Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Курманни виҫӗ уйӑх ҫеҫ пулсан та, ҫулталӑк иртнӗн туйӑнать, ӑҫта вӑл халь?— Мы с ним, почитай, три месяца не виделись, а кажется — год целый, где он сейчас?
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе тата вӑл пӗрре вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшра кӗрлесе тӳпере вӑйлӑ тӑвӑл кӗмсӗртетнӗн, тепре — иртни ҫинчен тӗтреллӗ хитре тӗлӗксем кӑтартса, курӑксем хушшинче, улӑп тӑприсем ҫийӗн ҫеҫенхир ҫилӗ варкӑшса иртнӗн туйӑнса каять.
Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пичӗ ҫинче тӗлӗнни, темӗн ыйтни палӑрать тата васкавлӑ мӗлке евӗр темле хӑйне уйрӑм хавхалану шуса иртнӗн туйӑнать.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Тинӗс ҫийӗн темле ахаль ҫеҫ куҫа курӑнакан япала шуса иртнӗн туйӑнать.
VIII. 9-380 // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Нимӗҫсем килнӗренпе пӗр уйӑх ҫеҫ иртнине унтанпа пурӗ те пӗр уйӑх ҫеҫ пурӑннине ӗненмелле те мар, — унтанпа ӗмӗр иртнӗн, нумай-нумай ҫулсем иртнӗн туйӑнать, мӗншӗн тесен вӗсем ҫав тери йышлӑ хурлӑхпа хӑрушлӑх илсе килчӗҫ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ултӑ кун ҫеҫ иртнӗ, анчах та хӑй хуллен пуҫтарӑнса землянкӑран вӑрмана тухса кайнӑранпа ӑна ӗмӗр тӑршшӗ вӑхӑт иртнӗн туйӑнчӗ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Нумай, нумай вӑхӑт вӗҫӗ-хӗррисӗр иртнӗн туйӑнать.Казалось, прошло много-много длинных, как бесконечность, часов.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хула тулашӗнче йывӑҫ ҫулҫисем чӗлтӗртетни илтӗнет, вӗсем темӗн чухлӗ пулнипе сад пахчи витӗр иртнӗн туйӑнчӗ.На окраине пышной зеленью шелестели деревья, и было их столько, что казалось, шел садом.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Урапа яланах ҫакӑн пек ярӑннӑн, лаша та пӗрмаях ҫапла пуҫҫапнӑн туйӑнать; кустӑрмисем яланах ҫакӑн пек кӗрлемесӗр чӑштӑртатса пынӑн, сывлӑшра шӑнасем пӑнчӑ пек вӗҫе-вӗҫе иртнӗн туйӑнать; ҫеҫенхир пур чухне те тӗрлӗ тӗслӗ пулнӑ тата чечеклӗ тумтир тӑхӑннӑ пек туйӑнать, — йӗри-тавра мӗнпурри пурте яланхи пекех темелле, анчах Татьянӑн чӗринче темшӗн хальчченхи пек лӑпкӑлӑх ҫук.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах Андрей хӑй мӗн тери хӑвӑрт шухӑшланине те, мӗнле вӑр-вар ҫаврӑнкаласа ӗҫленине те асӑрхаса юлаймарӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ, уншӑн пулсан, танкпа ҫапӑҫса вӑхӑт сахал мар иртнӗн туйӑнчӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах ҫавсем пурте пӗр уйӑх маларах мар, тахҫан — те хӑй яш чухне, те ача чухне пулса иртнӗн туйӑнчӗҫ ӑна.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сасартӑк шавласа, хӑвӑрт темскер иртсе кайрӗ, малтанах вӑл пуҫ тӗлӗнченех иртнӗн туйӑнчӗ разведчиксене.Вдруг что-то шумно и быстро пронеслось, как сперва показалось разведчикам, у них над самой головой.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Павликӑн хастар паттӑрлӑхӗ, амӑшӗн хурлӑхӗ тата кӗнекесем тӑрӑх ун ҫинчен пӗлни те халӗ сасартӑк пурте куҫ умне тухса тӑчӗҫ, ҫывӑхра пек пулчӗҫ, инҫетри Уралти ялта мар, кунта, вӗсен урамӗнче пулса иртнӗн туйӑнчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑрман ҫийӗнчи тӗтрере темӗн вӗҫсе иртнӗн туйӑнчӗ; шуйхатнӑ пӑлан чупни инҫетрен те инҫетрех илтӗнсе тӑчӗ.
XIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пуринчен ытла ӑна, пӗр каҫрах пӗтӗм пурлӑхне выляса янӑ опытсӑр вылявҫӑ евӗр, сасартӑк, питӗ-питӗ уҫӑмлӑн та питӗ илӗртӳллӗн, ним начарри те пулман пекех, хитре, илемлӗ Ромашов подпоручик генерал умӗнчен церемониаллӑ маршпа ҫав тери лайӑх иртнӗн мӗнпурин мухтавне тивӗҫ пулнӑ, халь хӑй те юлташӗсемпе пӗрле офицерсен пуххин ҫутӑ столовӑйӗнче кула-кула, ахӑлтата-ахӑлтата хӗрлӗ эрех ӗҫсе ларнӑн туйӑна-туйӑна кайрӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тӗрӗс, Ромашова ҫутӑ ҫутман пӳлӗмре, чӳречесем умӗпелен, такам шуррӑн мӗлтлете-мӗлтлете иртнӗн те туйӑнчӗ, анчах ӑна темӗншӗн хӑрушӑ пулса кайрӗ, вӑл вара Назанские чӗнме хӑю ҫитереймерӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Егорушка ҫумӗнчех ҫил варкӑшрӗ, ҫывӑхранах темле пысӑк хура кайӑк ҫуначӗсемпе сулласа вӗҫсе иртнӗн туйӑнчӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Иртенпе темиҫе сехет мар, ҫӗр ҫул иртнӗн туйӑнчӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Икӗ минутран ытла та иртмерӗ, ҫав вӑхӑт та пулин уншӑн сехет иртнӗн туйӑнчӗ.
X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑйне вӑхӑтра лӑплантарман пулсан хӑйпе мӗн пулса иртме пултарасси ҫинчен шутланипех Давыдов чӗтресе илчӗ, ун ҫурӑмӗ тӑрӑх темле ҫӳҫентерекен япала чупса иртнӗн туйӑнчӗ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.