Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XVII сыпӑк

Раздел: Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ –> Пӗрремӗш кӗнеке

Автор: Мария Ухсай

Источник: Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Добавлен: 2020.02.26 10:20

Предложений: 169; Слово: 1445

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Сергей кунӗнех депутатпа пулас калаҫу ҫинчен шухӑшласа ҫӳрерӗ. Вӑл тем пек нумай ҫын умӗнче тухса калас пек, хӑй ӑшӗнче вӑрӑм калаҫу хатӗрлерӗ. План ҫинчен тепӗ-йӗрӗпе каласа панине итлесе ларнӑ хыҫҫӑн, депутатпа ун хушшинче ҫапла калаҫу пулас пек туйӑнчӗ ӑна.

«Ытла нумай ыйтмастӑр-и, Тутаринов юлташ?»

«Епле нумай? Нумай мар-ҫке. Пӑхӑр-ха планне. Вӑл халӗ чи кирли кӑна…»

«Сирӗн планӑра эпӗ курнӑ та, вуланӑ та. Ҫав тери пысӑк цифрӑсене кам лартса пачӗ? Вунултӑ вагон чи лайӑх вӑрман? Вӑл пӗр станица валли кӑна-ха! Нумайтарах… Сирӗн планӑра кӗскетсе, тепӗр хут тумалла мар-ши? Тен ку ҫулсенче электростанципе кинотеатрсӑр та ҫырлахатӑр?»

«Ҫук, юрамасть, — тет Сергей. — Электростанцисӗр епле? Кинотеатр та питӗ кирлӗ…»

«Пурне те харӑсах тума ҫук-ҫке. Умра пилӗкҫуллӑхсем нумай…

Сергей хӑй ӑшӗнче плана кӗскетме май ҫук терӗ. Усть-Невински вӑрҫӑран ытти станицӑсенчен ытларах инкек тӳснӗ, Усть-Невинскинчи колхозсенче укҫа-тенкӗ те, ӗҫлекенсем те пур…

«Ытти станицӑсенче укҫа-тенкӗ те, ӗҫлекен ҫынни те ҫук-им вара? Вӑл ытти станицӑсенче те пур, анчах вӗсем кун пек пысӑк плансемпе килмеҫҫӗ…»

«Эсир ытти станицӑсенче те пурте пур, тетӗр… Чӑнах та, пур! Анчах эсир ан манӑр, пирӗн пурлӑхсӑр пуҫне, строительство ӗҫне тытӑнма кӑмӑл та, ӗмӗт те пур. Ҫавӑнпа килтӗм те ӗнтӗ сирӗн пата, сирӗн пире пулӑшмаллах…»

Ҫапла каласан, депутат хирӗҫ пулас ҫук пек туйӑнчӗ Сергее. Анчах калаҫу Сергей кӗтнӗ пек мар, пачах урӑхла пулчӗ.

Бойченко сӗтел хушшинчен ура ҫине тӑчӗ те Сергее алӑ парса ларма ыйтрӗ. Вӑл ҫӳллӗ те яштака ҫын, тӗттӗм-кӑвак костюмӗ ун ҫинче уйрӑмах илемлӗ ларать. Ҫутӑ кӑвак куҫӗсем кӑшт сивӗрех пӑхнӑ пек туйӑнчӗ Сергее. Сухалӗпе мӑйӑхне яп-яка хыртарнӑ та, пичӗ питех те ҫамрӑк пек курӑнать, анчах ҫӳҫӗ чылай кӑвакарнӑ.

— Ну, эсӗ Федор Лукич Хохлаковпа мӗнле вӑрҫса кайрӑн, каласа пар-ха? — терӗ те ун ҫутӑ куҫӗсем савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатса илчӗҫ.

— Килсе ӳпкелешме ӗлкӗрчӗ-им?

— Ҫук. Ман патра Кондратьев пулчӗ…

— Эпӗ ӑна вӑрҫни тесе шутламастӑп, — Сергей яшт сиксе тӑчӗ, шӑтарас пек пӑхрӗ, куҫхаршийӗсем пӗрӗнчӗҫ. — Эсир пӗлес пулсан, Федор Лукич мана тӗлӗнтерет те, ҫиллентерет те. Пурнӑҫ ҫине апла пӑхма юрамасть… Ӗҫӗ ак ҫапла пулчӗ…

— Кирлӗ мар, — чарчӗ Бойченко. — Кондратьев мана йӗркипех каласа пачӗ. Эсӗ ан пӑшӑрхан. Эпӗ Федор Лукича пӗлетӗп, Кондратьева та Усть-Невинскине пулӑшӑпӑр, терӗм… Халӗ акӑ иксӗмӗр плана пӑхса тухӑпӑр. Лар патнерех…

Сергей пуканне сиктерчӗ. Бойченко папкӑна уҫрӗ. Кабинетра темшӗн ытла та пӑчӑ пулса кайрӗ, Сергей тарларӗ, ҫурӑмӗ тӑрӑх вӗри тар тумламӗсем йӑпӑр-йӑпӑр чупса аннине сиссен, вӑл чи шӑрӑх вӑхӑтра та танкра капла тарламаннине аса илчӗ.

— Эсир виҫӗ колхозра тырпул тухӑҫне виҫӗ тӗрлӗ кӑтартнӑ. Сирӗн ҫӗр пӗр пек мар-им?

— Ӑнлантарса паратӑп, — терӗ Сергей, хӑй васкасах питне тутӑрпа шӑлса, сӗтел ҫине ӳпӗнчӗ. — Ҫӗр пӗр пекех. Эсир ҫак цифрӑсем ҫине пӑхӑр. Буденный ячӗпе тӑракан колхоз кӑҫал гектартан вӑтӑр центнер илет, Ворошилов ячӗпе тӑракан колхозпа Кочубей ячӗпе тӑракан яшхоз — сакӑр е вунӑ центнер, унтан ытла илеймеҫҫӗ. Буденновецсене хӑваласа ҫитме йывӑр. Вӗсен председателӗ Стефан Петрович Рагулин хӑйне май старик, пушӑ сӑмах вӗҫтерекен кӳршисене юратмасть, уйрӑмах Артамашова — Ворошилов ячӗпе тӑракан колхоз председательне килӗштермест. Ворошиловецсемпе кочубеевецсем пилӗкҫуллӑхӑн виҫҫӗмӗш ҫулне гектартан ҫирӗм пиллӗкшер центнер илме шутлани ҫинчен пӗлсен, Рагулик хӑйӗн планне хӗрӗх кӗртрӗ, колхоз пухӑвӗнче ку цифрӑна пурте йышӑнчӗҫ… Хӗрӗх центнер — вӑл нумай, буденновецсене йывӑр та килӗ, анчах Рагулин Артамашова тырӑ тухӑҫне ӳстерессишӗн мӗнле кӗрешмеллине кӑтартса парасшӑн…

— Кӑтартайӗ-ши?

— Пулӑшсан — пултарать, — терӗ Сергей. — Эсир Рагулина пӗлместӗр-и? Ҫирӗп ҫын, хӑй мӗн шухӑшланине тӑватех вӑл.

— Апла пулсан, ӑна пур майпа та пулӑшас пулать, — терӗ Бойченко. — Гектартан кун чухлӗ тырӑ илни — мухтавлӑ, уншӑн тӑрӑшма та пулать.

Кун хыҫҫӑн Бойченко выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес пирки калаҫрӗ, уйрӑмах Ворошилов ячӗпе тӑракан колхозра лаша ферми валли виҫӗ вите тата пӗр ветеринари лечебници тума палӑртни ҫинчен ыйтрӗ.

— Мӗншӗн ку фермӑна уйрӑмах пысӑк хисеп тунӑ?

— Ку витесем пирки чӑн-чӑн ҫапӑҫу пулса иртрӗ, — терӗ Сергей. — Иван Атаманов, ку фермӑн заведующийӗ, питӗ ҫине тӑчӗ, унпа килӗшме тӳр килчӗ. Пӗлесчӗ эсир Атаманова! Лаша пӑхса ӳстермех ҫуралнӑ вӑл… Отечественнӑй вӑрҫӑра Плиев генерал кавалеринче пулнӑ, ӑна ултӑ орденпа наградӑланӑ. Ӗҫе хӗрӳ тытӑнать, унпа килӗшмесӗр тӑма пултараймарӑмӑр эпир… Малалла планра сыснасем, сурӑхсем тӑраҫҫӗ. Кунта тавлашу пулман. Пур колхоз та пӗр пек пыраҫҫӗ.

Кун хыҫҫӑн садсем, иҫӗм ҫырли пахчисем, утарсем, кайӑк-кӗшӗк фермисем, пахча ҫимӗҫ ҫинчен калаҫрӗҫ. Пиллӗкмӗш ҫул иртнӗ ҫӗре миҫе пуҫ хур пулмалли цифра йӗри-тавра ункӑ турӗ Бойченко.

— Апла эсир, утравсем ҫинче хурсем усрама шутлатӑр? — терӗ вӑл. — Ҫапла ӗнтӗ, хур тени савӑнӑҫлӑ кайӑк.

Пысӑк хуралтӑсем тӗлне ҫитсен, Бойченко шухӑша кайрӗ те нумайччен чӗнмесӗр ларчӗ. Ку вӑхӑт Сергейшӗн питӗ вӑрӑм пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа кабинетра тата пӑчӑрах пек пулчӗ.

— Аван, — терӗ Бойченко, — плана эпир ырлӑпӑр, крайкомра уйрӑм решени йышӑнӑпӑр, ытти станицӑсем те, ялсем те сире пӑхса ҫапла пуҫлаччӑр… Анчах эпӗ малтанах асӑрхаттарма тивӗҫ…

Бойченко каллех шухӑша кайрӗ, Сергей чӳречерен сулхӑн ҫил вӗрнине туйса илчӗ те ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.

— Асӑрхаттарма тивӗҫ, пилӗк ҫуллӑх план туса ҫирӗплетни паха япала, анчах вӑл пӗрремӗш утӑм ҫеҫ. Ӑна вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртме вӑй нумай хума тивет, тӑрӑшас пулать, нумай ӗҫлес пулать. Ҫавӑн ҫинчен сан, Сергей Тимофеевич, манма юрамасть. Бойченко Сергей ҫине ӑна халӗ тин курнӑ пек нумайччен тинкерсе пӑхрӗ. — Эсӗ ҫар ҫынни, акӑ пӗр пример каласа парсан, эсӗ ӑна часах ӑнланӑн… Усть-Невински станицине уйрӑм полк тесе шутлӑпӑр. Ҫак полкӑн ҫар хатӗрӗсем аван, ҫителӗклӗ, унта питӗ маттур старшинасем, офицерсем пур, ӗҫе пӗлекен сержантсем пур, хӑюллӑ, ҫар ӗҫне аван вӗреннӗ салтаксем те пур. Юлашки вунӑ-вунпилӗк ҫул ку полк темиҫе ҫапӑҫура та пулнӑ, темиҫе хут та ҫӗнтернӗ. Халӗ ӗнтӗ ҫак полкра чӑрсӑр шухӑш ҫуралчӗ: тӑшман крепоҫне штурмласа илсе, ытти полксене вӑрҫӑра епле ҫапӑҫмаллине кӑтартса памалла. Ҫак операци планне штабра хатӗрлерӗҫ, аван, хӑюллӑ план, темелле. Генерал ку плана ырларӗ те савӑнсах ҫирӗплетрӗ… Малалла мӗн тумалла?

Бойченко Сергей ҫине пӑхрӗ, Сергей ирӗксӗрех пуҫне пӗкрӗ. Вӑл, пуҫне ҫӗклесен, каллех Бойченко куҫӗпе тӗл пулчӗ. «Ав епле, пӑрӑнатӑн, чӗнместӗн, хирӗҫ калама сӑмах та тупаймастӑн тенӗ пек», Бойченко куҫӗсем йӑл кулса тӑраҫҫӗ.

— Пӗлетӗп, — терӗ Сергей. — Анчах эпӗ танк подразделенийӗ ҫинчен калап…

— Юрать.

— Ҫынсемпе машинӑсене хатӗрлес пулать, — терӗ те Сергей кулса илчӗ. — Ун пеккине эпӗ пӗлетӗп!

— Тӗрӗс! Ҫыннисене те, машинӑсене те халех хатӗрлемелле. Кӗрешӳ ҫынсенчен килет. Вӗсем ҫинчен шухӑшламалла та. Иван Атаманов кӑна мар, ытти ферма заведующийӗсем те ӗҫе хӗрӳ тытӑнни кирлӗ, бригадирсем, звеньевойсем, — кунта сержантсем, старшинасем, — тырӑ тухӑҫне хӑпартма мӗн кирлине, мӗн тумаллине колхозниксене каласа ӑнлантарма пултарни кирлӗ. Полкра политработниксем, агитаторсем, коммунистсем, комсомолецсем пур — Усть-Невинскинче те пур вӗсем. Станицӑри пилӗк ҫуллӑх план вӗсен партипе политика ӗҫӗнче ялав пулса тӑмалла. Ун пирки эпӗ Кондратьевпа калаҫрӑм, вӑл сана пулӑшать, анчах санӑн та айккине тӑрса юлма ирӗк ҫук. Хатӗрсем пирки сирӗн еплерех? Пурте пур-и? Ҫук, пурте мар, буденновецсем гектартан хӗрӗх центнер илме тӑрӑшнине мӗнпе ҫирӗплететӗр? Ун ҫинчен те шухӑшлас пулать. Кунта ӗмӗт пурри кӑна сахал… Строительство материалӗ тата? Ну, цементпа тимӗр сире крайри фондсенчен парӑпӑр, ытти пирки шанса ан тӑрӑр. Кирпӗч самай кирлӗ. Чи малтан кирпӗч заводне юсаса ӗҫе ямалла, самай тумалла. Унсӑрӑн строительство ҫинчен шухӑшлама та кирлӗ мар. Хуралтсене мӗнпе витмелле? Улӑмпа, хӑмӑшпа юрамасть. Вырӑнтах черепица тума шухӑшлас пулать. Станоксем, специалистсем тупмалла, сирӗн лайӑх тӑм пур, ӑна эпӗ пӗлетӗп… йывӑҫ? Йывӑҫа унтан-кунтан илме шанчӑк ҫук. Унтах тупмалла. Вӑрмана эсир вырӑнтах тупма пултаратӑр. Тусем хушшинче, Чубуксунск тӑвӗ хушшинче хатӗр пӗренесем выртаҫҫӗ, вӑл пӗренесене вӑрҫӑ валли хатӗрленӗ пулнӑ, халӗ ӑна пире пачӗҫ, анчах вӑл пӗренесене шывпа кӑна юхтарса антарма пулать, урӑх ӑна унтан ниепле те илсе тухаймӑн.

— Чубуксунск ту хушшинче-и? — ыйтрӗ Сергей. — Эпӗ унта кайса килнӗ, пӗренисене те курнӑ… Парӑр пире, эпир ӑна шывпа антарӑпӑр.

— Паратпӑр, — терӗ Бойченко, — вунултӑ вагон кӑна мар, хӑвӑр юхтарса антарма пултарнӑ таранах паратпӑр.

Калаҫу нумая каймарӗ, пурин ҫинчен те калаҫса пӗтерсен, Бойченко ура ҫине тӑрса чӳрече умне пычӗ те вӗри сывлӑшпа витӗннӗ хир ҫине пӑхса илчӗ.

— Киле хӑҫан каятӑн? — терӗ вӑл.

— Эпӗ ҫунатпа вӗҫме те хатӗр! — терӗ Сергей.

— Мӗншӗн ҫунатпа? — Бойченко кулса Сергей патнелле пычӗ. — Сӑнӑн ҫунат шӑтса ӳсрӗ ӗнтӗ. Аван вӑл, анчах вӗҫме кирлӗ мар. Машинӑпа каятӑн. Халӗ Николай Николаевич патне кай. Ыттине эпӗ ӑна телефонпа калап; каҫалапа каллех ман пата кӗрсе тух. Эпӗ сирӗн еннелле каятӑп, ҫула май сана Усть-Невинскине ҫитерӗп.

Николай Николаевич Сергее алӑк пуканӗ ҫинче хирӗҫ пулчӗ, ӑна аллинчен тытса симӗс кавир тӑрӑх хӑй кабинетне илсе кӗрсе кайрӗ.

— Саламлатӑп сана! — терӗ вӑл савӑнса. — Куртӑн-и, пурте аван терӗм-ҫке сана… Эпӗ татах кирлӗ ҫынсемпе телефонпа калаҫӑп… Ӗҫе закон ҫулӗпе ятӑмӑр, темелле ӗнтӗ…

Николай Николаевич телефон трубкине тытрӗ те крайплана, крайсельпроекта, крайзона, крайснава, крайсельхозэлектрӑна тата темле Петр Спиридоновичпа Олег Александрович патне шӑнкӑртаттарчӗ. Пуринпе те кӗскен, татӑклӑн калаҫрӗ. Андрей Петрович Бойченко шухӑшне пӗлтерчӗ. Ответне телефонпа мар, ҫырса пама ыйтрӗ, хӑҫан тата мӗн-мӗн тӑвасса тӗрӗс кӑтартма хушрӗ. Кӗске калаҫу хыҫҫӑн Петр Спиридоновича ҫапла каласа хучӗ:

— Мана пушӑ шантарусем кирлӗ мар, ҫак эрнерех Усть-Невински станицине шырав ӗҫӗсене тума ҫынсем яр.

Олег Александровича ҫапла каларӗ:

— Вӑл аван ӗнтӗ, анчах эпӗ сана Усть-Невинскине хӑвӑн работнике яма сӗнетӗп, пурин ҫинчен те каласа пама та, кӑтартса пама та пӗлтӗр.

Николай Николаевич телефонпа калаҫса пӗтерсен ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.

— Халӗ эсӗ, Сергей Тимофеевич, станицӑна ним пӑшӑрханмасӑр кайма пултаратӑн. Тумаллине тунӑ, пурте хатӗр пулӗ. Ӗнтӗ вырӑнта ӗҫлӗр, мӗн-мӗн туни ҫинчен мана пӗлтерсех тӑр. Чим, кӑштах манса кайман! Халех крайснаба кай, йывӑҫ илме хут илӗн. Унта сана кӗтеҫҫӗ…

Сергей Николай Николаевича чунтанах тав турӗ те, вӗсем ӗлӗкхи туссем пек уйрӑлчӗҫ.

— Сергей Тимофеевич, — терӗ Николай Николаевич, Сергей алӑкран тухма пуҫласан, — эсӗ асту, манпа ялан ҫыхӑну тыт…

Сайт:

 

Статистика

...подробней