Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗнӗрен тупнӑ тата ҫӗнӗрен тунӑ япаласен историйӗ ҫумне вӑл яланах Ольга кӗлеткинче е характерӗнче тупнӑ мӗнле те пулин пахалӑха хушса хурать, пачах ӑнсӑртран, кӗтмен ҫӗртен, унпа тӗл пулмалли сӑлтавсем, кӗнеке парса ярассине, кӗтмен парне парассине шухӑшласа кӑларать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗренес, нумай пӗлес килнине вӗсем уҫӑмсӑррӑн кӑна ӑнланнӑ-ха, ҫавӑнпа та хӑйсен Илюшӗ валли халлӗхе ыттисенчен аслӑрах пулмалли майсем тупасшӑн пулнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар, ҫакна хӑйшӗн пурпӗрех пулмалли чӑн-чӑн тивӗҫ вырӑнне шутласа, хӑй улпучӗшӗн вилнӗ пулӗччӗ, вӗшле йытӑ вӑрманта тискер кайӑка тӗл пулсан, мӗншӗн-ха хуҫин мар, шӑпах унӑн ҫав кайӑкпа тытӑҫмалла пулни ҫинчен шухӑшласа тӑмасӑр, вилӗм ҫине пырса кӗрсе вилнӗ пек, Захар та улпутшӑн ӳксе вилнӗ пулӗччӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Службӑна та, овществӑна та пӑрахса, вӑл хӑй пурнӑҫӗн тӗллевне урӑхла татса пама шут тытнӑ, хӑй кам пулмалли ҫинчен шухӑшласа пӑхнӑ та, юлашкинчен, пурнӑҫ тӗллевӗ те, ӗҫ-хӗлӗ те хӑй тавра ҫеҫ пулмаллине тавҫӑрса илнӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
1942 ҫулхине вӑрҫӑра пулмалли командира ҫакӑн пек кантарни мӗне пӗлтернине эпӗ пӗлеттӗм ӗнте.а я знал, в каких случаях медкомиссия давала подобное заключение строевому командиру в 1942 году.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑн, хам ҫак каҫ мӗнле пулмалли ҫинчен эпӗ лайӑх пӗлетӗп!
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ромка пулмалли вырӑнсене эпӗ лайӑх пӗлетӗп.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Виҫҫӗмӗш сехетчӗ ӗнтӗ, сӗм-тӗттӗм пулмалли вӑхӑтчӗ, анчах эпир «Асторирен» тухсан питӗ ҫутӑччӗ, Гоголь урамӗпе иртнӗ чух юри чарӑнса хаҫат вулама тытӑнтӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ромашов теҫҫӗ пулас ӑна, сирӗн юратнӑ вӗренекенӗр те, ассистентӑр, ытах эпӗ йӑнӑшмастӑп пулсан халь-халь сирӗн хурӑнташӑр пулмалли ҫынччӗ.Это некто Ромашов, ваш любимый ученик и ассистент и без пяти минут родственник, если я не ошибаюсь.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ачисем пусма карлӑкӗсене хурӑнпа вӗрене турачӗсемпе капӑрлататчӗҫ-ха, хывӑнмалли ҫӗрте урайӗнче темӗн чухлӗ турат купаласа хунӑччӗ, чаплӑ лару пулмалли зала кӗнӗ ҫӗрте «25» тесе ҫырнӑ тем пысӑкӑш цифр силленсе тӑрать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Е Петька манран каллех: «Санӑн летчик пулмалли паллӑсем пур-и-ха?» тесе ыйтнӑ пулсан, эпӗ ӑна халӗ шантарсах «пур» тенӗ пулӑттӑм.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Халӗ ҫавсем пурте чӑнах та ҫапла пулмалли паллах ӗнтӗ маншӑн.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пирӗн тӗл пулмалли вӑрттӑн вырӑнсем пулман, — киввисемпе эпир усӑ курма пултарайман, вӗсене халӗ те сӑнаҫҫӗ пулӗ, тесе шикленнӗ; малтанхи вӑхӑтсенче укҫа та пулмарӗ, апат-ҫимӗҫ тупма йывӑрччӗ, нумай ӗҫсене ҫӗнӗрен пуҫласа ямаллаччӗ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ун чух ҫуллахи ӑшӑ каҫ пулнӑ, уҫӑ чӳречесенчен чечекре ларакан акацисен ырӑ шӑрши кӗрсе тӑчӗ, шап та ӗнтӗ пӗр-пӗрне юратса пӑрахнӑ мӑшӑрсем тӗл пулмалли вӑхӑт.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тӗл пулмалли вӑрттӑн вырӑнсене каласа панӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тӗл пулмалли хваттерсем ӑҫта?
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
«Ӗҫе тек тӑсса пыни ҫитет ӗнтӗ, — тесе шут турӗ Алексей. — Ҫитет. Паян каҫпалах унпа калаҫса татӑлмалла. Ним тытӑнса тӑмасӑрах калама пуҫламалла та, унӑн епле пулсан та Алексей арӑмӗ пулмалли ҫинчен ӑна ӗнентермеллех».
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Обход пулмалли сехет ҫитсен, пӗтӗм госпиталь сывламан пек пулса кӗтрӗ: профессор обходпа килет-и паян, ҫук-и?
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чирлӗ ҫынсем ҫывӑрса кайрӗҫ, анчах Мересьев, куҫӗсене хупса, самолётпа вӗҫнӗ чух урапа пусмалли ҫӗре ҫирӗплетсе лартма май пулмалли протезсем ҫинчен шухӑшласа выртрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пур пӳлӗмсене те — чирлисем патне курма пыракансемпе тӗл пулмалли приёмнӑйсене те, вуламалли тата шавсӑр вӑйӑсем вылямалли пӳлӗмсене те, медицина персоналӗн пӳлӗмӗсемпе сывалаканнисем апатланакан столовӑйсене те — пурне те палатӑсем туса хунӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950