Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Эпилог

Раздел: Суккӑр музыкант

Автор: Степан Павлов

Источник: Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Год: 1957; Добавлен: 2020.10.13 21:20

Предложений: 54; Слово: 817

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Виҫӗ ҫул иртрӗ.

«Контрактсем» вӑхӑтӗнче Киева, тӗлӗнмелле музыканта итлеме тесе, халӑх пит нумай пухӑннӑ. Вӑл суккӑр, анчах унӑн таланчӗпе пурнӑҫ шӑпийӗ ҫинчен пит тӗлӗнтермӗшле хыпарсем сарӑлнӑ. Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, суккӑр вӑрӑ-хурахсем ӑна ача чухнех пуян килтен вӑрласа тухса кайнӑ пулать те, унӑн музыка тӗлӗшпе ҫав тери пысӑк талантне пӗр паллӑ профессор асӑрхичченех вӑл ҫав суккӑрсемпе ҫӳренӗ имӗш. Теприсем каланӑ тӑрӑх, темӗнле романтикӑна хапсӑнса, вӑл хӑех килтен тухса тарнӑ иккен. Тепле пулсан та, контрактри зал халӑхпа лӑках тулса ларнӑ, укҫи те (вӑл мӗнле ырӑ ӗҫ тӑвас ҫӗре каймалла пулнине кунта килнисем пӗлмен) ҫителӗклех пухӑннӑ. Эстрада ҫине пысӑк та хитре куҫлӑ, шуранка сӑн-питлӗ ҫамрӑк ҫын тухрӗ кӑна, зал шӑпӑртах пулчӗ. Унӑн куҫӗсем ҫакнашкал ним хускавсӑр пулмасан тата ӑна хӑйне сарӑ ҫӳҫлӗ пӗр хӗрарӑм, — музыкантӑн арӑмӗ, теҫҫӗ, — ҫавӑтса тухас мар пулсан, никам та ӑна суккӑр тесе калас ҫук.

— Ӑна курнипе пурте ҫапла ӑнран кайнинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, — терӗ халӑх хушшинчен пӗр темӗнле зоил хӑйӗн кӳршине. — Пӑхма вӑл ҫав тери драматизмла сӑн-сӑпатлӑ.

Чӑнах та, унӑн тимлӗ те тарӑн шухӑшлӑ шуранка сӑн-пичӗ те, хускавсӑр куҫӗсем те тата пӗтӗм кӗлетки те — темӗнле ытти ҫынсенни пек мар пулнипе уйрӑмах кӑмӑла ҫавӑраҫҫӗ.

Кӑнтӑрти вырӑс ҫыннисем хӑйсем ҫуралнӑ ҫӗршывӑн кӗввисене яланах юратса хаклаҫҫӗ, анчах кунти «контрактсен» нумай тӗрлӗ ушкӑнӗ те чӗререн тухакан кӗвӗсен ытамне харӑсах кӗрсе ӳкрӗ. Суккӑр музыкант алли айӗнчен шӑранса тухакан импровизацире тӑван ҫутҫанталӑка чӗрепе туйни те, халӑх кӗвви-юррисен чӑн ҫӑлкуҫӗпе хӑйне евӗр ҫыхӑну пурри те уҫҫӑнах палӑрса тӑрать. Нумай сӑрлӑ, вылянчӑк та эрешлӗскер, вӑл е хӑватлӑ гимн евӗр ҫӗкленсе шӑнкӑр шыв юххи пек шӑнкӑртатса, е чуна пырса тивекен салхулӑхпа вӗҫсе-ярӑнса, янӑраса каять. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе тата вӑл пӗрре вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшра кӗрлесе тӳпере вӑйлӑ тӑвӑл кӗмсӗртетнӗн, тепре — иртни ҫинчен тӗтреллӗ хитре тӗлӗксем кӑтартса, курӑксем хушшинче, улӑп тӑприсем ҫийӗн ҫеҫенхир ҫилӗ варкӑшса иртнӗн туйӑнса каять.

Кӗвӗ чарӑнчӗ кӑна, тем пысӑкӑш зал ҫав тери тӗлӗнсе-савӑнса кайнӑ халӑх ушкӑнӗ тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ сасӑпа тулчӗ. Суккӑр, тинӗс хумӗсем кӗрленӗ пек шава итлесе, пуҫне усса ларать. Анчах акӑ вӑл аллисене тепӗр хут ҫӗклесе клавишсене хыттӑн пусрӗ. Нумай ҫынлӑ зал самантрах шӑп пулчӗ.

Ҫак вӑхӑтра Макаҫӑм кӗчӗ. Пӗр туйӑм ытамне лекнӗ, куҫӗсемпе суккӑр ҫине тӗлленӗ ҫак халӑх ушкӑнне вӑл тимлӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Итлет старик, кӗтет. Чӗрене пырса тивекен ҫав сасӑсене вӑл кунтисенчен пуринчен те лайӑхрах ӑнланать. Пӗр самант ӑна музыкант чӗринчен тухса ытла та ирӗклӗн шӑранакан ҫак хӑватлӑ импровизаци, ӗлӗкхи пекех сасартӑк татӑлса кайса, суккӑр чунӗнче шиклӗхпе тем ҫитменлӗх ҫуратассӑн, унӑн тата тепӗр ҫӗнӗ суранне уҫассӑн туйӑнса кайрӗ. Анчах сасӑсем ӳссех, ҫирӗпленсех, тулсах, хӑватлӑлансах пыраҫҫӗ, пӗр ҫын пек пулса сывлами ларакан халӑх ушкӑнӗн чӗрине тыткӑна илеҫҫӗ.

Мӗн тери тимлӗрех итлет Макҫӑм, ҫавӑн чухлӗ уҫӑмлӑрах янӑрать суккӑр музыкантӑн вӑййинче ӑна паллӑ та ҫывӑх кӗвӗ.

Тӗрӗс, ку — шӑпах леш шавлӑ урам. Ҫап-ҫутӑ, кӗрлевлӗ, пурнӑҫ вӑйӗпе тапса тӑракан хум, пин-пин сасӑсемпе сапаланса-ялкӑшса, кантӑк евӗр ванса ярӑнса каять. Пӗрмаях лӑпкӑн та, чунсӑрла хитрен, сивлеккӗн те ним шухӑшсӑррӑн янӑраса е пӗрре ҫӗкленет вӑл, ӳсет, е ӗлӗкхи хыҫа юлнӑ пӗр чарӑнми кӗрлев патнех ҫитсе ӳкет.

Макҫӑм сасартӑках хӑраса кайрӗ. Музыкант алли айӗнчен, тахҫан ӗлӗкхилле, каллех йынӑшу сасси тапса тухрӗ.

Тапса тухрӗ, янӑраса кайрӗ те… ҫухалчӗ. Унтан каллех чарусӑр кӗрлев; уҫӑмлӑрах та вӑйлӑрах вӑл, вылянчӑк та шухӑ, телейлӗ те ҫутӑ.

Кунта ӗнтӗ пӗр хӑйӗн хуйхине пула ӗсӗклени кӑна мар, суккӑр асапӗ ҫеҫ те мар. Старикӗн куҫӗсенчен куҫҫулӗ тапса тухрӗ. Унпа юнашар лараканнисен куҫӗсенче те ҫавах.

«Вӑл куракан пулчӗ, ҫапла, ку тӗрӗсех, — куракан пулчӗ вӑл», — шухӑшлать Макҫӑм.

Уҫӑмлӑ та вылянчӑк, ҫеҫенхирти ҫил пекех телейлӗ те ирӗклӗ, ҫав ҫил пекех чарусӑр ашкӑнчӑк кӗвӗ хушшинче, пурнӑҫӑн анлӑ та сӑрӑ-чӑпар кӗрлевӗнче, халӑх юррин е салхуллӑ, е тата хӑватлӑ янравӗ хушшинче час та часах, вӑйлӑн та харсӑррӑн чӗрене пӑчӑртаса лартакан темӗнле сасӑсем илтӗнсе каяҫҫӗ.

«Тӗрӗс, тӗрӗс, ачам, — хӑй ӑшӗнче хавхалантарать Макҫӑм, — хуса ҫит, тапта вӗсене хаваслӑхпа телей хушшинче…»

Тата тепӗр самантран, тем пысӑкӑш залри асамлӑ вӑя парӑннӑ ушкӑн ҫийӗн, тыткӑна илекен суккӑрсен юрри кӑна илтӗнсе тӑрать:

— Суккӑрсене памӑр-ши… Христос ячӗпе…

Анчах халӗ ку ӗнтӗ кӗлмӗҫленсе ыйткалани е урам шавӗ путарса лартма пултаракан мӗскӗн йынӑшу ҫеҫ мар. Кунта ӗнтӗ, ҫав кӗввӗн чӗрене кӑшласа ыраттарнине хирӗҫ кӗрешме хал ҫитереймесӗр Петрӑн сӑн-пичӗ тискерленнӗ самант та, ҫавна пулах фортепиано патӗнчен тӑрса тарни те, мӗн ӗлӗкхи йӑлтах янӑраса тӑрать. Халь ӗнтӗ вӑл ҫавна, пурнӑҫ чӑнлӑхӗн тарӑнлӑхӗпе хӑрушлӑхне пула, хӑйӗн чӗринче те ҫӗнтерчӗ, ҫак халӑх ушкӑнӗн чӗрисене те тыткӑна илчӗ… Ку вӑл — вӑйлӑ ҫутӑри тӗттӗм пӑнчӑ, телейлӗ тулӑх пурнӑҫ хушшинчи хурлӑх ҫинчен аса илтерни…

Ҫак ушкӑн ҫийӗн аслати ҫапнӑннах туйӑнать — вӑл хӑйӗн хӑвӑрт чупакан аллисемпе вӗсене пырса сӗртӗнчӗ те кашнин чӗри чӗтренсе тӑчӗ, тейӗн. Паҫӑрах ӗнтӗ калама чарӑннӑ, анчах халӑх вилнӗ пекех шӑп ларать. Макҫӑм пуҫне уснӑ та шухӑшлать: «Тӗрӗс, вӑл куракан пулчӗ… Халь ӗнтӗ, юри кутӑнланса эгоизмла асапланни вырӑнне, унӑн чӗрине чӗрӗ пурнӑҫ туйӑмӗ кӗрсе вырнаҫрӗ, халӑхсен хурлӑхне те, халӑхсен савӑнӑҫне те туять вӑл, вӑл куракан пулчӗ, телейсӗррисем ҫинчен телейлисене те аса илтерме пултарать…»

Аяларах та аяларах пуҫне усать ватӑ салтак. Ак халь ӗнтӗ вӑл та хӑйӗн ӗҫне турӗ, вӑл та ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере хӑйӗн кун-ҫулне ним усӑсӑрах пурӑнса ирттермен, кун ҫинчен ӑна ҫак залра ларакан халӑх ушкӑнӗ ҫийӗн кӗрлесе тӑракан вӑйлӑ та ҫав тери хӑватлӑ сасӑсем хӑйсемех калаҫҫӗ…

Ҫапла иртрӗ суккӑр музыкантӑн пуҫламӑш концерчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней