Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иер 25

Раздел: Библи –> Иеремия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 12:29

Предложений: 28; Слово: 709

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Иудея патши Иоаким, Иосия ывӑлӗ, тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, — ку вӑл Вавилон патши Навуходоносор пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулнӑ, — Иеремийӑна пӗтӗм Иудея халӑхӗ ҫинчен каланӑ сӑмах ҫакӑ. 2. Иеремия пророк ҫав сӑмаха мӗнпур Иудея халӑхне тата мӗнпур Иерусалим ҫыннисене пӗлтерсе ҫапла каланӑ: 3. акӑ ӗнтӗ ҫирӗм виҫӗ ҫул, — Иудея патши Иосия, Амон ывӑлӗ, вунвиҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех, — мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ, эпӗ ӑна сире вӗҫӗмсӗр каласа тӑтӑм, анчах эсир итлемерӗр. 4. Ҫӳлхуҫа сирӗн патӑра Хӑйӗн тарҫисене, пророкӗсене, ярса тӑчӗ, ҫине-ҫинех ячӗ, анчах эсир итлемерӗр, итлес тесе хӑлхӑра та таймарӑр. 5. Сире ҫапла каланӑ: «хӑвӑрӑн усал ҫулӑрсенчен, усал ӗҫӗрсенчен хӑпӑр та Ҫӳлхуҫа сире тата сирӗн аҫӑрсене ӗмӗр-ӗмӗре панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнӑр; 6. урӑх турӑсем хыҫҫӑн ан ҫӳрӗр, вӗсене пӑхӑнса, пуҫҫапса ан пурӑнӑр, хӑвӑрӑн аллӑр ӗҫӗсемпе Мана ан ҫиллентерӗр, вара сире усал тумӑп» тенӗ. 7. Анчах эсир Мана итлемерӗр, тет Ҫӳлхуҫа, хӑвӑра усал туса Мана хӑвӑрӑн аллӑр ӗҫӗсемпе ҫиллентертӗр.

8. Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑмсене итлеменшӗн 9. Эпӗ ҫурҫӗрти йӑхсене пурне те чӗнсе пуҫтарӑп та, тет Ҫӳлхуҫа, Хамӑн чурама Навуходоносора, Вавилон патшине, чӗнсе илӗп те, вӗсене ҫак ҫӗре хирӗҫ, унта пурӑнакансене хирӗҫ, таврари пур халӑха хирӗҫ ертсе кайӑп; вӗсене тӗппипе аркатса тӑкӑп, вӗсенчен сехре хӑппи, тӗнче кулли тӑвӑп, ҫӗрне ӗмӗрлӗхех юхӑнтарса хӑварӑп. 10. Вӗсенӗн савӑнӑҫ сассипе хаваслӑх сассине те, кӗрӳ каччӑ сассипе кин сассине те, арман чулӗсен сассипе ҫутаткӑҫ ҫутине те чарса лартӑп. 11. Ҫак пӗтӗм ҫӗр пушхир те сехре хӑппи пулса юлӗ; ҫак халӑхсем Вавилон патшине ҫитмӗл ҫул пӑхӑнса тӑрӗҫ. 12. Кайран ҫапла пулӗ: ҫитмӗл ҫул тулсассӑн, Вавилон патшипе унӑн халӑхне усал ӗҫӗсемшӗн хӗн кӑтартӑп, халдейсен ҫӗрне ӗмӗрлӗх пушхир туса хӑварӑп. 13. Ҫав ҫӗр ҫинчен каланӑ пӗтӗм сӑмахӑма, ҫак кӗнекере мӗн ҫырнине, Иеремия халӑхсем ҫинчен пророкла каланине, Эпӗ пӗтӗмпе пурӑнӑҫа килтерӗп. 14. Вӗсене нумай йышлӑ халӑхсемпе аслӑ патшасем чура туса хурӗҫ; Эпӗ вӗсене хӑйсен хӑтланӑшне кура, хӑйсен ӗҫӗсене кура тавӑрӑп.

15. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, мана ҫапла каларӗ: Манӑн аллӑмран хаярлӑх эрехӗ тултарнӑ ҫак куркана ил-ха: Эпӗ сана халӑхсем патне яратӑп, эсӗ вӗсене пурне те ҫак куркаран ӗҫтерсе тух. 16. Вӗсем ӗҫсе ярӗҫ, тайкаланма пуҫлӗҫ, хӑйсем ҫине янӑ Манӑн хӗҫӗме курсассӑн ухмаха тухӗҫ, терӗ. 17. Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа аллинчи куркана илтӗм те Ҫӳлхуҫа хушнипе халӑхсем патне ҫитсе вӗсене пурне те ҫав куркаран ӗҫтерсе тухрӑм: 18. Иерусалима, Иудея хулисене, унӑн патшисемпе улпучӗсене ӗҫтертӗм — ӗнтӗ вӗсене ҫаратса тухчӑр, вӗсем сехре хӑппи, тӗнче кулли, ылханлӑ вырӑн пулса тӑччӑр, халӗ ҫапла пулчӗ те; 19. фараона, Египет патшине, тата унӑн тарҫисене, улпучӗсене, унӑн пӗтӗм халӑхне, 20. вӗсен хушшинчи ют халӑх ҫыннисене ӗҫтертӗм; Уц ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Филисти ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Аскалона, Газӑна, Екрона, Азот йӑлкӑмне, 21. Эдома, Моава, Аммон ывӑлӗсене, 22. Тирӑн мӗнпур патшине, Сидонӑн мӗнпур патшине, тинӗс леш енчи утравсен патшисене, 23. Дедана, Фемана, Буза, тӑнлавӗ ҫинчи ҫӳҫне кастаракан ҫынсене пурне те, 24. Арави ҫӗрӗн мӗнпур патшине, пушхирте пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен патшисене, 25. Зимврийӗн мӗнпур патшине, Еламӑн мӗнпур патшине, Миди ҫӗрӗн мӗнпур патшине, 26. ҫурҫӗрти мӗнпур патшана, — ҫывӑхрисене те, аякрисене те, пӗрин хыҫҫӑн теприне, — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха ӗҫтертӗм. Вавилон патши вара юлашкинчен ӗҫӗ. 27. Вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: ӗҫӗр те ӳсӗрӗлӗр, хӑсса кӑларӑр та кайса ӳкӗр, хӑвӑр ҫине янӑ Манӑн хӗҫӗме курсассӑн ура ҫине ан тӑрайӑр. 28. Эхер те вӗсем сан аллунтан ӗҫме панӑ куркана илесшӗн мар пулсассӑн, вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ӗҫетӗрех! 29. Хамӑн ятӑмпа хисепленекен ҫак хула ҫине Эпӗ хӗн-хур яратӑп пулсассӑн, эсир хаса курмасӑр юлайӑр-и вара? Ҫук, хаса курмасӑр юлаймӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакан мӗнпур ҫын ҫине хӗҫ яратӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. 30. Ҫавӑнпа вӗсене ҫак пӗтӗм сӑмаха каласа пар: Ҫӳлхуҫа ҫӳлтен кӗмсӗртеттерсе ярӗ те Хӑйӗн сӑваплӑ ҫуртӗнчен сасӑ парӗ; Хӑй кӗтӳлӗхӗ тӗлӗнче хӑрушшӑн кӗмсӗртеттерӗ; Вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакан мӗнпур ҫын ҫине юхтаркӑчра иҫӗм таптакан евӗрлӗ кӑшкӑрса ярӗ. 31. Шавӗ тӗнче хӗрринех ҫитӗ: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа халӑхсемпе тупӑшать: Вӑл кашни чӗрӗ чунпах сутлашӗ, усал ҫынсене хӗҫпе пӗтерӗ, тет Ҫӳлхуҫа.

32. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ халӑхран халӑх патне инкек пырать, тӗнче хӗрринчен ҫавраҫил ҫӗкленет. 33. Ҫав кун Ҫӳлхуҫа пӗтерсе тухнисем ҫӗрӗн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитиех пулӗҫ, вӗсемшӗн хӳхлемӗҫ, вӗсене тирпейлесе пытармӗҫ, вӗсем ҫӗр ҫийӗнче тислӗк вырӑнне пулӗҫ. 34. Кӑшкӑрса макӑрӑр, йынӑшӑр, кӗтӳҫӗсем, тусан ҫинче йӑваланӑр, кӗтӳ ҫулпуҫӗсем: сире парнене кӳрес кунсем ҫитрӗҫ — сире салатса ярӗҫ, эсир хаклӑ савӑт пек ванса каятӑр. 35. Кӗтӳҫӗсене хӳтӗлӗх, кӗтӳ ҫулпуҫӗсене ҫӑлӑнӑҫ пулмӗ. 36. Кӗтӳҫӗсем йӗрсе йӑлӑнни, кӗтӳ ҫулпуҫӗсем ӗсӗклени илтӗнет — Ҫӳлхуҫа вӗсен кӗтӳлӗхӗсене пушатса хӑварчӗ. 37. Ҫӳлхуҫа ҫиллин хаярлӑхӗпе лӑпкӑ кӗтӳлӗхсем пӗтеҫҫӗ. 38. Вӑл — хӑйӗн йӑвинчен тухнӑ арӑслан пек! Вӗсен ҫӗрӗ Унӑн хаяр ҫиллине пула, Унӑн ҫулӑмлӑ ҫиллине пула пушхир пулса юлчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней