Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑвакарса (тĕпĕ: кӑвакар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пухура ухмахла кулнипе, хӑмпӑ пек хӑпарса, кӑркка пек кӑвакарса кайнӑ!

Дуешься на собрании от дурацкого смеха и синеешь, как индюк!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Арӑмӗ патне вӑл ман пекех кӑвакарса таврӑнӗ!

Такой же подсиненный к жене вернется, как и я!

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов ытларах та ытларах шурса пычӗ, пӗр сӑмах чӗнме пултараймасӑр, кӑвакарса кайнӑ тутисене сиктеркелесе илчӗ.

А Давыдов все больше бледнел и только молча шевелил побелевшими губами, не в силах произнести ни слова.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сӑмси ун пысӑкланса, баклажан пек кӑвакарса кайнӑ, айккинелле пӑрӑннӑ.

Нос у него стал огромадный и синий, как баклажан, и висит куда-то на сторону.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав инҫетре кӑвакарса ларакан тӗмесем ӑна темшӗн тӑвӑлпа ҫӗкленнӗ Балтика хумӗсене аса илтерчӗҫ, вара вӑл кӗтмен ҫӗртен чӗрине килсе хупланӑ тутлӑ тунсӑха сирсе яма вӑй ҫитереймесӗр, ассӑн сывласа ячӗ те сасартӑк шывланнӑ куҫӗсене тӗмесем ҫинчен илчӗ…

Чем-то напомнили ему эти синеющие вдали курганы вздыбленные штормом волны Балтики, и он, не в силах побороть внезапно нахлынувшую на сердце сладкую грусть, тяжело вздохнул и отвел вдруг увлажнившиеся глаза…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пит лайӑх калаҫнӑ эсир турӑ ҫинчен: сан ята илтсенех вӑл иклетме пуҫлать, кӑвакарса каять, шыва путса вилнӗ ҫын пек!

Хорошенький божественный разговор, если она при одном слове о тебе начинает икать и синеет, как утопленник!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫамрӑк нӳкер, Соломон пӑхнине чӑтаймасӑр, пуҫне ҫӗкленӗ те, куҫӗсемпе патшан тарӑхнӑ, хӑрушӑ куҫӗсене тӗл пулса, кӑвакарса кайнӑ, йынӑшса янӑ.

Молодой воин под взглядом Соломона поднял голову и, встретившись глазами с гневными, страшными глазами царя, побледнел и застонал.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Вӗсем ҫапах та пӗрне-пӗри чышкӑласа илме ӗлкӗрнех пулмалла: Майданниковӑн куҫӗ айӗнче хура слива евӗрлӗ муклашка кӑвакарса тухнӑ, Атаманчуковӑн кӗпи ҫухи чалӑшшӑн ҫурӑлса аннӑ, хырса якатнӑ, шыҫӑнчӑк тути хӗррисем юнпа вараланса пӗтнӗ.

Они, как видно, успели-таки цокнуться: у Майданникова черносливом синел над глазом подтек, а у Атаманчукова наискось был разорван ворот рубахи, на выбритой вспухшей губе расползлась кровь.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑрушла тарӑхса кайнипе Любишкинӑн сӑнӗ-пичӗ ерипен кӑвакарса, хӗрелсе пыра пуҫланӑ.

Лицо Любишкина медленно наливалось синеватым румянцем страшного гнева.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь кӑн-кӑвак кӑвакарса, шуралса кайнӑ, хӑраса ӳкнӗ, ҫакна курсан Давыдовӑн пуҫӗнче тӳрех: «Бригадӑра йӗркеллӗ мар… Пӑтӑрмах пуҫланнӑ!» — текен йывӑр шухӑш йӑшӑлах хускалса илчӗ.

Щукарь был иссиня-бледен, напуган, и у Давыдова ворохнулась тяжкая догадка: «В бригаде неладно… Волынка!»

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов, ҫак мучин чӳлмек ванчӑкӗсем айӗнчен тухса, хӑмпӑланса тӑракан, кӑн-кӑвак кӑвакарса кайнӑ ытла та пысӑк кӑвапи ҫине пӑхрӗ те тусме ҫук хытӑ ахӑлтатса кулса янипе каҫӑхсах кайрӗ, сак ҫине пырса йӑванчӗ.

Давыдов глянул на дедов живот, торчавший из-под черепков огромным посинелым пупом, и упал на лавку, давясь от бешеного приступа хохота.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов, ҫак мучин чӳлмек ванчӑкӗсем айӗнчен тухса, хӑмпӑланса тӑракан, кӑн-кӑвак кӑвакарса кайнӑ ытла та пысӑк кӑвапи ҫине пӑхрӗ те тусме ҫук хытӑ ахӑлтатса кулса янипе каҫӑхсах кайрӗ, сак ҫине пырса йӑванчӗ.

Давыдов глянул на дедов живот, торчавший из-под черепков огромным посинелым пупом, и упал на лавку, давясь от бешеного приступа хохота.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Фролӑн ҫурӑк сӑмси кӑн-кӑвак кӑвакарса кайрӗ, пуҫӗ чӗтреме пуҫларӗ.

У Фрола синевой налился рваный нос, затряслась голова.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак ырӑ шӑршӑ вара садсенче каҫ тӗттӗмӗ кӑвакарса киличченех, симӗсрех тӗс ҫапнӑ уйӑх ҫап-ҫара туратсем витӗр хӗсӗнсе тухичченех, ҫу хушмашкӑн апат шырама тухнӑ мулкачсем юр ҫине ҫӑмӑллӑн пуса-пуса йӗр туса тухичченех тытӑнса тӑрать.

Тонкий многоцветный аромат устойчиво держится над садами до голубых потемок, до поры, пока не просунется сквозь голызины ветвей крытый прозеленью рог месяца, пока не кинут на снег жирующие зайцы опушенных крапин следов…

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эмигрантсен пичӗсем тӗлӗнмелле кӑвакарса кайнӑ, вӗсен куҫӗсем анранӑ сурӑхсенни пек пӑхкалаҫҫӗ.

Лица эмигрантов стали странно серы, отупели, что-то однообразно-овечье покрыло все глаза.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

— Тӑхта-ха, тарчӗ, тарчӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Ленька, ҫавӑнтах ещӗкре ҫаврӑнкаласа, айӗнчи шӑршлӑ ҫӗтӗк-ҫатӑка сирсе пӑрахрӗ, кӑвакарса кайнӑ, хускалми урисем курӑнчӗҫ.

— Убег, стой, — убег! — закричал он и весь, всем телом, завертелся в ящике, разбрасывая пахучее тряпье под собой, обнажая синие, неподвижные ноги.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Вӑл хӑраса кӑвакарса кайрӗ, хӑй айне тем пытарать, эпӗ — тӳрех ӑнланса илтӗм.

Испугалась, посерела и прячет что-то под себя, я — догадался.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

— Х-хосподи, — тесе хӑрӑлтатать вӑл; хӑй кӑвакарса кайнӑ тутисене ҫыртса пӗтернӗ, кӑпӑк кӑларать, хӗвеле хирӗҫ пӑхса алчӑранӑ евӗр пӑхакан куҫӗсенчен куҫҫуль вӗҫӗмсӗр шӑпӑртатса юхать, чӑтӑмсӑр асап курса ҫуратакан хӗрарӑмӑн куҫҫулӗ.

— Х-хосподи, — хрипит она, синие губы закушены и в пене, а из глаз, словно вдруг выцветших на солнце, все льются эти обильные слезы невыносимого страдания матери, и все тело ее ломается, разделяемое надвое.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Фельдфебель офицер ҫине пӑхса шарт сиксе илнӗ, кӑвакарса кайнӑ, вара вӑл та часрах хӗҫне туртса кӑларнӑ.

Фельдфебель взглянул на офицера, вздрогнул, побледнел и тоже быстро вынул саблю.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Пичӗ кӑвакарса тата пушшех шӗвӗрӗлсе кайнӑ, хуралнӑ тутисем, аран тапранкаласа, хуллен ҫапла каланӑ:

Лицо у него посинело, заострилось ещё более, и тёмные губы, слабо двигаясь, прошептали:

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней