Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: IV

Раздел: Пирвайхи юрату

Автор: Александр Артемьев

Источник: Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Год: 1982; Добавлен: 2020.05.13 18:20

Предложений: 159; Слово: 1497

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Пӗчӗк флигелӗн тӑвӑр та тирпейсӗр мал пӳлӗмне эпӗ ирӗксӗрех пӗтӗм шӑмшакӑмпа ҫӳҫенсе кӗтӗм, — мана кӑвак ҫӳҫлӗ ватӑ тарҫӑ кӗтсе илчӗ; унӑн пичӗ тӗксӗм, пӑхӑр тӗслӗ, сыснанни пек салхуллӑ та мӑран, пӗчӗк куҫӗсем, ҫамки те, тӑнлавӗсем те пӗркеленсе пӗтнӗ, — эпӗ унашкал тарӑн пӗркеленчӗксем нихҫан та курманччӗ. Вӑл турилккепе кӑшласа янӑ селедка шӑммине ҫӗклесе пыратчӗ, юнашар пӳлӗм алӑкне урипе тӗртсе хупнӑ май, сӑмахсене пат татса ыйтрӗ:

— Сире мӗн кирлӗ?

— Засекина княгиня килте-и? — ыйтрӑм эпӗ.

— Вонифатий! — кӑшкӑрса ячӗ алӑк хыҫӗнче чӑрӑлти хӗрарӑм сасси.

Тарҫӑ ман енне ҫурӑмпа ҫаврӑнчӗ те (ҫав самантра унӑн ливрейин кивелсе якалнӑ ҫурӑмӗ, пӗртен-пӗр герблӑ тӳми курӑнчӗ) турилккине урайне лартса тухса кайрӗ.

— Квартала кайрӑн-и? — ыйтрӗ каллех ҫав хӗрарӑм сасси. Тарҫӑ тем мӑкӑртатрӗ. — Э?.. Такам килчӗ-и? — илтӗнчӗ каллех. — Кӳршӗри улпут ывӑлӗ-и? Ну — кӗтӗр.

— Тархасшӑн, гостинӑйне, — терӗ тарҫӑ, каллех ман ума тухса, вара урайӗнчи турилккене пӗшкӗнсе илчӗ. Эпӗ майлантӑм та «гостинӑйне» кӗтӗм.

Эпӗ пысӑках мар, ытла тирпейлех те мар пӳлӗме кӗрсе тӑтӑм; унти сӗтел-пукана та васкавлӑ лартса тухнӑн туйӑнчӗ. Чӳрече умӗнче, хуҫӑк авӑрлӑ кресло ҫинче, аллӑсене ҫывхарнӑ хӗрарӑм ларать, — ҫӳҫне тирпейлемен, чипер мар, кивӗ симӗс платье тӑхӑннӑ, мӑйне улача гарус косынка ҫыхнӑ. Унӑн пӗчӗк хура куҫӗсем ман ҫине тӑрӑнчӗҫ.

Эпӗ ун патне пытӑм та ӑна пуҫ тайса саламларӑм.

— Засекина княгиньӑпа калаҫма чыс куратӑп-и?

— Эпӗ Засекина княгиня; эсир В. господин ывӑлӗ-и?

— Шӑпах ҫапла-с. Эпӗ сирӗн патӑра аннеҫӗм хушнипе килтӗм.

— Ларӑр, тархасшӑн. Вонифатий, ӑҫта ман уҫӑсем, курман-и?!

Эпӗ Засекина госпожа ҫырӑвне аннеҫӗм мӗнле хуравланине пӗлтертӗм. Княгиня эпӗ каланине чӳрече янахне мӑнтӑр, хӗрлӗ пӳрнисене шаккаса итлерӗ, эпӗ каласа пӗтерсен, тепӗр хут ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

— Пит аван, пыратӑпах, — терӗ вӑл юлашкинчен. — Мӗнле ҫамрӑк-ха эсир! Миҫе ҫулта, ыйтма ирӗк парсамӑр?

— Вунулттӑра, — ирӗксӗрех такӑнса пӗлтертӗм эпӗ. Княгиня кӗсйинчен темле вараланчӑк хутсем кӑларчӗ те, вӗсене сӑмси умне илсе пырса, уҫкалама тытӑнчӗ.

— Ҫулӗсем аван, — сасартӑк каларӗ вӑл, кресло ҫинче ҫаврӑнкаласа та пӑркаланса. — Эсир, тархасшӑн, ан именӗр. Ман патӑмра ирӗклӗ.

«Ытлашшипех ирӗклӗ», — шухӑшларӑм эпӗ, унӑн килпетсӗр кӗлеткинчен ирӗксӗрех йӗрӗнсе.

Ҫав самантра гостинӑйӑн тепӗр алӑкӗ хӑвӑрт уҫӑлчӗ те, алӑк умне эпӗ ӗнер садра курнӑ хӗр тухса тӑчӗ. Вӑл аллине ҫӗклерӗ те, унӑн пичӗ ҫинче тӑрӑхлакан кулӑ палӑрчӗ.

— Акӑ ман хӗрӗм те килчӗ, — терӗ княгиня, ун ҫине чавсипе кӑтартса. — Зиночка, пирӗн кӳршӗн, В. господинӑн, ывӑлӗ. Сире мӗнле чӗнеҫҫӗ, ыйтма ирӗк парсамӑр?

— Владимир, — пӑлханнипе пӑшӑлтатарах селӗппӗн каларӑм эпӗ, ура ҫине тӑрса.

— Аҫӑр ячӗпе вара?

— Петрович.

— Апла. Манӑн пӗр палланӑ полицмейстер пурччӗ. Владимир Петрович тесе чӗнетчӗҫ. Вонифатий, уҫӑсене ан шыра, уҫӑсем хам кӗсьерех.

Ҫамрӑк хӗр, малтанхи пек тӑрӑхланӑн кулкаласа, куҫне хӗсерех, пуҫне кӑшт айккинелле таярах, ман ҫинелле пӑхса тӑчӗ.

— Эпӗ мсье Вольдемара курсаттӑм ӗнтӗ, — тесе пуҫларӗ вӑл. (Унӑн кӗмӗл сасси мана темле ыррӑн ҫӳҫентерчӗ). — Эсир хӑвӑра ҫапла чӗнме ирӗк парӑр-и мана?

— Кӑмӑл тусамӑр-с, — мӑкӑртатрӑм эпӗ.

— Ӑҫта курсаттӑн? — ыйтрӗ княгиня.

Княжна хӑйӗн амӑшне хирӗҫ чӗнмерӗ.

— Сирӗн халь ӗҫ пур-и? — терӗ вӑл, ман ҫинчен куҫ илмесӗр.

— Ҫук-с.

— Эсир мана ҫӑм тӗрки сӳтме пулӑшас теместӗр-и? Атьӑр кунта, ман пӳлӗме.

Вӑл мана пуҫӗпе сулса чӗнчӗ те гостинӑйран тухрӗ. Эпӗ ун хыҫҫӑн утрӑм.

Эпир кӗнӗ пӳлӗмре сӗтел-пукан лайӑхрах, вырнаҫтарма та ӑна чипер пӗлсе вырнаҫтарнӑ. Тепӗр тесен, ҫак самантра эпӗ нимӗн те асӑрхама пултарайман: тӗлӗкри пек ҫӳрерӗм, хамӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗмре темле айванла ырлӑх туйрӑм.

Княжна ларчӗ, хӗрлӗ ҫӑм тӗрки илчӗ, мана хӑйне хирӗҫри пукан ҫине кӑтартса, ҫӑм тӗркине тимлесе салтрӗ те мана тыттарчӗ. Ҫакна йӑлтах вӑл сӑмах хушмасӑр, темле кулӑшла, васкамасӑр, кӑшт уҫӑлса тӑракан тутипе чеен кулкаласа турӗ. Хӗр хуҫлатнӑ карт ҫине ҫӑм чӗркеме пуҫларӗ те сасартӑк ман ҫине ҫав тери йӑлтӑрти ҫутӑ куҫпа пӑхса илчӗ — эпӗ ирӗксӗрех пуҫа чикрӗм. Унӑн ытти чух хӗсӗнерех тӑракан куҫӗсем чарӑлса уҫӑлсан, сӑнӗ-пичӗ пачах улшӑнса, ҫутӑлса каять.

— Эсир ӗнер ман ҫинчен мӗн шухӑшларӑр, мсье Вольдемар? — ыйтрӗ вӑл, кӑшт тӑхтасан. — Эсир тиркерӗр пуль мана?

— Эпӗ… княжна… эпӗ нимӗн те шухӑшламан… мӗнле хӑям-ха… — терӗм именсе.

— Итлӗр-ха, — хирӗҫлерӗ вӑл. — Эсир мана пӗлместӗр-ха: эпӗ — тӗлӗнтермӗш хӗр; ялан тӗрӗс каланине ҫеҫ илтесшӗн эпӗ. Эсир, илтрӗм-ха, вунулттӑра, эпӗ — ҫирӗм пӗррере; хӑвӑрах куратӑр, эпӗ сирӗнтен чылай аслӑрах, ҫавӑнпа сирӗн мана ялан тӗрӗссине ҫеҫ каламалла… тата эп хушнине итлемелле, — хушса хучӗ вӑл. — Пӑхӑр ман ҫине, мӗншӗн эсир пӑхмастӑр?

Эпӗ тата ытларах вӑтантӑм; ҫапах ун ҫине пуҫ ҫӗклесе пӑхрӑм. Вӑл йӑл кулчӗ, анчах паҫӑрхилле мар, урӑхла, мана ырланӑн кулчӗ. «Пӑхӑр ман ҫине, — терӗ вӑл, сассине ачашшӑн пусарса, — ку ман кӑмӑла килет. Мана сирӗн сӑну килӗшет; эпӗ иксӗмӗр туслӑ пуласса сисетӗп. Эпӗ сире килӗшетӗп-и?» чеен илӗртсе ыйтрӗ вӑл.

— Княжна… — тесе пуҫларӑм эпӗ.

— Пӗрремӗшӗнчен, мана Зинаида Александровна тесе чӗнӗр, иккӗмӗшӗнчен, мӗнле йӑла вӑл ачасен (вӑл йӑнӑшне тӳрлетрӗ) — ҫамрӑк ҫынсен — хӑйсен туйӑмне пытарасси? Ҫитӗнсе ҫитнисене пырать вӑл. Эпӗ сире килӗшетӗп вӗт?

Вӑл ҫапла уҫҫӑн калаҫни мана килӗшет пулин те, эпӗ ҫапах кӑшт кӳрентӗм. Ман ӑна хам ача маррине кӑтартас килчӗ, ҫавӑнпа эпӗ пултарнӑ таран хама ирӗклӗрех тыткалама тӑрӑшса, ҫапла каларӑм: «Паллах, эсир мана питӗ килӗшетӗр, Зинаида Александровна, эпӗ ӑна пытарасшӑн мар».

Вӑл пуҫне васкамасӑр пӑркаласа илчӗ.

— Сирӗн гувернер пур-и? — сасартӑк ыйтрӗ вӑл.

— Ҫук, манӑн тахҫанах гувернер ҫук.

Эпӗ суйрӑм: хамӑн французӑмпа уйрӑлнӑранпа уйӑх та иртменччӗ-ха.

— О! куратӑп — эсир вуҫех мӑн ҫын-ҫке. — Вӑл мана пӳрнесенчен хуллен ҫапрӗ. — Аллӑрсене тӳрӗ тытӑр! — Хӗр тӑрӑшсах ҫӑм ҫиппине ҫӑмхалама пикенчӗ.

Эпӗ, вӑл пуҫне ҫӗклеменнипе усӑ курса, ӑна малтанах вӑрттӑн, унтан хӑюлланнӑҫемӗн хӑюлланса сӑнама тытӑнтӑм. Унӑн сӑнӗ мана ӗнерхинчен те чипертерех курӑнчӗ; вӑл ҫав тери чечен, ӑслӑ та кӑмӑллӑ. Хӗр шурӑ каркӑҫпа карнӑ чӳрече еннелле ҫурӑмпа ларать; хӗвел пайӑрки ҫав каркӑҫ витӗр унӑн кӑпӑшка, ылтӑн тӗслӗ ҫӳҫне, ачаш мӑйне, усӑкрах хулпуҫҫийӗсене, ҫепӗҫ те лӑпкӑ кӑкӑрне илемлӗн ҫутатать. Эпӗ ун ҫине пӑхнӑҫемӗн вӑл мана хаклӑрах та ҫывӑхрах пулнӑн туйӑнать! Эпӗ ӑна тахҫантанпах пӗлнӗ пек — унччен вара нимӗн те пӗлмен пек, унччен хам вуҫех пурӑнман пек туйӑнать… Хӗр кивелнӗ хура платйӗпе, умне саппун ҫакнӑ; эпӗ ҫав платйӗпе саппунӑн кашни хутламне савса ачашланӑ пулӑттӑм. Платье арки айӗнчен пушмак пуҫӗсем курӑнаҫҫӗ; эпӗ ҫав пушмаксем умӗнче те пуҫӑма тайнӑ пулӑттӑм… «Акӑ, ун умӗнче ларатӑп, — шухӑшларӑм эпӗ, — унпа паллашрӑм… мӗнле телей, турӑҫӑм!» Эпӗ савӑннипе кӑшт ҫеҫ пукан ҫинчен сиксе анмарӑм, анчах пылак апат ҫиекен ача пек, савӑннипе урасене сулласа илтӗм кӑна.

Мана шыври пулӑ пек лайӑх, — эпӗ нихҫан та ҫак пӳлӗмрен, ҫак вырӑнтан каймӑттӑм.

Хӗрӗн куҫ хӑрпӑкӗсем ҫӗкленчӗҫ те, ман ҫине каллех унӑн ҫутӑ куҫӗсем йӑлкӑшса пӑхрӗҫ, хӑй каллех кулса илчӗ.

— Мӗнле пӑхатӑр эсир ман ҫине, — тесе вӑраххӑн каларӗ те хӗр мана пӳрнипе юнарӗ.

Эпӗ хӗрелсе кайрӑм… «Вӑл йӑлтах ӑнланать, вӑл йӑлт курать, — вӗҫсе илчӗ пуҫӑмра шухӑш. — Мӗнле ан ӑнлантӑр-ха, ан пӗлтӗр-ха вӑл!»

Сасартӑк юнашар пӳлӗмре темӗн шаккани илтӗнчӗ — хӗҫ янӑраса кайрӗ.

— Зина! — ҫухӑрса ячӗ гостинӑйра княгиня. — Беловзоров сан патна кушак ҫури илсе килчӗ.

— Кушак ҫури! — кӑшкӑрса ячӗ Зинаида, пукан ҫинчен сиксе тӑрса, ҫӑмхине ман чӗрҫине печӗ те пӳлӗмрен чупса тухрӗ.

Эпӗ тӑтӑм, ҫӑмхана чӳрече янахӗ ҫине хурса, гостинӑя тухрӑм та, ним ӑнланмасӑр, чарӑнса тӑтӑм: пӳлӗм варринче йӑрӑмлӑ кушак ҫури тяпписене чаркаласа выртать; Зинаида чӗркуҫленсе ларнӑ та ун тути-ҫӑварне ҫӳлелле ҫӗклет. Княжна ҫывӑхӗнче, икӗ чӳрече хушшине йӑлтах хупласа, шуранка кӑтра ҫӳҫлӗ, хӗрлӗ питлӗ, чармак куҫлӑ маттур гусар тӑрать.

— Мӗнле кулӑшла! — тет пӗрмай Зинаида. — Куҫӗсем унӑн кӑвак мар, симӗс, хӑлхисем мӗнле пысӑк тата! Тавтапуҫ сире, Виктор Егорыч! Эсир питех те ырӑ кӑмӑллӑ! Гусар, эпӗ ӗнер курнӑ ҫамрӑк ҫынсенчен пӗри пулнӑскер, йӑлкӑшса кулса, пуҫ тайрӗ, шпорӗсене чӑнклаттарса, хӗҫ ункисене янратса илчӗ.

— Эсир хӑвӑр ӗнер йӑрӑмлӑ кушак ҫури тупасшӑн пултӑр… акӑ эпӗ илсе килтӗм те… Сӑмахӑм — саккун. — Вӑл каллех пуҫ тайрӗ.

Кушак ҫури вӑйсӑррӑн сасӑ пачӗ те урайне шӑршла пуҫларӗ.

— Вӑл выҫӑ! — кӑшкӑрса ячӗ Зинаида. — Вонифатий! Соня! Сӗт илсе килӗр.

Кивелнӗ сарӑ платье тӑхӑннӑ, мӑйне тӗссӗрленнӗ тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑм пӗчӗк турилккепе сӗт илсе кӗчӗ те кушак ҫури умне лартса пачӗ. Кушак ҫури чӗтренсе илчӗ, куҫне хӗсрӗ те сӗт лӗрккеме пикенчӗ.

— Чӗлхи мӗнле хӗрлӗ унӑн! — терӗ Зинаида, пуҫне урайне ҫитиех тайса, кушак ҫурин сӑмси патнех илсе пырса.

Кушак ҫури тӑранчӗ те тяпписем ҫине ылмашшӑн пускаласа мӑрлатма тытӑнчӗ.

— Илсе кай ӑна, — терӗ Зинаида горничнӑя лӑпкӑн, ура ҫине тӑрса.

— Кушак ҫури илсе килнӗшӗн аллӑра чуптума ирӗк парсамӑр, — терӗ гусар, кулкаласа, вара вӗр-ҫӗнӗ мундир тӑвӑрлакан тулли кӗлеткипе малалла туртӑнчӗ.

— Иккӗшне те, — хирӗҫлерӗ Зинаида, аллисене тӑсса.

Гусар ун аллисене чуптунӑ чух хӗр хулпуҫҫи урлӑ ман ҫине пӑхса тӑчӗ.

Эпӗ пӗр вырӑнтах хытса тӑтӑм, нимӗн тума та пӗлмерӗм — кулса ямаллаччӗ-и, мӗн те пулин каламаллаччӗ-и е нимӗн те чӗнмелле марччӗ-и? Сасартӑк мал пӳлӗмӗн уҫӑ алӑкӗ витӗр хамӑрӑн тарҫа Федора курах кайрӑм. Вӑл мана кӑчӑк туртать. Эпӗ хӑвӑрт ун патне тухрӑм.

— Мӗн эсӗ? — ыйтрӑм унран.

— Аннӳ сире чӗнме ячӗ, — пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ вӑл. — Эсир хуравпа час таврӑнманшӑн тарӑхать вӑл.

— Эпӗ тахҫантанпах кунта-им?

— Сехет ытла.

— Сехет ытла! — ирӗксӗрех тепӗр хут каларӑм эпӗ, вара, гостинӑйне таврӑнса, сывпуллашма васкарӑм.

— Ӑҫта эсир? — ыйтрӗ манран княжна, гусар хыҫӗпе пӑхса.

— Манӑн киле каймалла. Эсир пирӗн пата икӗ сехет тӗлне пыратӑр тесе пӗлтерӗп эппин, — терем, карчӑк еннелле ҫаврӑнса.

— Ҫапла пӗлтерӗр те, тӑванӑм.

Княгиня табак шӑхранӗ илчӗ те питӗ хытӑ шӑршласа, нюххи туртрӗ, — эпӗ кӑртах сикрӗм.

— Ҫапла пӗлтерӗр те, — тепӗр хут каларӗ вӑл, куҫҫулӗ витӗр куҫне мӑч-мӑч хупкаласа та эхлеткелесе…

Эпӗ тепӗр хут пуҫ тайрӑм, ҫаврӑнтӑм та пӳлӗмрен лайӑхмарланса тухрӑм; ҫамрӑк ҫын хӑй хыҫӗнчен кам та пулин пӑхса юлнине туйсан, ҫавнашкал лайӑхмарланать.

— Астӑвӑр, мсье Вольдемар, кӗрсе ҫӳрӗр пирӗн пата! — кӑшкӑрчӗ те Зинаида каллех кулса ячӗ.

«Мӗн-ха вӑл пӗрехмай кулать?» — шухӑшларӑм эпӗ киле таврӑннӑ май; манпа пӗрле пыракан Федор нимӗн те шарламарӗ, анчах питӗ кӑмӑлсӑр утса пычӗ. Аннеҫӗм мана ятларӗ те тӗлӗнчӗ: мӗн тума пултарнӑ эпӗ ҫак таранччен ҫав княгиня патӗнче? Эпӗ ӑна нимӗн те каламарӑм — хамӑн пӳлӗме кайрӑм. Сасартӑк питӗ хытӑ хурлантӑм… Макӑрса ярасран хама хам хытартӑм… Эпӗ гусара кӳлешетӗп!

Сайт:

 

Статистика

...подробней