Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Кӗл чечексем

Автор: Валентина Элиме

Источник: Килти архив

Добавлен: 2019.09.25 14:38

Предложений: 143; Слово: 1364

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Семья

Аннене…

Пӑт! пӑт! пӑт! шапӑртатсах юхать пӳрт тӑрринчен тумла. Сивӗ йӗрет. Хӗл ашшӗ-амӑшӗнчен ҫӗтсе юлнӑ пӗчӗк ача пек хутланса ларнӑ та мӗскӗннӗн макӑрать. Кӑнтӑрла хӗвел самаях хӗрӳленет пулсан та каҫпа ҫав-ҫавах сивӗ хуҫаланать-ха. Вӑл ӗнтӗ халь куҫҫульне шӑлса типӗтнӗ те йӑл кулӑпа ҫиҫет. Анчах тепӗр кунне каллех куҫҫулӗ шӑпӑртатать унӑн.

Ҫур пуҫламӑшӗ ҫеҫ пулин те вӑл кашни утӑмра сисӗнсе тӑрать. Ав, кӳлленчӗксем те нумайланнӑ. Утатӑн хӑвна май, чӗрӗле пуҫланӑ ҫутҫанталӑкпа киленсе пыратӑн, ҫав самантра е хӑв пӗр-пӗр кӳлленчӗке кӗрсе каятӑн, е сана иртен-ҫӳрен ӑнсӑртран сирпӗтсе хӑварать. Шак хытса тӑратӑн пӗр вырӑнта. Вара йӑл! кулса илетӗн те малалла уттаратӑн. Хӗвел те вӑрттӑн кулса сана хушӑран куҫ хӗсет…

* * *

Роза ҫав кун вӗренӳ хыҫҫӑн пӗрле пурӑнакан юлташ хӗрӗпе пасара кайса килме сӑмах пачӗ. Кӑмӑлӗ те ҫукчӗ ӗнтӗ тӗрӗссипе, анчах кӳрентерес килмерӗ унӑн Лизӑна. Хӑйӗн пӳлӗмне ҫитрӗ те вӑл тумне те улӑштарса тӑмарӗ, сумкинчен кӗнекисене кӑларса хӑварчӗ те хӑвӑрт ҫеҫ каялла тухса кайрӗ. Пӳлӗмре хӗр пулман та тейӗн. Уҫӑ сасси ҫеҫ хурлӑхлӑн чӑнкӑрт! сасӑ парса хӑварчӗ.

Троллейбуссене пӑхса йӑлӑхрӗ те Роза, вӑхӑта ирттермелле кӳлленчӗке темле майпа лекнӗ кӗрхи ҫулҫа сӑнарӗ пӗр авӑк. Ярӑнать ҫеҫ, кассӑн-кассӑн килекен ҫилпе сцена ҫинчи балерина пек ҫаврӑнать. Розӑна темшӗн вӑл вӗҫсӗр-хӗрсӗр тинӗсри карап пекех туйӑнчӗ. Пӗччен вӑл. Ирӗклӗ. Ҫулӗ те унӑн хӑйне май — ӑҫта каяс килет ҫавӑнта!

Лиза часах ҫитрӗ те. Ҫурхи хӗвел ӑшшипе вӑраннӑ лӗпӗш евӗр вӗл вӗҫсе тухрӗ тейӗн вӑл троллейбус алӑкӗ уҫӑлнӑ-уҫӑлман. Тин ҫеҫ ҫитнӗскер тантӑшне хулӗнчен ҫавӑтрӗ те чӗкеҫ пек чӗвӗлтетме пуҫларӗ.

— Мӗнле кун кӑна пулчӗ. Пӗрремӗш мӑшӑр пулмарӗ, библиотекӑна кайма ҫеҫ тӑнӑччӗ, пӗр аудиторинчи кӗнекесене теприне куҫарма илсе кайрӗҫ. Иккӗмӗшне тӗплӗн хатӗрленсе кайрӑм — ыйтмарӗ те манран. Виҫҫӗмӗшӗнче ыйтмасть пуль тенӗччӗ, ҫук вӗт. Туяҫҫӗ тейӗн профессорсем кам хатӗрленсе килменнине. Шӑпах манран ыйтрӗ тата. Университетран тухрӑм та чарӑнӑва утатӑп, мур кушакӗ таҫтан сиксе тухрӗ тата, ман ҫула пӳлсе чупса та каҫрӗ. Тӑратӑп ҫапла троллейбус кӗтсе. Пӗр ҫӑмӑл машина сирпӗтрӗ те хӑварчӗ. Мӗнле ӑнман кун пулчӗ паян манӑн тесе шутласа ларса килтӗм, — пӗр чарӑнми пуплет ҫамрӑк хӗр (Ӑҫтан сӑмахӗсем ҫитеҫҫӗ кунӗн-ҫӗрӗн калаҫма?).

Итлемерӗ ӑна юлташӗ. Хӑйне Лиза умӗнче аван мар туйрӗ пулсан та урӑхла пулаймарӗ вӑл. Час-часах ачалӑхне аса илет хӗр, амӑшӗпе пулнӑ телейлӗ самантсен ытамне пӗрмай путать юлашки вӑхӑтра…

Тулта Хӗл Мучи хуҫаланать, пӳрте вара кӑмака хутса ӑшӑтнӑ. Роза чӳрече янахӗ ҫине хӑпарса ларнӑ та шӑннӑ кантӑка пӳрнипе сӑтӑрса, ӑшӑ сывлӑшӗпе вӗре-вӗре ирӗлтерет. Пӗчченех ларать вара ҫавӑн пек, амӑшӗ ӗҫӗнчен килсе тӗпренчӗкне пӗрле илсе каясса кӗтсе. Ашшӗ кайнине сисмесӗрех юлнӑ хӗр пӗрчи, аслисем вара паҫӑрах чуптарчӗҫ шкулалла. Кӗтет вӑл. Амӑшӗ ӗҫе каяс умӗн ҫывӑракан хӗр ачине ҫамкинчен чуп туса хӑврнӑ вырӑнта халӗ те ӑшӑ тӑрать пек. Хӑй сисмесӗрех ҫамкине аллипе перӗнчӗ Роза.

Акӑ хӑрах куҫпа пӑхмалӑх ҫаврашка турӗ те вӑл кантӑк ҫумне ҫыпҫӑнсах ларчӗ тейӗн. Пӗчӗк ҫеҫ шӑтӑкран курӑнакан тӗнче ӑна кашни каҫ амӑшӗ каласа паракан юмахсенчи евӗр туйӑнчӗ. Авӑ, вӑл палламан хӗрлӗ пӗсехеллӗ кайӑксем пӳрт умӗнчи пилеш йывӑҫҫи ҫине киле-киле лараҫҫӗ, ҫырлине хыпаҫҫӗ те пӑр! вӗҫсе каяҫҫӗ. Силлентерсе хӑварнӑ туратсенчен сапаланать вара ҫӗр ҫине ахах-мерчен. Ҫав самантра шупкарах симӗс тӗслӗ куртка тӑхӑннӑ хӗрарӑм вӗсен еннелле ҫаврӑнчӗ.

— Анне! — чӳрече янахӗ ҫинчен сиксе анчӗ те пӳртрен чупса тухса кайрӗ Роза. Алӑк хупӑннӑ май шала шур сурӑх кӗрсе юлчӗ.

— Ух, арҫури темерӗн. Кӗр часрах, ак Хӗл Мучи сӑмсаран ярса тытать те текех вӗҫертмест, — хӗрӗ ҫине ӑшшӑн пӑхса сӑмсинчен ачашшӑн чӗпӗтсе илчӗ Клавье аппа.

— Ҫу-ук, — пуҫӗпе енчен енне пӑркаларӗ те амӑшӗ ҫумне лӑпчӑнчӗ пӗчӗк шӑпӑрлан…

— Роза, эсӗ мана илтетӗн-и? Мӗн пулнӑ санпа, иккӗмӗш хут чӗнетӗп — хӑнк та тумастӑн? — хулӗнчен Лиза тытнипе пуҫне ҫӗклерӗ хӗр. — Ҫакӑ парне аннене килӗшӗ-ши?

Хӗре вӑл ешӗл симӗс тӗс ҫинче сапаланнӑ чечексемлӗ пурҫӑн тутӑр кӑтартрӗ. Ҫуллахи улӑх темерӗн! Эх, мӗнле илем!.. Парнелӗччӗ вӑл та хӑйӗн амӑшне ҫак тутӑра, ҫыхсах ярӑччӗ…

— Илемлӗ… — ассӑн сывласа хуравларӗ вӑл Лизӑна.

— Апла ҫакна туянатпӑр, — йӑл ҫиҫрӗ юлташӗ. — Вӑхӑт пур-ха, — калаҫрӗ сехечӗ ҫине пӑхса илнӗ май, — атя чечек пуххи туянар.

Чечексен ретне ҫитсе тӑчӗҫ. «Мӗнле ачаш, черчен-ҫке вӗсем, халь-халь перӗнсенех чанк! туса ванас кӗленче евӗр лараҫҫӗ, — ҫеҫкесене аллипе сӗртӗннӗ май шухӑшларӗ Роза. — Шӑнасран та хӑрамаҫҫӗ-ҫке…»

Кӗл чечек ҫыххи туянсан икӗ тантӑш вокзала ҫул тытрӗҫ. Лиза яла каять, тӑван амӑшӗ патне. Автобус куҫран ҫухалсан та пӗр вырӑнтах тӑчӗ Роза.

Лизӑпа пурӑнакан пӳлӗме таврӑнчӗ хӗр, пӗчченех. Ҫитнӗ-ҫитмен вырӑнӗ ҫине выртса макӑрчӗ, чунӗ пушаниччен…

Ҫулла. Хӗвел шевли кӑвак сӑрӑллӑ пӳрт ҫумнелле йӑпшӑна-йапшӑна пычӗ те куҫ хупса иличчен кантӑк витӗр шала тарса пытанчӗ. Пӗлсех суйларӗ тейӗн вӑл ҫак ҫурта. Пӗр авӑк тин ҫеҫ сӑрланӑ урай хӑмисем тӑрӑх чупкаларӗ, тепӗр самантранах вара сакӑр-тӑхӑр ҫулхи хӗр ача ҫывӑракан вырӑн ҫине сикрӗ. Тытӑнчӗ вара ӑна кӑтӑклама. Пӗрре куҫӗнчен ачашшӑн сӗртӗнчӗ, тепре сӑмсине хыпашларӗ. Чӑтаймарӗ лешӗ, йӑл кулса куҫне уҫрӗ. Тутлӑн анасласа илчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра тем пулнӑ пек вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ те пӳртрен вирхӗнсе тухса кайрӗ. Хӗвел ачи хурлӑхлӑн хыҫалтан пӑхса юлчӗ, кайран мӑраннӑн хускалса каялла та кантӑкранах тухса кайрӗ. «Эпӗ ҫиллентӗм» тенине пӗлтерчӗ ҫакӑ.

Хӗр ача вара ҫурт умӗнчи пахчана тухрӗ, шалалла кӗрсе йӑм хӗрлӗ кӗл чечексем умне кукленсе ларчӗ.

— Юратнӑскерсем, ӳссе те ҫитрӗр ӗнтӗ. Авӑ мӗн ҫӳллӗш пулнӑ, — ачашшӑн калаҫрӗ вӗсемпе Роза. — Паян сире аннене парнелетӗп, ҫуралнӑ кун ячӗпе.

— Эх, шӑпӑрлан, вӑраннӑ-вӑранман урама тухса та тарнӑ, — илтрӗ вӑл амӑшӗн сассине.

— Сире ҫӗвӗпе пӑхрӑм, шӑвартӑм, чӑрсӑр ҫумсенчен тасатрӑм. Ан ҫилленӗр мана, — чӗрӗ тунасене пӗрерӗн-пӗрерӗн касса ҫӗр ҫине хурса пычӗ Роза.

Кӗл чечексем чӑнласах макӑрчӗҫ тейӗн, ҫулҫисем тӑрӑх майӗпен сывлӑм тумламӗсем юхса анчӗҫ.

— Аннеҫӗм, сана ҫуралнӑ кун ячӗпе саламласа ҫак пӗчӗк парнене парасшӑн, — тӗпелте кӑштӑртатакан амӑшӗ умне пырса тӑчӗ те хӗр ача юратнӑ ҫыннине тин ҫеҫ касса кӗнӗ ҫеҫкесене тӑсса пачӗ.

— Хӗрӗм, тӗпренчӗкӗм манӑн, — чечек ҫыххине аллине тытса хӗрне ыталарӗ Клавье аппа. — Эпӗ юратакан чечексем.

Хӗрарӑм кӗл чечексене шӑршларӗ, ҫав вӑхӑтрах хӗрне ытамӗнчен кӑлармасӑр ҫамкинчен чуп туса илчӗ.

* * *

Паян уяв. Пурте ӑшталанаҫҫӗ, парнесем туянаҫҫӗ: кам амӑшӗ валли, кам юратнӑ хӗрӗ валли, кам… Роза вара пӗччен пулас шутпа урамалла ҫул тытрӗ. Хӗвелӗ унсӑр тунсӑхланӑ тейӗн, хӗр ҫӗр ҫине пӗрремӗш утӑм тусанах малтан пытаннӑ пӗлӗчӗ хыҫӗнчен тухрӗ те хӑйӗн шевлипе ҫамрӑка пырса кӑтӑкларӗ. Роза ҫутҫанталӑк ытамне кӗрсе ӳкрӗ, пӗтӗм чуне парса, пушатса.

Аллисемпе ҫул хӗрринче ларакан ытла ир папкаланма пуҫланӑ йывӑҫсене ачашларӗ, кайӑксене кӗсйинчи хӗвел ҫаврӑнӑшӗпе хӑналарӗ. Хӑй тем ҫинчен шухӑшласа пӗрмай малалла утрӗ…

…Амӑшӗ вӗсенчен хӗллехи шартлама сивӗ кун уйрӑлса кайнине ниепле те йышӑнмарӗ вунӑ ҫулхи хӗр. Кӗтрӗ ӑна Роза, чунтан кӗтрӗ. Кашни кун вӑл килессе шӑннӑ кантӑка ирӗлтерсе урамалла тинкерчӗ — юратнӑ ҫыннине курма ӗмӗтленчӗ.

Амӑшӗ аякри ҫӗре тухса кайнӑ та ыран-паян килес пекех туйӑнчӗ ӑна. Шкултан таврӑннӑ май яланах амӑшне кӗтсе автобус чарӑнӑвне тӑрса юлатчӗ. Кӗтетчӗ вара, шӑнса кӳтетчӗ, урисем туйми пулатчӗҫ — кӗтетчӗ ҫав-ҫавах. Юлашки автобус иртсе кайсан ҫеҫ пусне усса килнелле утатчӗ.

Пӗринче чарӑнӑва ҫитсе ӗлкӗреймерӗ Роза. Автобусран вара шупка симӗс тӗслӗ курткӑллӑ хӗрарӑм вӗсен кассинелле ҫул тытрӗ. Хӗр ача тӑруках вырӑнтан хускалса малалла талпӑнчӗ. Нимӗн те асӑрхамарӗ вӑл, малта пыракан хӗрарӑма кӑна курчӗ.

— Анне! Анне, кӗтсем!.. — хӑваласа ҫитрӗ те хӑйӗн ҫине ют ҫын пӑхнине курса ҫухалса кайрӗ. — Каҫар…

Тӗнче пӗтрӗ тейӗн Розӑшӑн. Куҫӗ хуралса килчӗ, вӑйӗ пӗтнипе шӑнса пӑрланнӑ ҫул ҫинех лак! ларчӗ…

Аса илӳсен тӗнчине путнӑ май ҫулӗ ӑна пасара илсе ҫитернине сисмесӗрех юлчӗ хӗр. Пӗр вырӑнта тытӑнса тӑче те Роза чечексен ретне васкарӗ. «Эпӗ ҫитрӗм… Мӗнле черчен-ҫке эсир, перӗнме те хӑрамалла. Кӑшт лексессӗнех чӑл-пар саланса каяссӑнах туйӑнать. Ачашскерсем…» — кӗл чечексем ҫине нумайччен пӑхса тӑчӗ хӗр. Туянчӗ. Мӗншӗн? Кам валли? Хуравне тупаймарӗ.

Шӗл кӑваррӑн курӑнаканскерсене ыталарӗ те малалла уттарчӗ, ҫул пӗлмесӗр, никам ҫине те пӑхмасӑр. Чи хаклӑ япала тытнӑ пек кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса утрӗ вӗсене Роза. Хӑй ҫине хӑшӗ-пӗри тӗлӗнсе пӑхнине те, хирӗҫ тӗл пулакансем кӑмӑлсӑррӑн тӗксе хӑварнине те асӑрхамарӗ — ун хӑйӗн тӗнчи.

Ҫул хӗресленнӗ вырӑна ҫитсен пуҫне ҫӗклесе тепӗр енне ирӗклӗнех каҫма тесе светофорӑн симӗс ҫути ҫунасса кӗтрӗ. Ҫав самантра тем пулчӗ хӗре, малалла ыткӑнчӗ. Анчах пӗр утӑм ҫеҫ тума ӗлкӗрчӗ, кӗл чечексен пуххине ҫатӑрласа тытнӑ алли йӗппе чикнӗ чухнехи пек ыратса кайнӑран тӑпах чарӑнчӗ, ҫеҫкесем ҫул ҫине сапаланса ӳкрӗҫ.

— Анн!.. — калас сӑмахӑн вӗҫне ҫумранах вирхӗнсе иртсе кайнӑ ҫӑмӑл машина сасси ҫӑтса ячӗ.

Светофорӑн симӗс ҫути ҫутрӗ пулин те хӗр вырӑнтан та хускалмарӗ. Уншӑн вӑхӑт чарӑнчӗ тейӗн, тӗнче те телевизор сассине чакарса лартнӑн тӑруках шӑпланчӗ. Роза ҫул урлӑ каҫакан шупка симӗс курткӑллӑ хӗрарӑма сӑнарӗ. Лешӗ ним асӑрхамасӑр малалла утать, хӑйне тӗксе хӑваракансем ҫине те пӑхмасть. Акӑ майсӑррӑн сапаланса выртакан кӗл чечексем патне ҫитрӗ, чарӑнчӗ те айккине ывтӑнса кайнӑ, темле майпа чӗрӗ юлнӑ пӗртен-пӗр ҫеҫкене пӗшкӗнсе илчӗ. Пӗр самант тем курнӑн тимлӗн сӑнарӗ ӑна, унтан вилӗмрен ҫӑлӑнса юлнӑскерне пӗр сӑмахсӑрах Розӑна тӑсса пачӗ те хӑй ҫулӗпе утса кайрӗ.

— Аннеҫӗм!.. — тем хушӑ илтӗнсе тӑчӗ пӗр ҫыншӑн ҫеҫ чӗререн каланӑ ачаш сӑмах…

Сайт:

 

Статистика

...подробней