Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ

Автор: Юрий СЕРГЕЕВ

Источник: «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Добавлен: 2016.09.30 16:58

Предложений: 32; Слово: 429

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Сельское хозяйство

Шупашкар администрацийӗ ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тӗп хула халӑхне ял хуҫалӑх продукцийӗпе тивӗҫтерес тӗллевпе
«Кӗр мӑнтӑрӗ-2016» уйӑхлӑх ирттерет.

Калинин районӗнчи «Дар» ООО пасарӗнче /Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗ, 22-мӗш ҫурт/ тата «Фиалка» суту-илӳ центрӗ патӗнче /Эгер бульварӗ, 40-мӗш ҫурт/, Ленин районӗнчи «Николаевский» суту-илӳ комплексӗ» АУО картишӗнче /А.Николаев космонавт урамӗ, 14-мӗш «а» ҫурт/, Мускав районӗнчи «Северная» суту-илӳ компанийӗ» ООО территорийӗнче /Мускав проспекчӗ, 40-мӗш «а» ҫурт/ пахчаҫимӗҫ сутма ятарлӑ вырӑнсем уйӑрнӑ. Ҫав лаптӑксене фермерсем, кил хуҫалӑхӗсем, дачниксем уйӑхлӑх пынӑ вӑхӑтра йышӑнаҫҫӗ, хӑйсем ҫитӗнтернӗ ҫимӗҫсене сутаҫҫӗ. Пасар администрацийӗсем вӗсенчен арендӑшӑн пӗр пус та ыйтмаҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ сутма тӳлевсӗрех ирӗк параҫҫӗ. Ӗнер ҫӳлерех асӑннӑ суту-илӳ комплексӗсенче пултӑмӑр, лаптӑксене пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр.

— Пурин валли те ҫитеҫҫӗ, — пӗлтерчӗ хула администрацийӗн потребительсен рынокне аталантарассипе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Фасиха Солдатова. — Ялсенчен пахчаҫимӗҫ сутма килекенсене ырӑ сунса кӗтетпӗр. Ҫимӗҫсене килте е фермер хуҫалӑхӗнче ҫитӗнтернине ҫирӗплетекен ял тӑрӑхӗн администрацийӗсенчен справка илсе килмелле. Вӑл республика тулашӗнчен кӳменнине, хула ҫыннисене хамӑр продукцие сутнине ӗнентерме ҫеҫ кирлӗ.

Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Дар» общество ҫумӗнчи ярмӑрккара Куславкка, Елчӗк, Муркаш районӗсем пахчаҫимӗҫ, сӗт, шашлӑк сутнӑ, «Фиалка» суту-илӳ центрӗн лапамӗнче хула халӑхӗ ЧР Апат-ҫимӗҫ фончӗн, Ишлей райповӗн, Вӑрнарпа Комсомольски районӗсенчи кил хуҫалӑхӗсен продукцине туяннӑ. «Николаевский» тата «Северная» комплекссенче те суту-илӳ вӗресе тӑнӑ. Пӗрремӗшӗнче 20 кун хушшинче 47,5 тонна пахчаҫимӗҫ сутнӑ. Иккӗмӗшне Комсомольски, Муркаш, Вӑрмар районӗсенчен фермер тата кил хуҫалӑхӗсенчен килнӗ, 9,45 тонна сутнӑ, «Коммунальные технологии», «Инженерная защита», «Горсвет» предприятисен автомашинисемпе тупӑш сахал илекенсем пурӑнакан ҫуртсем патне пахчаҫимӗҫ ҫитерсе панӑ.

Виҫӗ эрнере хула халӑхне 67 тонна пахчаҫимӗҫ сутнӑ. Шупашкарта пурӑнакансем ӑна 32 лаптӑкра туянма пултараҫҫӗ. Ҫав хушӑра «Кӗр мӑнтӑрӗ-2016» ярмӑрккана ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илекен 20 организаци хутшӑннӑ. Ытларах ҫӗрулми, сухан, хӗрлӗ кӑшман, купӑста илсе килеҫҫӗ. Уйӑхлӑха хутшӑнакансен продукцине инвалидсем, нумай ачаллӑ ҫемьесем, пенсионерсем пурӑнакан ҫуртсене тӳлевсӗрех турттарма 4 автомашина уйӑрнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне ял ҫыннисенчен пахчаҫимӗҫ туяннисен йышӗ татах хушӑннӑ. Вӗсене 646 тонна /7,8 миллион тенкӗлӗх/, ҫав шутра ҫӗрулми 455 тонна сутнӑ. Сахал тупӑшлӑ ҫемьесене транспортпа «Спецавтохозяйство», «Дорэкс», Шупашкарти троллейбус управленийӗ, «Зеленстрой», хула муниципалитечӗн коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ те тӳлевсӗрех пулӑшнӑ.

— Тӗп хулара ял хуҫалӑх продукцине нумай лаптӑкра сутма майсем тунӑран хаксем пӗр шайрах темелле, — терӗ Фасиха Исхаковна.

Чӑн та, пасарсенче вӑл, ытти ҫулхипе танлаштарсан, хӑпарса каймарӗ. Шупашкарти кӑнтӑр районӗнчи пасарта «иккӗмӗш ҫӑкӑрӑн» кашни килограмӗ — 12, купӑста 15 тенкӗ тӑратчӗ. «Дар» обществӑн /Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗ/ территорийӗнче те вӗсене ҫав хакпах туянма сӗнеҫҫӗ. Кишӗр — 25, сухан 15 тенкӗ. Кунта Елчӗк районӗнчи Хирти Пӑваран пӗр ҫемье тиесе килнӗ. Ҫӗрулми 10-12 тенкӗлле лайӑх сутӑнать.

«Николаевский» комплексра пуҫлӑ сухан — 12, ҫӗрулми 8-9 тенкӗ. Гагарин урамӗнчи тӗп пасарта пахчаҫимӗҫпе сутӑ тӑвакансем йышлӑ, «Николаевскинчи» хаксенчен пысӑкрах. Мӗншӗн тесен ваккӑн сутакансен пӗр пайӗ тӗп пасара А.Николаев урамӗнчи комплексран турттарать.

Ӗнер ҫанталӑк ӑмӑр тӑчӗ, ҫавӑнпа пасарсенче халӑх йышлах марччӗ. Канмалли кунсенче нумай пуласси вара халех ӗнтӗ паллӑ — ҫынсем хӗл валли пахчаҫимӗҫ ҫителӗклӗ туянаҫҫӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней