Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл лӑпкӑн, майӗпе утать, калаҫасса ерипен, кӑмӑллӑн кулса калаҫать, савӑнӑҫлӑ куҫӗсем чакӑр.Движения у нее были плавные, спокойные, говорила она тихо; глаза серые, веселые.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Бунчук калаҫасса та темле урӑхларах, сӑмаха вӗҫне ҫити каламасӑр, ҫирӗп тута хӗрринчен хӗсӗнсе тухакан кулӑпа кулкаласа, калаҫать, — ку этем пӗр хӑй ҫеҫ пӗлсе тӑракан чӑнлӑхран кукӑр-макӑр тавра сукмакпа иртсе каять тейӗн.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Калаҫасса татӑкӑн-татӑкӑн, кӑшт ҫеҫ систерсе калаҫать: эсир ӑна йӑлтах пӗлетӗр, астӑватӑр, каласа пӗтерменнине хӑвӑрах ӑнланма, каласа пӗтерме пултаратӑр, тенӗ пек ӗнтӗ.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫавна пула ӗнтӗ эпӗ асапланатӑп, ӑна никам та пӗлмест, калаҫасса вара, хайхи леш барыньӑ евӗр, ухмахла ҫеҫ калаҫаҫҫӗ.От этого-то меня и мучает то, что никто этого не знает, а говорят такие глупости, как вон та барыня.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Калаҫасса та кӗскен калаҫма пуҫларӗҫ:
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Халь ӗнтӗ Андрей кирек мӗн ҫине те васкарах, шӑтарасла пӑха-пӑха илет, калаҫасса та хытӑраххӑн, хӑш-пӗр чух тата харкашса илнӗ пекрех те калаҫать.Поглядывал теперь Андрей на все торопливо, чуть колюче и разговаривал резко, а иногда и ворчливо.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑйсем пылчӑк ҫийӗпе ывӑннӑ пек утса пыраҫҫӗ, анчах калаҫасса хӗрӳллӗн, савӑнӑҫлӑн калаҫаҫҫӗ.Тащились они по грязи устало, но разговаривали оживленно, радостно.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чи малтан унпа ҫар командующийӗ калаҫрӗ, унтан вара Бородин генерал-майор, — унпа калаҫасса ӗнтӗ Озеров пачах кӗтменччӗ.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫак улшӑнусем ҫине-ҫинех палӑра пуҫланӑ: халичченхи пек, йӑпӑр-япӑрах ӳкӗте кӗмен вӑл, йӑвашах та пулман, юлташӗсем хушшинче хӑйне хӑй хӑюллӑрах тыткаланӑ, калаҫасса ҫине тӑрса, хӑш-пӗр чух тата чӑрсӑртарах та калаҫнӑ, пур ӗҫе те вӑр-вар, ҫине тӑрса, хыпкаланса тунӑ, — хӑйӗн чунӗнче майӗпен капланса пынӑ тӑвӑл ӑна пӗрмаях ҫӗклентерсе пынӑ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Калаҫасса вӑл хыттӑн калаҫать.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Калаҫасса та хытӑ калаҫмасть.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Калаҫасса та хӑвӑрт калаҫрӗ.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах иккӗшӗ те — командир та, комиссар та — хӑйсене пит лӑпкӑ та ӗҫченлӗ тыткалаҫҫӗ; калаҫасса та, кашни кун — кама чул стена купалама, кама улма шуратма е сухари суйлама заданисем панӑ чухнехи пек, васкамасӑр сӑмахлаҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл пуринчен ытла чӗнмесӗр ирттерсе янӑ, калаҫасса та пӗр сыпӑклӑ сӑмахсемпе ҫеҫ калаҫкаланӑ.Он больше отмалчивался, а если и отвечал, то крайне односложно.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эсӗ калаҫасса калаҫ та, анчах ытлашши ан палка…
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тӳрӗ пичӗ ҫинче вӑйпа хӗсӗнтерчӗ кӑларнӑ шупка кулӑччӗ, калаҫасса вӑл, хайне яланчӑкла тытасшӑн тӑрӑшрӗ пулин те, йӑпӑлчаклӑрах, ҫураҫтаруллӑ сасӑпа калаҫрӗ:
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Калаҫасса та мӗнле йӗрӗнчӗк калаҫать, — шухӑшларӗ Ромашов.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Калаҫасса вӑл лӑпкӑнах калаҫать темелле, анчах мӗнпуринчен уйрӑм, дивизийӗпех палӑрса тӑракан сассин кашни кукрашкиех, — сӑмах май каласан, службӑри хӑйӗн пӗтӗм карьерине вӑл шӑпах ҫавна пула турӗ, — тем пысӑкӑш плацӑн чи аякри вырӑнӗсенче кӑна мар, шоссе ҫинче те янках илтӗнет.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Калаҫасса та мучи питӗ сивӗ ҫанталӑкра калаҫнӑ пек калаҫрӗ — сыпӑкӑн-сыпӑкӑн, ҫӑварне йӗркеллӗн уҫмасӑр; тути шӑннӑ чухнехи евӗрлӗн, час-часах такӑнчӗ вӑл, тутапа каламалли хупӑ сасӑсене те йӗркеллӗн кӑлараймарӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Мойсей Мойсеич куласса кулчӗ-ха, калаҫасса калаҫрӗ, хӑй вара пурпӗрех хӑраса та шанӑҫсӑррӑн Соломон ҫине пӑха-пӑха илчӗ.Мойсей Мойсеич смеялся и говорил, а сам между тем пугливо и подозрительно посматривал на Соломона.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.