Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: «Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах

Автор: Любовь КУДРЯВЦЕВА

Источник: «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Добавлен: 2016.07.23 15:25

Предложений: 119; Слово: 1156

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Образование

Республика тулашӗнчи ачасене хӑйӗн ҫунатти айне пуҫтарать «Эткер» кану лагерӗ.

Кӑҫал черетлӗ сменӑна Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен вӑтӑр тӑхӑр ача килчӗ. Калама ҫук илемлӗ вырӑнта ларакан кану центрӗ хапӑл туса йышӑнчӗ ачасене. Мӗн тери хӑтлӑ кунта! Вӑрманӗ мӗне тӑрать! Унти вӗҫен кайӑксен чӗвӗлти юрри чуна тыткӑнлать. Юнашарах мӑнаҫлӑн сарӑлса юхакан Атӑлӑн вӗтӗ-вӗтӗ хумӗсен ҫепӗҫлӗхне уҫӑ варкӑш ҫил лагере илсе килет. Кун пек чухне шӑрӑх кунра та пӑчӑ мар. Чунра уҫӑ, кӑмӑл хаваслӑ, туссемпе татах та ҫывӑхрах паллашас килет.

Тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ, аякри тӑрӑхсенчен ҫитнӗ хӗрачасемпе арҫын ачасене 2013 ҫулта ҫӗршывӑн тӗп хулинче Мускавра «Тӑван чӗлхене, ҫав шутра вырӑс чӗлхине те, вӗрентекен» конкурс ҫӗнтерӳҫи Ирина Алексеевна Диарова, 2012 ҫулта ҫав конкурсра ҫӗнтернӗ Александр Марсович Степанов тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Педагогика талккӑшӗ-2014» конкурс лауреачӗ Любовь Васильевна Кудрявцева тулли кӑмӑлпа ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Килсе ҫитнӗ кунранах нихӑҫан манӑҫми хаваслӑ, асран кайми самантсем пуҫланчӗҫ. Вӗсем кашнин асӗнче юлӗҫ. Ҫакна тӗпе хурса тӑрӑшрӗҫ те ӗнтӗ вожатӑйсемпе воспитательсем. Смена программине пуян та интереслӗ тӑвас опыт пур аслисен. Иртнӗ ҫул та вӗсем кунтах ачасен пурнӑҫӗпе «пурӑннӑ»: тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ, пӗрле вылянӑ, савӑннӑ, ӑмӑртусене хутшӑннӑ, концертсенче юрри-ташшипе савӑнтарнӑ… Ырӑ ӗҫсен шучӗ те ҫук. Ӑҫта кӑна ҫитсе, кампа кӑна тӗл пулса калаҫмарӗҫ-ши канакансем! Чим, кун ҫинчен хӑйсем хаваспах каласа парӗҫ. Ятарласа ҫырса пынӑ кун кӗнекинчи йӗркесемпе паллашар-ха эппин.

Паян ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗ. «Хӗлхем» ушкӑнӑн пысӑк уяв — «Эткер» смена уҫӑлать. Тӗрлӗ регионтан килнӗ ачасем ирхи апатлану хыҫҫӑн сменӑна уҫма хатӗрленчӗҫ: Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи», Петӗр Хусанкайӑн «Таня» поэмӑсенчи сыпӑксене, тӗрлӗ поэтӑн сӑввине пӑхмасӑр калама хӑнӑхрӗҫ, чӑваш ташши лартрӗҫ, тӗрлӗ юрӑ вӗреннӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ линейка иртрӗ. Линейкӑна ятлӑ та сумла хӑнасем килсе ҫитрӗҫ: Чӑваш Республикин культура министрӗн заместителӗ В.Н.Оринов, ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин пай пуҫлӑхӗ В.В.Бычков, наци вӗрентӗвӗн центрӗн ертӳҫи И.А.Степанова, «Вӑрманти юмах» санаторин тӗп врачӗ Е.В.Гурьева хӑнасем канма килнӗ, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ачасене ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, пил пачӗҫ.

Линейка хыҫҫӑн лагерьти пур ача та акт залне пуҫтарӑнчӗ. Пушкӑрт, Тутар, Чӑваш республикисенчен, Самар, Чӗмпӗр, Тюмень облаҫӗсенчен килнӗ ачасен пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ.

Паян «Хӗлхем» ушкӑн ачисем «Эткер» этнолагерьти тӑваттӑмӗш кунӗнче Муркаш районӗнчи Калайкасси вӑтам шкулне ҫул тытрӗҫ. Кун йӗркинче – Афган вӑрҫин, таврапӗлӳ музейӗсемпе тата Мазуркинсен вернисажӗпе паллашасси. Ку ялти паллӑ вырӑнсем ҫинчен лагерь воспитателӗ Александр Марсович Степанов ачасене тӗплӗн каласа пачӗ. Чи малтан эпир таврапӗлӳ музейне кӗтӗмӗр. Музей виҫӗ экспозицирен тӑрать иккен. Унтан Афган вӑрҫин музейне куҫрӑмӑр. Ун хыҫҫӑн пирӗн ҫул «Юпа» комплекс патне выртрӗ. Ҫуран ҫулҫӳрев Мазуркинсен вернисажне илсе ҫитерчӗ. Петр Яковлевичпа Зинаида Васильевна пире хаваспа кӗтсе илчӗҫ. Вӗсем унти япаласем ҫинчен тӗплӗн каласа, ӑнлантарса пачӗҫ. Кунта пире ӑстаҫӑ йывӑҫран тӗрлӗ кӗлетке касса кӑларни ытларах тыткӑнларӗ. Зинаида Васильевна йӗркеленӗ пукане театрӗ те пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Юлашкинчен асӑнмалӑх сӑн ӳкерттертӗмӗр. Каҫхи апат хыҫҫӑн «Вӑрманти юмах» кану лагерӗн программипе килӗшуллӗн ачасем художниксем ҫинчен хатӗрленӗ вӑййа хутшӑнчӗҫ. Кун ташӑ каҫӗпе вӗҫленчӗ.

«Хӗлхем» ушкӑнӑн пиллӗкмӗш кунӗ – тӗрлӗ тӗлпулу. Раиса Сарпипе Альбина Юрату сӑвӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, ача-пӑча валли ҫырнӑ сӑввисене вуларӗҫ. Ҫак тӗлпулу хыҫҫӑн аяк-ран килнӗ ачасем парнесӗр каяс темерӗҫ. Андрей Кузнецов юрӑҫ тата унӑн ывӑлӗ Максим чӑваш юррисене шӑрантарчӗҫ. Кӑнтӑрлахи апатченех лагерьте чӑваш юрри-кӗвви янӑрарӗ. Каҫхине лагерьти отрядсен хушшинче ӑмӑрту иртрӗ. Кунта «Хӗлхем» ушкӑн воспитателӗсем те, ачасем те хастар хутшӑнчӗҫ.

«Эткер» этнолагерьти «Хӗлхем» ушкӑнӑн улттӑмӗш кунӗ. Чӑваш ачисем Шупашкара ҫул тытрӗҫ. Пӗрремӗш чарӑну – чӑваш тӗррин музейӗ. Ачасем XVII-XX ӗмӗрсенчи тӗрӗсемпе паллашрӗҫ. Чӑваш тӗрри ыттисеннинчен тӗррисенчен уйрӑлса тӑнине тата вӗсен пӗрпеклӗхне тупма хӑнӑхрӗҫ. Ачасене уйрӑмах 1937 ҫулта Мускавра иртнӗ ял хуҫалӑх куравӗ валли ятарласа тӗрленӗ чӑваш картти кӑсӑклантарчӗ. Экскурси пурне те килӗшрӗ, унта пулнисен тӗрӗ тӗрлес туртӑм ҫуралчӗ.

Иккӗмӗш чарӑну – Константин Васильевич Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ. Ачасем тӳрех литература тӗнчине кӗрсе ӳкрӗҫ: авалхи литературӑран пуҫласа паянхи ҫыравҫӑсемпе паллашрӗҫ. Тӗлпулӑва Светлана Асамат, Ара Мишши, Валери Туркай пуянлатрӗҫ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Виҫҫӗмӗш чарӑну – заливра вырнаҫнӑ Шупашкарӑн авалхи пайӗ. Ҫуран ҫулҫӳрев Управҫӑ анне палӑкӗпе паллашнинчен пуҫланчӗ. Ун хыҫҫӑн ачасем Шупашкар керменӗ пулнӑ вырӑна ҫитсе курчӗҫ. Унтах Введени соборӗпе, Михаил Архангел чиркӗвӗпе, Арҫынсен мӑнастирӗпе тата ытти кӑсӑклӑ архитектура палӑкӗпе паллашрӗҫ.

Шӑматкун. Лагерьти ҫиччӗмӗш кун Муркаш районӗн Катькас клубӗ ҫумӗнчи «Ҫӑлкуҫ» фольклор ушкӑнӗпе тӗл пулнинчен пуҫланчӗ. Вӗсем тури чӑвашсен юрри-ташшипе паллаштарчӗҫ кӑна мар, ачасене тӗрлӗ кӗвӗ инструменчӗ калама та вӗрентрӗҫ. Ун хыҫҫӑн эпир тӑван ен тата чӑваш чӗлхи урокӗсенче пултӑмӑр.

Кун «Вӑрманти юмах» кану лагерӗн иккӗмӗш смени уҫӑлнине халалланӑ концертпа тӑсӑлчӗ. Полинӑпа Валерия чӑваш юррипе пурне те тытканларӗҫ. Смена уҫнӑ ятпа кӑвайт чӗртрӗҫ, кашни ушкӑн хӑйӗн юррине карталансах юрларӗ.

Саккӑрмӗш кун ҫав тери анлӑ программӑллӑ пулчӗ. Чи малтан Шуршӑлти Космонавтика музейӗнче иртнӗ Андриян Григорьевич Николаева халалланӑ асӑну митингне хутшӑнтӑмӑр, сӑвӑсем каларӑмӑр, «Чӑваш Ен» юрӑ юрларӑмӑр, каярахпа музей экспоначӗсемпе паллашрӑмӑр.

Кун йӗрки питех те пуян. «Хӗлхем» ушкӑн ачисем «Бичурин тата паянхи кун» музее ҫитрӗҫ. Ачасем Н.Я.Бичуринӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе, Шупашкар районне халаланӑ кӗтеспе, этнографи уйрӑмӗпе тата ытти интереслӗ экспонатпа паллашрӗҫ.

Кун «Стартин» ташӑ каҫӗпе вӗҫленчӗ.

Утӑ уйӑхӗн тӑваттӑмӗшӗ — «Хӗлхем» ушкӑнӑн тӑххӑрмӗш кунӗ. Ирхи апат хыҫҫӑн хӗлхемҫӗсем программӑри тӗрлӗ конкурса хатӗрленме пуҫларӗҫ: «Эпӗ — ҫулҫӳревҫӗ», «Цирк килнӗ!», «Алло, эпир пултаруллисене шыратпӑр!» тата ытти те… Хатӗрленӳ пайӗ вӗҫленсен Шупашкартан ятарласа чӗннӗ ташӑ ӑсти Татьяна Мокеева ачасене кӗске вӑхӑт хушшинче чӑваш ташши вӗрентрӗ. Ун хыҫҫӑн «Вӑрманти юмах» кану лагерӗнчи ачасемпе «Станци вӑййи» конкурс ӑмӑртӑва хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсем пулчӗҫ. Каҫхине пурте пӗрле илемлӗ кинофильм курса савӑнчӗҫ.

Утӑ уйӑхӗн пиллӗкмӗшӗ — «Хӗлхем» ушкӑнӑн вуннӑмӗш кунӗ. Кашни ирех чӑваш халӑх кун тӑрӑмӗ ҫинчен истори урокӗ иртет. Паянхи урок Аслӑ Пӑлхар ҫӗршывӗ ҫинчен пулчӗ. Ачасене уҫӑ сывлӑшра ирттернӗ урок питӗ килӗшрӗ.

«Тӗлпулу кӗтесӗнче» паян Чӑваш Рес-публикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Илья Степанович Клочков фотокорреспондент пулчӗ. Вӑл ачасене асӑнмалӑх сӑн ӳкерчӗ тата фотоаппарат вӑрттанлӑхӗсемпе паллаштарчӗ.

Кӑнтӑрлахи апата хальхинче «хӗлхем-ҫӗсем» хӑйсем хатӗрлерӗҫ – хуран кукли пӗҫерсе ҫирӗҫ. Чӑваш халӑх апачӗпе пурне те хӑналарӗҫ. Каҫхине дискотекӑра ташласа савӑнчӗҫ.

Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗ. «Эткер» лагерӗн вунпӗрмӗш кунӗ. Лагерьте хӑнара – наци радиовӗ. «Хӗлхем» ушкӑна ҫӳрекен Анна Кадушкина корреспондент, сӑмах май, вӑл Наци радиовӗнче хӑйӗн пултарулӑхне туптать, «Ачалӑх урхамахӗ» радиопередача валли ачасемпе воспитательсенчен интервью илчӗ.

«Тӗлпулу кӗтесӗнче» — Шупашкар районӗн Кӑшавӑшри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Евгений Александрович Майков. Вӑл «хӗлхемҫӗсемпе» «Эпир маттур ачасем» выляв ирттерчӗ. Хастаррисене тӗрлӗ кӗнеке парнелерӗ.

Каҫхине «Хӗлхем» ушкӑн Шупашкара, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫул тытрӗ. «Ыйӑх ҫухатнисем» спектакль пурне те тыткӑнларӗ.

Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗ. «Эткер» лагерӗн вуниккӗмӗш кунӗ. Асӑнмалӑх юлчӗ паянхи тӗлпулу. А.В.Блинов, «Хавал» лагерӗн ертӳҫи, хӑйӗн ушкӑнӗпе пирӗн патра хӑнара пулчӗ. Эпир пӗр-пӗрин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӑмӑр. Мускавран, Бельгирен, Швейцарирен, Испанирен ятарласа чӑвашла вӗренме килнӗ ҫынсемпе куҫа-куҫӑн калаҫни «Эткер» этнолагерьти «Хӗлхем» ушкӑн ачисенче чӑваш туйӑмлӑхӗ ҫуратрӗ.

Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗ. Ҫак кун «хӗлхем-ҫӗсем» сывпуллашу каҫне тӗплӗн хатӗр-ленчӗҫ: концерт программине ҫырчӗҫ, кӑвайт валли вут-шанкӑ пуҫтарчӗҫ… Смена вӗҫленнӗ тӗле вӗрентӳ центрӗн ертӳҫи И.А.Степанова тата «Шӑнкӑрав» радиопередачӑн корреспонденчӗ Г.В.Вастрюкова салам сӑмахӗсемпе ҫитрӗҫ. Пысӑк концерта «Вӑрманти юмах» лагерь тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗ. Каҫхине пурте «Эткер-party» дискотекӑра ташласа савӑнчӗҫ.

Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗ. Кӑҫалхи смена уйрӑмах асра юлчӗ, мӗншӗн тесен программа пӗлтӗрхинчен те пуянрах та анлӑрах пулчӗ. «Мул пухӑнать те — саланма пултарать, халӑха вара унӑн чӗлхи тытса тӑрать. Чӗлхе пӗтмесӗр халӑх та пӗтмест», — тесе шухӑшланӑ пирӗн мӑн асаттесем. Ҫак шухӑш халӑх сӑмахӗнче те йӗркеленсе юлнӑ.

Чӑваш ачисен тавракурӑмӗ сарӑлса, ӑс-тӑнӗ ҫивӗчленсе, ал-ури ӑсталанса пытӑр.

Тӗнчере илемлӗрех те пуянрах ҫӗрсем пур. Ҫывӑхри вара – тӑван тавралӑх, тӑван халӑх, тӑван чӗлхе. Тем тӗрлӗ чӗлхе вӗренсен те хамӑр тӑван чӗлхене манар мар.

Чипер юл, юратнӑ «Эткер» этнолагерь! Тепӗр ҫул та тӗл пулӑпӑр-ха, ачасем!

Сайт:

 

Статистика

...подробней