Поиск
Шырав ĕçĕ:
12. Ҫынсем, пурте пӗр кӑмӑллӑ пулса, виҫӗ кун хушши йӗрсе, типӗ тытса, чӗркуҫленсе ларса Ҫӳлхуҫана — хӗрхенекен Ҫӳлхуҫана — пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтунӑ; вара Иуда вӗсене ырланӑ, хатӗрленсе тӑма хушнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Горгий ӗнтӗ ҫав вырӑнсенче ҫарпуҫ пулса тӑнӑ та, тара кӗрӗшнӗ ҫар тытса, пӗр вӗҫӗмсӗр иудейсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла пултӑр тесе, унӑн хӑйӗн серепине пушата-пушата тӑмалла-им, халӑхсене хӗрхене пӗлмесӗр пӗр вӗҫӗмсӗр вӗлермелле-им?17. Неужели для этого он должен опорожнять свою сеть и непрестанно избивать народы без пощады?
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вӗсене тытса пӑрахнӑ патша тарҫисем ҫав хушӑра кӑмакана хӗртсех тӑнӑ, пӗр вӗҫӗмсӗр нефть, сӑмала, сӳс тата ҫапӑ ҫунтарнӑ; 47. ӗнтӗ кӑмака ҫийӗн хӗрӗх тӑхӑр чике ҫӳллӗш ҫулӑм ҫӗкленсе хӑпарнӑ, 48. ҫулӑм тата палка-палка тухнӑ, кӑмака ҫывӑхӗнче пулнӑ халдейсене ӗнтсе, ҫунтарса янӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Юхӑм шыв хӗррипе ку енче те, леш енче те ҫимӗҫ паракан тӗрлӗ йывӑҫ ӳсӗ: вӗсенӗн ҫулҫи шанмӗ, вӗсем вӗҫӗмсӗр ҫимӗҫ кӳрсе тӑрӗҫ; уйӑхсерен ҫӗнӗ ҫимӗҫ ҫитӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем валли шыв Турӑ Ҫурчӗн сӑваплӑ пӳлӗмӗнчен юхать; вӗсенӗн ҫимӗҫӗ ҫиме, ҫулҫи эмеллеме пулӗ.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49-50. Вӗҫӗмсӗр куҫҫулӗм юхать, чарӑнмасть: Ҫӳлхуҫа пирӗн ҫине тӳперен хӗрхенсе пӑхиччен ҫӑмӑллӑх килмӗ.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иеремия пророк ҫав сӑмаха мӗнпур Иудея халӑхне тата мӗнпур Иерусалим ҫыннисене пӗлтерсе ҫапла каланӑ: 3. акӑ ӗнтӗ ҫирӗм виҫӗ ҫул, — Иудея патши Иосия, Амон ывӑлӗ, вунвиҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех, — мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ, эпӗ ӑна сире вӗҫӗмсӗр каласа тӑтӑм, анчах эсир итлемерӗр.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сирӗн аҫӑрсене Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑранпа паян кунчченех пӗр вӗҫӗмсӗр каласа тӑтӑм, ҫине-ҫинех каларӑм: «Ман сӑмахӑма итлӗр» терӗм.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Халӗ вара Манӑн кунта мӗн пулчӗ-ха? тет Ҫӳлхуҫа; Манӑн халӑхӑма тӳлевсӗрех илнӗ, вӗсен патшисем урсах кайнӑ, тет Ҫӳлхуҫа, Манӑн ятӑма пӗр вӗҫӗмсӗр, кашни кун хурлаҫҫӗ.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ху вара хӑвна Пултаракана — тӳпене карса хунӑ, ҫӗр никӗсне хывнӑ Ҫӳлхуҫана — манатӑн, анчах пусмӑрҫӑн хаярлӑхӗнчен — вӑл сана тӗп тума хатӗр пулнӑн — пӗр чарӑнмасӑр, вӗҫӗмсӗр, кашни кунах чӗтресе тӑратӑн.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Санӑн ятна вӗҫӗмсӗр мухтаса тӑрам, мухтав юрри юрласа аслӑлам: Эсӗ манӑн кӗллӗме илтрӗн: 16. Эсӗ мана вилӗмрен хӑтартӑн, усал саманаран ҫӑлса хӑвартӑн.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тимлесе пӑхрӑм та — ҫӗр ҫинче тепӗр харамлӑх куртӑм: 8. пӗччен ҫын, урӑх никам та ҫук; ывӑлӗ те, тӑванӗ те ҫук унӑн, ӗҫӗ-терчӗ вара вӗҫӗмсӗр, куҫӗ те пуянлӑхпа тӑрана пӗлмест.
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех, Вӑл мӗн пуррине пултаричченех, мӗн авалтанах, пулнӑ; 23. эпӗ ӗмӗртен малтанах, пуҫламӑшӗнчех, ҫӗре пултаричченех, пулнӑ. 24. Эпӗ тӗпсӗр шывсем пуличченех, тулӑх ҫӑлкуҫӗсем пуличченех ҫуралнӑ. 25. Эпӗ тусене лартичченех, сӑртсенчен маларах ҫуралнӑ, 26. ун чухне Ҫӳлхуҫа ҫӗре те, уй-хире те, тӗнченӗн пуҫламӑш тусан пӗрчине те пултарманччӗ. 27. Вӑл тӳпене йӗркеленӗ чухне те эпӗ унта пулнӑ. Вӑл тӗпсӗр шыв ҫийӗн йӗр туса ҫаврӑннӑ чухнех, 28. ҫӳлте пӗлӗтсене вырӑнаҫтарнӑ чухнех, тӗпсӗр шывсен ҫӑл таппийӗсене тӗреклӗлетсе лартнӑ чухнех, 29. шывсем сарӑлса ан кайччӑр тесе тинӗс валли чиккисене палӑртнӑ чухнех, ҫӗрӗн никӗсне хывнӑ чухнех пулнӑ: 30. ҫавӑн чухне эпӗ Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ, куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ, Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ, 31. Унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ умӗнче савӑннӑ, этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ. 32. Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана; манӑн ҫула уяса тӑракансем телейлӗ!
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӑна хӑватлӑхне кура мухтавлӑр, Ӑна вӗҫӗмсӗр аслӑлӑхне кура мухтавлӑр.2. Хвалите Его по могуществу Его, хвалите Его по множеству величия Его.
Пс 150 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
96. Эпӗ пур ӗҫӗн-япаланӑн вӗҫӗ пуррине куртӑм, Санӑн ӳкӗтӳ анчах вӗҫӗмсӗр анлӑ.96. Я видел предел всякого совершенства, но Твоя заповедь безмерно обширна.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Вӑл вара вӗсем йӗрсе йӑлӑннине илтсессӗн вӗсен асапӗ ҫине хӗрхенсе пӑхнӑ, 45. вӗсемпе хывнӑ халалне вӗсемшӗн асне илнӗ, вӗҫӗмсӗр ырӑлӑхне пула шухӑшне улӑштарнӑ; 46. тыткӑна илекенӗсен кӑмӑлне ҫемҫетнӗ, вӗсене хӗрхенекен тунӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Санӑн Ҫуртунта пурӑнакансем телейлӗ: вӗсем вӗҫӗмсӗр Сана мухтаса тӑрӗҫ.5. Блаженны живущие в доме Твоем: они непрестанно будут восхвалять Тебя.
Пс 83 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл мӗскӗнпе чухӑн ҫынна хӗрхенӗ, мӗскӗнсен чунне ҫӑлса хӑварӗ; 14. вӗсенӗн чунне ултавпа пусмӑртан хӑтарӗ, унӑн куҫӗ умӗнче вӗсенӗн юнӗ хаклӑ пулӗ; 15. вӑл пурӑнӗ, ӑна Арави ылтӑнне парса тӑрӗҫ, уншӑн пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтӑвӗҫ, ӑна кулленех мухтавлӗҫ; 16. ӗнтӗ тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ тулӑх пулӗ; ҫитӗннӗ тырӑ Ливан ҫинчи вӑрман пек хумханса ларӗ, хуласенче халӑх ҫӗр ҫинчи курӑк пек ӗрчӗ; 17. унӑн ячӗ ӗмӗр пулӗ; хӗвел ҫухаличченех унӑн ячӗ сарӑлса пырӗ#; ун урлӑ [ҫӗр ҫинчи пур ӑру та] пиллӗх илӗ, ӑна пур халӑх та ырӑлӗ.
Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сана шыракансем пурте Саншӑн савӑнса хӗпӗртеччӗр, Эсӗ ҫӑлнине юратакансем пӗр вӗҫӗмсӗр: «Турӑ аслӑ!» тесе тӑччӑр.
Пс 69 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй Турӑҫӑм, Хӑвӑн аслӑ ырӑлӑхупа хӗрхенсем мана, Хӑвӑн вӗҫӗмсӗр ырӑ кӑмӑлупа йӗркесӗр ӗҫӗме манӑҫа кӑларсам.3. Помилуй меня, Боже, по великой милости Твоей, и по множеству щедрот Твоих изгладь беззакония мои.
Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.