Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӑмахран, капитанпа унӑн помощникӗн каютинче эпӗ чернил, темиҫе перо, хут, виҫ-тӑватӑ компас, хӑшпӗр астрономи приборӗсем, инҫете пӑхмалли трубасем, географи картисем, карап журналӗ тупрӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Сӗм тӗттӗм тӳпере тӑрна картисем, йынӑшса, таҫта чӗнсе, шуҫӑм киличченех шавларӗҫ, тенкел ҫинче пӗкӗрелнӗ Ҫӑрттан мучи шуҫӑм киличченех куҫ хупмасӑр, ассӑн сывласа, сӑх-сӑхса, макӑрса ларчӗ…
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ирхи апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ хыҫҫӑн хутор ҫинче ҫаплах кизекӗн йӳҫӗкрех тӗтӗмӗ ҫакӑнса тӑрать, вӑшӑл-вӑшӑл вӗрекен ҫил ҫул ҫинчи чечеке ларнӑ мӑянӑн тутлӑ шӑршине хумхатать, выльӑх картисем тӗлӗпе иртсе пыракан мучи хӑй ачаранпах пӗлекен ӗне тислӗкӗпе сӗт шӑрши ҫапнине туять.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кута сахал-ха: Яков Лукич кирпӗч хатӗрлемелли пысӑк мар завод пекки те туса лартма сӗнчӗ тата кунашкал ӗҫ тупӑшлӑ пуласси пирки иккӗленсе тӑракан Аркашка Менока ҫапла каласа ӗнентерчӗ: капитальнӑй витесемпе вӑкӑр картисем тума районран, ҫирӗм сакӑр километртан кирпӗч турттарса килнинчен, ҫитменнине тата ҫӗрӗшне тӑватӑ тенкӗ те аллӑшар пус тӳлесе илнинчен, колхозрах кирпӗч туни нумай пайта кӳрет, имӗш.
38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Уйрӑмах ҫӗтӗк пир таткисем евӗрлӗ эрешмен картисем сырӑннӑ кӗтессенче тусан питӗ нумай.Особенно много было ее в углах на паутине, висевшей грязными тряпками.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Хӑмӑр ҫулӑм тӗтереҫҫӗ хура пӗлӗт картисем.
Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.
Вӑрҫӑчченхи пек хӳмесемпе пахча картисем пӗрлешсе тӑмаҫҫӗ.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломов та кунта ҫавнашкалах, диван ҫинче хускалми ларнӑ хушӑрах, йӑлт курать; такам уншӑн тӑрӑшса ҫивӗччӗн чупкалать; ыран хӗвел тухмӗ, пӗлӗте тӑвӑл хуплӗ, тӗнче тӑрӑх тӑвӑллӑ ҫил тустарса ҫӳрӗ, ҫапах Обломов сӗтелӗ ҫинче яшка та шарккух та пулӗ, ҫапах унӑн кӗпе-йӗмӗ таса та ҫӗнӗ пулӗ, ҫапах стена ҫинче эрешмен картисем пулмӗҫ, — Обломов ҫакна кам тунине пӗлмӗ те, хӑйшӗн мӗн тӑвас килни ҫинчен те шутлама ӳркенӗ, анчах вӑл мӗне кӑмӑлланине Агафья Матвеевна сисӗ те сӑмси умнех илсе пырса парӗ, Захар пек чӑртмаххӑн мар, пылчӑклӑ алӑсемпе мар, хаваслӑн та йӑвашшӑн пӑхса, чӗререн парӑннӑ туйӑмпа кулкаласа, ҫара чавсаллӑ таса та шурӑ аллисемпе илсе пырса парӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халачӗ те ӑна ирсӗррӗн, Захар та чӑтма ҫук айван пек, тусанпа эрешмен картисем те чӑтмалла мар пек туйӑнчӗҫ.И халат показался ему противен, и Захар глуп и невыносим, и пыль с паутиной нестерпима.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Ну, тӑванӑм, эсӗ манран та ытларах Обломов иккен», тесе шухӑшларӗ пулас улпут, Захар вара кӑшт ҫеҫ ҫапларах шухӑшларӗ: «Суятӑн! Эсӗ ӑслӑ та мӗскӗн сӑмахсем калама ҫеҫ ӑста, тусанпа эрешмен картисем пирки сан ӗҫӳ те ҫук».
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Стенасем ҫинче тусан тата, эрешмен картисем тата?..
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Стенасем ҫинче, картинӑсем таврашӗнче, чечек ярӑмӗсем пек, тусанлӑ эрешмен картисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; тӗкӗрсем ҫине тусан ларнӑран сӑн курӑнмасть, мӗн те пулин манасран, вӗсем ҫине пӳрнепе йӗрлесе, ҫырса хума пулать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Михаил вӗсене хӑвӑрт шутлама хӑнӑхтарнӑ, географи картисем тума вӗрентнӗ.Михаил Васильевич учил их быстрому счету, показывал, как чертить географические карты.
Тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кунта ҫӗр пулмалла иккенӗ ӗлӗк те паллӑччӗ: сӑмахран 1912-мӗш ҫулхине августра эпир кунта темӗн чухлӗ кайӑк-кӑвакал картисем курнӑччӗ, вӗсем ҫурҫӗртен хӗвелтухӑҫнелле, кӑнтӑртан хӗвеланӑҫ енне вӗҫетчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Катара ахаль те нӳрлӗччӗ, ҫитменнине тата иртнӗ кунсенче ҫеҫ ҫумӑр ҫуса иртнӗ — пур ҫӗрте те туратсем ҫинче, йывӑрланнипе чӗтренсе тӑракан эрешмен картисем ҫинче шултра тумламсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ те патлата-патлата ӳкеҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӗнтӗ сывлӑшра, кӗрхи евӗрлех, эрешмен картисем те вӗҫкелеҫҫӗ, вӗсене курсан сывлӑшра темӗнле витер курӑнакан тӳремҫисем хӑйсен ҫутӑ хӗррисемпе йӑлтӑртата-йӑлтӑртата, пӗр-пӗрин урлӑ каҫса ҫӳренӗн туйӑнать.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӗвелтухӑҫӗнче шуҫӑм йӑлтӑртатнӑ; ылттӑнӑн курӑнакан пӗлӗтсен картисем, патша тарҫисем патшана кӗтнӗ пек, хӗвеле кӗтнӗн туйӑннӑ; тӑрӑ пӗлӗт, ирхи уҫӑ сывлӑш, сывлӑм, йӑваш ҫил тата вӗҫен кайӑксем юрлани Лиза чӗрине пӗчӗк ача чӗрине савӑнтарнӑ пек савӑнтарнӑ; кама та пулсан палланӑ ҫынна тӗл пулас марччӗ тесе, вӑл утса мар, вӗҫсе пынӑ пек кайнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫавӑнпа та сӑмахсем ӑна питӗ тутлӑ маррӑн туйӑнма пуҫланӑ; вӑл кирек ӑҫталла кайма ҫаврӑнса пӑхсан та, ӑна цивилизаци сӑнчӑрӗсемпе картисем тыткӑнра тытса усранӑ.
35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫӑра курӑк ӳссе ларнӑ пӳлӗм, урайӗ-мӗнӗ те, штукатурки те ҫук, кӑмаки ҫурри ишӗлсе пӗтнӗ; чӳречисем кантӑксӑр, пусми ҫӗрӗк; пур ҫӗрте те татӑк-кӗсӗк эрешмен картисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пур ҫӗрте те татӑлса-таткаланса пӗтнӗ эрешмен картисем вылянса ялтӑраҫҫӗ.
Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/