Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑт ҫапла, вӑхӑтра йышӑннӑ мерӑсене пула эпир Чӑваш Республикин патшалӑх парӑмне тивӗҫтернӗ чухне 391,2 миллион тенкӗ перекетлерӗмӗр.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Кӑҫал пысӑк пахалӑхлӑ клинкер брусчатки тата ҫулталӑкне 36 миллион штук пиччӗн клинкер кирпӗч туса кӑларакан предприяти хута кайӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Эпир тавар кӑларакансене налук ҫӑмӑллӑхӗсем памалли майпа тухӑҫлӑн пулӑшма тӑрӑшатпӑр, 2014 ҫулта кӑна вӗсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 672,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Республика территорийӗнче ун чухне вӑрмансенче пушарсем алхасатчӗҫ, вӑраха тӑсӑлакан шӑрӑх та типӗ ҫанталӑка пула ялхуҫалӑхӗ пысӑк тӑкак тӳсетчӗ, ӗҫсӗрлӗх шайӗ 9,5 процента ҫитнӗ, ӗҫ укҫи енӗпе пухӑннӑ парӑм 120 миллион тенкӗрен те иртнӗччӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Те, американецсем пек, ҫын хӑвӑрт пуйса кайнинче те, чухӑнланса юлнинче те ним тӗлӗнмелли те ҫук тесе шутланипе, те хӑй ҫавӑн пек ҫын пулнипе Бьюмонтӑн Полозов виҫ-тӑват миллион пухма пултарнинчен тӗлӗнесси те, кайран ҫапла юхӑнса юлнишӗн (пурлӑхӗ лайӑх повар тытса тӑмалӑх юлнӑ-ха тата) кулянасси те килмен; ҫапах та итлесе ларнине, ӑна ӑнланнине пӗлтерсе, старик калакан нумай япаласенчен пӗрне те пулин асӑрхамалла пулнӑ вӗт-ха; ҫавӑнпа та вӑл: — Ҫапла, инкек-синкеке ҫемье пӗр канашлӑ пулса тӳссе ирттерни чылай ҫӑмӑллӑх кӳрет, — тесе хучӗ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗнер Полозов тӑтӑшах ҫапла шухӑшланӑ: «Эпӗ санран аслӑрах, нумайрах та пурӑннӑ, ҫитменнине тата тӗнчере манран ӑслӑ ҫын та ҫук; сана вара, мемме, ҫара пакарта, манӑн итлесси пулас та ҫук — эпӗ хам ӑсӑмпа икӗ миллион пухрӑм (тӑваттӑ мар, икӗ миллион ҫеҫ пулнӑ имӗш), — пухса кур-ха акӑ, вара калаҫӑн», халӗ вара вӑл ак ҫапла шухӑшлама пуҫланӑ: «Вӑт мӗнле упа, ӑҫталла ҫавӑрса ячӗ; пӗлет пӑркалама», — Кирсановпа малалла калаҫнӑҫемӗн вара ун умне, упасӑр пуҫне, тата тепӗр чӗрӗ картина тухса тӑнӑ, ӗлӗк, хӑй гусар чухне курни аса килнӗ: Захарченко берейтор «Громобой» ҫинче ларать (ун чухне пикесем хушшинче, кавалер господасем — ҫар ҫыннисемпе статскисем — хушшинче те Жуковский балладисем паллӑ пулнӑ), «Громобой» вара Захарченко айӗнче тӑпӑртатса ҫеҫ ташласа тӑрать.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗр-тусӗсем унӑн нумай пулман, ҫывӑххисем ик-виҫ хӗр ҫеҫ, качча илес текенсен вара шучӗ те пулман: Полозовӑн пӗртен-пӗр хӗрӗ вӗт-ха, калама та хӑрамалла: тӑватӑ миллион!
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Полозов ӳссех, ӳссех пынӑ, — откупсемпе хӑтланнӑ пулсан, вӑл виҫ-тӑват миллион мар, вуннӑ та тума пултарнӑ, анчах откуп таврашне вӑл юратман, поставкӑсемпе подрядсене ҫеҫ тӳрӗ ӗҫ тесе шутланӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Арӑмӗ унӑн вилсе кайнӑ; вӑл пысӑк хуласенчен аякра пурӑнма хӑнӑхнӑскер, упӑшкине Петербурга куҫасран чарса тӑнӑ; арӑмӗ вилсен, Полозов Петербурга куҫнӑ, унта ӳссех, ӳссех пынӑ, тата вунӑ ҫултан вара ӑна виҫ-тӑват миллион тытса тӑракан ҫын тесе шутлама пуҫланӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Укҫи ҫумне тата ҫакӑн чухлӗ пурлӑх хушӑнсан, Полозов хӑйӗн ӗҫӗсене пушшех те сарса янӑ, тата вунӑ ҫултан вара ун чухнехи пек, кӗмӗлпе хисеплесен те, миллион тытакан ҫын пулса тӑнӑ.