрӑмлӑхӗ мӗнрен килни паллӑ: кухмистерӗн 20 ҫын валли (е сахалтарах та) апат пӗҫернипе хӑйӗн тӑранса пурӑнмалла, хваттер, тарҫӑ-тӗрҫӗ тытса тӑмалла.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах ку пурте мар-ха: хӑйсем усӑ курассишӗн тата хӑйсемшӗн ҫеҫ ӗҫлесе, вӗсем ҫӗлемелли материала та, вӑхӑта та перекетлӗрех тыткалаҫҫӗ: ӗҫ хӑвӑртрах пулса пырать, унпа пулакан тӑкак та сахалтарах.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ыттисем, мастерскоя ытла нумай пулмасть пынисем, вӗсенчен сахалтарах пӗлеҫҫӗ, анчах ҫапах та вӗсенчен кашнинпех ӗнтӗ пӑртак вӗреннӗ хӗрпе калаҫнӑ пек калаҫма пулать.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.