Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл Мелеховсен кил хушшине малтан кӗрсе кайрӗ, крыльца умӗнче чарӑнчӗ те касмӑкри сарӑ йытӑ аҫи пӳлӗнчӗклӗн хӑрӑлтатса вӗрнине пуҫне пӗшкӗртсе пӑхса тӑчӗ, унтан хулпуҫҫийӗ ҫинчен винтовкине хыврӗ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Бойченко каллех шухӑша кайрӗ, Сергей чӳречерен сулхӑн ҫил вӗрнине туйса илчӗ те ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл чӳречерен нумайччен пӑхнӑ, анчах выльӑха мӗнле хӑваланин картинине куҫпа курса палӑртайман-ха, тӗрӗссипе картинӑна ҫеҫ мар, утса пыракан чӗрӗ выльӑхсен йышне те, геройсен сӑн-пичӗсене курма май пур ҫынсене те — ҫураннисене, юланутлисене курса палӑртайман; вӑл вырӑн пейзажне — тусене те, кӗрхи ҫутӑ тӗспе сӑрланнӑ ту хушшисене те; кӗпӗрленсе пыракан ӗне, сурӑх, лаша кӗтӗвӗсене те курма пултарайман; выльӑх кӗтӗвӗсем хӑваланӑ чухне янӑраса тӑракан сасӑсене: ҫӗр айӗнчен тухнӑ пек илтӗнекен пиншер ура сассисене, кӗтӳҫӗсен савӑнӑҫлӑ та кӑштах тытӑнчӑклӑ сассисене, сурӑхсем макӑрнине, ӗнесем вӑрӑммӑн та хурлӑхлӑн мӗкӗрнине, хӑйӗн кӗтӳне ертсе пыракан ӑйӑр пӑшӑрхануллӑ тулхӑрнине, йытӑсем вӗрнине, пушӑсем шартлатнине, ту ҫинчен юхакан шывсем шавланине, ту хушшисенче янӑракан сасӑсене Илья курман та, илтмен те.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑш-пӗр нимӗҫӗсем, курпунӗсене кӑларнӑ та, урапасем ҫинчех ларса пыраҫҫӗ, хӑш-пӗрисем, пылчӑк ҫинче шуҫа-шуҫа, ҫуран утаҫҫӗ, йӗпе-сапаллӑ сивӗ ҫил вӗрнине тӳсеймесӗр хыҫалалла ҫаврӑнкаласа илеҫҫӗ, хушӑран тата тӗксӗм тӳпери кӑшт ҫеҫ палӑракан, пӗртте хӗвел пек туйӑнман сарӑрах пӑнчӑ ҫинелле пӑхкаласа илеҫҫӗ.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл йытӑ каҫса кайса вӗрнине илтрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫак йытӑ вӗрнине те таҫта илтнӗ пек пулчӗ, элле ӑна ҫавӑн пек туйӑнчӗ кӑна-ши.Этот лай был ему как будто знаком, или, может быть, так ему показалось.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унӑнах тата графӑн сунара ҫӳрекен йытти мӗнле вӗрнине те туса кӑтартмаллаччӗ.Он же должен был воспроизводить лай охотничьей собаки графа.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
«Сунарҫӑсем, — тӗшмӗртрӗ мелник, йытӑ вӗрнине илтсе.«Охотники, — догадался мельник, узнав по лаю, что собака — гончая.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл хӑш енчен вӗрнине пӗлме хӑтланса Яков Лукич чылайччен сӑнаса тӑчӗ, — анчах пӗлеймерӗ.Яков Лукич долго пытался понять, с какой стороны он дует, — и не мог.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫаплах мӗнпур чӗрчун ӑшчикне пӗлнӗ вӑл, тискер кайӑксен туйӑмӗсене уйӑрма пултарнӑ, ҫилсем епле пула-пула кайнипе ӑҫтан ӑҫталла вӗрнине, ӳсентӑрансен тӗрлӗ пахалӑхӗсене, курӑксен сиплӗ вӑйӗсене чухланӑ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тинӗс ҫинче ҫӑмӑлрах кӑна ҫил ирӗклӗн вӑшлатса вӗрнине пӑхмасӑрах, пӗлӗтсем ҫаплах темле салху шухӑша кайнӑ пек хускалмасӑр тӑраҫҫӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ирпеле, шкула кайнӑ чухне, Санька кӗпер тӗлӗнче шыв ҫӳлелле нумай хӑпарнине, кӑваккӑн курӑнакан чӑрӑш вӑрманӗ енчен ӑшӑ та вӑйлӑ ҫил вӗрнине асӑрхарӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кофе авӑртмалли ал арманӗ шалтӑртатнине, сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрнине, Захар атӑ тасатнине, сехет пӗр пек шакканине чылайччен итлет вӑл.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кил хуҫи арӑмӗ пуринчен малтан алӑка шакканине, йытӑ вӗрнине илтрӗ те, Анисьйӑпа Захара тӗрткелесе вӑратсах, улпут таврӑннине пӗлтерчӗ.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗррехинче эпӗ анне ӑнран кайса выртнине, Даша инке ӑна ҫӑварӗнчен вӗрнине курнӑччӗ.Мне случилось видеть однажды, как мать лежала в обмороке и тетя Даша дула ей в рот.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Ҫил ӑҫтан вӗрнине пӑхрӑм», — терӗ вӑл.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ уҫӑ чӳрече витӗр ҫил варкӑшса кӗнине, манӑн урайӗнче выртакан тӳшек ҫине вӗрнине туятӑп, улӑм пӗрчисем манӑн кӑкӑрпа хырӑма тиреҫҫӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӗсем вӗрнине илтсен, ачасен ҫунатсем шӑтнӑ пекех пулчӗҫ.От лая проснувшихся сторожевых собак у них на ногах словно выросли крылья.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫил ӑҫталла вӗрнине туя пуҫларӑр-и?
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Тӳсӗмлисем, хайхи ректор кӑмӑлне ҫырлахтараканнисем («юратаканнисем» тенӗччӗ вӑл!) ӑслӑлӑх канашӗнче, ҫил ӑҫтан вӗрнине флюгер пек сисӗмлӗ туйса, пуҫлӑхӑн чи ачаш вырӑнӗсене пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ҫуллаҫҫӗ.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8