Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вырӑнсем (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
37. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, [пире] пыма хушман вырӑна ҫеҫ — аммонсен ҫӗрӗ патне, Иавок юхӑм шывӗ [ҫывӑхӗнчи] вырӑнсем патне, ту ҫинчи хуласем патне ҫеҫ — пымарӑн эсӗ.

37. Только к земле Аммонитян ты не подходил, ни к местам [лежащим] близ потока Иавока, ни к городам [которые] на горе, ни ко всему, к чему не повелел [нам] Господь, Бог наш.

Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫӳлхуҫа хушнипе Моисей хӑйсен ҫулне, хӑйсем хӑш-хӑш вырӑнта чарӑнса тӑнине ҫырса кӑтартнӑ, вӗсем чарӑнса тӑнӑ вырӑнсем акӑ ҫаксем: 3. вӗсем Раамсес хулинчен пӗрремӗш уйӑхра, пӗрремӗш уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче тапранса тухнӑ; Израиль ывӑлӗсем Пасха уявӗн иккӗмӗш кунӗнче ҫирӗп алӑ хӳттипе пӗтӗм Египет куҫӗ умӗнче ҫула тухнӑ; 4. ҫавӑн чухне Египет халӑхӗ хӑйӗн малтан ҫуралнӑ пӗтӗм арҫын ачине пытарнӑ, вӗсене Ҫӳлхуҫа пӗтерсе тухнӑ пулнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсен туррисене ҫапла сут тунӑ.

2. Моисей, по повелению Господню, описал путешествие их по станам их, и вот станы путешествия их: 3. из Раамсеса отправились они в первый месяц, в пятнадцатый день первого месяца; на другой день Пасхи вышли сыны Израилевы под рукою высокою в глазах всего Египта; 4. между тем Египтяне хоронили всех первенцев, которых поразил у них Господь, и над богами их Господь совершил суд.

Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тен, кам та пулин ҫапла шухӑшлама та пултарӗ: «Муркаш сали — хула мар, ку тӑрӑхра аваллӑхпа ҫыхӑннӑ, туристсене кӑсӑклантарма пултаракан вырӑнсем ҫукрах».

Помоги переводом

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫавӑнпа та кашни ялтах чан ҫапмалли вырӑнсем, шыв управӗ /водоем/ пулмалла.

Помоги переводом

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Санарпуҫ шкулӗн вӗренекенӗсем хуларисенчен нихӑш енӗпе те кая мар: республика шайӗнчи предмет олимпиадисенчен те тивӗҫлӗ вырӑнсем йышӑнса таврӑнаҫҫӗ, ӑмӑртусенче те лайӑх кӑтартупа савӑнтараҫҫӗ.

Ученики младших классов школы в Санарпоси ничем не хуже городских: с предметных олимпиад республиканского уровня возвращаются занимая достойные места, и на соревнованиях радуют хорошим результатом.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ҫав ӗнесем валли карта тытса ятарлӑ вырӑнсем хӑтланӑччӗ.

Помоги переводом

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пирӗн вӑхӑтра пӑрусем валли кӗтӳ ҫӳремелли ятарлӑ вырӑнсем пурччӗ.

Помоги переводом

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Унта чӑваш спортсменӗсенчен ылтӑн медальсене 200 тата 400 метрлӑ дистанцисенче пӗрремӗш вырӑнсем йышӑнса Елчӗк раонӗнче ҫуралса ӳснӗ, ҫав вӑхӑтра Ленинградри физкультура институтӗнче вӗреннӗ Ардалион Игнатьев ҫӗнсе илнӗ.

Помоги переводом

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Сӑмахран, канмалли кунсенче, пушӑ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗсен шӑпӑрлансемпе пӗрле таврара курса ҫӳремелли сумлӑ вырӑнсем нумай.

Например, много достопримечательных мест, где родители и малыши могут прогуляться в выходные дни, в свободное время.

Хисеплĕ вырăнсене - ушкăнпа // Т.ШЕВЕРОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Промышленноҫ туризмӗн те малашлӑхӗ лайӑх, ӑна предприятисенче туристсен ушкӑнӗсене йышӑнмалли ятарлӑ вырӑнсем йӗркелесе аталантармалла.

Хорошие перспективы и у промышленного туризма с открытием на предприятиях зон для посещения туристическими группами.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Асӑннӑ проекта йышӗ 500 ҫынран ытларах шутланакан халӑх пурӑнакан вырӑнсем кӗмен.

Данный проект не затрагивает населенные пункты с численностью жителей более 500 человек.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней