Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ӗнтӗ халь куҫҫульне шӑлса типӗтнӗ те йӑл кулӑпа ҫиҫет.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
«Вӗлерсен» теесшӗнччӗ вӑл, тутисем те ҫапла калассӑн туртӑнса илчӗҫ те, вӑл сасартӑк ача пек йӑл! кулса ячӗ.Он хотел сказать «убьют», даже губы сложил, и вдруг улыбнулся по-детски.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ҫитет пуль ӗнтӗ, — щеткине ҫӑварӗнчен кӑларса, Амеда йӑл кулса ӳкӗтлет Курбан.— Уже было довольно, — умоляюще глядя на Амеда, говорил Курбан.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан карма ҫӑвар пек юрласа ячӗ: «Карчӑк карчӑк — карчамас, пӗр сӑмах та шарламасть. Аса илет — йӑл кулать, каласассӑн — ял кулать!»
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ирина Михайловна куҫӗсем йӑл кулчӗҫ, анчах сӑн-пичӗ улшӑнмарӗ, ҫав ҫавах юлчӗ.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Юлашки сӑмахӗсем ҫинче вӑл кӑмӑллӑн йӑл кулса ячӗ, калӑн ҫав — авалхи тусӗ Бирюкова Устя унӑн куҫӗ умне, чиперех тухса тӑчӗ, тесе, вара ҫак калама ҫук лайӑх хӗр ача ҫинчен вӑл темӗскер ырӑ япала, хӑй анчах пӗлнине, аса илчӗ, тесе.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ҫуралнӑранпа та пӗрремӗш хут кӑна, — терӗ вӑл, хӑйпе хӑй ҫырлахнӑ май, йӑл кулса: — ку вара банкпа штосран лайӑхрах.— В первый раз от роду, — отвечал он, самодовольно улыбаясь, — это лучше банка и штосса.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗрхеннӗ кӑмӑлпа пайтахчен пӑхса тӑтӑм ун ҫине, ҫак самантрах акӑ унӑн ҫӳхе тутисем аран-аран палӑрмалла йӑл кулса илчӗҫ, хам та пӗлместӗп вара, темшӗн ҫавӑ ман кӑмӑла питех те хуҫрӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Григорий Александрович йӑл кулса илчӗ те шӑхӑрса юрлам пек турӗ.— Григорий Александрович улыбнулся и стал насвистывать марш.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кала-ха, кӑштах та пулин хаваслӑрах пулӑн-и? — Бэла, хӑйӗн хура куҫне унӑн куҫӗнчен илмесӗр, шухӑша кайса тӑчӗ, унтан вара, ачашшӑн йӑл кулса, унпа килӗшнӗ пек пуҫне тайрӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл тепӗр хут йӑл кулса ячӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Алексей таса эрнекун ячӗпе тупа туса илнӗ, анчах лешӗ йӑл кулса янӑ та малалла калама чарнӑ.Алексей поклялся было ей святою пятницею, но она с улыбкой остановила его.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл хӗпӗртесе савӑннине кура Акулина та йӑл кулса янӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӗсем ман ҫине пӑхса кӑмӑллӑн йӑл кулаҫҫӗ, эпӗ вӗсем ҫине пӑхса кулатӑп, мана такам темскер пӑшӑлтатса калать, камне — пӗлместӗп, эпӗ такамӑн аллине чӑмӑртатӑп, вӑл кам алли пулнине пӗлместӗп…Они улыбаются тебе, ты им, кто-то что-то шепчет тебе, ты жмешь кому-то руку, не зная кому…
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах Ваня хурарах мӑйӑхсем витӗр Сталин хӑйӗн тӑван ашшӗ пек кӑмӑллӑн йӑл кулнине курнӑ та, ӑна вӑл:Но Ваня видел как сквозь черноватые усы Сталин по-доброму как родной отец улыбался:
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Ара ку эпӗ вӗт, Ваня, пӗчӗк кӗтӳҫӗ, — терӗ ача йӑл кулса.– Это же я, Ваня, пастушок, – сказал мальчик, широко улыбаясь.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӗсем Биденкопа иккӗшӗ пӗр-пӗрин ҫине йӑл кулса пӑхса илчӗҫ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Хаклӑрах мар-и? — тенӗ вӑл йӑл кулса.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Япала довольствийӗ, — терӗ Биденко йӑл кулса.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Чим-ха, пӗчӗк кӗтӳҫ, — пӗтӗм кӑмӑлтан йӑл кулса каларӗ Горбунов.– Погоди, пастушок, – сияя общей улыбкой команды разведчиков, сказал Горбунов.
12 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948