Поиск
Шырав ĕçĕ:
Генерал тыткӑна лекнисен умӗнче чупкаласа, тискерӗн кӑшкӑрма тытӑнчӗ, вӑл кускаласа ҫӳренине кура, унӑн ӑшчикне пӗтӗмпех вут хыпса илнӗ тейӗн.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫав тумламсем курӑкӑн пурҫӑн пек ҫемҫе ҫулҫисем ҫинче, ҫӑмлӑ енче, тек каллӗ-маллӗ кускаласа ҫӳреҫҫӗ.Листок этой травы внутри мохнат и пушист, как бархат; и капли катаются по листку и не мочат его.
Курӑк ҫинчи сывлӑм шывӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Амӑшӗ те, лиска йытӑ пек, кунтах кускаласа ҫӳрет:
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хвеччис та, Турчӑка Кули арӑмӗ, ывӑлӗ ним каламасӑр-тумасӑр килне хӗр илсе килнипе хыпӑнса ӳкнӗскер, Динӑпа Виталий тавра кускаласа ҫӳрет: капла шӑтти-патти хӑтланнӑшӑн пӗрре, юратса, ывӑлне пыра-пыра хӑтӑрам пек тӑвать, тепре: «Пӗр-пӗрне килӗштеретӗр-тӗк, илсе кӗнӗскер, халь ӗнтӗ», тесе, Дина ҫумне пыра-пыра чӗвӗлтетет.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пуялко пуринчен те ытларах кускаласа ҫӳрет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫурмаутрав ҫинче пурте яланхи пекех пулса пынӑ темелле: кӑнтӑрла ҫынсем калле-маллӗ кускаласа ҫӳренӗ, пуртӑсемпе шакканӑ, каҫсенче кӑвайтсем ҫунтарнӑ.
Тӑшман таппа лекнӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Хӑрӑмланса хуралса пӗтнӗ вагонсем хушшинче мӑлатуксемпе е ытти инструментсемпе рабочисем кускаласа ҫӳренӗ; тимӗр сасси е вагонпа вагон сӗртӗннӗ чухнехи сасӑсем илтӗнсе тӑнӑ.
4 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Пӗр ултӑ дюйм хулӑнӑш бомба пек шупка-кӑвакрах ҫап-ҫутӑ шар ерипен пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна пӳске пек кускаласа ҫӳрет, апат-ҫимӗҫ хунӑ михӗсем ҫине сиксе улӑхрӗ, ерипен шуса анчӗ, сиккелесе пычӗ те тар тултарса хунӑ ешчӗке пырса сӗртӗнчӗ.
XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Фабрикӑра лӑпкӑ марччӗ, рабочисем ушкӑн-ушкӑн пухӑнса, шӑппӑн тем ҫинчен калаҫаҫҫӗ, пур ҫӗрте те тем пирки пӑшӑрханнӑ мастерсем кускаласа ҫӳреҫҫӗ, хутран-ситрен усал сӑмахсемпе вӑрҫни, тарӑхса кулни илтӗнет.
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Эпӗ хамӑр тавра кускаласа ҫӳрекен арҫын ачана старик сисиччен виҫӗ тенкӗ тыттартӑм та, лешӗ, хӑйӗн мӗн тумаллине тӳрех тавҫӑрса илнӗскер, магазин алӑкӗнчен кӗрсе те кайрӗ.
Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Тумлам тавра тин кӑна унӑн йӗмне якатнӑ рубельникпе кускаласа.Охаживая Каплю рубельником, которым еще недавно тщательно выглаживала его штаны.
Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ӑсне ҫухатнӑ пекех Паганель палуба тӑрӑх кускаласа ҫӳрет; пуҫне вӑл аллисемпе ярса тытать, ҫӳҫне тӑпӑлтарать.Паганель заметался по палубе, как безумный; он сжимал голову руками и рвал на себе волосы.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Жандармери разъезчӗсем васкаса кускаласа ҫӳреҫҫӗ, часовойсене пилӗк хут ытларах нумайлатнӑ, сых ятне варсене резервсем пытарса тӑратнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫавӑнтах тата тарласа йӗп-йӗпе: шыва ӳкнӗ Баранкин фанерӑран тунӑ танк башни ҫине юлашки пӑтисене ҫапа-ҫапа лартать, ҫӑмӑлттай Иоська ун тавра кускаласа, сиккелесе, ӑна мухтакаласа, ятлаҫса илет, ӑна васкаткалать, мӗншӗн тесен танка тата сӑрласа лартма ӗлкӗрмелле пулнӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Хыпӑнса ӳкнӗ атаман, хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илме тивӗҫлӗ хисеплӗ стариксене шыранӑ май, халӑх ушкӑнӗ хушшинче кускаласа ҫӳрерӗ, ӑнсӑртран Пантелей Прокофьевич курӑнса кайсан, хӗпӗртесех ун ҫумне ҫулӑхрӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Тархасшӑн! — чӗннӗ Игнат Савельевич, урапа патӗнче ҫамрӑк ҫын пек кускаласа.— Милости прошу! — по-молодому суетясь возле брички, приглашал Игнат Савельевич.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун хула хавалӗпе ҫӗленӗ чечеклӗ платйин арки патӗнче кушак ҫури ҫӑмха пек кускаласа ҫӳрет.У подола ее цветастого, сшитого по городской моде платья крутился котенок.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Аникей, асӑрха-ха ман лашана, — каласа хӑварчӗ вӑл учӗ патӗнче кускаласа ҫӳрекен Аникушкӑна.— Аникей, пригляди за моим конем, — попросил он топтавшегося у лошадей Аникушку.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Прохор текех кускаласа ҫӳренӗ, вӑл йывӑҫ юхтарса курнӑ ҫын иккенне пурте ӑнланнӑ, кунта Прохор пулман пулсан, ҫак шурӑмпуҫ ҫутипе хӗрелнӗ ҫӳллӗ шаршансем патне пӗри те пыма пӗлес ҫукчӗ.
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Перекенсем патӗнче Гришатка кускаласа ҫӳрет.
Ҫӗлӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.