Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен савӑнӑҫӗ — Витюк ывӑлӗ.
Эпилок // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Туй — ял-йыш, тӑван-пӗтенсен пысӑк савӑнӑҫӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
«Вӑт вӗт пурнӑҫ епле вылянчӑк, — шутлать Маюк, — чи ҫывӑх ҫынна тупнин савӑнӑҫӗ ӑш-чике те веҫех вырнаҫа ҫитеймерӗ ӑна Маюк самантрах ҫухататчӗ вӗт.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Пурнӑҫ вӗҫӗмсӗр савӑнӑҫпа кӑна иртмест, хурлӑхӗ те, кӳренӗвӗ те, чиксӗр савӑнӑҫӗ те пысӑк юратӑвӑн ҫулташӗсем.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Вӑл пӗччен уҫӑлса ҫӳреме тухма чарӑнчӗ, ҫынсен ушкӑнне шыра пуҫларӗ; чей гостинӑйра ӗҫме пуҫларӗ, Василий Ивановичпа пахча тӑрӑх ҫӳреме тытӑнчӗ, унпа пӗр чӗнмесӗр чӗлӗм турта пуҫларӗ, пӗрре отец Алексей ҫинчен те ыйтса пӗлчӗ, Василий Иванович малтан ҫак улшӑнушӑн хӗпӗртерӗ, анчах унӑн савӑнӑҫӗ нумая тӑсӑлмарӗ.
XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Эй, ҫепӗҫ туйӑмсем, ачаш сассем, хускалнӑ чунӑн лӑпкӑлӑхӗпе ырӑ кӑмӑллӑхӗ, юратӑвӑн час иртсе каякан малтанхи савӑнӑҫӗ, — ӑҫта эсир, ӑҫта эсир?
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Тепӗр тесен, Шиллер арӑмӗ, тем пек айван пулсан та, хӑйӗн тивӗҫлӗхне пӗлнӗ, ҫавӑнпа та ӑна ҫавӑрма Пирогова самаях йывӑр пулчӗ; анчах та йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсен, савӑнӑҫӗ ытларах, ҫавӑнпа та сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрарӑм Пироговшӑн кунсерен интереслӗрех пулса пычӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ыйтӑва илтсен кинемей хӗр ача ҫине тимлӗн пӑхрӗ, йӑл кулчӗ те: — Ҫӗр ҫинче питӗ-питӗ нумай ҫын пурӑнать. Йӑл кулнӑ чухне вӗсен савӑнӑҫӗ тӳпере ӳкерӗнет. Хӗвел ӑна пӗтӗмпех пӗрле пуҫтарать те кайран ҫак ӑшӑ ҫутта ҫынсене тавӑрса парать, — тесе хуравларӗ.
Иккӗмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Анчах унӑн савӑнӑҫӗ ҫул ҫинчех сирӗлчӗ…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ӗҫӗ те, савӑнӑҫӗ те ҫук.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑрӑм куна иртен пуҫласах ниҫта вырӑн тупаймасӑр пӑлханса ирттернӗрен Аксиньйӑн тӗлпулу савӑнӑҫӗ кӑштах сӳрӗлнӗ.Тревога, в которой провела Аксинья весь долгий день, несколько притупила радость встречи.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Тем савӑнӑҫӗ пултӑр ӗнтӗ…
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тата хамшӑн та савӑнӑҫӗ сахал.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дуняшка хиртен таврӑнсан вара унӑн савӑнӑҫӗ пӗлӗт тӳпинех ҫитрӗ темелле.Окончательно развеселилась после того, как с поля пришла Дуняшка.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Мӗн савӑнӑҫӗ пултӑр ҫак упӑшкасӑр юлнӑ хӗр-арӑмӑн?
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Мӗнре тата савӑнӑҫӗ?
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Савӑнӑҫӗ сахал, — терӗ тӗксӗмленсе Тимофей Ильич.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кашнинче, вырӑн ҫинче арӑмне кӗтсе выртнӑ чух, ун пуҫӗнче ялан пӗр шухӑш ҫаврӑннӑ; акӑ вӑл, килсӗр-ҫуртсӑр тӑлӑх, пурнӑҫра хӑй валли вырӑн тупрӗ ӗнтӗ, унӑн ӗҫӗ те, савӑнӑҫӗ те нумай.
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫемен куҫне хупмасӑр, хӑйӗн чӗри тапнине итлесе выртрӗ, чӗринче лӑпкӑ та ҫутӑ савӑнӑҫ, пурӑнӑҫ савӑнӑҫӗ тулса тӑчӗ.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кун пек ывӑлтан ашшӗ-амӑшне мӗн савӑнӑҫӗ?
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.