Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кукӑрӑлса (тĕпĕ: кукӑрӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑка ҫаклатмалли ҫекӗл кукӑрӑлса кайнӑччӗ, ӑна тул енчен кӑранташ е пӳрне чиксе ярса ҫӑмӑллӑнах уҫма май пур.

Крючок был изогнутый, слабенький, и его легко можно было открыть снаружи, просунув карандаш или даже палец.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Ун куҫӗ умӗнче ӑнланмалла мар ӗҫ пулса иртрӗ: подъезд умне кӳме ҫитсе чарӑнчӗ, унӑн алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ, кӳмерен мундир тӑхӑннӑ пӗр господин кукӑрӑлса тухрӗ те пусма тӑрӑх чупса хӑпарса кайрӗ.

В глазах его произошло явление неизъяснимое: перед подъездом остановилась карета; дверцы отворились; выпрыгнул, согнувшись, господин в мундире и побежал вверх по лестнице.

II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

Алӑ кукӑрӑлса ларсан?

А если рука станет кривая?

Слива вӑрри // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 79–83 с.

Канӑҫсӑррӑн чӑкӑл-чакӑл чӗвӗлтетсе, пӗр ушкӑн шӑнкӑрчӑ уҫланкӑна анса ларма тӑчӗ, анчах, ҫынсене курсан, вӗҫнӗ ҫӗртех хура пӑяв пек кукӑрӑлса илсе, ҫӳлелле ыткӑнса хӑпарчӗ.

Оживленно щебечущая стайка скворцов снизилась над поляной, но, завидев людей, взмыла вверх, сворачиваясь на лету черным жгутом.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн ҫӗре перӗнес пек кукӑрӑлса ларнӑ пӗчӗкҫӗ пӳне аса илсе, Дуняшка кулса ячӗ:

Дуняшка, вспомнив ее крохотную, согнутую до земли фигурку, рассмеялась:

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл сӗвек тӑвайккипе кукӑрӑлса иртет, тип ҫырманалла анса кайса, татах сӑрталла улӑхать.

Она вилась по изволоку, спускалась в балку, снова поднималась на гребень бугра.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗрин тахҫантарах ӳкнӗ сылтӑм мӑйраки ҫамки ҫинелле чалӑшшӑн кукӑрӑлса ӳснӗ.

У одного из них правый рог был когда-то надломлен и рос, косо ниспадая на лоб.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лизӑ шаль тутӑрне пуҫӗ ҫинчен ерипен туртса антарчӗ, янах айӗнчи тӗввине салтасшӑн пулчӗ, анчах шӑнса, кукӑрӑлса ларнӑ пӳрнисем салтаймарӗҫ.

Лиза лепиво стянула шаль, хотела развязать у подбородка узел платка, по скрюченные, онемевшие пальцы не слушались.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ку ӗмӗрне те ҫӑвар уҫса пӗр сӑмах каламасть, сасӑлама вӑхӑт ҫитсен, Лузгин ҫине пӑхса илет те хӑйӗн нумай ҫулсем хушши ӗне суса пӳрнисем хытса, кукӑрӑлса ларнӑ кӗре тӗслӗ хыткан аллине ҫӗклет.

Эта сроду слова не скажет, а как дойдет до голосования, взглянет на Лузгина и поднимет свою сухую, смуглую руку с жесткими, полусогнутыми от многолетней дойки пальцами.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кунти тӑмлӑ тӑпраллӑ хытӑ ҫӗрӗн пӗчӗкҫӗ лаптӑкӗсенче казаксен кил-ҫурчӗсем, утравсем ҫинчи пек сайран ларса тухнӑ, ҫапӑ сарнӑ урамӗсемпе тӑкӑрлӑкӗсем иртсе ҫӳремелле мар путлӑхлӑ лачака тӑрӑх кукӑрӑлса тӑсӑлаҫҫӗ.

Редкие казачьи дворы, словно на островах, угнездились на крохотных участках твердой супесной земли, а замощенные хворостом улицы и проулки были проложены по невылазной болотистой топи.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан, ывӑлне ҫӗре чикнӗ масар тӗмески ҫинче тӑм типсе хытӑрканӑ хыҫҫӑн, вӑл, ватӑлса кайнӑскер, амӑшӗн лӑпланма пӗлми хуйхи-суйхине пула кӗлеткипе кукӑрӑлса пӗкӗрӗлнӗскер, чиркӗве ҫӳреме, хӑйӗн «пуҫне ҫинӗ» Ванюкне е Ҫумккине асӑнса кӗлтутарма пуҫлӗ.

А потом, когда похоронят и засохнет глина на могилке, станет состарившаяся, пригнутая к земле материнским неусыпным горем, ходить в церковь, поминать своего «убиенного» Ванюшку либо Семушку.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисен батарейи, хирти йӗтем ҫинче маскировка туса, сылтӑм ҫыран хӗрринче пухӑнакан повстанецсем ҫине Крутовскинчен Дон ҫумӗпе кӑнтӑралла кукӑрӑлса кӗрекен ту юппинчен кашни кун ир пуҫласа каҫчен тупӑсемпе персе тӑрса Мускав полкне пулӑшрӗ, унтан Дон леш енче вырнаҫнӑ Елански хуторӗ ҫине снарядсем тӑкма тапратрӗ.

С гористой отножины обдонского отрога, что лежит от Крутовского на юг, красная батарея, маскируясь на полевом гумне, ежедневно с утра до вечера обстреливала скоплявшихся на буграх правобережья повстанцев, поддерживая цепи Московского полка, потом переносила огонь и сеяла его по хутору Еланскому, расположенному по ту сторону Дона.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Колонна, майӗпен кукӑрӑлса, сӑрт ҫине улӑхать, Усть-Медведица енчен тапӑнса килекен тӑшмана тӗл пулас тата ҫапӑҫусенче ывӑнса ҫитнӗ еланецсене пулӑшас майпа ҫурҫӗрелле, Еланскипе Усть-Хопер станицисен чиккинелле каять.

Колонна, медленно извиваясь, поднималась в гору, уходила на север, на грань Еланского и Усть-Хоперского юртов, чтобы там встретить наступающего от Усть-Медведицы противника и помочь изнемогавшим в борьбе еланцам.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Инҫетри сӑрт айлӑмӗнче, кӑваккӑн курӑнса, кӑнтӑр хӗвелтухӑҫнелле Токин хуторӗн уничисем кукӑрӑлса кӗреҫҫӗ.

Вдали под склоном синели, уходя на юго-восток широким зигзагом, токийские левады.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫывӑхра ҫул айккинчи хытхура тӗмӗсем, тикӗс мар сӑртсем, шӑртланчӑк тип ҫырмасем хирӗҫ килнӗ пек курӑнаҫҫӗ, аякра, ҫунапа тан шуса, юрлӑ хирсем кӑнтӑралла кукӑрӑлса куҫаҫҫӗ.

Вблизи бурьяны над дорогой, холмистая зыбь, щетинистые буераки наплывали навстречу, а дальше снежные поля, кружась, шли на юг вровень с санями.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫул шыв тулнӑ кӳлленчӗк патӗнчен ҫаврӑнса иртет, унтан мур курӑкӗпе ҫӳҫе тӗмесем пусса илнӗ варсене чӑмса кӗрет, улӑх тӑрӑх кукӑрӑлса чупать.

Дорога обегала залитые водой музги, ныряла в лощинки, поросшие молодой кугой и талами, вилюжилась по лугу.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫеҫен хир тӑрӑх кӑвак тӗтре упаленсе шӑвать, тип варсенче йӑсӑрланать, тарӑн ҫырмасене кукӑрӑлса кӗрет, чӑнкӑ ҫырансен хӗррисене ҫуласа куҫать.

Туман пенился в степи, клубился в балках, ник в падинах, лизал отроги яров.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сулахайра симӗс пӑрлӑ Свяшоха кукӑрӑлса выртать, сылтӑмра пӗчӗкҫӗ хуторсемпе нимӗҫ колонийӗсем тӗтреленсе сапаланнӑ, сӑрт хыҫӗнчерех, тӗссӗр кӑвак мӗлке пек, Терновски станица мӑкӑрӑлса ларать.

Влево синела Свинюха, вправо туманными пятнами пластались хуторки и немецкие колонии, за изгибом голубела Терновская.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лавсен пуҫӗ сӑрт ҫине хӑпарса ҫитме пуҫланӑ, хӳри айлӑмра кукӑрӑлса пырать.

Голова обоза выползала на пригорок, а хвост изгибался по ложбине.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Шыв кукӑрӑлса кайнӑран вӑл…

— Это ж река завернула…

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней