Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах халӗ — ыран — ҫав кутӑнсен йӑвине ишетӗп!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӑл хайне хӑй кирек хӑҫан та пултаруллӑ та кӑмпа йӑвине тупма пултаракан тесе шутланӑ-ҫке-ха, анчах кӑмпана Федя пек пуҫтарасси уншӑн ҫӗнӗ япала.
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сасартӑк вӑл ҫавипе курӑк ӑшне пытаннӑ сӑпса йӑвине касса татрӗ.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юр ҫуса урамра та, килкартинче те кӗртсем хывнине, вутӑ купине, чӑх витисене, йытӑ йӑвине, сада, пахчари йӑрансене юр витнине, хӳме юписем ҫумне юр купаланнине Илья Ильич халӗ сехечӗ-сехечӗпе сӑнать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫут тӗнчере пӗр-пӗччен пекех ӗнтӗ; вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн пусса, нянинчен тарать, кам ӑҫта ҫывӑрнине пурне те пӑхса тухать; чарӑнса тӑрса, кам вӑраннине, ҫӗре сурнине е ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатнине тинкерсе пӑхать; унтан, сывлама хӑраса, галерея ҫине хӑпарса каять, чӗриклетсе тӑракан хӑмасем тӑрӑх чупса ҫаврӑнать, кӑвакарчӑн йӑвине улӑхса анать, сад пахчине кӗрет, нӑрӑ сӗрленине итлет, таҫта ҫитиех вӗҫсе кайнине сӑнать, курӑк ӑшӗнче темӗн чӑрклатнине итлет, ҫак шӑплӑха сирекенсене шыраса тупать; шӑрчӑк тытать, унӑн ҫуначӗсене татса пӑрахать те малалла мӗн пулнине пӑхать, е ӑна улӑм пӗрчипе витӗрех тирсе, вӑл ҫак ытлашши япалапа мӗнле вӗҫсе кайнине сӑнать; эрешмен шӑна тытса ун юнне ӗмнине киленсе кайсах, сывлӑш ҫавӑрмасӑр пӑхса тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах вӑл ачана ҫивӗч пӑхать, хӑйӗнчен аякка ямасть, вӑл шухӑланнӑшӑн хыттӑн мӑкӑртатать, унтан хӑйне парӑнтаракан чир ҫывхарнине туйса, ачана: хапхаран ан тух, качакана ан тӗкӗн, кӑвакарчӑнсен йӑвине е галерея ҫине ан хӑпар, тесе йӑлӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, галерея ҫине чӑнкӑ чикмекпе хӑпарас шутпа, утӑ аслӑкӗ еннелле ыткӑнать, няня утӑ аслӑкӗ патне ҫитме ҫеҫ ӗлкӗрет, анчах ача халӗ кӑвакарчӑнсен йӑвине хӑпарса унтан выльӑх картине тухма, унтан — турӑ ҫырлахтӑрах! — типӗ ҫырмана та ҫитме пултарать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кушак хӑй чартакне, лаша хӑй витине, йытӑ хӑй ҫуралса ӳснӗ йӑвине юратнӑ пекех, Захар та Обломовкӑна юратнӑ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпир инвалид-спекулянтсен йӑвине лекрӗмӗр.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫине-ҫинех аллине кӑткӑ йӑвине чикрӗ вӑл, юлашкинчен йӑвари пӗтӗм кӑткӑ ҫиеле тапса тухрӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эс хӑвӑн йыт йӑвине ҫурт тӑррипе ан танлаштар.
Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Алӑ ҫӗклесе сасӑлама вӑхӑт ҫитсен вӑл вырӑнтан хускалчӗ те лӑпкӑ сасӑпа каларӗ: «Кашни номернех вуласа пытӑм. Ман шутпа, «Чӗкеҫ йӑвине ан салатӑр» повеҫ ку премие илме тивӗҫлӗрех».
Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97
Айӑн-ҫийӗн тустарнӑ фашистсен йӑвине.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Анчах та ан васкӑр, «паша» вырӑнне суйласа лартнӑ ҫӗнӗ ректор икӗ эрнене яхӑн ҫеҫ ӗҫлесе ӗлкӗрет: «усал» хыпара илтсенех пӗр чӑмӑра пуҫтарӑннӑ хайхи ушкӑн, йӑвине патакпа пӑтратнӑ кӑткӑ йышӗ пек, кар! ҫӗкленчӗ тетчӗҫ.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Мулкач ҫурине тӗл пулсан та йӑвине сӗтӗрсе каятех.
Чӗрӗп шaши тытать-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№
Ҫын пурӑнакан вырӑнсенче час-часах ҫӑмӑл сарай, капан, вут шаршанӗ айӗнче тупма пулать унӑн йӑвине.
Чӗрӗп шaши тытать-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№
Ҫуллахи ҫумӑра та кӑмӑлламасть, ҫумӑр килнине сиссенех йӑвине кӗрсе пытанать.
Чӗрӗп шaши тытать-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№
Пулемет расчечӗн командирӗ Красноармейски районӗнчи аслӑ сержант В.В.Васильев тата саперсен взвочӗн командирӗ Муркаш районӗнчи А.И.Воробьев фашистсен йӑвине штурмланӑшӑн Совет Союзӗн Геройӗн ятне илме тивӗҫлӗ пулнӑ...
Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
— Пиллӗкмӗш хур йӑвине явса пӗтеретӗп те ҫывӑрма выртатӑп.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
24. Акӑ ҫӗр ҫинчи тӑватӑ пӗчӗкскерӗ, анчах вӗсем ӑслисенчен те ӑслӑрах: 25. кӑткӑ — халӑхӗ вӑйлӑ та мар, анчах апатне ҫулла янтӑлаҫҫӗ; 26. сӑрт-ту шӑшийӗ — хавшак халӑх ҫеҫ, анчах йӑвине чул ту ҫинче ҫавӑраҫҫӗ; 27. хӗрлӗ шӑрчӑкӑн патша ҫук, анчах вӗсем кар тапранаҫҫӗ, йӗркен-йӗркен пыраҫҫӗ; 28. эрешмен урисемпе ҫакланкалать ҫеҫ, хӑй вара патша керменне те ҫитет.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.