Поиск
Шырав ĕçĕ:
Магистраль ялсем патӗнчен иртсе кайнӑ вырӑнсенче шӑв-шава чакармалли ятарлӑ щитсем вырнаҫтарӗҫ, чукун ҫулӑн хӳтӗлев зонисем пулӗҫ, пӑрӑхсем хурса ҫынсене чукун ҫул айӗпе каҫса ҫӳремелли, выльӑхсене каҫармалли ятарлӑ вырӑнсем туса парӗҫ.
Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27
Хамӑр пурӑнакан картиш сӑн-сӑпачӗ, унта ҫутӑ та таса пулни, йывӑҫ-тӗм, чечек клумбисем, уҫӑлса ҫӳремелли тата ачасем валли канмалли вырӑнсем, меллӗ саксем, автомобиль тӑратмалли вырӑнсем пурри-ҫукки кашни ҫыншӑнах пӗлтерӗшлӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Вӗсем ӑмӑртусемпе турнирсенче сумлӑ вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ.
«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Юлашки вӑхӑтра Пучинке каччи юниорсен чемпионатӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри ял спорт вӑййисенче пӗрремӗш вырӑнсем йышӑннӑ.
Крымран — тӑватӑ медальпе // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Калинин районӗнчи «Дар» ООО пасарӗнче /Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗ, 22-мӗш ҫурт/ тата «Фиалка» суту-илӳ центрӗ патӗнче /Эгер бульварӗ, 40-мӗш ҫурт/, Ленин районӗнчи «Николаевский» суту-илӳ комплексӗ» АУО картишӗнче /А.Николаев космонавт урамӗ, 14-мӗш «а» ҫурт/, Мускав районӗнчи «Северная» суту-илӳ компанийӗ» ООО территорийӗнче /Мускав проспекчӗ, 40-мӗш «а» ҫурт/ пахчаҫимӗҫ сутма ятарлӑ вырӑнсем уйӑрнӑ.
Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Пӗрмаях ӳкнипе кӗлетки ҫинче кӑвакарнӑ вырӑнсем те юлмаҫҫӗ-ши?
Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Ҫавӑн чухлех - юн юхса кӗвелнӗ вырӑнсем...
Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11
Пӗр-пӗрне куҫ хывнӑ мӑшӑрсем улах вырӑнсем шыраҫҫӗ...
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Сӑрт тӑррисем, ҫӳллӗрех вырӑнсем юр ирӗлсе пӗтнипе, шурӑ катанпир ҫине тӗл-тӗл хура кайӑк хурса ҫӗлетнӗ витӗнкӗч евӗрлӗ курӑнаҫҫӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ку ялти паллӑ вырӑнсем ҫинчен лагерь воспитателӗ Александр Марсович Степанов ачасене тӗплӗн каласа пачӗ.
«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Кунта - вӑрманлӑ, ҫырла-кӑмпаллӑ, илемлӗ вырӑнсем.
Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21
Чӑваш Республикин территорийӗнче тӑтӑш турттарма усӑ куракан транспорт хатӗрӗсене каҫпа ҫирӗм икӗ сехетрен пуҫласа ирхи ултӑ сехетчен тӑратмалли вырӑнсене палӑртать тата ҫавнашкал транспорт хатӗрӗсене тӑратмалли вырӑнсем ҫинчен пӗлтерекен сведенисене Чӑваш Республикин Власть органӗсен «Интернет» информаципе телекоммуникаци сетӗнчи порталӗнчи хӑйӗн официаллӑ сайтне вырнаҫтарать;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
регионсем хушшинче пассажирсем тата багажа заказ тӑрӑх турттарнӑ чухне Федераци саккунӗн 38 статйин 1-мӗш пайӗнче кӑтартнӑ пассажирсем лартмалли тата антармалли вырӑнсем ҫинчен калаҫса килӗшмелли йӗркене палӑртать;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Чӑваш чӗлхипе тата литературипе район, республика шайӗнче иртекен олимпиадӑсенче те яланах тивӗҫлӗ вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ.
Тӑван чӗлхе — тӗнче уҫҫи // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Ҫывӑхра юрӑхлӑ вырӑнсем пулсан ачасен те, аслисен те пӗлнӗ-пӗлмен ҫӗрте ишес кӑмӑл ҫуралмӗ.Если рядом будут специально оборудованные места, ни дети, ни взрослые не откажутся от купания.
Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Ман шухӑшпа, ку ыйтӑва татса пама кӑткӑс мар, кашни ял тӑрӑхӗнчех ҫакнашкал вырӑнсем йӗркелеме пулать, ку енӗпе ӗҫлекен специалистсем кирек мӗнле вырӑна та ишме юрӑхлӑ тума пултараҫҫӗ, йыхравламалла кӑна.
Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Шупашкар районӗнче ятарлӑ вырӑнсем иккӗ – Апаш ял тӑрӑхӗнче «Лагуна» тата Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи «Солнечный берег» пляжсем.
Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Тӗслӗхрен, Муркаш районӗнче 16 ял тӑрӑхӗнчен 11-че ятарлӑ вырӑнсем хатӗрленӗ, ку, паллах, лайӑх.
Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене ку эрне пуҫламӑшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин Правительство членӗсемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ чухне пляжсем, канмалли вырӑнсем ҫителӗксӗр пулнине палӑртнӑ.
Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Д2-Н класра малти вырӑнсем ҫапла пайланнӑ: Йошкар-Олари Сергей Лушниченко – 1-мӗш, Шупашкар хулин ҫамрӑкӗ Виктор Сандыбаев – 2-мӗш, Ҫӗнӗ Шупашкарти Дмитрий Белянин 3-мӗш пулнӑ.
Тусанпа хӑйӑр ӑшӗнче // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07