Поиск
Шырав ĕçĕ:
Те кунӗ чӑн ҫуркуннехи пек ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнӑран, те ҫав тери хаклӑ ҫыру илсе пынипе, Маша хӑй кама курать — ҫавна хӑйӗн савӑнӑҫӗ ҫинчен пӗлтересшӗн.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алӑк уҫӑлчӗ те, Ольга тухса тӑчӗ: Обломов ӑна курсанах сасартӑк шикленсе ӳкрӗ; ун савӑнӑҫӗ таҫта кайса кӗчӗ: Ольга кӑштах ватӑлнӑ пек туйӑнчӗ ӑна.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каллех вара ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерес, юлашкинчен туй тӑвас тапхӑрсем ҫитеҫҫӗ: пурнӑҫӑн пӗтӗм савӑнӑҫӗ ҫакӑнта пулать.Опять настает эпоха обрядов, пиров, наконец свадьба; на этом и сосредоточивался весь пафос жизни.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кунта вӗсен пӗтӗм пурнӑҫӗпе науки, кунта вӗсен пӗтӗм хуйхи-суйхипе савӑнӑҫӗ; ҫавӑнпа та вӗсем ытти кирек мӗнле ӗҫпе чӑрмавран парӑнаҫҫӗ, урӑхла савӑнӑҫа пӗлмеҫҫӗ; вӗсен пурнӑҫӗ ҫак тӗпре тӑракан, пурпӗрех пулса иртекен япаласемпе ҫеҫ ҫыхӑнса тӑрать, вӗсен ӑсӗпе чӗринче те ҫав япаласем кӑна.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хуҫисем аванс илес вырӑнне ҫинчех манӑн тип-варла ҫимелли паёкӑма пая кӗчӗҫ, ватӑ бухгалтер вара, тав тӑвас кӑмӑлӗпе, хӑйӗн шут ӗҫӗнчи пурнӑҫне темиҫе кун хушши вӗҫӗмсӗр кала-кала кӑтартрӗ, унта ӗнтӗ унӑн савӑнӑҫӗ те пур, еккине яни те, ҫавсем вара пӗтӗмпех пур ӗҫне те шӑпах вӑхӑтра тӑвассипе трест директорне тӗлӗнтернипе пӗтеҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малтан, симфони пуҫламӑшӗнче, хӗрринчи ложӑра ларакан икӗ летчик ҫине пӑхкалах тӑчӗ, анчах халӗ ун хӗрелерех панӑ куҫӗсенче чун савӑнӑҫӗ хӗмленни палӑрать.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пурнӑҫра вӗсен тем те пулнӑ: тутти те, выҫҫи те, ӑшши те, сивви те, савӑнӑҫӗ те, хурлӑхӗ те, хӗвел те пӗҫертнӗ вӗсене, ҫил-тӑман та аптарнӑ — тӗрлӗ тӗл килнӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ку вӑл унӑн тахҫанхи савӑнӑҫӗ, хутланакан портативлӑ пӗчӗк телескопне вӑл нихҫан та хӑйӗнчен хӑварман.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Евгений Онегинран» е «Курак майраран» пӗр-пӗр сцена кӑтартассинчен урӑх пысӑк савӑнӑҫӗ ҫук та унӑн, пире тесен ӑна итлесе хамӑр хӗпӗртенине кӑтартассинчен урӑх пысӑк савӑнӑҫ ҫук.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мана, ҫула тухнӑскере, ҫитменнине тата почта лашисене илме тивӗҫлӗ хутпа хысна ӗҫшӗн ҫӳрекен офицера, мӗн ӗҫ пултӑр-ха ҫынсен хуйхисемпе савӑнӑҫӗ ҫумӗнче!
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Халӗ ӗнтӗ эпӗ хама ҫапла ҫырнине хирӗҫлеме пултараймастӑп; сире аса илни, сирӗн ытарайми, нимӗнпе танлаштарми сӑнӑр паянтан вара ман пурӑнӑҫӑн асапӗпе савӑнӑҫӗ пулса тӑраҫҫӗ; анчах манӑн сире пӗр йывӑр япала ҫинчен, манӑн пурӑнӑҫри пӗр хӑрушӑ вӑрттӑн пулнӑ ӗҫ ҫинчен пӗлтерсе, иксӗмӗр хушшӑмӑрта ниепле те сирме май ҫук чӑрмав туса хумалла, — тенӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Эпӗр сӗтел хушшине лартӑмӑр; хуҫа пит савӑкчӗ, унӑн савӑнӑҫӗ часах пурин ҫине те куҫрӗ: кашни минутрах пӑкӑсем сирпӗне-сирпӗне тухаҫҫӗ, стакансем кӑпӑкланса чарӑнмасӑр чашкӑраҫҫӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Эс, ырӑ тусӑм, ҫакна ӑнлан: вӑл ӗлӗк вӑрманти ват хурӑн пек пулнӑ, ун ҫине нихӑш енчен те ҫил тивмен, халь, ав, каснӑ вӑрманти хӑрӑк тунката пек юлчӗ, пӗртен-пӗр савӑнӑҫӗ те халь ун — ҫав чӑх кӑна…
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сид пулнӑ пулсан, мӑнаккӑшӗн чӑн савӑнӑҫӗ ҫумне нимӗнле пӑшӑрхану та хутшӑнас ҫукчӗ.
12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫак самантра ун савӑнӑҫӗ ҫумне пӗр лайӑх мар япала пырса пӗрлешрӗ: вӑл хӑй садра, ангел чӳречи патӗнче, мӑшкӑл курни ҫинчен астуса илчӗ.Его радость портило только одно — воспоминание о том, как его облили помоями в саду этого ангела.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл, пӗлӗт ҫинче ҫӗнӗ планета шыраса тупнӑ астроном пекех, питӗ хӗпӗртенӗ, анчах унӑн савӑнӑҫӗ тата уҫҫӑнрах палӑрнӑ.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах, шел те савӑнӑҫӗ нумая пымарӗ.
Наци телекуравӗ хӑҫан йӗркеллӗ ӗҫлесе кайӗ? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4808-%D0%9D% ... 0%D0%BA%D0
Ун чухнехи салтак ҫулне ҫитнӗ е ҫитсе пыракан каччӑсен амӑшӗсен чи пысӑк савӑнӑҫӗ, тинех совет салтакӗсене Афганистанран кӑларнӑ.
Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15
Ҫур ӗмӗр ытла пӗрле пурӑнакансен пурнӑҫӗнче телейӗ те, савӑнӑҫӗ те, хуйхи-суйхи те пайтах пулнӑ пулӗ.
Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17
Вӗсен савӑнӑҫӗ мана та хӑпартлантарать.
Янӑратӑр ача-пӑча сасси шкулта та килте! // Луиза ВАСИЛЬЕВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№