Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 16 сыпӑк

Раздел: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Источник: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Добавлен: 2019.08.02 16:09

Предложений: 204; Слово: 1832

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Михайла мучи патӗнче хӑнара пурӑнма тытӑннӑранпа виҫҫӗмӗш кунне, ирхине, старик Алексее татӑклӑн каларӗ:

— Пыйтланнӑ эс, Алёха, тислӗк ҫинчи нӑрӑ пекех. А хыҫаланма йывӑр сана. Акӑ мӗн, мунча кӗртес пулать сана. Мӗнле пек? Ау… Мунча, тетӗп. Ҫуса ярӑп сана, шӑммусене ислетӗп. Сан пек тертленнӗ хыҫҫӑн мунча кӗни пит те аван. Мӗнле пек? Ҫапла мар-и?

Вӑл вара мунча майлаштарма тытӑнчӗ. Чултан купаласа тунӑ кӗтесри вучахха ҫав тери хутса хӗртрӗ — чулӗсем шартлатса ҫурӑлма пуҫларӗҫ. Таҫта урамра та вут ҫунать, унта пысӑк чул муклашкине хӗртеҫҫӗ, терӗҫ Алексее. Варя пӗр кивӗ каткана шыв йӑтса тултарчӗ. Урайне ҫӗнӗ улӑм сарчӗҫ. Вара Михайла мучи, кӗпине хывса йӗм вӗҫҫӗн кӑна тӑрса юлчӗ те, йывӑҫ витрене шыв тултарса сӗлӗт турӗ, ҫӗнӗ курӑсран мунчала хатӗрлерӗ. Ҫӗрпӳртри сывлӑш ҫав тери вӗриленсе ҫитрӗ, мачча ҫинчен сивӗ те шултра тумламсем патлатса тумлама пуҫларӗҫ. Старик тула сиксе тухрӗ те хӗрнӗ чул катӑкне тимӗр листи ҫине хурса кӗрсе каткари шыва ячӗ. Шыв чашласа илчӗ те, шурӑ пӑс пӳрте пӗлӗт пек тулса ларчӗ. Нимӗн те курӑнми пулчӗ. Алексей хӑйне старикӗн маттур аллисем хывӑнтарнине туйрӗ.

Варя хуньашшӗне пулӑшать. Вӗри пулнӑран, вӑл: ҫири ваткӑ пиншакне те хыврӗ, тутӑрне те салтса пӑрахрӗ. Тутӑр айӗнчен пачах та курӑнман йывӑр ҫивӗтсем халӗ хулпуҫҫийӗсем ҫинчен усӑнса анчӗҫ. Кӗтмен ҫӗртенех вара ҫак ырхан та ҫӑмӑл кӗлеткеллӗ, пысӑк куҫлӑ хӗрарӑм, турра кӗлтӑвакан карчӑк евӗрлӗ курӑннӑскер, ҫамрӑк хӗр пек пулса тӑчӗ.

— Тӳс, Алёха! Ӗҫсем халӗ пирӗн ҫапларах ӗнтӗ, тусӑм! Илтнӗ пуль, Финляндире вӑн, арҫынсемпе арӑмсем мунчара пӗрлех ҫӑвӑнать, теҫҫӗ. Мӗнле, тӗрӗсех-и вӑл? Тен, суяҫҫӗ пуль. Варька ӗнтӗ халь аманнӑ салтак ҫумӗнчи сестра пекки пулать. Ҫапла… Унӑн вӑтанма кирлӗ мар. Тыт, Варя, Алёшкӑна, эп кӗпине хывам, пӑх-ха, кӗпи мӗнле касӑлнӑ, тытмалли те ҫук, ирӗлет кӑна!

Ҫак самантра Алексей ҫамрӑк хӗрарӑмӑн пысӑк куҫӗсем хӑраса чарӑлнине асӑрхарӗ. Пӑс витерех вӑл хӑйӗн ӳтне катастрофа хыҫҫӑн пирвайхи хут курчӗ. Ылтӑн тӗслӗ ҫуртри улӑмӗ ҫинче этем кӗлетки выртать. Шӑмӑсене хуралса кайнӑ тир ҫеҫ витсе тӑрать, чӗркуҫҫи шӑммисем ҫӳлелле мӑкӑрӑлса тухнӑ вӗче шӑммисем шӗвӗрӗлсе юлнӑ, хырӑмӗ йӑлтах путса аннӑ, айӑк пӗрчисем ӳт витӗрех палӑраҫҫӗ.

Старик сӗлӗт шывӗ чӗресси умӗнче аппаланать. Вӑл, мунчалине йӗпетсе Алексей патне пырсан, унӑн ӳт-тирне асӑрхарӗ те, мунчала тытнӑ алли сывлӑшра ҫаплипех хытса тӑчӗ.

— Ах, инкек, ӗҫ тарӑна каять сан, Алёха тӑванӑм! Э? Ӗҫ тарӑна каять, тетӗп. Нимӗҫсенчен, эс, тӑванӑм, шуҫса тарнӑ, анчах та вилӗмрен…

Старик сасартӑках Алексее хыҫалтан тытса тӑракан Варьӑна хӑтӑрса тӑкрӗ:

— Эсӗ мӗн, ҫарамас ҫын ҫине пӑхса хытса кайрӑн, ну! Пӳртре арҫын шӑрши кӗрсе кайрӗ те, хавасах. Мӗн тутуна ҫыртатӑн? Пурте эсир, арӑмсем, чакак хӑраххи. Эсӗ, Алексей, ан шутла, ним усалли ҫинчен те ан шутла. Эпир, тӑванӑм, сана вилӗм аллине памӑпӑр. Эпир сана пурпӗрех пӑхӑпӑр, сыватӑпӑр, кун пирки иккӗленмелли те ҫук!.. Сывал!

Алексее вӑл вӑрт-варт ҫӑмӑллӑн та ҫемҫен, пӗчӗк ачана ҫунӑ пек, сӗлӗтпе ҫума пуҫларӗ. Ӑна ҫавӑркаларӗ, вӗри шывпа сапрӗ, мунчалипе ҫав тери киленсе сӑтӑрчӗ, — вара часах ун аллисем шӑмӑллӑ кӗлетке ҫинче нӑтӑртатма пуҫларӗҫ.

Варя ӑна ним чӗнмесӗр пулӑшать.

Анчах та старик ун ҫине ахалех кӑшкӑрса пӑрахрӗ. Хӑй алли ҫинче вӑйсӑррӑн ҫакӑнса тӑракан этем кӗлетки ҫине Варя пӑхман. Пулӑшнӑ вӑхӑтра ирӗксӗрех аяккалла ҫаврӑнса тӑнӑ. Хушӑран шурӑ пӑс витӗр Алексейӑн алли-урине курмассерен, унӑн куҫӗсенче хӑраса ӳкни палӑрнӑ. Варьӑна хӑй умӗнче, палламан лётчик мар, хӑйӗн упӑшки Миша выртнӑ пек туйӑннӑ ун пек чух. Упӑшкипе вӑл пурӗ те пӗр ҫуркунне ҫеҫ пӗрле пурӑнса ирттернӗ; Миша шултра хуратут пуснӑ сӑн-питлӗ, тӗреклӗ алӑллӑ йӗкӗт пулнӑ. Халь Варьӑна хӑйсен ҫемйине темле майпа лекнӗ палламан лётчике мар, нимӗҫсем ҫакӑн пек ҫӗмӗрсе хунӑ упӑшкине, Мишӑна, курса тӑнӑ пек туйӑннӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑранӑ, унӑн пуҫӗ ҫаврӑнма тытӑннӑ, ӑнран кайса ӳкесрен вӑл тути хӗррисене ҫыртса ҫеҫ тӳссе тӑнӑ.

…Кайран Алексее, Михайла мучин урлӑ та пирлӗ сапласа пӗтернӗ, анчах таса та ҫемҫе вӑрӑм кӗпине тӑхӑнтартса, хӑйӗн улӑм тӳшекӗ ҫинех вырттарчӗҫ. Ун ӳчӗ уҫӑлнӑ пек, вӑй илнӗ пек пулчӗ. Мунча хыҫҫӑн, вучах тӗлӗнчи маччана тунӑ тӗнӗрен пӑс тухса пӗтсен, Варя ӑна тӗтӗм шӑрши кӗрекен кӗтмел чейӗ ӗҫтерчӗ. Ачасем илсе килнӗ сахӑра Варя, вӗттӗн вакласа, шурӑ хурӑн хуппи ҫине хурса пачӗ. Чей хыҫҫӑн Алексей пирвайхи хут тӗлӗк курмасӑр, хыттӑн ҫывӑрса кайрӗ.

Ыйхӑран вӑл хытӑ шавласа калаҫнине илтсе вӑранчӗ. Ҫӗрпӳртре тӗттӗмленсе ҫитнӗ, хӑйчикки имшеррӗн ҫуннӑ. Ҫак тӗттӗмре Михайла мучин ҫинҫерех сасси янӑранӑ:

— Хӗрарӑм ӑсӗ, ӑҫта сан тавҫӑрулӑх? Ҫынни темиҫе кун хушши вир пӗрчи те ӑша яман, а эсӗ чӑмӑрла… Сан чӑмӑрла пӗҫернӗ ҫӑмарту — вилӗм уншӑн!.. — Сасартӑках старик сасси, ыйтса каланӑ пек, йӑвашланчӗ. — Ҫӑмарта марччӗ ӑна, пӗлетӗн-и, мӗн кирлӗ, Василиса? Чӑх яшки ҫитермелле те ҫав ӑна! Во! Акӑ мӗн кирлӗ халь ӑна. Кунпа вара паттӑрланӗччӗ вӑл. Ак, санӑн Партизанӑчкуна парнелесчӗ ӑна, э?..

Анчах та хӑраса кайнӑ карчӑкӑн илемсӗр чӑрӑлти сасси ӑна пӳлчӗ:
— Памастӑп!
Памастӑп та памастӑп, — ан та ыйт ӑна, ватсупнӑ шуйттан! Ав мӗнле! Ун ҫинчен калаҫма та ан шутла. Хам Партизанӑчкӑна пусма-и?.. Яшка! Чӑх яшки тетӗн… Халӗ те, ав, тӗрлӗрен кучченеҫ парса тултарнӑ, туй тума хатӗрленнӗ пекех! Эс тем те шутласа кӑларӑн!

— Эх, Василиса, намӑс сана, Василиса, ҫакнашкал хӗрарӑм сӑмахӗшӗн! — чӗтренсе илчӗ старикӗн ҫинҫе сасси. — Хӑвӑн иккӗшӗ те фронтра, ҫапах нимӗн те ӑнланаймастӑн! Ҫынни, акӑ, пирӗншӗн суранланса пӗтнӗ, юн тӑкнӑ, темелле…

— Кирлӗ мар мана ун юнӗ. Маншӑн хамӑн ывӑлсем юн тӑкаҫҫӗ. Ан та ыйт: каланӑ сана — памастӑп, тесе, памастӑп та.

Карчӑкӑн хура мӗлки алӑк еннелле шӑвӑнчӗ, уҫӑлса кайнӑ алӑкран ҫурхи кунӑн каҫаллахи ҫути пӳлӗме ӳкрӗ те, Алексей ирӗксӗрех куҫӗсене хупрӗ, йынӑшса ячӗ. Старик ун патне ыткӑнса пычӗ.

— Эс ҫывӑрман-им, Алёха? Э? Ай, калаҫнине те илтрӗн-и? Илтрӗн-и? Ҫапах та эс ӑна, Алёха, ан айӑпла, ан айӑпла, тусӑм, ун сӑмахӗсемшӗн. Сӑмах вӑл — хывӑх хуппи пек япала, анчах та тӗшши ун лайӑх. Вӑл саншӑн хӑй чӑххине хӗрхенчӗ, тетӗн-им? И-и, ҫук, Алёха! Унӑн пӗтӗм ҫемйине — ҫемйи пысӑкчӗ, вунӑ ҫынччӗ, — пӗтӗмпех нимӗҫ пӗтерчӗ. Ун аслӑ ывӑлӗ полковник. Вӑт ҫавна, полковник ҫемйи иккенне нимӗҫсем пӗлнӗ те, Василисӑсӑр пуҫне, ыттисене пурне те пӗр сехетрех шӑтӑка… Хуҫалӑхне те пӗтӗмпех салатрӗҫ. И-их, пысӑк инкек-ҫке вӑл — ун ҫулӗсенче тӑлӑха юласси! Пӗтӗм хуҫалӑхӗнчен ун, значӑт, пӗр чӑх ҫеҫ пытанса юлнӑ. Чее чӑх, Алёша! Нимӗҫсем малтанхи эрнерех ялти чӑх-чӗп, кӑвакал таврашне тытса пӗтерчӗҫ, ара нимӗҫсемшӗн кайӑк ашӗ — чи тутлӑ апат вӗт! Яланах вара: «курка, матка, курка!» тетчӗҫ. Ку, акӑ, хӑтӑлчӗ. Ну, просто артист ҫав, чӑх мар! Килкартине нимӗҫ пырса кӗрсенех, вӑл — чартак ҫине, вара ҫукпа пӗрех — ним сасӑ та кӑлармасть. Хамӑрӑннисем пырса кӗр — ним те мар, килкартинчех ҫӳрет. Кам мурӗ чухлас, темле палланӑ вӑл тӑшмана. Ҫав пӗртен пӗр чӑх ҫӑлӑнса юлчӗ вара ял ҫине. Ҫавӑнпа та эпир ӑна, чее пулнӑшӑн, Партизанка, тесе ят хутӑмӑр.

Мересьев кӳҫ хупмасӑр тӗлӗрет. Вӑрманта вӑл ҫапла канма хӑнӑхнӑ. Михайла мучие ун шӑплӑхӗ хӑратать пулас, вӑл ҫӗрпӳртре ҫаврӑнкаларӗ, унтан сӗтел умӗнче темскер аппаланчӗ те каллех калаҫма пуҫларӗ:

— Ан айӑпла, Алёха, карчӑка! Эс, ырӑ тусӑм, ҫакна ӑнлан: вӑл ӗлӗк вӑрманти ват хурӑн пек пулнӑ, ун ҫине нихӑш енчен те ҫил тивмен, халь, ав, каснӑ вӑрманти хӑрӑк тунката пек юлчӗ, пӗртен-пӗр савӑнӑҫӗ те халь ун — ҫав чӑх кӑна… Ма чӗнместӗн, ай ҫывӑрса кайрӑн-и? Ну, ҫывӑрах эппин, ҫывӑр.

Алексей ҫывӑри-ҫывӑрми выртнӑ. Йӳҫӗ ҫӑкӑр шӑршипе хресченӗн кивӗ кил-ҫурчӗн шӑрши ҫапнӑ кӗрӗк айӗнче вӑл шӑрчӑк чӗриклетнине итлесе выртнӑ, пӳрнисене те хускатас килмен. Унӑн шӑмшакӗнче шӑмӑсем ҫук пекех, тир ӑшне ваткӑ чыхса тултарнӑ та, унта юн чупса ҫӳренӗ пек туйӑннӑ ӑна. Ҫӗмрӗлсе, шыҫӑнса кайнӑ урисем шӑмӑ варрипе йывӑррӑн туртса ыратнӑ, анчах ҫаврӑнма та, хускалма та вӑй ҫитмен.

Ҫакӑн пек ҫурма-ыйхӑ витӗр Алексей ҫӗрпӳртри пурнӑҫа татӑкӑн-татӑкӑн ҫеҫ асӑрхаса илнӗ, ҫав пурнӑҫ ӑна экран ҫинче курӑнса иртекен, пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑман темӗнле картинӑсем евӗр туйӑннӑ.

Ҫуркунне ҫитнӗ. Таркӑн ял чи тертлӗ кунсене тӳссе ирттернӗ. Ҫынсем нимӗҫсенчен ҫӗре пытарса хӑварнӑ тата кӗл айӗнчен чавса кӑларнӑ ҫимӗҫӗн юлашкине те ҫисе яма тытӑннӑ. Ҫӗр ирӗлнӗ. Васкаса чавнӑ ҫӗрпӳртсем халӗ «куҫҫулӗпе йӗрнӗ», ишӗлме пуҫланӑ. Партизанра ҫӳрекен арҫынсем малтанах ҫак ҫӗр айӗнчи ялтан хӗвеланӑҫ еннелле, Оленино вӑрманӗсенче тӑнӑ чух, пӗрерӗн те пулин каҫсерен кунта килсе каятчӗҫ. Халӗ вӗсен ҫулне те фронт линийӗ пӳлсе лартрӗ. Вӗсенчен нимӗнле сас-хура та ҫук. Ахаль те асаплӑн пурӑнакан хӗрарӑмсен хулпуҫҫийӗ ҫине тепӗр йывӑрлӑх тиенчӗ. Ҫав тӗлтех ҫуркунне ҫитрӗ, юр ирӗлет, — ҫураки ҫинчен те, пахчасем ҫинчен те шутламалла.

Хӗрарӑмсем шухӑша кайса, тарӑхса ҫӳренӗ. Михайла мучи ҫӗрпӳртӗнче вӗсем час-часах пӗр-пӗринпе шавлӑн ятлаҫса илкеленӗ, тахҫан пулса иртнӗ ҫылӑхӗсемпе пӗрлех, нихҫан пулманнисене те туртса кӑларса пӗр-пӗрине кӳрентернӗ. Хӑш чухне ҫӗрпӳртре хӗрарӑмсем ҫав тери хытӑ шавлама пуҫланӑ, анчах чее ӑслӑ старик ҫав харкашу вӑхӑтӗнче пӗр-пӗр хуҫалӑх ыйтӑвне хускатсанах — тавлашусем майӗпен пӗтсе ларнӑ. Вӑл вӗсене: кӗл куписем патне ҫын ямалла мар-ши, ҫӗр ирӗлчӗ пулӗ, вӑрлӑх тырра кӑларса типӗтме те вӑхӑт мар-и, текен ыйтусем парса тавлашма чарнӑ.

Пӗррехинче мучи киле питӗ хаваслӑн таврӑнчӗ. Хӑй илсе килнӗ симӗс калчана вӑл хыткан ал тупанӗ ҫине хучӗ те Алексее кӑтартрӗ:

— Куратӑн-и? Уйран таврӑнтӑм. Ҫӗр тухма тытӑнчӗ, тавтапуҫ турра, кӗрхи калча лайӑх палӑрма пуҫларӗ. Юр кӑҫал хулӑн ҫунӑ. Сӑнарӑм эпӗ. Ҫурхи тырӑсемпе ӗҫ тухмасан та, кӗр тырри кӑҫал ҫӑкӑр татӑкӗ паратех. Хӗрарӑмсене кайса пӗлтерес-ха, савӑнччӑр пӗрре, мӗскӗнсем?

Ҫурхи чанасен ушкӑнӗ пек шавлама тытӑнчӗҫ ҫӗр-пӳрт умӗнче хӗрарӑмсем. Уйран илсе килнӗ симӗс калча вӗсен чӗрисенче ҫӗнӗ шанчӑк ҫуратрӗ. Каҫхине вара Михайла мучи аллине сӑтӑркаласах калаҫрӗ:

— Питӗ ӑслӑ шутласа кӑларнӑ ман вӑрӑм ҫӳҫлӗ министрсем. Ҫапла-и, Алёха? Пӗр бригада, значӑт, ӗнесем кӳлсе суха тӑвать — айлӑмра, сухалама йывӑртарах ҫӗрте. Нумаях сухалаймӑн — мӗн пурӗ те ултӑ ӗне кӑна юлчӗ вӗт кӗтӳрен. Иккӗмӗш бригада — уйра, тӳпемрех типӗ ҫӗрте, кӗреҫесемпе те мотыгӑсемпе ӗҫлет. Ним те мар ара, пахчасенче те кӗреҫепех аппаланатпӑр та, ӗҫ тухать вӗт! Виҫҫӗмӗш бригади вара — сӑртламра ӗҫлет; унта хӑйӑрлӑ ҫӗр; значӑт, ҫӗрулми лартма хатӗрленетпӗр. Хӑйӑрлӑ ҫӗр ҫинче ӗҫлеме те ҫӑмӑлрах — унта ачасемпе вӑйсӑртарах хӗрарӑмсене ярас, тетпӗр. Вӑхӑчӗпе, значӑт, правительство та тен пулӑшу парӗ. Пулӑшмасан та, инкек пысӑках мар. Эпир ӗнтӗ хамӑр та ҫӗре шуратмасӑр хӑвармӑпӑр. Тавтапуҫ, нимӗҫсене кунтан сирпӗнтерчӗҫ, халь ӗнтӗ пурнӑҫ каять акӑ. Пирӗн халӑх чӑтӑмлӑ, кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерет.

Старик чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр улӑм ҫинче ҫаврӑнкаласа, эхлеткелесе, хыҫаланса йынӑшрӗ. «Эх, турӑҫӑм, турӑ!» — текелесе, темиҫе хутчен те нар ҫинчен анса, витре патне пырса куркапа катӑртаттарчӗ, вара, вӗриленнӗ ут пекех, шыва тӑранмасла лӑнкӑртаттарса ӗҫрӗ. Юлашкинчен вӑл тӳсеймерӗ, хӑйӑ ҫутрӗ те куҫне хупмасӑрах тӗлӗрсе выртакан Алексея пырса тӗрткелерӗ:

— Ҫывратӑн-и, Алёха? Эпӗ ак пӗрехмай шутлатӑп. Э? Пӗрехмай шутлатӑп ҫав, пӗлетӗн-и. Пирӗн кивӗ ял варринче ват юман пур. Вӑтӑр ҫул каялла, Николай патша вӑрҫи чухнех, ӑна аҫа ҫапса тӑррине хуҫса пӑрахнӑччӗ. Ҫапла, тӗреклӗ вӑл юман, тымарӗсем хӑватлӑ ун, сӗткен нумай. Ҫӳлелле ҫитӗнме май пулмарӗ те, хайхи айӑккинелле хунав сарчӗ, халӗ, ав, каллех епле кӑтра пуҫлӑ ларать… Ҫавнашкалах пирӗн Плавни ялӗ те… Пирӗншӗн пулсан — хӗвел ҫутаттӑр та ҫӗр ҫимӗҫ патӑр тата тӑван совет влаҫӗ пултӑр, эпир вара, Алёха тӑванӑм, пӗр пилӗк ҫул хушшинчех йӑлт ҫӗнӗрен туса лартатпӑр. Пурнӑҫ ҫыннисем вӗт эпир. Вӑрҫӑ хӑвӑртрах пӗттӗрччӗ! Ҫапса аркатасчӗ те ҫавсене, вара пӗтӗм халӑхпа ӗҫе тытӑнасчӗ. Мӗнле шутлатӑн эсӗ? Э?

Ҫак каҫхине Алексей сывлӑхӗ йывӑрланчӗ. Михайла старик мунчи ун шӑмшакне ҫемҫетсе ячӗ те ӑна ерипен хытса, сӳнсе пырассинчен хӑтарчӗ. Вӑл халӗ ак хӑй виҫесӗр ывӑннине, ырханланса кайнине тата урасем хытӑ ыратнине сисрӗ. Ҫурри тӗлӗрнӗ пек аташса выртса, вӑл тӳшек ҫинче хуҫкаланчӗ, шӑлӗсене шатӑртаттарса йынӑшрӗ, такама чӗнчӗ, такампа ятлаҫрӗ, темскер ыйтрӗ.

Варвара ҫӗрӗпех ун патӗнчен каймарӗ. Урисене хай айнелле хуҫлатса пуҫне усрӗ те пысӑк та ҫаврака куҫӗсемпе тунсӑхлӑн пӑхса ларчӗ. Алексей пуҫӗпе кӑкӑрӗ ҫине-вӑл час-часах сивӗ шывпа йӗпетнӗ тутӑр татӑкӗ хучӗ, ҫав хушӑрах вӑл хӑйӗн вӑрҫӑ ҫулӗсемпе таҫта ҫӳрекен аякри упӑшки ҫинчен шухӑшларӗ.

Старик кӑшт тул ҫути палӑрсанах вӑранчӗ. Шӑппӑн тӗлӗрнӗ Алексей ҫине пӑхса илчӗ те кинӗпе тем пӑшӑлтатрӗ, вара ҫула тухса кайма хатӗрленчӗ. Ҫӑматӑ ҫийӗнчен автомашина камеринчен хӑех тунӑ пысӑк калушсене тӑхӑнчӗ, аҫамне пилӗкӗ тӗлӗнчен пӑявпа туртса ҫыхрӗ, алла уртӑш йывӑҫҫинчен тунӑ инҫе ҫула ҫӳремелли туйине илчӗ.

Вара вӑл, Алексее пӗр сӑмах та каламасӑрах, тухса кайрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней