Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

калаҫасса (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна кирек ӑҫта, кирек хӑҫан тӗл пулсан та вӑл чи малтанхи сӑмахсенчех калаҫасса чи кирли ҫинчен хускатать, ун пирки иккӗленесси те ҫук, мӗншӗн тесен пирӗн туслӑх та чи кирли ҫинчен калаҫнипе тытӑнса тӑратчӗ, хамӑр ҫинчен калаҫма эпир аса та илмен.

Где и когда бы мы ни встречались, с первого слова он начинал рассказывать о том, что сейчас было для него самым главным, без сомнения потому, что наш интерес друг к другу всегда основывался на «самом главном» и мало касался личных или служебных дел.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вырӑс музейӗпе калаҫасса кӗтеттӗм эпӗ.

Я ждала звонка из Русского музея.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ромашка малтан хам сӑмах пуҫласа калаҫасса ӗмӗтленчӗ.

Он надеялся, что я первый начну разговор.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Калаҫасса майӗперех калаҫсан лайӑхрах та тухнӑ пулӗччӗ.

Пожалуй, он мог бы говорить не так громко.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Гриша Фабер каланӑ тӑрӑх, ку ӗнтӗ чӑн-чӑн пысӑк театр пулмалла пек, актерӗсем унта пурте чаплӑ шурӑ гетрсемпе ҫӳреҫҫӗ, калаҫасса та шавлӑ та лайӑх калаҫаҫҫӗ.

Если судить по Грише Фаберу, можно было представить, что это большой, настоящий театр, в котором все актёры носят такие же шикарные белые гетры и так же громко, хорошо говорят.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Калаҫасса та… хулӑм саспа калаҫма хӑтлансан та, сасси ҫинҫе тухнӑ.

И говорил писклявым голосом, хотя и старался басить.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Калаҫасса вӑл васкамасӑр калаҫать, тӗплӗн каласа парать, хӗрарӑмсем вара ӑна тӗлӗнсе итлеҫҫӗ.

Он говорил медленно, подробно, и женщины слушали его с каким-то напряженным благоговением.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Калаҫасса вӑл вирлӗн шӑлса тата йӑлӑхтармалла мар калаҫать.

Разговор его был остер и занимателен.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Калаҫасса хӑвӑрт калаҫать, сӑмахӗсене ытла эрешлентерме юратать: пурнӑҫра май килнӗ чух кирек хӑш самантра та калама юрӑхлӑ хатӗр ҫивчӗ сӑмахсемпе калаҫаканнисенчен пӗри ӗнтӗ вӑл, ун пек ҫынсене чӑн-чӑн илемлӗх нимӗн чухлӗ те хускатмасть, вӗсем хӑйсене хӑйсем пысӑка хурса, хӑйсен калама ҫук пысӑк туйӑм пур пек, кӑмӑлӗ хӗрсе тӑнӑ пек, акӑш-амакӑш хуйхӑ-суйхӑ чӑтса ирттернӗ пек тыткалаҫҫӗ хӑйсене.

Говорит он скоро и вычурно: он из тех людей, которые на все случаи жизни имеют готовые пышные фразы, которых просто прекрасное не трогает и которые важно драпируются в необыкновенные чувства, возвышенные страсти и исключительные страдания.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑйсен куҫӗсем пӗр-пӗринпе тӗл пулсан, вӗсем иккӗшӗ те хӗрелчӗҫ, тӗксӗмленнӗ пек пулчӗҫ, айккинелле пӑхрӗҫ, калаҫасса иккӗшӗ те Мересьев урлӑ ҫеҫ калаҫрӗҫ.

Когда же взгляды их встречались, они оба краснели, хмурились, отворачивались друг от друга, причем оба вели разговор только через Мересьева, друг к другу не обращались.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

«Епле-ха улпута чураран уйӑрса илеймӗн. Тумланасса та урӑхла тумланнӑ, калаҫасса та урӑхла калаҫатӑн, йыттуна та пирӗн пек йыхӑрмастӑн», — тенӗ Лиза.

«Да как же барина с слугой не распознать? И одет-то не так, и баишь иначе, и собаку-то кличешь не по-нашему».

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Карчӑксем иккӗшӗ тӗл пулса калаҫасса Глухов старик пӗлнӗ, анчах та калаҫу мӗнпе вӗҫленессе — чухласах ҫитереймен.

Старик Глухов знал, что разговор у старух состоится, но какой – не ведал.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Ҫӗнӗ ҫул, професси уявӗ - Энергетик кунӗ - ҫывхарнине кура журналистсем ку тӗлпулура «Т Плюс» ПАОн вӗҫленсе пыракан ҫулталӑкри ҫитӗнӗвӗсем пирки калаҫасса кӗтнӗччӗ пуль.

Помоги переводом

«Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр», Анчах «лару-тӑру питӗ ҫивӗч» // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

31. Ҫӳлтен Килекенни пуринчен те аслӑ; ҫӗр ҫинче ҫурални — ҫӗр ҫинчиех, калаҫасса та вӑл ҫӗр ҫинчи пек калаҫать; тӳперен Килекенни пуринчен те аслӑ.

31. Приходящий свыше и есть выше всех; а сущий от земли земной и есть и говорит, как сущий от земли; Приходящий с небес есть выше всех,

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Халӗ ӗнтӗ эсир пурне те — ҫилле, хаярлӑха, усаллӑха, ҫынна хӑртасса, ирсӗр сӑмах калаҫасса — пӑрахӑр; 9. пӗр-пӗрин ҫинчен ан суеҫтерӗр, эсир ӗнтӗ, кивӗ этемлӗхе ӗҫӗ-мӗнӗпех пӑрахса, 10. ҫӗнӗ этем пулнӑ, Турра пӗлсе ҫитмешкӗн, хӑйне Пултараканӗ евӗрлӗ пулмашкӑн вӑл ҫӗнелсе пырать.

8. А теперь вы отложите все: гнев, ярость, злобу, злоречие, сквернословие уст ваших; 9. не говорите лжи друг другу, совлекшись ветхого человека с делами его 10. и облекшись в нового, который обновляется в познании по образу Создавшего его,

Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Манӑн сире ҫырса ямалли нумай та, анчах хут ҫине хурапа ҫырса ярассӑм килмест; сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе, эпӗ хам сирӗн пата пырса куҫа-куҫӑн калаҫасса ӗмӗтленсе тӑратӑп.

12. Многое имею писать вам, но не хочу на бумаге чернилами, а надеюсь придти к вам и говорить устами к устам, чтобы радость ваша была полна.

2 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл харсӑр та хӑюллӑ, калаҫасса та ӑслӑ-тӑнлӑ калаҫать, тата кӗрнеклӗ, Ҫӳлхуҫапа пӗрле ҫӳрекен ҫын вӑл, тенӗ.

человека храброго и воинственного, и разумного в речах и видного собою, и Господь с ним.

1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней