Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр шуралса, пӗр кӑвакарса тӑракан Левен патне, хӑюлӑх ҫитерсе, Маруҫ пырса тӑрать, ачине чӗркенӗ утиялӑн вӗҫне сирсе: — Кур, — тет ӑшшӑн.
«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ача кӑвакарса, сӑнран улшӑнса кайнине курсан, тилхепине малти ларкӑч ҫумне явакласа, Анатолий Яшманович та анать тӑрантас ҫинчен.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Упӑшки вилнине пӗлсен, юр ҫине персе аннӑ, куҫ умӗнчех ҫӳҫӗ кӗл пек кӑвакарса кайнӑ Ултутти инке ячӗпе…»
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Лидия Алексеевна кӑвакарса кайнӑ.
5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
— Эсӗ ытла кӑвакарса кайнӑ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Алексей куҫӗ хӗрелсе кайнӑ, унӑн хурарах кӑтра ҫӳҫӗ, усӑнса анса, тарланӑ ҫамки ҫумне пайӑркан-пайӑркан ҫыпҫӑнса ларнӑ, калаҫнӑ майӑн час-часах сывлӑша касакан сылтӑм алли вилнӗ ҫынӑнни пек, кӑвакарса кайнӑ, шӑлавар кӗсйине чикнӗ сулахай алли чӗтре-чӗтре илнӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
— Кӑвакарса кайнӑ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Хаяр наркӑмӑш ӗҫнӗн, кӑвакарса кайрӗ Хура Ҫимун, куҫӗсем вутланчӗҫ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӗрлӗ пӗсехине карӑнтарса, хӳрине саркаласа янӑ кӑркка тейӗн, — Сантӑрккан питҫӑмартийӗсем кӑвакарса кайрӗҫ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Халь вӑл хӑй те хӗр пекех пӗр кӑвакарса, пӗр хӗрелсе кайрӗ.
Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Вӑл пӗрре кӑвакарса, тепре хӗрелсе кайрӗ.
Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Йӑлт кӑвакарса кайрӗ, макӑрать.
8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Унтрее курсанах кӑвакарса кайнӑ, кам та пулин ун ҫинчен аса илсенех ӑна йӗксӳ ернӗ.
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
Сӑну та йӑлтах кӑвакарса кайнӑ…
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Вӑл кӑвакарса ларнӑ пир кӗпепе, кӗпи ҫурӑмӗ ҫинчи аҫлӑк тӗлӗнче ҫеҫ тар ҫапманнипе шап-шурӑ.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ача йӑлт кӑвакарса кайнӑ, чӗлхи ҫӗтнӗ, тӑнӗ ҫӗтнӗ…
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Ҫаклатса хунӑ, уҫҫине ҫеҫ тирмен арча хупӑлчине ҫӗклерӗ те Маюк, тӳпемнех купаланса выртакан шур япала ҫинче, ҫиелте, кӑвакарса кайнӑ, чунӗ пуррине те палӑртман ачана курса, лӗнчерех кукленсе анчӗ…
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
— Сидоркин итлет, — терӗ те стройтрестӑн главнӑй инженерӗ трубкӑна тытса, куҫне-пуҫне сасартӑк чарса пӑрахрӗ, кӑвакарса кайрӗ.
XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Мӗн калаҫатӑн?.. — аллисене тӑскаларӗ сасартӑк кӑвакарса кайнӑ Серебряков.
XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Хӗллехи сивӗре хӑв та кӑвакарса кайӑн.
Шӳтсем // Капкӑн. «Капкӑн», 1928. — 2№ — 3,6,13,14, с.