Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: IV сыпӑк

Раздел: Асаплӑ вилӗм умӗнхи сӑмах

Автор: Леонид Агаков

Источник: Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Добавлен: 2019.08.10 22:05

Предложений: 313; Слово: 3860

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

«Тӑватҫӗрмӗш»

Вилнӗ ҫын чӗрӗлсе тӑни — самаях хӑйне майлӑ япала. Ҫав тери хӑйне майлӑ, ун ҫинчен каласа пама та йывӑр. Эсир уяр та ҫутӑ кун лайӑх ҫывӑрса тӑраннӑ хыҫҫӑн вӑрансан — тӗнче сирӗншӗн ҫав тери кӑмӑллӑ. Анчах та эсир вилсе выртнӑ ҫӗртен тепӗр хут чӗрӗлсе тӑрсан, кун нихҫанхинчен те авантарах пек туйӑнать, эсир хӑвӑр калама та ҫук лайӑх ҫывӑрса тӑраннӑ пек туятӑр. Эсир пурнӑҫ хакне лайӑх пӗлетӗп, тесе шутлатӑр. Анчах вилсе выртнӑ ҫӗртен чӗрӗлсе тӑрсан, сире режиссер хушнӑ тӑрӑх пур юпитерсене те пӗр харӑсах ҫутатса янӑ пек, сцена ҫап-ҫутӑ ҫуталса тӑнӑ пек туйӑнать. Эсир хӑвӑр куҫӑрсем лайӑх кураҫҫӗ, тесе шутланӑ. Анчах вилсе выртнӑ ҫӗртен чӗрӗлсе тӑрсан, эсир тӗнчене хӑвӑр куҫӑрсем патне пӗр вӑхӑтрах телеокоп та, микроскоп та лартнӑ пек куратӑр. Вилнӗ ҫӗртен чӗрӗлсе тӑни вӑл — ҫуркунне-хb пек: ҫуркунне куллен курнӑ япаласеyче те тӗлӗнмелле аван енсем курӑнаҫҫӗ.

Эсир ҫаксем пурте нумайлӑха пыманнине пӗлсе тӑрсан та ҫакӑн пекех пулать. Таврари тӗнчен пӗтӗм пуянлӑхӗпе илемлӗхӗ Панкрацри камерӑн стенисемпе картланса тӑрсан та ҫавӑн пекех пулать.

Акӑ, мана камерӑран ҫавӑтса тухмалли кун ҫитет. Допроса эпӗ наҫилкка ҫинче выртса мар, — хамшӑн ку пулма пултарайман пек туйӑнсан та — утса каймалли кун ҫитет. Коридор стенисенчен, пусма карлӑкӗнчен тыткаласа, эпӗ тӑватӑ уран упаленнӗ пекех пыратӑп. Аялта мана хам пекех заключеннӑй юлташсем арестантсене илсе ҫӳремелли хупӑ автомобиль ҫине лартаҫҫӗ. Эпӗ — куҫса ҫӳрекен камерӑра, манпа юнашар ҫӗнӗ сӑнсем, вунӑ-вуникӗ ҫын. Вӗсем ман ҫине пӑхса кӑмӑллӑн йӑл кулаҫҫӗ, эпӗ вӗсем ҫине пӑхса кулатӑп, мана такам темскер пӑшӑлтатса калать, камне — пӗлместӗп, эпӗ такамӑн аллине чӑмӑртатӑп, вӑл кам алли пулнине пӗлместӗп…

Машина, кӗмсӗртетсе, Петчек дворецӗн хапхинчен кӗрет, юлташсем мана йӑтса кӑлараҫҫӗ, эпир ултӑ рет тенкел лартнӑ аслӑ пӳлӗме кӗретпӗр. Тенкелсем ҫинче, малалла ӳпӗнсе, аллисемпе чӗркуҫҫисем ҫине тӗрӗнсе, ҫынсем ним хускалмасӑр, хӑйсем умӗнчи стена ҫине пӑхса лараҫҫӗ. Акӑ, Фучик, санӑн, кинотеатр тесе ят панӑ ҫӗнӗ тӗнчӳн пӗр пайӗ.

Майри интермеццо

Паян 1943 ҫулхи Майӑн 1-мӗшӗ. Дежурствӑра та ҫырма чарман ҫын тӑрать. Урра! Эпӗ каллех пӗр минутлӑха коммунистла журналист пулма, манӑн ҫӗнӗ тӗнчен боевой вӑйӗсене май ячӗпе смотр туни ҫинчен ҫырма пултаратӑп.

Сарӑлса ялкӑшакан ялавсем ҫинчен каласа парасса ан кӗтӗр. Ун пекки нимӗн те пулман. Питӗ илемлӗ япаласем ҫинчен те каласа пама пултараймастӑп. Паян пурте ӗлӗкхи пек пулман. Иртнӗ ҫулсенче Прага урамӗсенче пин-пин ҫынсен юхӑмӗ кӗрленӗ, — паян вӑл пулман. Эпӗ Мускавра курни те — Хӗрлӗ площадьре ҫынсем аслӑ тинӗс пек хумханса тӑни те пулман. Кунта миллионсем те, ҫӗрсем те пулман. Кунта пӗтӗмпе те темиҫе юлташ — арҫынсемпе хӗрарӑмсем — кӑна. Ҫапах та ҫак смотр мӗн тери пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнине туятӑн.

Ҫапла ҫав, вӑл пысӑк вырӑн йышӑнать, мӗншӗн тесен ку — хӗртнӗ вучах витӗр тухса кӗл мар, хурҫӑ пулакан вӑйсен смотрӗ. Ку вӑл — ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче окопра тунӑ парад. Анчах окопра мӗнле формӑллӑ тумтир пулни паллӑ…

Ку парада ҫав тери вак япаласем тӑрӑх туятӑн… пӗлместӗп, юлташӑм, эсӗ ху ҫаксене тӳссе ирттермен пулсан, хӑҫан та пулин ман сӑмахсене вуласан — ӑнланӑн-ши эс мана? Ӑнланма тӑрӑш. Ӑнлан, кунта вӑй пулнӑ.

Кӳршӗри камерӑран стена витӗр ирхи салам килет: унтан Бетховен музыкинче икӗ такта шаккаҫҫӗ, — паян ытти чухнехинчен хаваслӑрах, ҫирӗпрех шаккаҫҫӗ, стена витӗр те вӑл ҫӗнӗлле, урӑхларах илтӗнет.

Эпир тӑрӑшсах хамӑр тумтире тасататпӑр. Ытти камерӑсенче те паянхи куна ҫавӑн пекех пуҫлаҫҫӗ.

Ирхи апат тӗлне эпир ӗнтӗ парад пуҫлама хатӗр. Камерӑн уҫӑ алӑкӗ тӗлӗпе коридорнӑйсем ҫӑкӑр, «Хура кофе» тата шыв йӑтса мӑнаҫлӑн иртеҫҫӗ. Скорепа юлташ икӗ порци ҫӑкӑр вырӑнне виҫҫӗ парать. Ку ӗнтӗ вӑл Майӑн пӗрремӗшӗпе саламлани пулать. Ҫӑкӑр тыттарнӑ чух манӑн алла никам сисмелле мар пӑчӑртать. Калаҫма юрамасть, тӑшмансем пирӗн куҫсем мӗнлерех пӑхнине те сӑнаҫҫӗ, анчах та пирӗн пӳрнесем сӑмахсӑр калаҫнине эпир ӑнланмастпӑр-и?

Аялта, пирӗн камера чӳречисем тӗлӗнче, хӗрарӑмсем ирхи прогулкӑна тухаҫҫӗ. Эпӗ сӗтел ҫине хӑпаратӑп та решетке витӗр аялалла пӑхатӑп. Тен, вӗсем мана асӑрхӗҫ. Тӗрӗс, асӑрхарӗҫ! Чышкисене чӑмӑртанӑ аллисене ҫӳлелле ҫӗклеҫҫӗ. Эпӗ те ҫавӑн пекех туса ответлетӗп. Кил хушшинче паян савӑнӑҫлӑ та хаваслӑ, пӗртте ытти кунсенчи пек мар. Хӗрарӑм-надзиратель нимӗн асӑрхамасть, е, тен, юри асӑрхасшӑн мар. Ку та пирӗн смотра тивет.

Халӗ пирӗн черет. Эпӗ репетици туса ирттеретӗп: паян Майӑн пӗрремӗшӗ, ачасем, паян эпир урӑхла утса иртӗпӗр, ан тив — конвойнӑйсем тӗлӗнччӗр. Малтанхи хускану: пӗрре-иккӗ, пӗрре-иккӗ — мӑлатукпа ҫапнӑ пек. Иккӗмӗш: тырӑ ҫулни. Мӑлатук тата ҫава. Кӑштах шухӑшламалла та — юлташсем ӑнланаҫҫӗ: ку ҫурлала мӑлатук пулать.

Ҫак хусканусене эпир прогулкӑра туса пыратпӑр та, эпӗ йӗри-тавралла пӑхатӑп. Ҫынсен сӑнӗсем ҫинче кулӑ палӑрать, вӗсем хастарлансах пирӗн пек тӑваҫҫӗ. Ӑнланчӗҫ! Тӗрӗс, ачасем, кунта пирӗн майӑн пӗрремӗшӗнчи колонна, ку пантомима вара — эпир майӑн пӗрремӗшӗнче тӑвакан тупа: вилетпӗр, анчах та парӑнмастпӑр.

Прогулка пӗтрӗ. Тӑхӑр сехет. Халӗ Кремль башни ҫинчи сехет вуннӑ ҫапать те, Хӗрлӗ плошадьре парад пуҫланать. Аттеҫӗм, эпир вӗсемпе пӗрле. Унта халӗ «Интернационал» юрлаҫҫӗ, вӑл пӗтӗм тӗнчипе янӑрать, вӑл пирӗн камерӑра та янӑратӑр. Эпир юрлатпӑр. Революциллӗ пӗр юрӑ хыҫҫӑн тепри янӑрать, халӗ эпир иксӗмӗр кӑна мар, эпир халӗ ирӗкре ирӗккӗн юрлакансемпе пӗрле, пирӗн пекех тӑшмансемпе ҫапӑҫакансемпе пӗрле…

Товарищи в тюрьмах,
В застенках холодных,
Вы с нами, вы с нами,
Хоть нет вас в колоннах…

Ҫапла, эпир сирӗнпе.

267-мӗш камерӑра эпир хамӑрӑн майӑн пӗрремӗшӗнчи парада ҫакӑн пек вӗҫлеме шут турӑмӑр. Анчах та ку пӗтӗмпех мар-ха! Ҫук!

Авӑ, хӗрарӑмсен корпусӗнчи коридорнӑй-хӗрарӑм кил хушшинче уткаласа Хӗрлӗ Ҫар маршне, Партизансен юррине тата ытти юрӑсене шӑхӑрать, ҫапла майпа камерӑсенче ларакансене пример парать. Чехословаки полицин формине тӑхӑннӑ арҫын, мана хутпа кӑранташ килсе панӑскер, мана сасартӑк пырса тытасран халӗ те хуралласа тӑрать? Тепри тата, ҫав хут листисене илсе кайса, вӗсене хӑҫан та пулин, вӑхӑт ҫитсен, каллех ҫут тӗнчене кӑлармалла тума тӗплӗн пытараканни? Ҫавӑн пек пӗчӗк пӗр хут листишӗнех вӗсем пуҫӗсене ҫухатма пултараҫҫӗ. Анчах вӗсем хӑрамаҫҫӗ, ҫавна пӗлсех хӑйсен ӗҫне тӑваҫҫӗ, сӑнчарласа лартнӑ паянхи кунпа ирӗклӗ ыранхи кун хушшинчи ҫыхӑну ан татӑлтӑр, тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем — ҫапӑҫӑва хутшӑнакансем. Вӗсем хӑйсен посчӗсенче хӑюллӑн та ҫирӗппӗн тӑраҫҫӗ, ҫапӑҫу пынӑ ҫӗрте хӑйсен аллинче мӗнле хӗҫпӑшал пур, ҫав хӗҫпӑшалпа ҫапӑҫаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ӗҫне лӑпкӑн, асӑрхамалла мар, хӑйне тӗллӗнех пулмалла ӗҫ пек тӑваҫҫӗ, анчах никам та ку вӑл пурнӑҫшӑн пурнӑҫа хӗрхенмесӗр ҫапӑҫни пулнине, вӑл ҫапӑҫура вӗсем хӑйсен тусӗсемпе пӗрле е ҫӗнтерме, е вилме пултарассине никам та курмасть.

Эсир, юлташсем, революци ҫарӗсем майӑн пӗрремӗшӗнчи парадра маршпа иртнине вуншар, ҫирӗмшер хут курнӑ, вӑл ҫав тери чаплӑ пулнӑ. Анчах та ҫав ҫарӑн чӑн-чӑн вӑйне, ӑна никам та ҫӗнтерес ҫуккине ҫапӑҫура ҫеҫ хак пама пулать. Вилӗм эпир шухӑшланӑ пек кӑткӑс мар, паттӑрлӑхӑн та ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатса тӑракан мухтавӗ ҫук. Ҫапӑҫу эпир шухӑшланинчен нумай хаяртарах, тӑшман умӗнче ҫирӗппӗн тӑрса ӑна ҫӗнтерме вӗҫӗмсӗр вӑй кирлӗ. Эпир вӑл вӑя кашни кунах куратпӑр, анчах яланах тавҫӑрса илейместпӗр. Ҫавӑнпа та пурте ахаль те ӑнланмалла пек туйӑнать.

Паян эпир ӑна каллех тавҫӑрса илтӗмӗр. Паян, 1943 ҫулхи Майӑн пӗрремӗшӗнчи парадра.

Майӑн пӗрремӗш кунӗ ман калавӑн канвине йӗркерен кӑларчӗ. Ку аван та. Уявлӑ, хаваслӑ кунсенче аса-илӳсем урӑхларах пулаҫҫӗ, паянхи, пурне те ҫавӑрса илнӗ савӑнӑҫ, аса-илӳсене илемлетме пултарать.

Анчах Петчек дворецӗнчи «кинотеатр» — пӗртте савӑнӑҫлӑ аса-илӳ мар. Ку вӑл — асаплантармалли пӳлӗме кӗрес умӗнхи тапхӑр, — унтан заключеннӑйсем йынӑшни, кӑшкӑрни илтӗнет, эсӗ унта хӑвна мӗн кӗтнине пӗлместӗн. Эсӗ унта сывӑ, вӑйлӑ, хаваслӑ ҫынсем кӗрсе кайнине, ик-виҫ сехет хушши тӑсӑлнӑ допрос хыҫҫӑн вӗсем аманса пӗтсе, вилес патнех ҫитсе тухнине куратӑн. Эсӗ ҫирӗп сасӑ хӑйне чӗннине хирӗҫ ҫирӗппӗн ответ панине илтетӗн, анчах тепӗр сехетрен ҫав сасӑ, асапланнипе тата ыратнипе пӑчланнӑскер, хӑй таврӑнни ҫинчен рапорт та параймасть. Анчах унтан та усалтарах пулать: эсӗ унта тӳррӗн те уҫӑмлӑн пӑхса кӗрсе каякансене, анчах таврӑнсан сана куҫран пӑхма хӑяйманнисене куратӑн. Таҫта лере, ҫӳлте, следователь кабинетӗнче, пӗртен-пӗр хавшак минут, пӗр самантлӑх иккӗленӳ пулнӑ, хӑй пурнӑҫӗшӗн хӑрани палӑрнӑ, — ҫавна пула вара паян е ыран кунта ҫӗнӗ ҫынсене илсе килеҫҫӗ, вӗсен ҫак пур хӑрушлӑхсем витӗр малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех тухмалла пулать, — ҫав ҫӗнӗ ҫынсене вӗсен юлташӗ тӑшман аллине панӑ…

Кӑмӑлӗсене хуҫнӑ тӗрме ҫыннисен сӑн-сӑпачӗ хӗнесе тӑкнисеннинчен те хӑрушӑрах. Санӑн куҫусене хӑвӑн ҫумӑнтан иртсе кайнӑ вилӗм ҫивӗчлетнӗ пулсан, эсӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫын куҫӗсемпе пӑхатӑн пулсан, кам иккӗленни, кам сутни, камӑн пӗр-пӗр паллах мар кӗрешӳҫӗне те пулин тӑшман аллине парса хӑйӗн шӑпине ҫӑмӑллатас шухӑш пӗр самантлӑха ҫурални — сӑмахсӑрах паллӑ. Мӗскӗн чунсем! Хӑвӑн пурнӑҫушӑн юлташун пурнӑҫӗпе тӳленӗ пулсан, мӗнле пурнӑҫ пултӑр-ха вӑл!

Эпӗ пӗрремӗш хут — «кинона» пырса лексен ҫакӑн ҫинчен шухӑшламанччӗ. Анчах кайран ҫак шухӑшсем мана час-часах ҫавӑрса илетчӗҫ. Пирвайхи хут ҫав шухӑшсем шӑпах ку ирхине ҫуралчӗҫ, анчах «кинора» мар, лере, ҫынсем пуринчен те ытларах пӗлме пултарнӑ ҫӗрте: «Тӑватҫӗрмӗшӗнче».

«Кинора» эпӗ нумай лармарӑм — пӗр сехет, сехет ҫурӑ кӑна. Унтан ман хыҫра манӑн ята асӑнчӗҫ те, штатскилле тумланнӑ, чехла калаҫакан икӗ ҫын мана лифт патне илсе пырса, тӑваттӑмӗш этажа хӑпартрӗҫ, унтан алӑкӗ ҫине 400 тесе ҫырнӑ аслӑ пӳлӗме илсе кӗртрӗҫ.

Пӗр хушӑ ҫак пӳлӗмре мансӑр тата мана илсе килнӗ икӗ ҫынсӑр пуҫне никам та пулмарӗ. Пӳлӗмре, пукан ҫинче ларса, эпӗ унталла-кунталла тӗлӗнерех пӑхрӑм: темшӗн ҫак пӳлӗм эпӗ пӗлнӗскер пек туйӑнать. Хӑҫан та пулин эпӗ кунта пулнӑ-ши? Ҫук, пулман. Ҫапах та, ку пӳлӗме пӗлетӗп эпӗ, ӑна эпӗ тӗлӗкре, темле хӑрушла тӗлӗкре курнӑ. Ун чухне вӑл урӑхларах курӑнатчӗ, ҫав тери йӗрӗнмеллеччӗ, анчах та вӑл ҫак пӳлӗмех пулнӑ. Халӗ вӑл кӑмӑла каять, унта хӗвел тата ҫутӑ нумай. Ҫинҫе решеткеллӗ сарлака чӳречесем витӗр Тынски храм, симӗс Летна тата Градчаны курӑнаҫҫӗ.

Тӗлӗкре ку пӳлӗм тӗксӗмччӗ, чӳречесӗрччӗ, ӑна лапӑрчӑкрах сарӑ ҫутӑ ҫутатса тӑратчӗ, ҫак ҫутӑра ҫынсем мӗлкесем пек шӑватчӗҫ… Ҫапла ҫав, ун чухне кунта ҫынсем пурччӗ. Халӗ пӳлӗм пушах, анчах ун чухне тенкелсем ҫинче шурса кайнӑ, юнланса пӗтнӗ сӑн-питлӗ ҫынсем ларатчӗҫ. Ав ҫавӑнта, алӑк патӗнче, кӑвак спецдака тӑхӑннӑ ҫын тӑратчӗ, унӑн куҫӗсем хӑйӗн шӑмшакӗ тӳсме ҫук ыратнине палӑртатчӗҫ. Вӑл ун чухне шыв ӗҫме ыйтрӗ те вӑрахӑн, ҫӳлтен анакан чаршав пек, ҫӗре йӑванса анчӗ.

Ҫапла, ку чӑнах та пулнӑ, халь пӗлетӗп ӗнтӗ — ку тӗлӗк пулман. Пурнӑҫра пулни хӑрушла, тусме ҫук хӑрушла тӗлӗк пек курӑннӑ.

Ку вӑл мана арестленӗ тата пӗрремӗш допрос тунӑ каҫ пулнӑ. Мана кунта пӗр виҫӗ хут, тен, вунӑ хут та илсе килсе илсе кайрӗҫ — мана асаплантаракансем канас е ыттисене хӗнеме тытӑнас тенӗ чух. Астӑватӑп, кафельрен сарнӑ сулхӑнрах урай манӑн суранланса пӗтнӗ ҫара урасене лайӑх сивӗтсе тӑчӗ.

Тенкелсем ҫинче ун чух Юнкерс заводӗнчи рабочисем — гестапо каҫхине тытса килнисем ларатчӗҫ. Алӑк патӗнче тӑракан кӑвак спецовкӑллӑ ҫын — Бартонь юлташ, заводри ячейкӑн организаторӗ тата мана арестленӗшӗн кӑштах айӑплӑ ҫын пулнӑ. Эпӗ куна хама тытнӑшӑн никама та ан айӑплаччӑр тесе калатӑп. Мана арестленин сӑлтавӗ — кам та пулин хӑрани е сутни мар, асӑрханайманни тата ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулайманни ҫеҫ пулнӑ. Бартонь юлташ руководительсемпе ҫыхӑну шыранӑ. Унӑн тусӗ, Елинск юлташ, конспираци йӗркисем ҫине кӑшт ҫӑмӑлтараххӑн пӑхса, ӑна кирлӗ ҫынпа паллаштарса ҫыхӑнтарма пулнӑ. Малтан унӑн манпа калаҫса пӑхмалла-мӗн, вара малашне виҫҫӗмӗш ҫынсӑрах ҫыхӑну тытма май пулатчӗ. Ку — йӑнӑш пулнӑ. Тепӗр йӑнӑшӗ, тата та пысӑкраххи, акӑ мӗнре пулнӑ: Бартонь, хӑй сисмесӗрех, Дворжак хушаматлӑ провокатора шанма пуҫланӑ. Вӑл ӑна Елинексем ҫинчен каланӑ. Вара Елинексен ҫемйине сӑнама тытӑннӑ. Хӑйсем икӗ ҫул хушши туса пынӑ ӗҫшӗн мар, юлташа кӑшт пулӑшнӑшӑн ҫеҫ сӑнама тытӑннӑ вӗсене, — анчах ҫав пулӑшу конспираци йӗркисене пӑсни пулнӑ. Петчек дворецӗнче Елинексене шӑпах ҫав каҫхине арестлеме шут тытни, вӗсем патне гестаповецсен пысӑк отрячӗ пырса тухни вара — пуҫӗпех ӑнсӑртран пулнӑ. План тӑрӑх Елинексене тепӗр кунне тин арестлеме палӑртнӑ-мӗн. Ҫав каҫхине Елинексем патне вӗсем, тӗрӗссипе, Юнкерс заводӗнчи ячейкӑна ӑнӑҫлӑн арестленӗ хыҫҫӑн хавхаланса ҫула май кӗнӗ. Эпӗ Елинексем патӗнче пулни гестаповецсемшӗн, вӗсем пирӗн пата пыни пирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен пулнинчен те ытларах кӗтмен япала пулнӑ. Вӗсем хӑйсен аллине кам лекнине те пӗлмен, тен, пӗлместчӗҫ те пулӗ, енчен те манпа пӗрле…

Анчах та кусене эпӗ кайран, хама «Тӑватҫӗрмӗшне» темиҫе хут илсе кайсан тин тавҫӑрса илтӗм. Тепрехинче эпӗ пӗччен марччӗ ӗнтӗ. Ҫынсем тенкелсем ҫинче ларатчӗҫ, стенасем ҫумӗнче тӑратчӗҫ. Сехетсем малаллах шурӗҫ, вӗсем тӗрлӗ кӗтмен япаласем илсе пычӗҫ.

Тепӗр тесен, малтанхи кӗтмен япала нихӑш категорине те тивмен. Вӑл пустуй япала кӑна пулнӑ, ун ҫинчен калаҫма та кирлӗ мар.

Иккӗмӗш кӗтмен япала: пӳлӗме умлӑн-хыҫлӑн тӑватӑ ҫын кӗреҫҫӗ, гестаповецсемпе чехла калаҫса сывлӑх сунаҫҫӗ, хӑйсем штатски тумсемпе. Мана та сывлӑх сунаҫҫӗ, унтан сӗтелсем хушшине лараҫҫӗ, хутсем саркаласа хураҫҫӗ, чӗлӗм туртма тытӑнаҫҫӗ, — хӑйсене ирӗклӗн тыткалаҫҫӗ, хӑйсем кунта службӑра тӑнӑ пекех. Анчах та эпӗ вӗсене пӗлетӗп вӗт-ха, сахалтан та виҫҫӗшне пӗлетӗп, вӗсем гестапора службӑра тӑма ниепле те пултараймаҫҫӗ… Е чӑнах та тӑраҫҫӗ? Вӗсем те-и? Акӑ ку — Р. вӗт-ха, парти тата профсоюз организацийӗсен секретарӗ пулнӑскер, питех калаҫма юратман, анчах та шанчӑклӑ ҫын. Ҫук, ку пулма пултараймасть! Анна Викова, ҫӳҫӗсем пӗтӗмпех шурӑ пулин те — халь те илемлӗ, хитре хӗрарӑм, вӑрттӑн ӗҫленӗ ҫӗрте ҫирӗп, паттӑр пулнӑскер… Ҫук, пулма пултараймасть! Акӑ тата лешӗ. Вӑл Вашек вӗт, ҫурҫӗр Чехословакири каменщик, кайран унти крайком секретарӗ пулнӑскер. Епле пӗлес мар-ха манӑн ӑна, эпир унпа пӗрле ҫурҫӗрте ҫав тери нумай тӳссе ирттернӗ вӗт. Халӗ вара ҫак ҫынна авса хуҫнӑ иккен… Ҫук, пулма пултараймасть! Анчах мӗншӗн кунта вӗсем? Мӗн тӑваҫҫӗ вӗсем кунта?

Эпӗ ҫак ыйту пирки ответ тупма та ӗлкӗреймерӗм, каллех ҫӗнӗ ҫынсене илсе пычӗҫ: Мирека, Елинексене — упӑшкипе арӑмне тата Фридсене. Кусене эпӗ пӗлетӗп, вӗсене манпа пӗрле арестлерӗҫ. Анчах Мирека интеллигенци хушшинче ӗҫлеме пулӑшнӑ искусствӑсен историкӗ Кропечек мӗншӗн кунта? Мансӑр тата Мирексӗр пуҫне ун ҫинчен кам пӗлнӗ? Тата мӗншӗн-ха леш тӑсланкӑ йӗкӗт, хӗненипе питне-куҫне ҫӗмӗрсе пӗтернӗскер, эпир пӗр-пӗрне палламастпӑр, тесе калама паллӑ тӑвать? Кам пулма пултарать ку? Штых-и? Тухтӑр Штых? Зденек? Эппин, врачсен ушкӑнӗ те пӗтнӗ. Ун ҫинчен мансӑр тата Мирексӗр пуҫне кам пӗлнӗ-ха? Тата допрос вӑхӑтӗнче манран мӗншӗн Чехословаки интеллигенцийӗ ҫинчен ыйтрӗҫ? Мӗншӗн вӗсем ман ята интеллигенци хушшинчи ӗҫпе ҫыхӑнтарма шут тытнӑ? Мансӑр тата Мирексӗр пуҫне ун ҫинчен кам пӗлнӗ?

Отвечӗ питӗ хӑрушӑ пулсан та, ӑна тупма йывӑр мар: Мирек сутнӑ, вӑл пӗтӗмпех каласа панӑ. Тата тепӗр минут хушши эпӗ шанса тӑратӑп, тен, вӑл ытла пурне те каласа паман пулӗ, тетӗп, анчах та часах тата тепӗр ушкӑн илсе пыраҫҫӗ те, эпӗ Владислав Ванчурӑна, Фельбер профессорпа унӑн ывӑлне, палласа илмелле мар хӗнесе пӗтернӗ Бедрих Вацлавек критика тата ыттисене нумайӑшне палласа илетӗп. Чехословаки интеллигенцийӗн халӑх революциллӗ комитетне кам кӗнӗ е кӗмелле пулнӑ, пурне те кунта илсе килнӗ. Интеллигенци хушшинче ӗҫлени ҫинчен Мирек пӗтӗмпех каласа панӑ.

Эпӗ Петчек дворецӗнче ирттернӗ пирвайхи кунсем ҫӑмӑл пулман. Анчах та ку пуринчен те йывӑртараххи пулчӗ. Эпӗ вилӗме кӗтнӗ, анчах сутассине кӗтмен. Эпӗ Мирек ҫинчен епле хӗрхенерех шутласан та, унӑн айӑпне ҫӑмӑллатмалли майсене темле шырасан та, предатель, сутӑнчӑк сӑмахсӑр пуҫне урӑх сӑмах тупаймарӑм. Вилесле асаплантарса пӗтернӗ этемӗн вӑйсӑрлӑхӗ те, ҫӑлӑнӑҫ шыракан ҫыннӑн хавшаклӑхӗ те, нимӗн те ӑна тӳрре кӑларма пултарайман. Халь ӗнтӗ эпӗ гестаповецсем малтанхи каҫах манӑн ята ӑҫтан пӗлнине ӑнлантӑм. Халь ӗнтӗ эпӗ Аня Ирасек кунта епле лекнине те ӑнлантӑм — ун патӗнче эпир Мирекпе иксӗмӗр темиҫе хут тӗл пулнӑччӗ. Халь ӗнтӗ Кропачекпа тухтӑр Штых кунта мӗншӗн лекни те паллӑ пулчӗ.

Ҫак кунтан пуҫласа, мана кашни кун тенӗ пекех «Тӑватҫӗрмӗшне» илсе кайрӗҫ, вара эпӗ кашнинчех ҫӗнӗрен ҫӗнӗ япаласем — тата йывӑртарах, чӗрене тата хытӑрах ыраттаракан хыпарсем пӗлтӗм. Мирек! Вӑл ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ, Испанире пульӑсене пуҫ тайман, Францире концентрационнӑй лагерьте ларнӑ чух та авӑнса хуҫӑлман. Анчах хӑлӗ гестаповец аллинчи саламата курсанах шурса каять, хӑйӗн тирне ҫӑлма шанса юлташӗсене сутать. Епле хавшак пулнӑ унӑн паттӑрлӑхӗ, вӑл хӑйне темиҫе хут ҫапсанах сӗвӗрӗлсе кайнӑ пулсан! Хӑй ӗненсе тӑнӑ шухӑшӗсем пекех хавшак пулнӑ. Вӑл ушкӑнта, хӑйӗнпе пӗрешкел шухӑшлакансем хушшинче вӑйлӑ пулнӑ. Вӗсемпе пӗрле вӑл вӑйлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫинчен шухӑшланӑ. Пӗччен юлсан, хӑйне тапӑнакан тӑшмансем хушшине лексен, вӑл хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ. Ҫухатнӑ, мӗншӗн тесен хӑй ҫинчен кӑна шухӑшланӑ. Хӑй ҫӑлӑнасса шанса, вӑл юлташӗсене сутнӑ. Хӑраса ӳкнӗ те, хӑранине пула сутнӑ.

Ун патӗнче тӗрлӗрен ҫырса пынисене тупнӑ, анчах та вӑл хӑйне хӑй: ҫырнисене ӑнлантарса париччен луччӑ вилетӗп, темен. Вӑл ӑнлантарса панӑ! Ятсене каласа пӗлтернӗ. Тӗл пулмалли вӑрттӑн вырӑнсене каласа панӑ. Гестапо агенчӗсене Штых патне, вӑрттӑн хваттере, илсе пынӑ. Вӗсене сутӑнчӑк Дворжакӑн хваттерне янӑ, унта вӗсем Вацлавекпа Кропачека тӗл пулса тытмалла пулнӑ. Аньӑна сутнӑ. Лидӑна, хӑюллӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ, Миреке хӑйне савакан хӗре, сутнӑ. Темиҫе хут ҫапсанах, вӑл хӑй мӗн пӗлнин ҫуррине каласа панӑ. Унтан вара, эпӗ халиччен вилнӗ ӗнтӗ тесе, ӑна тек никам та палӑртма пултараймасть, тесе, вӑл юлашкине те каласа панӑ.

Мана уншӑн начартарах пулмарӗ. Эпӗ ӗнтӗ гестапо аллинче пулнӑ — унтан начартараххи мӗн пулма пултарнӑ-ха? Урӑхла та пулӗ: вӑл каласа панисем пӗтӗм следствишӗн тӗп материал, вӑчӑра пуҫламӑшӗ пек пулнӑ, анчах ҫав вӑчӑран малалли сыпӑкӗсене эпӗ хам алӑра тытса тӑнӑ. Вӗсем гестапона питех те кирлӗ пулнӑ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа кӑна мана тата пирӗн группӑн пысӑк пайне осаднӑй положенин малтанхи кунӗсенчех вӗлермен. Мирек ҫирӗп пулнӑ пулсан, нимӗн те каласа паман пулсан, гестапо аллинче эпир иксӗмӗр кӑна пулаттӑмӑр. Пире тахҫанах вӗлернӗ пулӗччӗҫ, анчах ыттисем чӗрӗ пулатчӗҫ, ӗҫе малалла туса пыратчӗҫ.

Хӑравҫӑ хӑйӗн пурнӑҫне ҫухатнинчен ытларах ҫухатать. Мирекпе те ҫавӑн пекех пулчӗ. Унран, чаплӑ ҫартан тарнӑ дезертиртан, тӑшмансем те йӗрӗнетчӗҫ. Вӑл чӗрӗ пулнӑ, анчах та ку ӗнтӗ пурнӑҫ мар, мӗншӗн тесен коллектив ӑна сивленӗ, йышӑнман. Каярахпа вӑл хӑйӗн айӑпне каҫарттарма тӑрӑшрӗ, ҫапах та коллектив йышӑнмарӗ ӑна. Анчах ҫынна тӗрмере сивлени, йышӑнманни — ниҫтинчен те хӑрушӑрах.

Тӗрме вӑл — пысӑк коллектив, ҫын ушкӑнтан хӑйне хӑй уйӑрмасть пулсан, темле хаяр тыткалани те никама та уйӑрма пултараймасть.

Тӗрмере чурасем туса хунӑ ҫынсен коллективӗ уйрӑмах йывӑр пусмӑр тӳсет, анчах та ҫав пусмӑр ҫынсене хӗртсе ҫирӗплетет, вӗсене ҫивӗчрех туйӑмлӑ тӑвать. Вӗсемшӗн стенасем — чӑрмав мар, стенасем те пурӑнаҫҫӗ вӗт, шакканипе калаҫаҫҫӗ. Тӗрмери тӑванлӑх пӗр-пӗринпе пӗр интерессемпе, пӗр хуралпа, пӗр коридорсемпе тата ҫуршар сехет хушши пулакан пӗр прогулкӑсемпе ҫыхӑнса тӑракан пӗр этажри пур камерӑсене те пӗрлештерет, прогулкӑсем вӑхӑтӗнче пӗр-пӗр питӗ кирлӗ хыпара пӗлтерме, е камӑнне те пулин пурнӑҫне ҫӑлма пӗр сӑмах калани е алӑпа сулни те ҫителӗклӗ пулать. Допроссене кайса ҫӳрени, «кинора» ларни тата каялла Панкраца таврӑннисем тӗрмери ҫынсене пӗрлештереҫҫӗ. Ахаллӗн алӑ парса чӑмӑртани, е вӑрттӑн тыттарнӑ пирус читлӗхӗн тимӗр хуллисене сарать, ҫынна пӗчченлӗхрен — хӑйне пӗтерме тесе усӑ курнӑ вӑйран хӑтарать. Камерӑсен алӑсем пур: эсӗ допросран асапланса таврӑнсан, вӗсем сана ҫӗклесе тӑратаҫҫӗ. Тӑшмансем сана выҫӑпа вӗлерме тӑнӑ чух, эсӗ ҫав алӑсенчен апат-ҫимӗҫ илетӗн. Камерӑсен куҫсем пур: эсӗ вилме кайнӑ чух вӗсем сан ҫине пӑхаҫҫӗ, вара эсӗ хӑвӑн тӳррӗн утмаллине пӗлетӗн, мӗншӗн тесен санӑн тӑванусем сана кураҫҫӗ, эсӗ пуҫна чиксе утнипе вӗсен чӗрисене иккӗлентерме пултараймастӑн, санӑн ун пек тивӗҫ ҫук. Ҫак тӑванлӑх юн юхтарса асапланать, анчах та ӑна ҫӗнме ҫук. Вӑл пулӑшмасан, эсӗ хӑвӑн ҫине тиеннӗ йывӑрлӑхсен вуннӑмӗш пайне те тӳссе ирттереймен пулӑттӑн. Эсӗ те, ыттисем те.

Хамӑн калавӑмра — пӗлместӗп, малалла тӑсма пултарӑп-ши эп ӑна (кашни кун, кашни сехет каҫхи тӗттӗмпе хупланса тӑрать) — час-часах ҫак сыпӑк ячӗ пулса тӑракан «Тӑватҫӗрмӗш» сӑмаха асӑнатӑп.

Малтанах «Тӑватҫӗрмӗш» маншӑн пӳлӗм кӑна пулнӑ, вӑл пӳлӗмре манӑн пирвайхи сехетсем тата пирвайхи шухӑшсем хам умра нимӗнле ҫутӑ та пулас ҫуккине кӑтартнӑ. Анчах та «Тӑватҫӗрмӗш» — хастарлӑ та тимлӗ коллектив пулнӑ-мӗн.

«Тӑватҫӗрмӗш» 1940 ҫулта, II-А-1 отделӑн «делопроизводстви самаях сарӑлнӑ» вӑхӑтра ҫуралнӑ, Кунта «кинотеатрӑн» филиалӗ тунӑ, ҫакӑнта вара, допрос тӑвасса кӗтсе, подследственнӑйсем ларнӑ; ку филиал ятарласах коммунистсем валли пулнӑ, ӑна ытлашши чӑрмантарсан, арестленисене кашни сӑлтавпах пӗрремӗш хутран пиллӗкмӗш хута сӗтӗрмелле ан пултӑр тесе тунӑ. Арестленисен яланах следовательсен алли айӗнче пулмалла пулнӑ. Ку — ӗҫе ҫӑмӑллатнӑ. Ҫавӑн пек пулнӑ ӗнтӗ «Тӑватҫӗрмӗшӗн» тӗп задачи.

Анчах та икӗ заключеннӑя — ҫитменнине тата коммунистсене — пӗрле лартсан, пилӗк минутранах коллектив пулса тӑрать, ку вара гестаповецсен карттисене пӗтӗмпех арпаштарса ярать.

1942 ҫулта «Тӑватҫӗрмӗшне» урӑхла каламан — «коммунистла центр» тесе кӑна каланӑ. Нумай курнӑ ку пӳлӗм, пиншер юлташсем пулнӑ кунта, анчах пӗр япала нихҫан та улшӑнман, вӑл — коллектив туйӑмӗ, яланах кӗрешӗве хатӗр пулни тата ҫӗнтерӗве ӗненни пулнӑ.

«Тӑватҫӗрмӗш» вӑл — малти линирен нумай мала кӑларса тӑратнӑ, пур енчен те тӑшмансем хупӑрласа илнӗ, вӗсем вӑйлӑн персе тӑракан окоп, анчах парӑнасси ҫинчен пӗр самантлӑх та шухӑшламан окоп пулнӑ. Ку окоп хӗрлӗ ялав айӗнче тӑнӑ, кунта хӑй ирӗке тухассишӗн кӗрешекен пӗтӗм халӑх пӗр шухӑшлӑ пулни палӑрнӑ.

Аялта, «кинотеатрта», эсэсовецсем калле-малле уткаласа ҫӳренӗ, арестленисем ҫине вӗсем куҫ хупаххисене хускатнӑшӑнах кӑшкӑрнӑ. «Тӑватҫӗрмӗшӗнче» пире чехсен инспекторӗсем тата полици управленийӗн агенчӗсем, гестапори службӑна тӑлмачӑсем пулса ӗҫлеме хӑшӗ хӑйсен ирӗкӗпе, хӑшӗ начальство хушнипе лекнӗскерсем хураллатчӗҫ. Вӗсенчен кашниех хӑйӗн ӗҫне тунӑ: пӗрисем гестапо сотрудникӗсен ӗҫне, теприсем чехӑн тивӗҫне туса пынӑ. Хӑшӗсем тата вӑтам ҫӗрте тӑнӑ.

Кунта пире малалла ӳпӗнсе, алӑсемпе чӗркуҫҫисем ҫине тӗрӗнсе, ним хускалмасӑр пӑхса лартмастчӗҫ. Кунта ирӗклӗрех ларма, каялла ҫаврӑнса пӑхма, алӑпа сулса паллӑ пама… тепӗр чух унтан та ытларах тума май пурччӗ, — ку хӑҫан мӗнле надзиратель дежурствӑра пулнинчен килнӗ.

«Тӑватҫӗрмӗш» — этем тесе ят панӑ чӗрчуна ҫав тери тӗплӗн пӗлмелли вырӑн. Вилӗм ҫывӑхрах пулни кашнин чӗринех уҫса парать — заключеннӑй коммунист е коммунистсем майлӑ пулнине палӑртса сулахай алли ҫине хӗрлӗ хӑю ҫыхнисене те, хураллакансене те, допрос тӑвакансене те. Допроссенче сӑмахсем хӳтӗленмелли май е хӗҫпӑшал пулма пултарнӑ. Анчах «Тӑватҫӗрмӗшӗнче» сӑмахсем хыҫне пытанма май пулман. Кунта санӑн сӑмаххусем мар, эсӗ ху кам пулни тӗп вырӑн йышӑнса тӑнӑ. Сӑнӑн ӑшӑнта чи кирли, чи хакли ҫеҫ юлнӑ. Иккӗмӗш вырӑн йышӑнса тӑракан, аякран ҫыпӑҫнӑ енсене, этемӗн тӗп пахалӑхӗсене якатакан, вӑйсӑрлатакан, юри илемлетекен енсене вилӗм умӗнхи ҫил-тӑвӑл вӗҫтерсе кайнӑ. Ҫын ӑшӗнче мӗн пурри кӑна тӑрса юлнӑ: тӳрӗ те тӗрӗсси — тӳрӗ те тӗрӗсех пулать, сутӑнчӑк сутать, халӑх шухӑшӗсенчен аякра тӑракан ҫын ним тума пӗлмесӗр пуҫне ҫухатать, паттӑрри вӗҫне ҫитичченех кӗрешет. Кашни ҫынрах вӑй тата хавшаклӑх, хӑюлӑх тата хӑравҫӑланни, ҫирӗплӗх тата иккӗленӳ, тасалӑх тата пылчӑк пур. Кунта иккӗшӗнчен пӗри юлать. Е апла, е капла. Ун пек те, кун пек те пулма тӑрӑшнисем пурнӑҫри пек мар, вӑл — ҫын пытарнӑ чух алла кастаньетсем тытса тата пуҫне кайӑк тӗкӗ чикнӗ шлепке тӑхӑнса, ташлама шут тытнӑ этем пек курӑнать.

Ун пеккисем заключеннӑйсем хушшинче те, инспекторсемпе агентсем пулса ӗҫлекен чехсем хушшинче те пулнӑ. Следователь кабинетӗнче хӑшӗ-пӗри нацистсен туррине мухтанӑ, «Тӑватҫӗрмӗшӗнче» — большевиксен ялавне ырланӑ. Нимӗҫ следователӗн куҫӗ умӗнче вӑл, тӗл пулма вырӑнсем, хваттерсем ҫинчен калаттарасшӑн заключеннӑйӑн шӑлӗсене ҫапса хуҫнӑ, анчах «Тӑватҫӗрмӗшӗнче» вӑл ҫав ҫыннах, тус пек курӑнма тӑрӑшса, ҫӑкӑр татӑкӗ сӗннӗ. Ухтарнӑ чух вӑл унӑн хваттерӗнче ним юлмиччен ҫаратнӑ, анчах «Тӑватҫӗрмӗшӗнче» ун чухне вӑрланӑ пирусах ӑна сӗнсе панӑ — эпӗ сана хӗрхенетӗп, тенӗ.

Ҫавӑн йышшисенчен урӑхраххисем те пурччӗ: вӗсем никама та асаплантармастчӗҫ те, пулӑшмастчӗҫ те. Хӑйсен тирӗшӗн тӑрӑшни вӗсен шӑп ҫакӑнта палӑратчӗ. Ҫакӑ вара вӗсенчен питӗ лайӑх политикӑллӑ барометр тӑватчӗ. Вӗсем хӑйсене тӗрме ҫыннисемпе типпӗн, официаллӑ хаяррӑн тытаҫҫӗ-и? Тӳрех пӗлме пултаратӑр: нимӗҫсем Сталинград ҫине наступлени туса пыраҫҫӗ. Вӗсем кӑмӑллӑрах, йӑвашрах пулаҫҫӗ, тӗрме ҫыннисемпе калаҫма тытӑнаҫҫӗ-и? Эппин, лару-тӑру улшӑннӑ, нимӗҫсене Сталинград патӗнче ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Вӗсем вара хӑйсем чӑн-чӑн чехсем пулни ҫинчен, вӗсене гестапора ӗҫлеме ирӗксӗр илсе килни ҫинчен калаҫма пуҫлаҫҫӗ. Питӗ аван! Хӗрлӗ Ҫар Ростов ҫинелле наступлени туса пырать. Вӑл халӑхӗ ҫавӑн пекскер ӗнтӗ: эсӗ шыва путнӑ чух вӗсем аллисене кӗсьене чиксе тӑраҫҫӗ, анчах та эсӗ хӑвах ҫырана тухма пултарсан, вӗсем сан патналла аллисене тӑсса чупса пыраҫҫӗ.

Ҫакӑн йышши ҫынсем пирӗн коллектива туйса унпа ҫывӑхрах пулма тӑрӑшатчӗҫ, мӗншӗн тесен унӑн вӑйне ӑнланатчӗҫ. Анчах та вӗсем нихҫан та ҫав коллективпа пӗрле пулма пултарайман.

Тата коллектив ҫинчен нимӗн те пӗлмен, ӑна ӑнланманнисем пурччӗ. Вӗсене ятарласа ҫын вӗлерекенсем теме пулӗччӗ, анчах та ку ҫын вӗлерекенсемшӗн тӗрӗс мар, кӳренмелле пулнӑ пулӗччӗ. Вӗсем аллисене рычагсемпе тимӗр хулӑсем тытнӑ чехла калаҫакан тискер кайӑксем пулнӑ. Тӗрмере ларакан чехсене вӗсем ҫав тери хаяррӑн асаплантаратчӗҫ, хӑйсен тискерлӗхӗпе нумай гестаповец-нимӗҫсене те тӗлӗнтеретчӗҫ. Ҫав асаплантаракансен хӑйсен тискерлӗхне турре кӑларма нимӗнле май та пулман, вӗсем: эпир хамӑрӑн нацин е нимӗҫ государствин интересне сыхлатпӑр тесе суйма та пултарайман, вӗсем хӑйсем киленесшӗн пулнипе ҫеҫ асаплантарнӑ, вӗлернӗ. Вӗсем тӗрмери ҫынсен шӑлӗсене ҫапа-ҫапа хуҫатчӗҫ, куҫӗсене чиксе шӑтаратчӗҫ, атӑ кӗллисемпе пӗҫ хушшинчен тапатчӗҫ, пуҫсене ҫапса шӑтаратчӗҫ, никам та нихҫан курман хаярлӑхпа хӗнесе вӗлеретчӗҫ, — ҫаксем пурте пӗр вӗсен тискерлӗхӗнчен ҫеҫ килнӗ. Эпир вӑл палачсене кашни кунах кураттӑмӑр, пирӗн вӗсемпе калаҫма, вӗсем пирӗнпе пӗр пӳлӗмре пулассине тӳсме тӳр килетчӗ, — вӗсене курсанах таврара юн курӑнатчӗ те ҫынсем асаплӑн йынӑшни илтӗнетчӗ. Вӗсем хӑйсене хыттӑн тавӑрассинчен ҫӑлӑнас ҫуккине ҫирӗппӗн ӗненни кӑна пулӑшатчӗ пире. Вӗсем хӑйсен тискер ӗҫӗсене курса тӑнӑ пур свидетельсене вӗлерсе пӗтерсен те ҫӑлӑнас ҫук.

Анчах та, вӗсемпе юнашарах, пачах урӑххисем пурччӗ. Вӗсем ҫавӑн пекех ӗҫре тӑнӑ, анчах вӗсем чӑн-чӑн ҫынсемччӗ, вӗсене пысӑк саспаллинчен пуҫласа ҫырнӑ Ҫынсем тесен те тӗрӗс пулать. Вӗсем тӗрмерен унта ларакансен организацийӗ тума май панӑ, «Тӑватҫӗрмӗшӗн» коллективне тума пулӑшнӑ, хӑйсен чӗрисемпе хӑйсем те ҫав коллективра пулнӑ, уншӑн пӗтӗм хастарлӑхпа ӗҫленӗ. Ӗлӗк вӗсем, Чехословакири полицейскисем пулса, коммунистсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, анчах кайран, коммунистсем оккупантсене хирӗҫ мӗнле кӗрешнине курсан, коммунистсен вӑйне, вӗсем Чехословаки халӑхӗшӗн мӗнле вырӑн йышӑнса тӑнине ӑнланнӑ. Ӑнлансан вара пӗтӗм халӑх ӗҫне чунтан парӑнса ӗҫлеме тытӑннӑ, тӗрмере те халӑхшӑн кӗрешме чарӑнман кашни ҫыннах пулӑшнӑ.

Ирӗкре вӑрттӑн ӗҫлекенсенчен нумайӑшӗ, гестапо аллинче хӑйсене мӗн кӗтнине уҫҫӑн пӗлнӗ пулсан, иккӗленме пултарнӑ. Пирӗн тӗрмери вӑрттӑн туссем ҫав хӑрушлӑхсене кашни кун, кашни сехетрех хӑйсен куҫӗсемпе курса тӑнӑ. Кашни кун, кашни сехетре вӗсем хӑйсем те тӗрме ҫыннисем пулса тӑма пултарнӑ, вӗсене вара ытти-енчен те йывӑртарах пулнӑ пулӗччӗ. Апла пулсан та, вӗсем иккӗленсе, хӑраса тӑман. Вӗсем пиншер ҫынсен пурнӑҫӗсене ҫӑлма тата ҫӑлма май килейменнисен шӑпине ҫӑмӑллатма пулӑшрӗҫ. «Тӑватҫӗрмӗшӗ» нумай пин коммунистсемшӗн тӗттӗмлех ҫуртӗнчи ҫутӑ пӑнчӑ, тӑшман тылӗнчи укреплени, пусмӑрлакансен хӑйсен йӑвинчех ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫмалли вырӑн пулнӑ. Пире тӗрмери вӑрттӑн туссем пулӑшман пулсан, «Тӑватҫӗрмӗш» ҫавӑн пек вырӑн пулайман пулӗччӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней