Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сарӑрах (тĕпĕ: сарӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шыв ҫинче вӗлтӗркке хӳмсемпе чӳхенекен уйӑх ҫутин сарӑрах симӗс йӗрӗ йӑрӑмланса выртать.

На воде лежала волнующаяся рябью зеленоватая стежка лунного света.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сарӑрах хӑмӑр тислӗкпе витӗннӗ лӗпӗшке ҫул ҫинче унта та кунта шыв кӳлленчӗкӗсем палӑраҫҫӗ.

На отмякшей дороге с коричневыми навозными подтеками стояли лужи.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӳртре, кӑнтӑрлахи пекех темелле, сарӑрах кӑвак ҫутӑ сӑрхӑнса тӑрать.

В хате изжелта-синий, почти дневной свет.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро вӗткеленсе ӳкрӗ, хывнӑ ҫӑм чӑлхасене атӑ кунчи ӑшне тӗркелесе чиксе, тӳрленсе тӑчӗ те юр ҫинче сарӑрах шурӑ тӗслӗ курӑнакан ҫара урисемпе кӗрӗк пиншак ҫинчен юр ҫине анса тӑчӗ.

Петро засуетился, скомкал снятые с ног шерстяные чулки, сунул их в голенища, выпрямившись, ступил с полушубка на снег босыми, на снегу шафранно-желтыми догами.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӑйӗ ҫинче тӗреклӗ те хулӑн мускулсем туртӑнкаласа илеҫҫӗ, сӑмси сарӑрах кӗренӗн ҫуталса чӗтрет, юнӑхнӑ куҫ шуррисене тавӑрса хурса, ҫаврака хӗрлӗ куҫӗпеле сивлеккӗн те хаяррӑн хуҫи ҫинелле пӑхать.

Ходили на шее долевые валуны мускулов, дрожал просвечивающий розовый храп, а выпуклый рубиновый глаз, выворачивая кровяной белок, косился на хозяина требовательно и зло.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петрона вӑл ыррӑнах кӗтсе илчӗ, сӗтел хушшине лартрӗ, ашшӗ Петро ҫуни ҫинчен айккисем пасарнӑ, утӑ ванчӑкӗ ларса тулнӑ кӑкшӑма ҫӗклесе кӗрсен, сарӑрах хӗрлӗ мӑйӑхӗ айӗпе кулса илчӗ.

Он встретил Петра по-хорошему, усадил его за стол, улыбнулся в рыжеватые усы, когда отец его принес из Петровых саней, запушенных инеем, осыпанный сенной трухой кувшин.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл Ольга Николаевнӑн ыраш улӑмӗ пек йӑлтӑркка сарӑ ҫӳҫ пайӑркипе витӗннӗ шупка хӗрлӗ хӑлхи ҫине, хӑйӗнчен пӗр аршӑнри питҫӑмартисен пурҫӑн тӗслӗ ӳчӗ ҫине сӑнаса тинкерчӗ; куҫӗпе ерипенех платйӗн кӑкӑр тӗлӗнчи катӑкӗ патнелле калта пек шуса кӗрсе кайрӗ те, вӑл хӗрарӑмӑн пысӑках мар, ӗне ырри пек сарӑрах шурӑ чӗччине тата аялалла усӑннӑ хӑмӑр пуҫлӑ чӗчӗ вӗҫне курчӗ.

Он посматривал на розовую мочку крохотного ушка Ольги Николаевны, прикрытого прядью золотисто-ржавых волос, на шелковистую кожу щеки, находившейся от него на расстоянии аршина; глаза его по-ящериному скользили к вырезу на груди, и он видел невысокую холмистую молочно-желтую грудь и пониклый коричневый сосок.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка Солдатовӑн кӑвайт ҫутинче сарӑрах хӗрлӗ курӑнакан пичӗ ҫине пӑлханчӑклӑн тинкерсе пӑхрӗ, хуравласа каларӗ:

Мишка настороженно всматривался в лицо Солдатова, тронутое позолотой огневого отсвета, ответил:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӳл тӳпере, сарӑрах шурӑ пӗлӗт ластӑкӗсем хыҫӗнче, ӑшша пиҫнӗ хӗвел пӑчӑхса тӗмсӗлет.

В зените, за прядью опаловых облачков, томилось солнце.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сарӑрах хӑмӑр ҫеҫенхир хӗвел питтинче месерле саркаланса выртать.

Навзничь под солнцем лежала золотисто-бурая степь.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Латышевӑн тулли питлӗ сӑнӗ ӑшӑ кулӑпа ҫуталнӑ, сайра мӑйӑхӗ айӗнчи ҫивӗч шӑлӗсем чӗлӗм туртнипе сарӑрах хуран курӑнаҫҫӗ.

На пухлощеком лице Латышева грелась улыбка, обкуренные, с подточенными коронками зубы изжелта чернели из-под небогатых усов.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мирон Григорьевичӑн сӑнӗ-пичӗ сарӑрах кӑваккӑн хӗрелсе кайрӗ.

Мирон Григорьевич оделся иссера-желтым румянцем.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсенчен пӗри, лутака пӳллӗ, сарӑрах хӑмӑр тӗслӗ кӑтра сухалне хӑлхи таран ӳстерсе янӑ нимӗҫӗ, чарӑнма паллӑ парса алӑ сулчӗ.

Один из них, мелкорослый, заросший по уши курчавой каштановой бородой, позывно махнул рукой.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн сайра пӗрчӗллӗ, сӳсленкӗ сухалӗ пӗр вӗҫӗм чӗтренсе тӑчӗ, сарӑрах хӗрлӗ ҫӳҫӗ сапаланса тӑрмаланчӗ.

Редкая волокнистая бороденка его тряслась, седые с красной подпалиной волосы растрепались.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лайӑх ӑратлӑ вӑкӑр ҫине ирӗксӗр ҫӗртен киленсе пӑхса тата куҫӗпе унӑн сарӑрах хӗрлӗ ҫӑмне ачашласа, Лагутин ассӑн сывласа илчӗ те пӑлханчӑк шухӑшсен чӑлханчӑк ҫыххинчен пӗрне кӑна туртса кӑларчӗ: «Пирӗн станицӑначчӗ ҫакӑ. Вӗтӗрех пирӗн енчи вӑкӑрсем».

И, нехотя любуясь породистым бугаем, лаская глазами его красную с подпалинами шерсть, Лагутин сквозь рой встревоженных мыслей вынес со вздохом одну: «Нам бы в станицу такого. А то мелковаты бугайки у нас».

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗҫне аллипе тытса, шыв кӳлленчӗкӗсем урлӑ сике-сике каҫса, крыльца умне ҫамрӑк сӑн-питлӗ, сарӑрах ҫутӑ мӑйӑхлӑ сотник утса пырать.

К крыльцу, придерживая шашку, ступая через лужи, подошел молодой светлоусый казачий сотник.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ыйхӑран вӑрансан, хальхинче те вӑл, малтанхи пекех, Аннӑн хӑй ҫине тӗмсӗлсе пӑхакан пӑлханчӑк куҫӗсене, унтан вара вӑйсӑррӑн мӗлтлетсе чӗтренекен лампа ҫутине, краҫҫын лампинчен сӑрламан мачча ҫине пайӑркаланса ӳкекен сарӑрах шурӑ ункӑна асӑрхарӗ.

И опять, как и в первый раз — проснувшись, увидел прежде всего устремленные на него встревоженные глаза Анны, потом шафранный свет лампы, белый круг от нее на дощатом некрашеном потолке.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сарӑрах шурӑ, авалхи карапсем пек кӗре кӑкӑрлӑ пӗлӗтсем Новочеркасск ҫийӗн майӗпен шӑвӑна-шӑвӑна иртеҫҫӗ.

Изжелта-белые, грудастые, как струги, тихо проплывали над Новочеркасском облака.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑтам пӳллӗ, кӗрнеклӗ, сарлака хул-ҫурӑмлӑ Изварин сӑнӗ-пуҫӗпе казак казаках: пиҫсех ҫитеймен сӗлӗ улӑмӗ пек сарӑрах кӑтра ҫӳҫлӗ; кӗре сӑн-питлӗ, сӗвек те шуранка ҫамкаллӑ; пит ҫӑмартисем ҫеҫ ун тӗссӗр сарӑ куҫ харшийӗсем таран хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ.

Среднего роста, статный, широкоплечий, Изварин был типичным казаком: желтоватые, цвета недозрелого овса, вьющиеся волосы, лицо смуглое, лоб покатый, белый, загар тронул только щеки и гранью лег на уровень белесых бровей.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Дугинӑн пуҫӗ вӑрахчен чӗтресе ыратрӗ, — шӑлӗсем шакӑртатрӗҫ, сарӑрах тусанпа витӗннӗ аттинчи пысӑк урисем килӗшӳсӗррӗн, ӳсӗр ҫыннӑнни пек тайкаланса пусрӗҫ.

У Дугина долго тряслась голова, пощелкивали зубы и как-то нелепо путались большие, в порыжелых сапогах, ноги.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней