Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗмсӗр сăмах пирĕн базăра пур.
вӗҫӗмсӗр (тĕпĕ: вӗҫӗмсӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав чи хӑватлӑран та хӑватлӑ юратӑва — пурнӑҫа юратнине — хӑвшӑн ҫеҫ тӑрӑшса мар, кашни чӗрчун, кашни йывӑҫ-курӑк пурнӑҫа хӑвнашкалах вӗҫӗмсӗр юратнине ӑнланса упрамалла…

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Бианка чӑнкӑ ҫыранпа тапӑҫланса хӑпарни е хумсем айӗнчен сирпӗнтерсе тухни, е тата кӑшт вӑрҫсанах пӑшӑрханнӑ-кӳреннӗ пек пӑрӑнса утни куҫ умне килсе тухать те хама хам ҫине-ҫинех, вӗҫӗмсӗр калатӑп: «Мӗн тери хаклӑ иккен эсӗ, пурнӑҫ, мӗн тери илемлӗ! — тетӗп. — Нимӗнле сӑмахпа каласа кӑтартайми юратать сана чӗрӗ чун, пурнӑҫ! Нимӗнле виҫепе те виҫме ҫук санӑн хакна, пурнӑҫ!» — тетӗп.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Аннушкин васкаса утать, вӗҫӗмсӗр калаҫать.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ку ҫеҫ те мар-ха, ҫав сасӑсемпе пӗрле темле ҫепӗҫ, чуна тытса илекен ачаш кӗвӗ вӗҫӗмсӗр шӑранса тӑнӑ пек туйӑнать.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑв ҫапла пӗчӗккӗ курӑннӑран пушшех пысӑк пек туйӑнать мана халь санӑн чӗрӳ, хӑвна та, ҫынна та вӗҫӗмсӗр чӑрмав кӳрекен канӑҫсӑр чӗрӳ.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫынсене ҫапла вӗҫӗмсӗр хистесен-хистесен, хӑй те пӗрехмай хатарланса пырса йӗп-йӗпе тара ӳксен, Турунов ман пата килчӗ те ним тӗлсӗр выртакан тимӗр пӑрӑх ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑнпа Турунов монтажниксен ҫумӗнчен хӑпа та пӗлмест, ахаль те вут ҫинчи пек ӑшаланаканскерсене вӗҫӗмсӗр хистет, май ҫук васкатать.

Помоги переводом

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Бетон плитасем сарнӑ ҫул ҫинче ӗнер бригада ҫыннисене вӗҫӗмсӗр васкатса ҫӳренӗ леш хайхи Ваҫка-Васкапа тепӗр икӗ арҫын курӑнса кайрӗҫ.

Помоги переводом

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тинех чухласа илтӗм Серебряков вӗҫӗмсӗр чӳречерен пӑхнин сӑлтавне: Турунова кӗтет-ҫке вӑл…

Помоги переводом

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хайхи Калис вӗҫӗмсӗр пиччӗшӗ патне ҫӳрекен пулчӗ.

Помоги переводом

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Йыш тени мӗн пӗчӗкрен илӗртнӗ Тихӑна, анчах амӑшӗпе пӗрле вӗҫӗмсӗр ялтан яла сӗтӗрӗнсе ҫӳресе никампа та вӑрах хутшӑнма тӳр килмен ӑна.

Помоги переводом

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫтаппан вӗҫӗмсӗр калаҫать.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Малтисен ҫитӗнӗвӗ ку, тӑванӑм, ӗнен мана, вӗҫӗмсӗр ялтан яла ҫӳрекен ҫынна.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӗлӗнмелле те: завод кӗрлет-шавлать, троллейбуссемпе машинӑсем вӗҫӗмсӗр иртеҫҫӗ, площадьре халӑх хӗвӗшет, юнашарах — утӑ капанӗсем, утӑ шӑрши…

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫамрӑк чухне ҫавна ӑнланса пӗтерейместпӗр-ҫке — пурнӑҫ ҫапла вӗҫӗмсӗр хаваслӑ, ҫирӗп вӑй-халпа, ҫӑмӑллӑн иртессӗн туйӑнать.

Помоги переводом

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Ак тамаша, тӳрех трубкине хучӗ палламан хӗрарӑм — телефон вӗҫӗмсӗр пиклетме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫак вӗҫӗмсӗр ҫаврӑнӑш хӑҫан татӑлӗ-ши?

Помоги переводом

Кӑкшӑм пӗви тасалчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61086

Чылай чухне вӗсем чӑрр!.. чӑр!.. — тесе сыпӑкӑн-сыпӑкӑн чӑрлатаканччӗ, халь апла мар, пӗр вӗҫӗмсӗр: чӑр-р-р… — туни кӑна илтӗнсе тӑрать.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Нимӗн те кирлӗ мар ӑна халь, таҫтан утса килсе кӗнӗ ҫынна, вӑл, тӗнчери мӗнпур япалана ӗмӗрлӗхех манса, хӑй пурнӑҫне те манса, Таня ҫине ҫапла пӗр вӗҫӗмсӗр, ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе пӑхса ларма та хатӗр, хӑйне пӑрахса кайнӑ Таня ҫине…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ытлари — ӗҫ кунӗ, ҫавӑнпа та ҫул тӑрӑх машинӑсем — автобуссем те, груз турттармаллисем те, ҫӑмӑллисем те — «Волгӑсем», «Победӑсем», «Москвичсем», «запорожецсем» калле-малле вӗҫӗмсӗр чупнӑ.

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней