Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Хӳх 3

Раздел: Библи –> Иеремия хӳхлевӗ

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 12:52

Предложений: 41; Слово: 588

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Эпӗ — Турӑ ҫиллин туйинчен
хуйхӑ тӳснӗ ҫын.

2. Вӑл мана ертсе кайрӗ те
ҫутта мар, сӗмлӗхе илсе кӗчӗ.

3. Ҫапла, Вӑл мана хирӗҫ тӑчӗ те —
кунӗпе аллине мана хирӗҫ тытса тӑрать;
4. пӗтӗм ӳтӗм-тирӗме сӳслентерчӗ,
шӑммӑм-шаккӑма хавшатрӗ;
5. мана пӳлсе лартрӗ те —
хурлӑхпа асап хушшине хӑварчӗ;
6. тахҫан вилнӗ ҫынсене пытарнӑ пек,
мана тӗттӗм вырӑна кӗртсе лартрӗ;
7. эпӗ тухасран ман тавра хӳме ҫавӑрчӗ,
ман сӑнчӑрӑма йывӑрлатрӗ,
8. эпӗ тархасланӑ чухне, йӗрсе йӑлӑннӑ чухне
манӑн кӗллӗме чарса тӑчӗ;
9. манӑн ҫулсене чулсемпе пӳлсе хучӗ,
манӑн сукмакӑмсене хупларӗ.

10. Маншӑн вӑл пытанса тӑракан упа пек,
вӑрттӑн ҫӗрти арӑслан пек пулса тӑчӗ;
11. манӑн ҫулсене хупларӗ те мана туласа тӑкрӗ,
мана ниме тӑман ҫын туса хучӗ;
12. уххине туртса карӑнтарчӗ те —
мана ҫӗмрен ҫитсе тӑрӑнмалли тӗле тӑратрӗ;
13. йӗннинчен кӑларнӑ ҫӗмренӗсене
манӑн пӳреме тӗллесе ячӗ.

14. Эпӗ пӗтӗм халӑхӑм куллийӗ,
унӑн кулленхи мӑшкӑл юррийӗ пулса тӑтӑм.

15. Вӑл мана йӳҫӗпе тӑрантарса ҫитерчӗ,
эрӗм ӗҫтерсе ӳсӗртрӗ.

16. Шӑлӑмсене чулпа тӗпретрӗ,
хама кӗлпе витсе хӑварчӗ.

17. Чунӑмран вара канӑҫлӑх тарчӗ,
эпӗ ырӑлӑх пуррине те мантӑм,
18. каларӑм вара: вӑй-халӑм пӗтрӗ,
Ҫӳлхуҫана шанма та пӑрахрӑм, терӗм.

19. Манӑн асапӑмпа инкекӗм ҫинчен,
эрӗмпе ват ҫинчен шухӑшласа пӑхсамччӗ.

20. Ҫакна манӑн чунӑм асра ҫирӗп тытать,
хуйхӑпа касӑлать.

21. Чӗреме эпӗ акӑ мӗнле хуравлӑп,
ҫавӑнпа акӑ мӗне шанса тӑрӑп:
22. Ҫӳлхуҫа хӗрхеннипе эпир тӗппипех пӗтмерӗмӗр:
Унӑн хӗрхенекен кӑмӑлӗ иксӗлмерӗ.

23. Вӑл ирсерен ҫӗнелсе пырать;
Санӑн тӳрӗлӗхӳ аслӑ!

24. Ҫӳлхуҫа — манӑн пайӑм, тет манӑн чунӑм;
эпӗ Ӑна шанса тӑрӑп.

25. Ҫӳлхуҫа Хӑйне шанса тӑракансемшӗн,
Хӑйне шыракан чуншӑн ырӑлӑхлӑ.

26. Ҫӳлхуҫаран тӳсӗмлӗн ҫӑлӑнӑҫ кӗтекене
ырӑлӑх пулӗ.

27. Ҫамрӑклах йывӑрлӑх тӳсекене
ырӑлӑх пулӗ;
28. вӑл чӗнмесӗр улаххӑн ларать:
ҫав йывӑрлӑха ун ҫине Турӑ тиенӗ;
29. «тен, шанчӑк пӗтмен-ха» тесе,
вӑл тути-ҫӑварӗпе тӑпрана сӗртӗнет;
30. хӑйне хӗнекен енне пичӗпе ҫаврӑнса тӑрать,
ытлашшипех мӑшкӑл тӳсет.

31. Ҫӳлхуҫа ӗмӗрлӗхех пӑрахмасть.

32. Халӗ асап Вӑл янӑ,
кайран Хӑйӗн иксӗлми ырӑлӑхӗпе хӗрхенсе каҫарать.

33. Вӑл этем ывӑлӗсене чӗри хушнипе айӑпламасть,
чӗри хушнипе хурлантармасть.

34. Анчах тӗрмере ларакансене
урапа таптаҫҫӗ пулсан,
35. Ҫӳлти Турӑ умӗнче
этеме тӳрӗ мар сут тӑваҫҫӗ пулсан,
36. этеме хӑйӗн ӗҫӗнче хӗсӗрлеҫҫӗ пулсан,
ҫавна Ҫӳлхуҫа курмасть-и вара?

37. «Ҫӳлхуҫа хушман ӗҫ те пулать» теекенӗ
кам-ха вӑл?

38. Инкекӗ те, ырӑлӑхӗ те
Ҫӳлти Турӑ сӑмахӗнчен килмест-и?

39. Мӗншӗн ӳпкелешет-ха пурӑнакан этем?
кашниех хӑйӗн ҫылӑхне ӳпкелетӗр.

40. Хамӑр ҫулсене сӑнар та, тишкерсе пӑхар та —
Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнар.

41. Хамӑр чӗремӗре тата аллӑмӑра
тӳпери Туррӑмӑр енне ҫӗклер:
42. эпир Турӑран уйрӑлса кайрӑмӑр та тӳрккеслентӗмӗр;
Эсӗ хӗрхенмерӗн;
43. Эсӗ ҫилленсе ҫитрӗн те пире хӗсӗрлеме,
вӗлерме пуҫларӑн, хӗрхенсе тӑмарӑн;
44. Эсӗ, пирӗн кӗллӗмӗр ан ҫиттӗр тесе,
Хӑвна пӗлӗтпе хупӑрларӑн;
45. Эсӗ пире халӑхсем хушшинче
ҫӳп-ҫап, йӗрӗнчӗк туса хутӑн.

46. Пур тӑшман та пирӗн ҫине
ҫӑварне карса пӑрахрӗ.

47. Пирӗн шӑпамӑр — хӑрушлӑхпа янтӑ шӑтӑк,
ҫаратупа тустару.

48. Манӑн халӑхӑмӑн хӗрӗ пӗтнишӗн
куҫӑмран куҫҫулӗ шыв пек юхать.

49-50. Вӗҫӗмсӗр куҫҫулӗм юхать, чарӑнмасть:
Ҫӳлхуҫа пирӗн ҫине
тӳперен хӗрхенсе пӑхиччен
ҫӑмӑллӑх килмӗ.

51. Хуламӑн пӗтӗм хӗрӗшӗн
куҫӑм чунӑма хурлантарать.

52. Тӑшманӑмсем мана, ним сӑлтавсӑрах,
кайӑка тытнӑ пек ярса тытасшӑн темӗнле те тӑрӑшрӗҫ;
53. мана шӑтӑка пӑрахрӗҫ те
мана чулпа пере-пере пӗтерчӗҫ.

54. Мӑйӑм таран шыв тулса хӑпарчӗ те,
эпӗ вара: «пӗтрӗм» терӗм.

55. Эй Ҫӳлхуҫамӑм,
эпӗ Сана тарӑн шӑтӑкран тархасларӑм.

56. Эсӗ манӑн сассӑма илтрӗн;
эпӗ ахлатса хуйхӑрнинчен, эпӗ кӑшкӑрса йӗнинчен
хӑлхуна ан хупласамччӗ.

57. Эпӗ Сана тархасланӑ чухне Эсӗ ҫывӑхараттӑн та:
«ан хӑра» тесе калаттӑн.

58. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ манӑн чунӑм ӗҫне хӳтӗлерӗн;
манӑн пурӑнӑҫӑма хӑтарса пытӑн.

59. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ эпӗ кӳреннине куратӑн,
манӑн ӗҫӗме татса парсамччӗ.

60. Эсӗ вӗсем мана епле тавӑрасшӑн ҫуннине,
мана хирӗҫ усал шухӑш тытнине пӗтӗмпех куратӑн.

61. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ вӗсем мана епле хӑртнине,
мана хирӗҫ усал шухӑш тытнине пӗтӗмпех илтетӗн,
62. мана тапӑнакансен сӑмахне, вӗсен мана хирӗҫ кашни кунах
шутласа кӑларакан чее мелӗсене пӗлсе тӑратӑн.

63. Пӑхсам, лараҫҫӗ-и, тӑраҫҫӗ-и вӗсем,
эпӗ вӗсемшӗн — урам юрри кӑна.

64. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, хӑйсен аллисем тунӑ ӗҫӗсене кура
тавӑрса парсамччӗ вӗсене;
65. вӗсен чӗрисене минретсемччӗ,
вӗсем ҫине Хӑвӑн ылханна ярсамччӗ;
66. эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ вӗсене ҫиллӳпе хӑваласамччӗ,
тӗнчере юлмиччен пӗтерсе тӑксамччӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней