Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кускаласа (тĕпĕ: кускала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл икӗ ҫыруне те аллипе чӑмӑртаса тытать те хутор тӑрӑх кускаласа ҫӳрет, хут пӗлекен ҫынсене тытса чарса, ҫырӑвӗсене вулаттарать, — ҫук, хӑйшӗн мар вулаттарать вӑл, кая юлса килнӗ савӑнӑҫпа пӗтӗм хутор умӗнче мухтанас килет унӑн.

Он, сграбастав оба письма, ходил с ними по хутору, ловил грамотных и заставлял читать, — нет, не для себя, а радостью поздней хвастал старик перед всем хутором.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ездовойсем учӗсене хӗнесе асаплантараҫҫӗ, тупӑ патӗнче ӗҫлекен ҫыннисем унӑн-кунӑн кускаласа ҫӳреҫҫӗ.

Ездовые мордовали лошадей, около суетилась прислуга.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашкӑр, нимӗн тума аптранӑ пек пулса, пӗр самант хушши вырӑнтах кускаласа тӑчӗ.

Волк на минуту замялся, словно в нерешительности.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ай-яй-ай, тыт кунталла!.. — ҫӑвар туллин кӑшкӑрса ячӗ ҫыран хӗрринче кускаласа чупакан украинец, темӗн шутпала пуҫӗ ҫинчен туртса антарнӑ тилӗ тир ҫӗлӗкӗпе сулкаласа, Григорий, урӑм-сурӑм тискеррӗн ӑншӑртланса кайса, лашисене пӗр чарӑнмасӑр хӗтӗртме, кӑшкӑрашса хистеме пуҫларӗ.

А-а-яй, правь!.. — горланил, бегая по берегу, украинец и зачем-то махал сдернутым с головы лисьим треухом, Григорий в диком остервенении не переставая улюлюкал, понукал лошадей.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак картина халь чиркӳ стени ҫинче, сылтӑм енче ҫакӑнса тӑрать, унта вӑл хаяр суд пынӑ куна ӳкерсе кӑтартнӑ: святой Петр аллинче ҫӑраҫҫи, унпа вӑл шуйттана тамӑкран хӑваласа кӑларать; хӑраса ӳкнӗ шуйттанӗ, хӑй пӗтессе сиссе ӗнтӗ, ниҫта кайса кӗреймесӗр кускаласа ҫӳрет, халиччен тамӑкра асапланнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем ӑна пушӑпа, вут пуленккипе, алла мӗн лекнӗ ҫавӑнпа хӗне-хӗне хӑвалаҫҫӗ.

Намалеванная на стене церковной в правом притворе, в которой изобразил он святого Петра в день Страшного суда, с ключами в руках, изгонявшего из ада злого духа; испуганный черт метался во все стороны, предчувствуя свою погибель, а заключенные прежде грешники били и гоняли его кнутами, поленами и всем чем ни попало.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑл мана улталарӗ! — Митман каллех сиксе тӑчӗ, сӗтел умӗнче кускаласа илчӗ.

Он обманул меня! — Митман опять вскочил, заметался перед столом.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑт халь ӗнтӗ кускаласа ҫӳре».

Вот теперь и крутись!»

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫав вӑхӑтра вӗсен куҫӗ умӗнчех ярӑнса ҫӳрекен пӗчӗк «ҫӑмӑлттай» ача яка ҫулсем тӑрӑх каллӗ-маллӗ кускаласа, хӑйне мӗн пӗлме кирлине, пурне те тӗпчесе пӑхса тухать.

А между тем раскатывавший у них на глазах маленький беззаботный конькобежец шнырял взад и вперед по скользким дорожкам, высматривая все, что ему надо было узнать.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хӗрсем кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе урам тӑрӑх кускаласа ҫӳрени те аван мар.

Подумать только: бабы стадами начали разгуливать по улицам!

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Сылтӑмра ҫул тӑрӑх таҫта ҫитиех лавсем курӑнаҫҫӗ вӗсем тавра темле ҫынсем кускаласа ҫӳреҫҫӗ.

Направо по дороге далеко вперед тянулся обоз, около которого сновали какие-то люди.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Унӑн пичӗ вилнӗ ҫынӑнни пек шуралса кайрӗ, пит шӑмми айӗнче ҫаврашка мӑкӑльсем кускаласа илчӗҫ.

Лицо его мертвенно побелело, под скулами заходили крутые желваки.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗнер каҫхине эсӗ пӗр хӗр тавра мӗнле кускаласа ҫӳренине куртӑм эпӗ.

Видел я, как ты вчера вечером возле одной девчонки увивался.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лао-шуань кускаласа ҫеҫ ҫӳрет.

Старый Хуа суетился,

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Лапшиновӑн йӗнерленӗ ҫӑрха лаши урипе юра кукалет, ун тавра, хырӑмсалӑхне хытаркаласа, Любишкин кускаласа ҫӳрет.

Оседланный лапшиновский иноходец рыл ногою снег, а около топтался, подтягивая подпруги, Любишкин.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Амӑшӗ ун тавра какӑлтатса кускаласа ҫӳрет, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ Игнатенок вӑтанчӑклӑн кулса, хӗре кӗпе аркинчен тытса сӗтӗрет.

Возле нее металась и кудахтала мать, а Игнатенок, весь красный, смущенно улыбаясь, тянул девку за подол.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Беликов вӗчӗлтенсе кускаласа илнӗ те вӑр-вар тумланма тытӑннӑ, сӑн-питӗнчен пӑхсан, ун сехри хӑпни палӑрнӑ.

Беликов нервно засуетился и стал одеваться быстро, с выражением ужаса на лице.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Усал хӑрушлӑх пулнӑ, анчах вӑл, сивӗскер, шӑннӑ тимӗр пек пӗҫертекенскер, чӗрене пӑрлантарнӑ, ӳт-пӗве пӑчӑртаса лартнӑ, юн ҫӑтакан юр ҫине, юнланса пӗтнӗ питсем, алӑсем, тумтирсем ҫине, тата, чӗррисем хӑраса кускаласа ҫӳренӗ хушӑра, хӑрамалла канлӗн выртакан ҫын виллисем ҫине куҫсене чарса пӑрахса пӑхтарнӑ.

Был ужас, жгучий, как промёрзшее железо, он леденил сердце, стискивал тело и заставлял смотреть широко открытыми глазами на кровь, поглощавшую снег, на окровавленные лица, руки, одежды, на трупы, страшно спокойные в тревожной суете живых.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Иван Евсеич мӗшӗлтетсе тухать, генералӗ, хӑйне питҫӑмартинчен тытса, пӳлӗмӗсем тӑрӑх кускаласа ҫӳреме тытӑнать.

Иван Евсеич медленно вышел, а генерал схватил себя за щеку и заходил по комнатам.

Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.

Иван Матвеевич малтанхи кунне ӗҫе каймарӗ, ним канӑҫа пӗлмесӗр хула тӑрӑх кускаласа ҫӳрерӗ; хуларан таврӑнмассерен киле е пӗчӗк михӗ, е карҫинкке йӑтса таврӑнчӗ.

Иван Матвеевич накануне не ходил в должность, ездил как угорелый по городу и всякий раз приезжал домой то с кульком, то с корзиной.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Библиотекӑна кӗрсен, унта эпир уроксене хатӗрлентӗмӗр, вӑл ман тавра кускаласа ҫӳрерӗ.

Он просто завертелся, когда я вошел в библиотеку, где мы имели обыкновение учить уроки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней