Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: I

Автор: Ҫт. Ухантей

Источник: Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Добавлен: 2019.08.13 17:32

Предложений: 182; Слово: 2180

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Эпӗр … вырӑнта тӑраттӑмӑр. Ҫарти офицерӗн пурӑнӑҫӗ паллӑ ӗнтӗ. Ирхине вӗрентӳ, манеж; кӑнтӑрлахи апат полк командирӗ патӗнче е пӗр-пӗр еврей трактирӗнче; каҫхине пунш тата карт. Ҫӳлерех асӑннӑ вырӑнта бал таврашӗ тӑвакан пӗр кил те ҫукчӗ, качча каяс хӗр те ҫукчӗ; эпӗр пӗр-пӗрин патне ҫех пуҫтарӑнаттӑмӑр. Унта, хамӑр мундирсемсӗр пуҫне, нимӗн те курман.

Ҫар ӗҫӗнче маррисенчен пирӗнпе пӗр ҫын ҫеҫ хутшӑнса ҫӳретчӗ. Вӑл пӗр вӑтӑр пилӗк ҫулалла ҫитнӗскерччӗ, ҫавӑнпа эпӗр ӑна ватӑ тесе шутлаттӑмӑр. Чылай пурӑнса курни ӑна пиртен нумай мала тӑрататчӗ; кунсӑр пуҫне тата вӑл яланах салху ҫӳрени, хӑй кӑра ҫилӗллӗ те хаяр чӗлхеллӗ пулни пирӗн ҫамрӑк пуҫсене ун енне час-часах ҫавӑратчӗ. Темӗнле, пӗлме ҫук тӗлӗнмелле ҫынччӗ вӑл: хӑй вырӑс пек туйӑнатчӗ, анчах ячӗ унӑн ют халӑх ҫын ячӗччӗ. Ӗлӗкрех вӑл гусарта пулнӑ, ҫарта телейлӗ те тӑнӑ темелле; вӑл мӗншӗн отставкӑна тухса чухӑн вырӑна вырнаҫнине никам та пӗлместчӗ. Кунта унӑн пурӑнӑҫӗ начарччӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах хӑй укҫа-тенкӗ йӗркесӗр тустарса пурӑнатчӗ: ӗмӗрех ҫуран ҫӳретчӗ, хура сюртукӗ те кивелнӗскерччӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй пирӗн полкри мӗн пур офицерсене пӗрмаях ӗҫтерсе ҫитеретчӗ. Апачӗ ӗнтӗ, отставкӑна тухнӑ салтак пӗҫернӗскер, чаплах марччӗ — ик-виҫ тӗслӗ ҫеҫчӗ, анчах шампански, эрех вара шыв пекех юхатчӗ. Никам та унӑн мӗн чухлӗ пурлӑх пуррине, вӑл мӗн таран тупӑш илсе тӑнине пӗлмен, тата вӗсем ҫинчен ыйтма та хӑйман. Унӑн кӗнекесем пурччӗ, пуринчен ытла ҫар ӗҫӗ ҫинчен тата романсем. Вӑл вӗсене хавассӑнах вулама паратчӗ, панӑ кӗнекисене нихӑҫан та каялла ыйтмастчӗ. Анчах хӑй те кӗнеке вулама илес пулсан, хуҫине нихӑҫан та каялла паман. Вӑл ялан тенӗ пекех пистолетран пеме вӗренетчӗ. Ун пӳлӗмӗн пур стенисене те пульӑсемпе карас пек шӑтарса пӗтернӗччӗ. Вӑл пурӑнакан тӑмпа шӑлса тунӑ чухӑн пӳрте темиҫе тӗрлӗ пистолетсем ҫакӑнса тӑни ҫеҫ илем кӳрсе тӑратчӗ. Перессе ӗнтӗ чӑнах та каласа ӗненмелле мар лайӑх перетчӗ вӑл. Пуҫри карттус ҫине хунӑ грушӑна персе ӳкерем тес пулсассӑн, пирӗн полкра никам та хӑйӗн пуҫне ун умне пырса тӑратма иккӗленсе тӑрас ҫукчӗ. Эпӗр час-часах икӗ тӑшман хире-хирӗҫ тӑрса перешесси ҫинчен калаҫаттӑмӑр; Силвио (ҫавӑн пек ят парам ӑна) нихӑҫан та ун пек калаҫӑва хутшӑнмастчӗ. Хӑйӗнчен: ҫапӑҫнӑ-и, тесе ыйтсан, вӑл яланах типпӗн — ҫапӑҫнӑ, тесе ответлетчӗ, анчах тӗпе-йӗрӗпе каламастчӗ; ку ыйтусем унӑн кӑмӑлне килменни курӑнсах тӑратчӗ. Эпӗр ун ҫинчен: вӑл ӗлӗксенче, ӑста пеме пӗлнӗ пирки, мӗнле те пулсан ҫынна вӗлернӗ те, ҫав айӑп ӑна халь те канлӗх памасть пулӗ, тесе шухӑшлаттӑмӑр. Ҫапах та, вӑл хӑракан ҫын тесе шухӑшлама пултарайман эпӗр. Тепӗр ҫын хӑй ҫапла вӗт: ун ҫине пӑхатӑн та, вырӑнсӑр шухӑшсем хӑйсемех сирӗлсе каяҫҫӗ. Анчах пӗр кӗтмен ӗҫ сиксе тухса пире питех те тӗлӗнтерчӗ.

Пӗрре эпӗр, пӗр вунӑ офицер, Силвио патӗнче апат турӑмӑр. Ӗҫки унӑн яланхи пекех пулчӗ, питӗ нумай ӗҫрӗмӗр. Апат хыҫҫӑн эпӗр хамӑр хуҫана банк пуҫласа яма ыйтрӑмӑр. Вӑл чылайччен килӗшмесӗр тӑчӗ, мӗншӗн тесен вӑл нихӑҫан та тенӗ пекех вылямастчӗ. Юлашкинчен вӑл карт пама хушрӗ, сӗтел ҫине аллӑ червонец кӑларса хучӗ, выляма тытӑнчӗ. Эпӗр ун тавра лартӑмӑр та, вӑйӑ пуҫланса кайрӗ. Вылянӑ чухне Силвио яланах нимӗн те чӗнместчӗ, тавлашмастчӗ, кам та пулин йӑнӑш тӑвас пулсан та, сӑмах хушмастчӗ. Ӑна хирӗҫ выляканӗ каян-килен укҫа шутне мӗнле те пулин тӗрӗс мар хисеплесен, вӑл часах е ҫитменнине тӳлесе тататчӗ, е ытлашшине ҫырса хуратчӗ. Эпӗр пурте ӑна лайӑх пӗлсе тӑраттӑмӑр, ҫа-вӑнпа ӑна хӑй пӗлнӗ пек тума чӑрмантармастӑмӑр. Анчах та хальхинче пирӗн хушӑра пирӗн пата нумаях пулмасть куҫарнӑ офицер пурччӗ. Вӑл, вылянӑ хушӑра, темӗнле ӑнсӑртран ытлашши ҫырса лартрӗ. Силвио пурӑ илчӗ те лешӗ ҫырни ҫумне хӑйӗн яланхи йӑлипе тивӗҫлӗ хисеп ҫырса лартрӗ. Офицер, вӑл йӑнӑшрӗ пулӗ тесе, ӑнлантарма тытӑнчӗ. Силвио нимӗн чӗнмесӗрех малалла выляма пуҫларӗ. Офицер, ҫилӗпе хӗрелсе кайса, щётка илчӗ те ун шухӑшӗпе тивӗҫсӗр ҫырса лартнӑ хисепе хуратса хучӗ. Силвио пурӑ илсе ҫӗнӗрен ҫырса лартрӗ. Офицер эрехпе, вӑйӑпа тата юлташӗсем кулнипе хӗрсе кайрӗ, ӑна Силвио мӑшкӑлланӑ пек туйӑнчӗ. Вӑл, урса ҫитсе, сӗтел ҫинче ларакан пӑхӑр шандала тытрӗ те ӑна Силвио ҫине вӑркӑнтарчӗ, лешӗ кӑшт ҫеҫ пӑрӑнса ӗлкӗрчӗ. Эпӗр нимӗнле мар пулса тӑтӑмӑр. Силвио ура ҫине тӑчӗ, ҫиленнипе шурса кайрӗ, куҫӗсене йӑлтӑртаттарса илчӗ, унтан: «Хисеплӗ Ҫыннӑм, халех тухса кайӑр та ку ӗҫ ман патӑмра пулса иртнӗшӗн турра тав тӑвӑр», — терӗ .

Эпӗр ӗҫ мӗнле пӗтесси пирки нимӗн иккӗленмесӗр тӑратпӑр, пирӗн шутпа, ҫӗнӗ юлташӑн чӗрӗ юласси нимӗнле шанчӑк та ҫук. Офицер тухса кайрӗ. Каяс умӗн вӑл хӑйне мӑшкӑл тунӑшӑн банк тытакан мӗнле хушать, ҫавӑн пек ответ тытма хатӗр, тесе хӑварчӗ. Пирӗн вӑйӑ тата темиҫе минута тӑсӑлчӗ. Эпӗр халӗ хуҫан вӑйӑ шухӑшӗ маррине сисрӗмӗр те, пӗрин хыҫҫӑн тепри выляма пӑрахса, туха-туха кайрӑмӑр; ҫитес кунсенчех ваканци пуласси ҫинчен ҫул ҫинче калаҫкаласа, хваттерсене салантӑмӑр.

Тепӗр кунне манежра пӗр-пӗринчен, мӗскӗн поручик сывах-ши-ха, тесе ыйткаласа ҫеҫ тӑраттӑмӑр, лешӗ пирӗн хушша пырса та кӗчӗ. Эпӗр ӑна ҫав ыйтӑвах патӑмӑр. Вӑл, Силвио нимӗнле хыпар та ямарӗ-ха, тесе пӗлтерчӗ. Ку пире тӗлӗнтерчӗ. Эпӗр Силвио патне кайрӑмӑр. Вӑл кил хушшинче хапха ҫумне туз ҫыпӑҫтарнӑ та пуля ҫине пуля тивертсе тӑрать. Силвио ӗнерхи ҫинчен пӗр сӑмах та асӑнмарӗ, пире хальчченхи пекех йышӑнчӗ. Ҫакӑнтан вара виҫӗ кун та иртрӗ, анчах поручик ҫапах та сып-сывах. Эпӗр тӗлӗнсе кайнӑ: «Епле ку Силвио ҫапӑҫасшӑн мар?» — тетпӗр. Силвио чӑнах та ҫапӑҫмарӗ. Вӑл офицерпе курнӑҫса кӑшт калаҫса илчӗ те ҫавӑнпах килӗшрӗ.

Ку пӗр вӑхӑтлӑха ҫамрӑксене ун ҫинчен питӗ те аван мар шухӑшлаттарчӗ. Ҫамрӑксем ҫыннӑн хӑюлӑх ҫуккине ытах та каҫармаҫҫӗ. Вӗсем, ҫын нимӗнрен те хӑрамасть пулсан, вӑл ҫынна пур тӗлӗшрен те чап-лӑ тесе шутлаҫҫӗ, унӑн усал енӗсене те каҫарма хатӗр пулаҫҫӗ. Ҫапах та хальхинче Силвиопа офицер хушшинче пулса иртнӗ ӗҫ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн манӑҫа тухса пычӗ. Силвио ҫине каллех малтанхи пекех пӑхма тытӑнтӑмӑр.

Эпӗ анчах ӗнтӗ ун патне ҫывхарайми пултӑм. Хам романтикла ӑс-пуҫлӑ пуля пирки, эпӗ ку ҫынна пуринчен вӑйлӑрах, чи малтанах ҫыпҫӑнсаччӗ. Унӑн никам пӗлми пурӑнӑҫӗ мана юмах пек туйӑнатчӗ, хӑй те вӑл мана темӗнле, ҫын пӗлме пултарайман тӗлӗнмеле повеҫӗн геройӗ пек курӑнатчӗ. Вӑл мана юрататчӗ: пӗр манпа чухне ҫеҫ, хӑйӗн яланхи усал калаҫас йӑлине пӑрахса, тӗрлӗ йапаласем ҫинчен кӑмӑллӑн, чунтан калаҫатчӗ. Анчах та ҫав телейсӗр каҫ хыҫҫӑн ман пуҫа унӑн ячӗ вараланнӑ пек шухӑш кӗрсе ларчӗ. Вӑл хӑй ирӗкӗпе анчах хӑй ятне тасана кӑларайманни ман пуҫран тухмасӑр, мана унпа малтанхи пек тытма чӑрмантарчӗ. Манӑн ун ҫине пӑхас та килми пулчӗ. Силвио, ӑслӑ та пурӑнӑҫра нумай япала курса хӑнӑхнӑскер, паллах, вӑл сӑлтава сисмесӗр юлма пултарайман. Ку ӑна кӳрентернӗ пек пулчӗ; эпӗ вӑл пӗр-ик хутчен те манпа калаҫасшӑннине сисрӗм; анчах эпӗ кашнинчех пӑрӑнса пытӑм. Вара Силвио хӑй те вӑл шухӑша пӑрахрӗ. Ҫавӑнтан вара эпӗ унпа юлташсемпе пӗрле чух кӑна курнӑҫкалаттӑм, ҫавӑнпа пирӗн пӗр-пӗринпе чӗререн калаҫасси те пӗтрӗ.

Столицӑсенче тем те курса йӑпанса пурӑнакан ҫынсем ялсенчи тата пӗчӗк хуласенчи ҫынсен ӑс-пуҫӗсене мӗн-мӗн хумхантарнине ӑнланаймаҫҫӗ. Сӑмахран, мӗн тӗрлӗ хумханса кӗтсе илетпӗр эпӗр кунта почта килес куна: ытларикун е эрнекун пирӗн полк канцелярине офицерсем лӑках пырса тулатчӗҫ; хӑшӗ укҫа, хӑшӗ ҫыру, хӑшӗ хаҫат кӗтетчӗҫ. Пакетсене яланах ҫавӑнтах уҫатчӗҫ, ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтеретчӗҫ. Канцеляринче питӗ шавлӑ картина тӑратчӗ. Силвио патне те ҫырусем пирӗн полк урлах килетчӗҫ, ҫавӑнпа вӑл та унтах пулатчӗ. Пӗрре ҫапла ӑна пакет пачӗҫ. Пакета вӑл темӗнле питӗ тӳсейми васкаса уҫрӗ. Ҫыруне вуланӑ чух унӑн куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑчӗҫ. Офицерсем, кашни хӑйӗн ҫыруне вуланӑ пирки, нимӗн те сисмерӗҫ. «Господа, — терӗ вӗсене Силвио, — ӗҫсем ҫапла ҫаврӑнса килнипе, манӑн ку вырӑнтан халех тухса каймалла пулать; эпӗ паян каҫпа каятӑп; эсӗр юлашки хут ман пата апат тума пырасса шанатӑп», — терӗ. Унтан ман енне ҫаврӑнчӗ те: «Сире те кӗтетӗп», — тесе хушса хучӗ. Ҫак сӑмахсене каласа, вӑл васкаса тухрӗ; эпӗр, Силвио патӗнче курнӑҫма килӗшсе, кашни харпӑр ҫӗрелле салантӑмӑр.

Эпӗ Силвио патне каланӑ вӑхӑтра пытӑм, унта пӗтӗм полк тенӗ пекех пухӑннӑ. Силвио хӑйӗн мӗн пур япалисене тирпейлесе ҫыхса та хатӗрленӗ; пульӑсемпе шӑтарса пӗтернӗ стенасем анчах ҫаралса юлнӑ.

Эпӗр сӗтел хушшине лартӑмӑр; хуҫа пит савӑкчӗ, унӑн савӑнӑҫӗ часах пурин ҫине те куҫрӗ: кашни минутрах пӑкӑсем сирпӗне-сирпӗне тухаҫҫӗ, стакансем кӑпӑкланса чарӑнмасӑр чашкӑраҫҫӗ. Эпӗр хамӑрӑн хал ҫитнӗ таран ҫула тухса каякана тӗрлӗрен ырлӑх сунатпӑр. Сӗтел хушшинчен ҫав каҫ чылай ҫӗрле пулсан тин тухрӑмӑр. Силвио пуринпе те сывпуллашрӗ, анчах эпӗ тухас тенӗ минутра мана алӑран тытса чарчӗ. «Манӑн сирӗнпе калаҫмалли пур», — терӗ вӑл хуллен. Эпӗ юлтӑм.

Хӑнасем кайрӗҫ. Эпӗр иксӗмӗр юлтӑмӑр, пӗрне-пӗри хирӗҫ лартӑмӑр та, сӑмах хушмасӑр, чӗлӗм тивертсе ятӑмӑр. Силвио темӗнле шухӑш пуснӑ пек пӑхать; унӑн паҫӑрхи савӑнӑҫран нимӗн палли те юлмарӗ. Сӑнӗ тӗксӗмленнӗ, шупка курӑнать, йӑлтӑртатакан куҫӗсем тата ҫӑварӗнчен тухакан ҫӑра тӗтӗм ӑна чӑн-чӑн шуйттан пекех кӑтартать. Ҫапла темиҫе минут иртрӗ, юлашкинчен Силвио сӑмах пуҫларӗ:

— Эпӗр урӑх пӗрне-пӗри кураймӑпӑр та-и, тен? — терӗ вӑл мана. — Уйӑрӑличчен эпӗ сирӗнпе калаҫасшӑнччӗ. Эпӗ ҫынсем ман ҫинчен мӗнле шухӑшлама пултарни ҫине питех пӑхман, эсӗр ӑна сисрӗр пулӗ; анчах эпӗ сире юрататӑп, ҫавӑнпа мана сирӗн пуҫӑрта хам ҫинчен тӗрӗс мар шухӑш хӑварма питӗ йӑвӑр.

Вӑл чарӑнчӗ те хӑйӗн тапак пӗтсе сӳннӗ чӗлӗмне тултарма тытӑнчӗ; эпӗ, ҫӗрелле пӑхса, чӗнмесӗр лартӑм.

Эпӗ ӳсӗр ухмах Р … офицере тивӗҫлипе тавӑрассинчен пӑрӑнни сире тӗлӗнтерчӗ пулмалла. Мӗнле хӗҫ-пӑшалпа ҫапӑҫассине суйласа илесси манран килнӗ чухне унӑн пурӑнӑҫӗ те ман алӑраччӗ, хамшӑн пулсан нимӗнле хӑрушлӑх та ҫук пекехчӗ: эпӗ ҫапах та пеме килӗшмерӗм, эпӗ ӑна, шеллесе, перессинчен пӑрӑнтӑм теме те пултарӑттӑм, анчах суяс килмест. Хам пурӑнӑҫа пӗтерсе хурас хӑрушлӑх пулман пулсан, эпӗ Р … офицере ниепле те каҫарман пулӑттӑм.

Эпӗ Силвио ҫине тӗлӗнсе пӑхса ларатӑп. Хӑй ҫинчен хӑй ҫапла каласа пани мана пушшех те нимӗнле мар туса хучӗ. Вӑл малалла калама пуҫларӗ.

— Ҫапла, эпӗ хама вилӗм патне илсе пыма пултараймастӑп. Ултӑ ҫул ӗлӗкрех мана пӗри ҫупса ячӗ, ҫав тӑшман манӑн халӗ те пурӑнать-ха, — терӗ. Ӗҫ мӗнле пулнине манӑн тем пекех пӗлес килчӗ.

Эсӗр унпа ҫапӑҫмарӑр-им? — тесе ыйтрӑм эпӗ. — Сире мӗнле те пулсан ӗҫ сиксе тухса уйӑрчӗ пулмалkа? — терӗм.

Эпӗ унпа ҫапӑҫрӑм, — терӗ Силвио, — акӑ, унпа ҫапӑҫнин палли те кунтах.

Силвио тӑчӗ те картон ӑшӗнчен ылтӑн ярапаллӑ ука тыттарнӑ хӗрлӗ ҫӗлӗк кӑларчӗ. Вӑл ӑна тӑхӑнчӗ, ҫӗлӗкӗ ҫинче ҫамкаран пӗр вершук ҫӳлерех пуля шӑтарнӑ вырӑн курӑнчӗ.

— Эпӗ … гусар полкӗнче службӑра пулнине эсӗр пӗлетӗр, — терӗ Силвио. — Ман характер сире паллӑ: эпӗ ҫынсенчен ҫӳлерех пулма вӗреннӗ, ҫамрӑк чухне ҫиеле тухасшӑн пушшех те ҫунаттӑм. Пирӗн вӑхӑтра ҫапӑҫу-хархашу пурне те килӗшетчӗ; ман пек ҫапӑҫакан-хархашакан ҫарӗпе те пулман пулмалла. Эпӗр ӗҫессипе мухтаннӑ: эпӗ Д.П. хӑйӗн сӑввинче мухтанӑ Б … ран та ӗҫсе ирттернӗ. Дуельсем пирӗн полкра кашни минутрах пулатчӗҫ: вӗсенче эпӗ е свидетель, е ҫапӑҫаканӗ пулнӑ. Юлташсем мана юрататчӗҫ, кашни минутра тенӗ пек улшӑнакан полк командирӗсем ман ҫине ӗмӗртен пыран усал ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗҫ.

Эпӗ нимӗн шухӑшсӑр (е канӑҫсӑр-и) хам чаплӑхпа киленсе пурӑнаттӑм. Пӗрре пирӗн полка пуян та чаплӑ ятлӑ ҫамрӑк ҫын (ун ятне калас килмест) пырса вырнаҫрӗ. Эпӗ ҫавӑн пек чаплӑ та телейлӗ ҫынна ӗмӗрӗмре те курман. Хӑвӑрах шухӑшлӑр эсӗр: вӑл ҫамрӑк, ӑслӑ, илемлӗ, лара-тӑра пӗлмен савӑнӑҫлӑ, нимӗнрен хӑрамасть, ячӗ чаплӑ, укҫа-тенкӗн хисепне хӑй те пӗлмест, нихӑҫан укҫасӑр пурӑнмасть. Хӑвӑрах шутласа илме пултаратӑр вӑл пирӗн хушӑра мӗнле вырӑн йышӑннине. Манӑн ят тӗксӗмлене пуҫларӗ. Мана ҫынсем мухтанине кура, вӑл манпа туслашма пӑхрӗ; анчах эпӗ ӑна сиввӗн йышӑнтӑм, вара вӑл манран нимӗн пӑшӑрханмасӑрах пӑрӑнчӗ. Эпӗ ӑна курайми пултӑм. Унӑн полкри тата хӗрарӑмсен хушшинчи ӑнӑҫлӑ ӗҫӗсем ман кӑмӑла пӗтӗмпех хуҫрӗҫ. Эпӗ унпа вӑрҫма йӗк шырарӑм. Ун ҫинчен эпиграммӑсем хутӑм, вӑл вӗсене хирӗҫ эпиграммӑсемпех ответлерӗ. Ун эпиграммисем тата пӗрмаях манӑннинчен ҫивчӗрех те савӑкрах тухаҫҫӗ. Вӑл шӳт тӑвать, эпӗ ҫилленетӗп. Юлашкинчен ҫапла, пӗрре, поляк помещикӗ патӗнче, залра, мӗн пур дамӑсем ун ҫине пӑхнине кура, пуринчен ытла хампа ҫыхланнӑ хуҫа арӑмӗ те пӑхнине кура, эпӗ ӑна хӑлхаран кӳренмелле сӑмах каларӑм. Вӑл, ҫилленсе ҫитсе, мана ҫупса ячӗ. Эпӗр ҫумри хӗҫсене ярса тытрӑмӑр, дамӑсем ӑнсӑр пулса ӳкрӗҫ; пире уйӑрчӗҫ; ҫак каҫах эпӗр ҫапӑҫма кайрӑмӑр.

Ҫутӑлса килетчӗ. Эпӗ сӑмах хунӑ вырӑнта хамӑн виҫӗ секундантпа тӑратӑп. Хамӑн тӑшмана тӳсме ҫук вӗчӗрхенсе кӗтетӗп. Ҫурхи хӗвел тухрӗ, ҫанталӑк шӑрӑхлана та пуҫларӗ. Вӑл килнине эпӗ аякранах куртӑм. Вӑл пӗр секундантпа ҫуран килет, мундирне хӗҫ ҫине ҫакнӑ. Эпӗр ӑна хирӗҫ утрӑмӑр. Аллинче черешня ҫырли тултарнӑ карттус тытса, вӑл пирӗн пата ҫывхарчӗ. Секундантсем пирӗн валли вун икӗ утӑм виҫрӗҫ. Малтан манӑн пемелеччӗ, анчах та, ҫилӗ ҫав тӗрлӗ капланса килнипе, эпӗ хам тӗл перессе питех шанмарӑм, хама кӑшт лӑпланма вӑхӑт пултӑр тесе, эпӗ малтан ӑна пӗртересшӗн пултӑм; ман тӑшман килӗшмерӗ. Вара шӑпа ярас терӗмӗр: яланах телейлӗскерӗн, халь те унӑн малтан пемелле пулчӗ. Вӑл тӗллерӗ те ман карттуса персе шӑтарчӗ. Черет мана ҫитрӗ. Халь ӗнтӗ унӑн пурӑнӑҫӗ пӗтӗмпех ман алӑра; эпӗ, вӑл кӑшт та пулин ҫӳҫеннине курас тесе, тӗллесе пӑхрӑм. Вӑл тӗлленӗ пистолета хирӗҫ карттус ӑшӗнчен пиҫнӗ черешнясем суйласа илсе тӑрать, вӑррисене сура-сура пӑрахать. Вӗсем ман пата ҫитех сике-сике ӳкеҫҫӗ. Вӑл нимех те хӑраманни мана тем пекех ҫиллентерчӗ. Мӗн усси-ха мана ун пурӑнӑҫне пӗтерме, вӑл хӑйӗн пурӑнӑҫӗшӗн нимӗн чухлӗ те пӑшӑрханмасть пулсан? — тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ. Ман пуҫа усал шухӑш пырса кӗчӗ. Эпӗ пистолетпа тӗллеме пӑрахрӑм та: «Сирӗн халӗ вилме вӑхӑт ҫук пулас, эсӗр ирхи апат ҫиетӗр; манӑн сире чӑрмантарас килмест», — терӗм. «Эсӗр нимӗн те чӑрмантармастӑр, перӗр, ытах та перес темесен, сирӗн ирӗк; эсӗр пересси сирте юлать; эсӗр перес тесен, эпӗ кирек хӑҫан та хатӗр пулатӑп», — терӗ. Эпӗ секундантсене, паян пеместӗп тесе, пӗлтертӗм. Пӗр-пӗрне пересси пирӗн ҫакӑнпа пӗтрӗ.

Эпӗ, отставкӑна тухса, ҫак вырӑна килтӗм. Ҫавӑнтан вара ҫав ҫынна тавӑрасси ҫинчен шухӑшламасӑр манӑн пӗр кун та иртмен. Халӗ акӑ вӑхӑт ҫитрӗ…

Силвио ирхине илнӗ ҫырӑва кӗсйинчен кӑларса мана вулама пачӗ. Такам Мускавран (Силвио ӗҫӗсене туса тӑракан шаннӑ ҫын пулмалла) хайхи паллӑ ҫын часах ҫамрӑк хитре хӗре качча илесси ҫинчен ҫырса пӗлтерет.

— Эсӗр сисетӗр пулӗ ку паллӑ ҫын кам иккенне? — терӗ Силвио. — Эпӗ Мускава каятӑп. Курӑпӑр: туй умӗн те ӗлӗк черешня ҫисе кӗтнӗ пекех кӗтӗ-и-ха вӑл хӑйӗн вилӗмне! — терӗ.

Ҫак сӑмахсене каланӑ май Силвио тӑчӗ те хӑйӗн карттусне урайне ҫӗклесе ҫапрӗ, пӳлӗм тӑрӑх тигр пек каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ. Эпӗ пӗр хускалмасӑр итлесе ларатӑп: ман пуҫа темӗнле хирӗҫле шухӑшсем пӑтратаҫҫӗ.

Пӳлӗме ҫын кӗрсе лашасем хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ. Силвио ман алла хытӑ чӑмӑртарӗ; эпӗр пӗр-пӗрне чуптурӑмӑр. Вӑл икӗ чӑматан хунӑ пӗчӗк урапа ҫине ларчӗ. Пӗр чӑматанӗнче пистолетсем, тепринче ытти япаласем. Эпӗр тепӗр хут сывпуллашрӑмӑр та, лашасем хускалса сиккипе вӗҫтерсе кайрӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней